Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫумӑрпала ҫӑвӑннӑ ҫӗр сивлек те уҫӑ.
4 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Асатте аппӑшӗ каласа паратчӗ — хӗрарӑмӗ ӗнтӗ, ҫиленмелле ан пултӑр та-ха, хӑвӑрах пӗлетӗр, кама та пулин чипер хӗр, е чипер хӗрарӑм тесе каличчен, шуйттана чуптума ҫӑмӑлрах, — козачкӑн тулли питҫӑмартийӗсем чи ҫемҫе те шупкарах хӗрлӗ мӑкӑнь чечекӗ пек таса, ҫав тери ҫепӗҫ, ҫавӑн пек пулать мӑкӑнь чечекӗ ирсерен: тин ҫеҫ турӑ сывлӑмӗпе ҫӑвӑннӑ хыҫҫӑн, халь кӑна ҫӗкленнӗ хӗвел умӗнче ҫунса ҫеҫ тӑрать, ҫулҫисене тӳрлеткелесе чиперленет; куҫхаршийӗсем, хура та ҫинҫе хӑю пек.
Пӗр чиркӳри дьяк пулни-иртни ҫинчен каласа пани // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Пӗрисем мунчара ҫӑвӑннӑ чух, эпир кӑштах вӗренсе пӑхма шутларӑмӑр…
XXI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Ҫӑвӑннӑ хыҫҫӑн, пичӗпе мӑйне шӑлнӑ чухне, вӑл каллех тӗкӗр умӗнче чарӑнса тӑчӗ, йӗпенсе ҫемҫелнӗ кӑвак ҫӳҫне турарӗ, гимнастерка тӑхӑнса тӳмисене тӳмеленӗ чухне пуҫне ҫӗклесе: — Акӑ эпӗ хатӗр те… Алеша, кустӑрмасене сӑнчӑр тӑхӑнтарнӑ-и? — тесе ыйтрӗ.
VII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Катмар пӗлӗтсем хушшинчен хӗвел пайӑрки сайра-хутра ҫеҫ пӑхкаласа илет; ҫеҫенхирте йӗп-йӗпе, тен, ҫавӑнпа пулӗ, тӗксӗм-сӑрӑ кукурузӑпа юнашар акнӑ кӗрхи тыррӑн анлӑ пуссисем йӑмӑххӑн палӑрса выртаҫҫӗ; ҫумӑр шывӗпе ҫӑвӑннӑ калча сип-симӗс — ҫакӑн пек тап-таса тӗсе ниепле художник та пир ҫине ӳкерме пултарас ҫук пек туйӑнать.
I // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ун вырӑнне вара станицӑра вӑл иртен пуҫлаcа каҫчен ӗҫсе-ҫисе ҫӑвӑннӑ.
XVI // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
— Ҫапла ара, кусем пурте, паллах, сирӗн хӳхӗм туйӑмӑрсене лайӑх чыс кӳреҫҫӗ, — терӗ вӑл ҫинҫешке те йӑпшӑнчӑк сассипе, хӑйӗн вӑрӑм, вилӗ пӳрнеллӗ те кӑвак чӗрнеллӗ сарӑхса кайнӑ хытанка аллисене ҫӑвӑннӑ чухнехилле сӑтӑркаласа, евӗклӗхне ытлашшипех ӳстерсе, ӑшшӑн пекех.
XX // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Аслӑ поэт, ҫӑвӑннӑ тейӗн, йӑлтах ҫу ӑшӗнчеччӗ, умӗнче ҫунакан ҫуртаран ун сӑмси, хулӑн тутипе шӑнӑрлӑ мӑйӗ ҫине йӑлтӑрти яка пӑнчӑсем ӳке-ӳке тӑратчӗҫ.
VII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Йӗрсе хӳхлени хытӑрах та хытӑрах илтӗне пуҫларӗ; ӗнтӗ тӑванӗсем те, ютсем те, куҫҫульпе ҫӑвӑннӑ пичӗсене, тутисене тутӑр тытса, ахлатнӑ сасӑпа кӑшкӑрса йӗрес марччӗ тесе, аран чӑтса тӑраҫҫӗ.
