Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: 4

Раздел: Лӑпкӑ Дон. 1-мӗш кӗнеке –> Пӗрремӗш пайӗ

Автор: Илле Тукташ

Источник: Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Добавлен: 2020.02.05 20:43

Предложений: 238; Слово: 1626

Тип текста: Прозаичное произведение

По-русски Тема: Не указано

Каҫалапа аслатиллӗ ҫумӑр капланса килчӗ. Хӑмӑр пӗлӗт шӑвӑнса ҫитрӗ, хутор тӗлне чарӑнчӗ. Ҫилпеле тӑрмаланнӑ Дон хӑй ҫыранӗн хӗррисене хум хыҫҫӑн хум ҫаптарать. Левадӑсем хыҫӗнче пӗлӗте типӗ ҫиҫӗм ҫунтарать, хутран-ситрен ҫӗре аслати сасси кисрентерет. Пӗлӗт айӗнче, ҫунаттисене сарса пӑрахса, хӑлат явӑнать, ун хыҫҫӑн хура кураксем ҫуйӑхашса хӑвалаҫҫӗ. Пӗлӗт, сиввӗн сывласа, хӗвеланӑҫӗнчен Дон тӑрӑх шуса килет. Займище хыҫӗнче хура пӗлӗт капланать, ҫеҫенхир, тем кӗтнӗ пек, шӑпӑрт сасӑсӑр выртать. Хуторта чӳрече хупписем шартлатса хупӑнчӗҫ, карчӑксем каҫхи кӗлӗрен тухнӑ та сӑхсӑхкаласа киле васкаҫҫӗ; плац ҫинче тӗссӗр кӑвак тусан мӑкӑрланса ҫӗкленет, унччен те пулмарӗ — ҫурхи шӑрӑхпа йывӑрланнӑ ҫӗр ҫине ҫумӑрӑн малтанхи тумламӗсем ӳкме те пуҫларӗҫ.

Дуняша, ҫивӗчӗсене ҫапкалантарса, картишне чупса тухрӗ, чӑх вити алӑкне шартлаттарса хупрӗ, унтан, сӑмси шӑтӑкӗсене чӑрмав умне тухса тӑнӑ лашанни пек сарса пӑрахса, картиш варрине тӑчӗ. Урамра ача-пӑчасем тӗрмешеҫҫӗ. Кӳршӗсен сакӑр ҫулхи ачи Мишка хӑрах ура вӗҫҫӗн куклене-куклене сиккелет, — пуҫӗнче ашшӗн картузӗ, виҫесӗр пысӑк пирки ҫамки урлах анса ларнӑскер, пӗтерӗнсе кӑна тӑрать. Мишка сиккелесе ҫаврӑннӑ май вичкӗннӗн ҫухӑрашать:

Ҫумӑр, ҫумӑр, яра пар,
Юлашкине пире пар,
Эпир каяр хӑвана
Тур мучие кӗлтума.

Дуняша Мишкӑн хӗрсе кайсах ҫӗр ҫине тапа-тапа илекен чӗпӗллӗ ҫара урисем ҫине ӑмсанса пӑхрӗ. Унӑн хӑйӗн те ҫумӑр айӗнче тапӑртатасси тата, ҫӳҫ ҫӑра та кӑтра ӳстӗр тесе, пуҫне йӗпетесси килсе кайрӗ; унӑн та шӑп та шай Мишка пекех, йӗплӗ хулӑ ӑшне чикеленсе каясса пӑхмасӑрах, ҫул хӗрринчи тусан ҫине кутӑн тӑрасси килчӗ, — анчах, тутисене ҫилӗллӗн мӑкӑртаттарса, чӳречерен амӑшӗ пӑхать.

Дуняша хашлаттарса сывларӗ те пӳрте чупса кӗчӗ. Ҫумӑрӗ шавлӑн та урӑм-сурӑмӑн тӑкса ячӗ. Пӳрт ҫийӗнчех пек аслати шартлатса ҫурӑлчӗ, унӑн тӗпренчӗкӗсем Дон хыҫнелле хӗнтертетсе кусса кайрӗҫ.

