Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ӗненӗр (тĕпĕ: ӗнен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
О, ан ӗненӗр ҫав Невски проспекта!

О, не верьте этому Невскому проспекту!

Невски проспект // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.

Ӗненӗр — чӗрене ҫуркалама ҫӑмӑл мар, анчах… шахтӑна эпӗ таврӑнмастӑп…

Поверьте — рвать сердце нелегко, но… на шахту я не вернусь…

16 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Ан ӗненӗр ӑна, тӑвансем! — ӳсӗрсен шӑв-шавне кӑшкӑрса ҫӗнтерме пикенсе ҫухӑрса ячӗ Прохор.

Не верьте ему, братцы! — стараясь перекричать гул пьяных голосов, заорал Прохор.

XXVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ӗненетӗр-тӗк — ӗненӗр, ӗненмесен — ан ӗненӗр

Хотите — верьте, хотите — нет…

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Ан ӗненӗр ӑна!

— Не верьте ему!

«Куратӑп!» // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Ӗненӗр, Александр Сергеевич, эпӗ сирӗнтен нимӗн те пытарма шутламастӑп, — татса каларӗ Корнилов юлашки сӑмахӗсене, унтан шакканине илтсе, хӑвӑрт алӑк еннелле ҫаврӑнса ларчӗ:

От вас, Александр Сергеевич, поверьте, я ничего не хочу скрывать, — подчеркнул Корнилов последнюю фразу и с живостью повернулся на стук в дверь.

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Кашни сукмакӗ вара, е пашникӗ, е тутӑрӗ хӑйне уйрӑм тӗслӗ: акӑ сире тӗттӗм-симӗс бархат курӑнать — хӑвӑр куҫӑрсене те ан ӗненӗр!

И каждый такой башлык или полушалок имеет свой особый цвет: вот вы видите темно-зеленый бархат — не верьте своим глазам!

VIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Иезус Мария, вара эпӗ сирӗнтен… ах, господин козак, ӗненӗр тӳрӗ чунлӑ еврее, сӑра ҫук!

— Езус-Мария, да разве я… ах, господин козак, верьте честному еврею, нет пива!

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ӗненӗр.

Помоги переводом

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

«Эп яланах ыр кӑмӑллӑ. Ан ӗненӗр ҫав ачана, суять вӑл», — сасартӑк хӑй сассинех илтет Чжан Пэй-цзюнь.

…Он слышит собственный голос: «Я не вхожу в сделку с совестью! Не верьте вздорным выдумкам этой девочки!..»

Пӗртӑвансем // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 115–130 стр.

Ҫакна ӑнланӑр е ҫакна ӗненӗр.

Поймите одно или поверьте одному.

XXXIII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

Анчах ӗненӗр, ним хӳтлӗхсӗр хӗрарӑма кӳрентернӗшӗн вӑл тивӗҫлипех тавӑрма пӗлнӗ пулӗччӗ.

Но поверьте, он сумел бы отомстить за оскорбленную беззащитную женщину.

IX // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Унӑн пӗр сӑмахне те ан ӗненӗр!

Не верьте ни одному ее слову!

XVIII. Ганко кофейнинче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Эпӗ вӑт хушрӑм; эппин, ӗҫе мӗнле тытӑнмаллине пӗлетӗп эпӗ; халӗ ӗнтӗ ӗненӗр: эпӗ мӗнле калатӑп, ҫапла тумалла та.

А вот я заставил же; значит, понимаю, как надобно браться за дело; так уж поверьте, как я говорю, так и надо делать.

VI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

— Эсир тума хушнӑ ӗҫ питӗ кирлӗ пулнине те, эсир пирӗн интерессене сыхлас енӗпе тӑрӑшма пултарассине те питӗ шанатӑп эпӗ, ӗненӗр.

— Будьте уверены, что я ценю одинаково и важность принимаемой вами меры, и вашу заботливость о возможном охранении наших частных интересов.

XVII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Эпӗ те тӳрӗ ҫын, мсье Лопухов, ӗненӗр мана, кама хисеплеме юранине ӑнланатӑп эпӗ.

Я тоже честный человек, мсье Лопухов, и поверьте, я понимаю, кого можно уважать.

XIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

— m-lle Жюли, ан ӗненӗр ӑна, — терӗ статски, — вӑл сире чӑннипе каламасть, хӑй, вырӑс хӗрӗшӗн француз хӗрне пӑрахнине пӗлсен, эсир ҫилленесрен хӑрать.

— Не верьте ему, m-lle Жюли, — сказал статский, — он боится открыть вам истину, думает, что вы рассердитесь, когда узнаете, что он бросил француженку для русской.

II // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Мана Кондратько тесе чӗнеҫҫӗ, ытах та, манӑн йӗкӗтсем мана Квадратько тесе чӗнни ҫинчен каласа парсан, эсир вӗсене тархасшӑн ан ӗненӗр, мӗншӗн тесен вӗсем манӑн ытла та чарусӑр, иртӗнме юратаҫҫӗ, калама сӑмах та тупаймӑн… — терӗ вӑл аслати пек хулӑм сасӑпа, алӑкран хӑяккӑн хӗсӗнкелесе кӗрсе.

Зовуть мене Кондратько, а коли мои хлопци будут казать вам, шо зовуть мене Квадратько, то вы им, пожалуйста, не давайте виры, бо они у мене таки скаженни та дурны, шо и слов нема… — говорил он громовитым басом, боком протискиваясь в дверь.

22-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Анчах халӗ, Александр Анисимович, ырӑ ҫыннӑм, ӗненӗр — хӑратӑп!

А зараз, Александр Анисимович, добродетель мой, верьте слову — боюсь!

3-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Ҫынсем ҫине пӑхатӑн-пӑхатӑн та, синьор, ҫакна чухлатӑн: мӗне те пулин асра тытни ӑнланнипе пӗрех вӑл, мӗн чухлӗ нумайрах ӑнланатӑп, ҫавӑн чухлӗ ытларах лайӑххине куратӑп, — ку чӑнах та ҫапла, ӗненӗр!

— Приглядевшись к людям, я знаю, синьор, помнить — это всё равно, что понимать, а чем больше понимаешь, тем более видишь хорошего, — уж это так, поверьте!

Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней