Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: VI

Раздел: Мӗн тумалла? –> Пиллӗкмӗш сыпӑк

Автор: Николай Сандров, Владимир Садай

Источник: Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Добавлен: 2019.12.01 17:35

Предложений: 60; Слово: 1106

Тип текста: Прозаичное произведение

По-русски Тема: Не указано

Паллах, урӑх чухне Кирсанов ҫапла теветкеллесси ҫинчен шухӑшламан та пулӗччӗ. Ансатрах май та пур: хӗре килӗнчен илсе кайӗччӗ те хӗрӗ вара кама савать, ҫавӑнпа венчете кӗрӗччӗ. Анчах ӗҫ кунта хӗр тӗрлӗ ӗҫе тӗрлӗрен ӑнланнипе тата вӑл юратакан ҫыннӑн пахалӑхӗпе кӑткӑсланнӑ. Упӑшкипе арӑмӗн нихҫан та уйрӑлас пулмасть, текен шухӑша ҫирӗп тытаканскер, мӗнле терт курса пурӑнсан та, вӑл путсӗр ҫын пулсан та пӑрахса кайман пулӗччӗ. Ӑна ун пек ҫынпа пӗрлештерни — вӗлернинчен те начартарах. Ҫавӑнпа та пӗр меслет ҫеҫ юлать — вӗлермелле е ӑса кӗме май памалла.

Тепӗр кунне консилиума великосветски медицина практикинче ӗҫлекен чи паллӑ тухтӑрсем пухӑннӑ, чи пысӑккисем кӑна пилӗк ҫын пулнӑ: унсӑр юрамасть, атту мӗнле каласа ӑнлантармалла-ха Полозова? Приговор пирки вӑл ним калама та ан пултарайтӑр. Кирсанов калаҫнӑ, — лешсем мӑнаҫлӑн итлесе тӑнӑ, вӑл мӗн калать, ыттисем пурте ун майлӑ пулнӑ, — унсӑр юрамасть, мӗншӗн тесен, астӑватӑр-и, тӗнчере Клод Бернар пур, тата вӑл Парижра пурӑнать, ҫитменнине тата Кирсанов — аҫа ҫаптӑр ҫав ача-пӑчасене! — темле, ҫийӗнчех ӑнланса илме те май ҫук япаласем калать; мӗншӗн ун майлӑ пулса тӑрас мар-ха?

Чирлӗ ҫынна питӗ тимлӗ те тӗплӗ пӑхса тухрӑм, халӗ ӗнтӗ Карл Федорыч ку иртсе каймалли чир мар, тенипе пӗтӗмпех килӗшетӗп, тенӗ Кирсанов; ҫав чир ҫынна питӗ асаплантарать иккен; чирлӗ ҫын пурӑнса ирттерекен кашни сехет — кирлӗ мар ҫӗртенех асапланни-мӗн; ҫавӑнпа та Кирсанов ҫапла шутлать: консилиумӑн, ҫак чирлӗ хӗре морфи памалла та асапӗсене ирттерсе ямалла, ҫав ыйхӑран вара вӑл ан вӑрантӑр, тесе йышӑнмалла. Ҫапла каласа, вӑл консилиума тепӗр хут чирлӗ ҫынна пӑхма ертсе кайнӑ: халӗ ӗнтӗ тухтӑрсен ун сӑмахӗпе е килӗшмелле, е килӗшмелле мар пулнӑ. Консилиум пӑхнӑ, тӗпченӗ. Кирсанов темле-темле ӑнланмалла мар япаласем каласа панӑ май, куҫӗсене мӑчлаттарса тӑнӑ, унтан чирлӗ ҫын выртакан пӳлӗмрен инҫетри зала тухнӑ та ҫапла йышӑннӑ: морфие вӗлерме кирлӗ чухлех памалла та чирлӗ ҫынна асапран хӑтармалла.

Ҫапла йышӑннине ҫырса пӗтерсен, Кирсанов ҫуртри тарҫа шӑнкӑртаттарнӑ та консилиум вырнаҫнӑ зала Полозова чӗнсе пыма хушнӑ. Полозов пынӑ. Ӑслӑ ҫынсенчен чи асли салхуллӑ та янӑравлӑ сӑмахсемпе, мӑнаҫлӑ та тӗксӗм сасӑпа ӑна консилиум мӗн тума йышӑннине пӗлтернӗ.