Пӑлтӑрта ашшӗпе пӗрле Григорий, хура тара ӳксе, сӗрекене майлаштарса тӑрать.

— Чӗр ҫип илсе кил-ха, хӑвӑрт! — тесе кӑшкӑрчӗ Григорий Дуняшкӑна.

Кухньӑра лампа ҫутрӗҫ. Сӗрекене тӳрлетме Дарья та ларчӗ. Карчӑк, ачине сиктерсе, мӑкӑртатма тытӑнчӗ:

— Эсӗ, ватсупнӑ, ӗмӗрнех мӗн те пулин туртса кӑларатӑн. Ҫывӑрма выртӑсӑрччӗ, краҫҫын хакланнӑҫем хакланса пырать, эсӗ пур вӗҫӗмсӗр ҫунтаратӑн. Мӗнле пулӑ кӗтӗр халӗ? Ӑҫта мура каятӑр? Путса вилесси те пуҫ ҫинчех, тулта тамӑкри пек ҫавӑрттарать-ҫке. Авӑ, ав ҫиҫӗм епле ӑшалантарать. Эй, ҫӳлти турӑ, Иисус Христос, пӗлӗт ҫинчи турӑ амӑшӗ…

Кухня пӗр саманта, куҫа шартарса яракан симӗс ҫутӑпа ҫуталса, шӑпланса ларчӗ: чӳрече хупписене ҫумӑр качӑртаттарни илтӗнчӗ, унтан аслати янӑраса кайрӗ. Дуняшка нийклетсе илчӗ те питне сӗрекепе хупларӗ. Дарья пӳрт чӳречисемпе алӑксене аллипе хӗрес хурса тухрӗ.

Карчӑк хӑй ури умӗнче ачашланса ларакан кушак ҫине хӑрушла куҫсемпе пӑхрӗ.

— Дунька! Хӑвала ҫав эсреле… Ҫӳлти турӑ амӑшӗ, каҫар мана, ҫылӑхлӑскерне. Дунька, кӑларса ывӑт кушака картишне. Присс, эсрелӗ пуҫӗ! Мур илесшӗ кӗлеткӳне…

Григорий, сӗреке аврине аллинчен ӳкерсе, пӗтӗм кӗлеткипе чӗтренсе, сасӑ кӑлармасӑр ахӑлтатса кулма тытӑнчӗ.

— Ну, мӗн какӑлтатса кайрӑр тата? Чарӑннӑ пултӑр! — Хӑтӑрса тӑкрӗ Пантелей Прокофьевич. — Хӗрарӑмсем, татӑлнӑ вырӑна хӑвӑрт ҫӗлесе лартӑр! Сӗрекене пӑхӑр тесе, сире пӗркунах каларӑм.

— Мӗнле пулӑ пултӑр халӗ? — каллех хирӗҫлеме пикенчӗ карчӑк.

— Пӗлместӗн пулсан, шӑлна ҫырт! Ӑшӑх ҫӗртенех чӑн-чӑн стерлядьсене лектеретпӗр. Пулӑ тӳрех шыв хӗрринелле тухать, хӑрать вӑл тӑвӑлтан. Шыв пӑтранса та ҫитрӗ пулӗ-ха акӑ. Ну-ка, Дуняша, итлесе пӑх-ха, тула тухса. Урамра шыв кӗрлет-и?

Дуняша, ирӗксӗртереххӗн те чалпашшӑн утса, алӑк патне пычӗ.

— Кам каять-ха сӗрекине туртма? Дарйӑна юрамасть, кӑкрисене шӑнтса пӑсма пултарать, — чарӑнма пӗлмесӗр калаҫать карчӑк.

— Гришкӑпа иксӗмӗр каятпӑр. Тепӗр сӗреке валли Аксинйӑна тата хӗрарӑмсенчен кама та пулин чӗнӗпӗр.

Пӳрте Дуняшка пашкаса чупса кӗчӗ. Куҫ хӑрпӑкӗсем ҫинче унӑн ҫумӑр тумламӗсем чӗтренкелесе тӑраҫҫӗ. Хӑйӗнчен нӳрелнӗ хура тӑпра шӑрши кӗрет.

