Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӑл служба ӗҫне чун-чӗререн туса пыракан чӑн-чӑн вырӑс ҫынни, вӑтӑр ҫул пӗр ӗҫре ларать, пӗтӗм присутствие хӑй аллинче тытса тӑрать, укҫи те пур, анчах нихҫан та ямшӑк тытса ҫӳремест; фракӗ те манӑннинчен лайӑхах мар; хӑй калама ҫук лӑпкӑ та сӑпайлӑ ҫын, кӑшт илтӗнмелле ҫеҫ хуллен калаҫать, санӑн леш хайхи пек, ют ҫӗршывсем тӑрӑх ҫапкаланса ҫӳремест…
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫынни лайӑхскер-ҫке вӑл: голлан кӗпипе ҫӳремест кӑна…А ведь это хороший человек: только что не в голландских рубашках ходит…
III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Княгиня хӑй ҫулталӑкра виҫӗ хутчен килсе куракан ҫак тӗнчерен ҫӳлте тӑнӑ пек туйӑнать; вӑл никампа та калаҫмасть, ниҫта та тухса ҫӳремест, кӗтесри симӗс пӳлӗмре ҫеҫ виҫӗ карчӑкпа ларать е сад пахчи урлӑ ҫуран, ҫивиттиллӗ галереяпа чиркӗве ҫӳрет, чаршав хыҫӗнчи пукан ҫине вырнаҫса ларать.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Анчах ун пекки нимӗн те ҫук: Илья Ильич тӑлӑх арӑмсем патне ҫӳремест, каҫсерен тутлӑ ыйхӑпа ҫывӑрать, карт алла та тытмасть.А ничего не бывало: Илья Ильич ко вдове не ходит, по ночам мирно почивает, карт в руки не берет.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Коридорта дежурнӑ офицерсӑр пуҫне никам та ҫӳремест.
Виҫҫӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Ку кинона никамах та ҫӳремест.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
Унӑн яланах кама та пулин парӑм тӳлемелле, нихӑҫан та вӑл пӑшӑрханмасӑр ҫӳремест.Всегда он кому-нибудь должен, всегда чем-то озабочен до крайности.
XVII. Тир хуҫи // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Никам та тухса ҫӳремест.
20 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Васька Жмырев кутруҫӑн пирӗн еннелле ҫӳремест, утрав ҫинчи мыскарасем пирки ӑна шансах пӗтерменни пирӗн асра халичченех пурӑнать, ҫавӑнпа та эпир ун ҫинчен час-часах асӑнатпӑр.
8 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Совхоза халӑх ытлашши нумаях килсе ҫӳремест курӑнать, мӗншӗн тесен юрпа витӗннӗ аслӑ килкарти витӗр хуралҫӑ кӑтартса янӑ ҫурт патнелле пӗртен-пӗр ансӑр сукмак ҫеҫ тӑсӑлса выртать.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Николай Антоныч шкула ҫӳремест.
Ҫирӗм виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Анчах вӑл саван тӑхӑнса санӑн тавра ҫапкаланса ҫӳремест, сана тӳрех питренех пырса пӑхмасть, ҫав усалсем пек шӑлӗсене те шатӑртаттармасть.
25-мӗш сыпӑк. Тӑпра ӑшне алтса чикнӗ укҫана тупма тӑрӑшни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Пӑртак аяккарах, хӗвеланӑҫ еннеллерех тӑрӑр-ха, ҫакӑн пек инкекре ҫынна пуринчен ытла тусӗсен пичӗсене курни ҫеҫ йӑпатма тултарать, кунта ман пата никам та ҫӳремест, пӗр эсир ҫеҫ.
23-мӗш сыпӑк. Мефф Поттера ҫӑлни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Ах, ҫакӑн пек уҫӑ ҫӗрте, никам йӗрлесе ҫӳремест, никам пурӑнман утравра, этем кил-ҫурчӗсенчен ӑҫта инҫетре, никам пырса тивмен вӑрманта хӑналанса ларасси — шутсӑр та пысӑк телей!
13-мӗш сыпӑк. Пиратсен шайкки парӑссем карать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Юрӑри ҫепӗҫлӗх хыҫҫӑн пушӑлла ҫӳремест иккен Краснов-Кӗҫӗнни прозӑра.
1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.
Хӗрӗм те манӑн ҫамрӑксем пек каҫхине урам тӑрӑх янккаса ҫӳремест, ҫӗрлеччен утӑ турттарать, — калаҫрӗ Валентина Филиппова.
«Элек саракансемех пулӑшу ыйтма килеҫҫӗ» // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.30, 25 (6118) №
Инкек пӗччен ҫӳремест тенешкел, арӑма юлашки ҫула ӑсатнӑ хыҫҫӑн хӗрӗм те автоаварире вилчӗ.
«Апатланма ларсан сӗтел ҫинче 13 кашӑкчӗ» // Роза Власова. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№
Усал тӑватӑн пулсассӑн, хӑра: вӑл хӗҫне ахаль ҫакса ҫӳремест; вӑл — Турӑ тарҫи, усал тӑвакана тавӑрса хаса параканӗ.
Рим 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Филипа вара Турӑ Ангелӗ каланӑ: тӑр та кӑнтӑр енне, Иерусалимран Газӑна каякан ҫул ҫине, кай, унта ҫын ҫӳремест, тенӗ.
Ап ӗҫс 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
38. Ҫавӑн чухне Иоанн каланӑ: Вӗрентекен! эпир Сан ятупа усалсене хӑваласа кӑларакан пӗр ҫынна куртӑмӑр, хӑй пирӗнпе ҫӳремест те, ҫавӑнпа чартӑмӑр эпир ӑна, тенӗ.
Мк 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.