Полозова ку ҫамкинчен пуртӑ тӳрчӗпе шаплаттарнӑ пекех пулнӑ. Час, анчах тахҫан пулмалли, тата пулассипе пулмасси те паллах мар вилӗме кӗтесси, «хӗрӳ тепӗр ҫур сехетрен пулмасть», — тенине илтессипе пӗр мар ҫав. Кирсанов Полозов ҫине питӗ тимлӗ пӑхса тӑнӑ: лешӗ ним тума, ним калама аптраса ӳкессе малтанах пӗлнӗ вӑл, анчах ку нервсене хускатакан япала пулнӑ; ӑнран кайнипе, старик пӗр-ик минут чӗнмесӗр тӑнӑ: «Кирлӗ мар! Вӑл эпӗ хам сӑмах ҫине тӑнишӗн вилет! Эпӗ тем тума та килӗшетӗп! Вара сывалӗ-и вӑл?»  — «Паллах», — тенӗ Кирсанов. — Паллӑ ҫынсем, ҫилленме вӑхӑчӗсем пулнӑ пулсан, е урӑхла каласан, пӗр-пӗрин ҫине: эпир — ман юлташсем те, эпӗ те — ҫак ача-пӑча аллинче пукане ҫеҫ пултӑмӑр, тенӗ пек пӑхнине курнӑ пулсан, питӗ ҫилленсе каятчӗҫ ӗнтӗ, анчах Кирсанов вӗсене нихӑшне те «ыттисем ман ҫине мӗнле пӑхаҫҫӗ-ши?» — текен шухӑшсемпе аппаланма паман, Кирсанов тарҫа лӑпчӑнса ларнӑ Полозова илсе тухма хушнӑ та паллӑ тухтӑрсене хӑйне лайӑх ӑнланнӑшӑн тав туна; чир пӗр шухӑш-кӑмӑлпа асапланса пурӑннипе пуҫланса кайнипе, хӑй сӑмахӗ ҫине тӑракан старике улталама кирлине, атту вӑл хӗрне чӑнах та пӗтерме пултарнине чухласа илнӗ вӗсем. Паллӑ тухтӑрсем, пӗрне-пӗри хӑйсен пӗлӳлӗхне те, пур япалана та сисме пултарнине кӑтартма май пулнӑшӑн хӗпӗртесен, килӗсене саланнӑ.

Вӗсен пӗлӳлӗхне васкаварлӑн кӑна палӑртса, Кирсанов чирлӗ хӗре ӗҫ ӑнӑҫлӑ пулни ҫинчен пӗлтерме кайнӑ. Вӑл малтанхи сӑмахсене каласанах, хӗр ун аллине ярса илнӗ, лешӗ вара хӗр ӑна чуптума ӗлкӗриччен аран-аран кӑна туртса илме ӗлкӗрнӗ. «Анчах эпӗ аҫӑра сире ҫакӑн ҫинчен пӗлтерме час кӗртместӗп-ха, — тенӗ вӑл, — унӑн малтан хӑйне мӗнле тыткаламалли ҫинчен лекци итлес пулать». Вӑл хӗре ҫакӑн пирки ун ашшӗне лайӑх ӑнлантарса парасси ҫинчен, пӗтӗмпех ӑнлантарса памасӑр унтан хӑпмасси ҫинчен каланӑ.

Консилиум тунӑ япаласемпе аптраса ӳкнӗ старик чылай ырханланса кайнӑ, халӗ ӗнтӗ вӑл Кирсанов ҫине ӗнӗрхи пек мар, Марья Алексевна хӑй вӑхӑтӗнче Лопухов ҫине, лешӗ ӑна тӗлӗкӗнче откуп енӗпе кайнӑ пек курӑннӑ чухне пӑхнӑ пек пӑхнӑ. Ӗнер Полозов тӑтӑшах ҫапла шухӑшланӑ: «Эпӗ санран аслӑрах, нумайрах та пурӑннӑ, ҫитменнине тата тӗнчере манран ӑслӑ ҫын та ҫук; сана вара, мемме, ҫара пакарта, манӑн итлесси пулас та ҫук — эпӗ хам ӑсӑмпа икӗ миллион пухрӑм (тӑваттӑ мар, икӗ миллион ҫеҫ пулнӑ имӗш), — пухса кур-ха акӑ, вара калаҫӑн», халӗ вара вӑл ак ҫапла шухӑшлама пуҫланӑ: «Вӑт мӗнле упа, ӑҫталла ҫавӑрса ячӗ; пӗлет пӑркалама», — Кирсановпа малалла калаҫнӑҫемӗн вара ун умне, упасӑр пуҫне, тата тепӗр чӗрӗ картина тухса тӑнӑ, ӗлӗк, хӑй гусар чухне курни аса килнӗ: Захарченко берейтор «Громобой» ҫинче ларать (ун чухне пикесем хушшинче, кавалер господасем — ҫар ҫыннисемпе статскисем — хушшинче те Жуковский балладисем паллӑ пулнӑ), «Громобой» вара Захарченко айӗнче тӑпӑртатса ҫеҫ ташласа тӑрать. «Громобойӑн» тути юн тухичченех таткаланса пӗтнӗ. Полозов хӑйӗн пирвайхи ыйтӑвӗ ҫине Кирсанов ҫапла тавӑрса каланинчен хӑраса та кайнӑ:

— Нивушлӗ эсир ӑна чӑнах та вӗлерекен япалах паратӑр вара?