— Тулта шыв хӑрушла шавласа юхать!

— Пыратӑн-и пирӗнпеле сӗреке туртма?

— Тата урӑх кам пырать?

— Хӗрарӑмсене чӗнӗпӗр.

— Пыратӑп!

— Апла пулсан, сӑхман пӗркен те вӗҫтер Аксинья патне. Пырать пулсан, тата Малашка Фроловӑна йыхӑртӑр.

— Ку шӑнас ҫук, — йӑл кулчӗ Григорий. — Хупса чӗртнӗ сысна аҫи пекех самӑр вӑл.

— Эсӗ типӗ утӑ илӗсӗнччӗ, Гришунька, чӗрӳ ҫине хумашкӑн, — канаш парать Григорие амӑшӗ. — Унсӑрӑн пӗтӗм ӑшчиккӳне шӑнтса пӑсӑн.

— Григорий, чуп, утӑ илсе кил. Карчӑк тӗрӗс сӑмах каларӗ.

Часах Дуняшка хӗрарӑмсене ертсе килчӗ. Аксинья, хӑй ҫине ҫӗтӗк кофта тӑхӑнса ярса, пилӗкне кантра ҫыхнӑ, аялтан тӑхӑнакан кӑвак юбкӑпа, лутрарах пек те ырхантарах пек курӑнать. Вӑл, Дарйӑпа йӗрмешкеленсе илсе, пуҫӗнчи тутӑрне салтрӗ, ҫӳҫӗсене тата хытӑрах туртӑнтарса тӗвӗлесе лартрӗ, унтан, тутӑрӗпе каллех витӗнсе, пуҫне каялла ывӑтрӗ те Григорий ҫине сиввӗн пӑхса илчӗ.

Самӑр Малашка алӑк сулли патӗнче чӑлхине туртса ҫыхрӗ, сивӗпе урмӑшнӑ сасӑпа хӑйӑлтатма пуҫларӗ:

— Михӗсем илтӗр-и? Тупата, паян эпир пулла хиретпӗр кӑна.

Картишне тухрӗҫ. Кӗселленсе кайнӑ ҫӗр ҫине ҫумӑр чӗреслетсе тӑкать, шыв лупашкисене кӑпӑклантарать, юхӑмӑн-юхӑмӑн Дон ҫинелле юхса анать.

Григорий пуринчен малта пырать. Вӑл нимӗн сӑлтавсӑр савӑнни чуна вӗчӗрхентерет.

— Асту, атте, кунта канав.

— Эк-кей, тӗттӗм те.

— Ут, Аксюшка, ман хыҫҫӑн, тӗрмере пӗрле пулӑпӑр, — урмӑшнӑрах сасӑпа ахӑлтатать Малашка.

— Пӑх-ха, Григорий, Майданников пристанӗ мар-и?

— Чӑн та ҫавӑ.

— Ҫакӑнтан… тапратӑр… — ураран ӳкерекен ҫиле хирӗҫ тӗрмешсе кӑшкӑрать Пантелей Прокофьевич.

— Илтӗнмест, Пантелей мучи! — хӑйӑлтатать Малашка.

— Туртма тытӑн ҫакӑнтан… Эпӗ варрипе кайӑп. Варрипе каятӑп, теҫҫӗ сана… Малашка, хӑлхасӑр эсрелӗ, ӑҫталла туртатӑн? Эпӗ каятӑп варрипе… Григорий! Гришка! Аксинья шыв хӗррипе пытӑр!

Дон шывӗ йынӑшкаласа ахӑрашать. Ҫил татӑкӑн-татӑкӑн таткалать ҫумӑрӑн чалӑш чаршавне.