XX. Кандов тата ытларах тӗлӗнет // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Чечекре ларакан, ҫумӑр шывӗпе ҫӑвӑннӑ ҫеҫен хир хӗвел ҫутинче ытарма ҫук илемлӗ ешерет!И дивно закрасовалась под солнцем цветущая, омытая дождями степь!
I сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Арҫын ачасем шыва аллисемпе сирпӗттернӗ, ӑна хӑйсен пичӗсем ҫине ывҫи-ывҫипе сапнӑ, утне хыттӑн пусса шӑлнӑ пулсан, хӗрачасем вара ҫав вӑхӑтрах йӑлт хӗрарӑм ҫӑвӑннӑ чухнехи евӗр хӑтланнӑ.
IX сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Лаши, тарпа ҫӑвӑннӑ пекех, чӑм шыва ӳкнӗ, аяк пӗрчисене хӑвӑрт-хӑвӑрт карӑнтарса сывлать, сайра хутран пӗтӗм ӳт-пӗвӗпе йывӑррӑн чӗтрекелесе илет.Конь был мокр, словно вымыт потом, часто носил боками, сотрясался тяжелой нечастой дрожью.
12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ҫынсем тазиксем ҫине шыв ярса ҫӑвӑннӑ.
Ҫирӗм тӑххӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Ҫӑвӑннӑ хыҫҫӑн апатланаҫҫӗ, кайран карапа тирпейлеме тытӑнаҫҫӗ, вӗренӳ пуҫланать, кӑнтӑр апачӗ ҫитет, унтан кану вӑхӑчӗ — тинӗсри кун ҫакӑн пек иртет.
Ҫирӗм виҫҫӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Вӗренекенсем ҫӑвӑннӑ хушӑра дежурнӑй ҫывӑрмалли пӳлӗмсене кӗрсе тӗрӗслет.Когда учащиеся будут мыться, дежурный офицер обойдет спальни.
Виҫҫӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Катя каллех ҫывӑрса кайрӗ, эпӗ шӑппӑн ҫеҫ тумлантӑм та кухньӑна пытӑм, вӑл унта чей ӗҫетчӗ, ҫаруранччӗ хӑй, таса кӗпе вӗҫҫӗнччӗ, ҫӑвӑннӑ хыҫҫӑн ҫӳҫӗпе мӑйӑхӗ те йӗпеччӗ-ха.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Малта, йывӑҫ хӗрес йӑтса пыракан ҫӗтӗк мундирлӗ матроспа юнашар, тирпейлӗ тӑхӑннӑ, ҫӑвӑннӑ, ҫӳҫне якатнӑ Гаврик пырать.
XLIII. Парус // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ваннӑра ҫӑвӑннӑ хыҫҫӑн тӑраткаланӑ хӗрлӗ ҫӳҫ пайӑркиллӗ пижам тӑхӑннӑ Ромашкӑна хам умрах курнӑ пек туйрӑм эпӗ.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Яланах, чи йывӑр вӑхӑтсенче те, пур заключеннӑйсен те хырӑмӗсем выҫӑпа пӑкӑртатнӑ чух, мунчара шӑмми-шакки кӑна тӑрса юлнӑ ҫын ҫӑвӑннӑ чух та, кашни ҫын — куҫӗсемпе те пулин — юлташӗн тӳпине тытса илме ӑмсаннӑ чух та, помидор сӗткенӗпе хутӑштарнӑ йӗрӗнмелле пӑтӑ чи тутлӑ йышши апат пек туйӑннӑ чух та, ҫав йывӑр вӑхӑтсенче яланах, эрнере икӗ хут, кӗҫнерникунсемпе вырсарникунсенче апат парса ҫӳрекенсем пирӗн мискӑсене пӗрер порци ҫӗрулми пӑрахса паратчӗҫ, ҫиелтен пӗр кашӑк какайлӑ соус яратчӗҫ, — унта темиҫе какай пӗрчи пурччӗ.
III сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Пит ҫумалли илсе пырсан, вӑл сивӗрех шыв ыйтнӑ, таз ҫинче нумайччен тулхӑрса, шыва сирпӗтсе ҫӑвӑннӑ, унтан алшӑллипе ҫав тери тӑрӑшса, хӑйӗн шыҫмак кӗлеткине хӗретсе яричченех сӑтӑрӑннӑ, ӑна кура ыттисен те ҫавӑн пекех тӑвасси килнӗ.
4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950