— Ара ҫав! Паллах, — ним пулман пекех тавӑрнӑ Кирсанов.

«Вӑт вӑрӑ-хурах! Повар пусса пӑрахнӑ чӑх ҫинчен калаҫнӑ пек ҫеҫ калаҫать».

— Нивушлӗ хӑюллӑх ҫитетчӗ вара сирӗн?

— Ҫавна тума та хӑюллӑх ҫитмесен, — мӗнле мемме пулнӑ пулӑттӑм вара эпӗ!

— Эсир хӑрушӑ ҫын! — тенӗ ҫаплах Полозов.

— Ку вӑл эсир хӑрушӑ ҫынсене курманнине ҫеҫ пӗлтерет, — йӑл кулса хирӗҫ тавӑрнӑ Кирсанов, хӑй ӑшӗнче вара: «Сана Рахметова кӑтартасчӗ», — тесе шутланӑ.

— Анчах мӗнле пӑркаларӑр-ҫавӑркаларӑр-ха эсир ҫав пур медиксене!

— Мӗн пур вара ун пек ҫынсене пӑркаласси! — питне кӑштах чалӑштарса илсе тавӑрнӑ Кирсанов.

Полозов Волынов штаб-ротмистра: «Ҫак усӑк хӑлхаллӑ лашана илсе килтӗр-и ман валли, ваше благородие? Мана ун ҫине ларма та намӑс», — текен Захарченкӑна аса илнӗ.

Полозова ҫак вӗҫӗмсӗр ыйтусене пама чарса, Кирсанов ӑна хӑйне мӗнле тыткаламаллине ӑнлантарса пама пуҫланӑ.

— Астӑвӑр, ҫын хӑйне никам та кансӗрлемен чухне ҫеҫ тӗрӗс шут тытма пултарать, тарӑхтарман чухне ҫеҫ ҫын хирӗҫмест, ҫӗткеленмест; хӑйӗн фантазийӗсене ыттисем туртса илмесен ҫеҫ, вӗсем лайӑххипе лайӑх маррине курма-пӗлме парсан ҫеҫ хисеплет. Соловцов эсир каланӑ пекех путсӗр ҫын пулсан, — ҫакна вара эпӗ пӗтӗмпех ӗненетӗп, — сирӗн хӗрӗр ӑна хӑех курӗ; анчах вӑл ҫакна эсир ӑна кансӗрлемен чухне ҫеҫ, ӑна: атте Соловцова хирӗҫ пырать, пире пӗр-пӗринчен сивӗтесшӗн, тесе шухӑшлаттармасан кӑна курӗ. Сирӗн Соловцова ҫисе каланӑ пӗр сӑмах ӗҫе икӗ эрнелӗхе, темиҫе сӑмах — яланлӑхах пӑсса хума пултарать. Сирӗн пӗтӗмпех аякра тӑмалла. Ӗҫ мӗнле пымаллине ҫакӑн пек выводсемпе ӑнлантарнӑ: «Хӑвӑр кӑмӑла кайман япалана тума хушма ҫӑмӑл пулмалла-и сире? Эпӗ вӑт хушрӑм; эппин, ӗҫе мӗнле тытӑнмаллине пӗлетӗп эпӗ; халӗ ӗнтӗ ӗненӗр: эпӗ мӗнле калатӑп, ҫапла тумалла та. Хам мӗн ҫинчен каланине пӗлетӗп эпӗ, сирӗн итлемелле ҫеҫ». Ҫав вӑхӑтри Полозов пек ҫынсене ҫапла ҫийӗнчех ярса илсе итлеттермелле пулнӑ та ӗнтӗ. Полозов асапланса пӗтнӗ, хӑйне каланӑ пек тытма пулнӑ. Анчах Кирсанов тӗрӗс каланине тата ӑна итлеме кирлине ӗненсе ҫитсен те, Полозов вӑл мӗнле ҫын пулнине ҫаплах ӑнланма пултарайман: вӑл ун майлӑ пырать, ҫав вӑхӑтрах тата хӗрӗ майлӑ та; вӑл ӑна хӗрне парӑнма хушать, ҫавӑнтах тата хӗрӗн кӑмӑлне те улӑштарасшӑн: мӗнле ӑнланмалла ҫакна?

— Ҫаплах, ӑна ӗҫсене хӑй тӗллӗн шухӑшласа тума чӑрмантарма пӑрахтарасшӑн эпӗ сире, ҫакӑ ҫеҫ.

Полозов Соловцов патне ҫыру ҫырса янӑ, ҫырӑвӗнче ӑна хӑй патне пӗр питӗ пысӑк ӗҫпе пыма хушнӑ; каҫхине Соловцов пынӑ, старикпе ачашшӑн та тивӗҫлӗн калаҫнӑ, вара ӑна, туйне тата виҫӗ уйӑхран тӑвӑпӑр тесе, кӗрӳ пулмалли ҫын вырӑнне хума пуҫланӑ.

Сайт:

 

Статистика

...подробней