Урипе ҫырма тӗпне хыпашлакаласа, Григорий пилӗк таран шыва анса кайрӗ. Унӑн кӑкӑрне сивӗ ҫапрӗ, чӗрене кӑшӑлпа ҫапнӑ пек хӗстерсе лартрӗ. Пите, пӗтӗм вӑйпа хӗстерсе хупнӑ куҫсене, пушӑпа тивертнӗ пек, хум ҫапать. Сӗреке, карӑнса ҫитсе, аялалла туртать. Григорийӗн ҫӑм чӑлха тӑхӑннӑ урисем ҫырма тӗпӗнчи хӑйӑрлӑ вырӑнта шӑва-шӑва каяҫҫӗ. Сӗреке аври кӗҫ-вӗҫ алӑран тухса ӳкес пек… Тарӑнрах та тарӑнрах. Авӑр. Урасем вӗҫерӗнсе каяҫҫӗ. Юхӑм шав шалалла туртать. Григорий сылтӑм аллипе пӗтӗм вӑйран шыв хӗрринелле ишет. Палкаса тӑракан тӗттӗм тарӑн шыв ӑна нихҫанхинчен хытӑ хӑратать. Григорий урисем аранах шыв тӗпне перӗнчӗҫ. Чӗркуҫҫи ҫумне темӗнле пулӑ пырса ҫапӑнчӗ.

— Шаларахран ҫаврӑн! — Таҫтан, ҫилӗм пек тӑсӑлакан тӗттӗмлӗхрен, ашшӗ сасси илтӗнчӗ.

Сӗреке, чалӑшса кайса, каллех тарӑн ҫӗрелле туртӑнать, шыв юхӑмӗ каллех хӑй патнелле туртать. Григорий пуҫне каҫӑртса ишет, суркаласа пырать.

— Аксинья, вилмен-и эсӗ?

— Чӗрех-ха халӗ.

— Ҫумӑр чарӑнмасть-и ҫак?

— Вӗт ҫумӑрӗ чарӑнать те тӳрех шултри ҫума тытӑнать.

— Эсӗ шӑппӑнтарах калаҫ. Атте илтӗ те ятлаҫма пуҫлӗ.

— Хӑратӑн иккен аҫунтан… Тупӑннӑ…

Пӗр минут хушши вӗсем сӗрекене пӗр сӑмахсӑр туртаҫҫӗ. Шыв, ҫыпҫӑнакан чуста пек, кашни хусканӑвах ҫыхлантарса пырать.

— Гриша, ҫыран хӗрринче шывра чалӑш тунката мар-и ҫав? Аяккипе иртсе каяс пулать.

Темле вӑй хӑрушлӑн килсе ҫапӑнчӗ те, Григорие таҫта ҫитех ывӑтса ячӗ. Пӗтӗм тавра шавласа, кӗрлесе тӑрать. Чӑнкӑ ҫыр тӑрринчен пысӑк чул шыва катӑлса ӳкрӗ, тейӗн..

— А-а-а-а! — таҫта ҫыран хӗрринче ҫуйӑхать Аксинья. Хӑраса ӳкнӗ Григорий шывран чӑмса тухрӗ те кӑшкӑрнӑ еннелле ишме пуҫларӗ.

— Аксинья!

Ҫил кӗрлени тата хумсем пӗр-пӗрне ҫапӑнса шавлани кӑна хӑлхана кӗрет.

— Э-эй!! Григорий! Гри-го-рий! — инҫетрен ашшӗн уҫах мар сасси илтӗнет.

Григорий аллисемпе хӑлаҫланать. Ури айӗнче темле путкӑш япала, аллипе ярса илчӗ, — сӗреке.

— Григорий, ӑҫта эсӗ? — ыйтрӗ Аксинья йӗрнӗ пек сасӑпа.

— Мӗншӗн хирӗҫ сасӑ памарӑн-ха?.. — ҫилӗллӗн кӑшкӑрать Григорий, ҫыран хӗрринелле упаленсе.

Ури ҫине кукленсе, чӑмаккана чӑлханса ларнӑ сӗрекене сӳтеҫҫӗ. Хӑйсем чӗтреҫҫӗ. Таткаланчӑк пӗлӗт шӑйрӑкӗнчен уйӑх шуса тухрӗ. Займище хыҫӗнче аслати ерипентереххӗн кӗмсӗртетет. Шыв кӳлленчӗкӗсем йӑлтӑртатаҫҫӗ. Ҫумӑрпала ҫӑвӑннӑ ҫӗр сивлек те уҫӑ. Сӗрекине сӳтнӗ май Григорий Аксинья ҫине тинкерсе пӑхрӗ. Пичӗ унӑн пура пек шурӑ, анчах та кӑшт таврӑнчӑкрах хӗрлӗ тутисем кулма та тытӑннӑ.

— Пӗррех ҫыран хӗрринелле кӑларса ҫапрӗ те мана, ӑнран тухса кайрӑм, — каласа кӑтартать вӑл, сывлӑш ҫавӑрса илсе. — Ҫав тери хӑрарӑм вара! Эсӗ путнӑ пулӗ, тесе эпӗ.

Вӗсен аллисем пӗр-пӗрне ҫитсе перӗнеҫҫӗ. Аксинья хӑйӗн аллине унӑн ҫанни ӑшне чиксе пӑхать.

— Епле ӑшӑ санӑн ҫанну ӑшӗнче, — тет вӑл мӗскӗннӗн, — эпӗ питӗ шӑнса кайрӑм. Ӳт-пӗвӗме чикен чике пуҫларӗ.

— Ак епле килсе шартлаттарнӑ вӑл, эсремет ҫуйӑнӗ. Григорий сӗреке варринчи аршӑн ҫурӑ сарлакӑш шӑтӑка сарса кӑтартать.

Хӑйӑрлӑ ҫыран ярӑмӗ патӗнчен такам чупса килет. Дуняша иккен. Григорий ӑна палласа илет те аякранах кӑшкӑрать:

— Ҫип санра-и?

— Хамрах.

Дуняшка хашкаса чупса ҫитрӗ.

— Эсир мӗн кунта ларатӑр? Атте хӑвӑртрах хӑйӑр ярӑмӗ ҫине пыма хушса ячӗ. Эпир унта пӗр михӗ пулӑ тытрӑмӑр, стерлядь. — Дуняшка ҫав тери савӑнса каласа парать.

Аксинья, шӑлӗсене шаклаттарса, сӗреке ҫинчи шӑтӑка ҫӗлесе хучӗ. Унтан, ӑшӑнас тесе, питӗ хӑвӑрт хӑйӑр ярӑмӗ ҫинелле чупрӗҫ.

Пантелей Прокофьевич шывра кӳтнипе кӑвакарса кайнӑ пӳрнисемпе чикарккӑ ҫавӑрать: тапӑртаткаласа мухтанать:

— Пӗрре туртса кӑлартӑмӑр — сакӑр пулӑ, тепре туртрӑмӑр та… — вӑл кӑштах чарӑнса тӑрать, чикарккине ӗмсе илет, унтан нимӗн сӑмах шарламасӑр, урипеле михӗ ҫине кӑтартать.

Аксинья йӳпсӗнсе пӑхать. Михӗ ӑшӗнче чӑкӑртатакан сасӑ: час вилми стерлядь йӑшӑлтатать.

— Эсир мӗн сӗрме пӑрахрӑр?

— Ҫуйӑн сӗрекене ҫурса кайрӗ.

— Ҫӗлесе лартрӑр-и?

— Аран-аран ҫыхкаларӑмӑр.

— Ну, чӗркуҫҫи таран кӗрер те киле кайӑпӑр. Гришка, туртма тытӑн, мӗн айланса тӑратӑн?

Григорий, хытса ларнӑ урисене аран-аран хуҫлаткаласа утса, шыва кӗрет. Аксинья сиксе чӗтрет, вӑл чӗтренине Григорий сӗреке урлах туйса тӑрать.

— Ан чӗтре!

— Тем пек чӗтремӗттӗм те, сывлӑш ҫавӑрса илейместӗп.

— Чимӗр-ха, акӑ мӗн… Тухар, ҫӗр миминех пултӑр пуллу-качку!

Сӗреке витӗр пысӑк сазан тармакланать. Утӑмне васкатса, Григорий сӗрекипе ҫавӑрса илет те тыткӑчине ҫӳлелле туртать. Аксинья пӗшкӗнсе ҫыран хӗррине чупса тухать. Хӑйӑр ҫийӗпе шыв йӑштӑртатса каялла юхса каять, пулӑ ҫатӑлтатать.

— Займище урлӑ каятпӑр-и?

— Вӑрманпа ҫывӑхрах. Эй, эсир унта час пуҫтарӑнатӑр-и?

— Кайӑрах, эпир хӑваласа ҫитӗпӗр. Сӗреке ҫеҫ чӳхетпӗр.

Аксинья юбкине пӑрса типӗтрӗ, пулӑ миххине хулпуҫҫи ҫине ҫавӑрса хучӗ, хӑйӑр ярӑмӗ тӑрӑх чупса кайнӑ пекех ыткӑнчӗ.

Григорий сӗреке йӑтса пырать. Пӗр ҫӗр чалӑша яхӑн кайрӗҫ. Аксинья ахлатса ячӗ:

— Халӑм пӗтсе ҫитрӗ! Урасем утайми пулчӗҫ.

— Ак кунта пӗлтӗрхи утӑ купи пур, тен, ӑшӑнатӑн.

— Пӑсмӗччӗ. Киле сулланса ҫитиччен вилсе те кайӑн капла.

Григорий утӑ купи тӑррине аяккалла ҫавӑрса хучӗ, чавса шӑтӑк турӗ. Пирченсе выртнӑ утӑран хӗрнӗ шӑршӑ персе тухрӗ.

— Кӗрсе кай варрине. Кунта кӑмака ҫинчипе пӗрех.

Аксинья, миххине пӑрахса, мӑй таранах утӑ ӑшне чаваланса кӗрсе ларчӗ.

— Акӑ ӑҫта ырлӑх!

Хытӑ шӑннипе чӗтрекелесе, Григорий унпа юнашар пырса выртрӗ. Аксинйӑн йӗпе ҫӳҫӗсенчен кӑмӑла хумхатса илентерекен шӑршӑ кӗрет. Вӑл, пуҫне каҫӑртса, ҫурма уҫӑ ҫӑварӗсемпе пӗр пек сывласа выртать.

— Ҫӳҫӳсенчен санӑн ӳсӗртекен курӑк шӑрши кӗрет. Пӗлетӗн-и, шурӑ чечек пур, ҫавӑн пек… — пӑшӑлтатрӗ Григорий, ун ҫинелле тайӑнса.

Вӑл чӗнмерӗ. Унӑн шупка уйӑх ҫурли ҫине тинкернӗ куҫӗсем тӗтреллӗн те сиввӗн пӑхаҫҫӗ.

Григорий, аллине кӗсйинчен кӑларса, ӑнсӑртран ун пуҫне хӑй патнелле туртса илчӗ. Аксинья картах туртӑнчӗ, сиксе тӑчӗ.

— Яр!

— Ан шарла.

— Яр, атту кӑшкӑратӑп!

— Тӑхта-ха, Аксинья…

— Пантелей мучи!..

— Ай ҫӗтсе кайрӑн? — пачах ҫывӑхра, хӗрлӗ ҫырла тӗмӗсем хушшинчен сасӑ пачӗ Пантелей Прокофьевич.

Григорий, шӑлне ҫыртса, утӑ купи ҫинчен сиксе анчӗ.

— Эсӗ мӗн ҫуйхашатӑн? Е-е, ҫӗтсе кайрӑн-им? — купа патне пырса, тепӗр хут ыйтрӗ старик.

Аксинья купа ҫумӗнче ӗнси хыҫнелле усӑннӑ тутӑрне тӳрлетсе тӑрать, хӑй ҫийӗнче пӑс йӑсӑрланать.

— Ҫӗтессе ҫӗтсе кайман та-ха, шӑнасса ак питӗ хытӑ шӑнтӑм.

— Эх, хӗрарӑм та. Ак кунта утӑ купи. Ӑшӑн.

Аксинья йӑл кулчӗ те миххине илме пӗшкӗнчӗ.

Сайт:

 

Статистика

...подробней