Поиск
Шырав ĕçĕ:
Володьӑна паллайми пулчӗ, аташма, турткаланма пуҫларӗ, хӑй ҫинчи кӗпине ҫурса пӑрахрӗ, команда сӑмахӗсене кӑшкӑрма, ылханма тытӑнчӗ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Володя хаҫат кӗтессине ҫурса илчӗ те, пӗрре хутлатрӗ, иккӗ, виҫҫӗ, ҫавӑрса тата хутларӗ, тавӑрчӗ, Оля умне хутран тунӑ карап лартрӗ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Ҫӗр айӗнче ахаль те сывлама хӗн пулнӑ, халӗ, питӗ ҫыпҫӑнса тӑракан резинӑпа хупласан, ҫынсем сывлӑш ҫитменнипе вӑйран ӳке пуҫларӗҫ, Хӑшпӗрисем антӑхса кайнине противогазсене хывса пӑрахнӑ, чул урайне ӳпне выртса, куҫӗсене йӑвалама тытӑннӑ, кӑкри ҫинчи гимнастеркисене ҫурса тӑкнӑ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
— Кунта! — хӑлхана ҫурса ярасла кӑшкӑрчӗ Володя.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Вӑл килхушшинчен урама чупса тухсанах, калаҫни илтӗнсе кайрӗ, ҫав калаҫури сӑмахсем Володя чӗрине ҫурса ячӗҫ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Анчах машинӑн икӗ чӳрече хушшинчи ансӑр стенаран тытӑнса, пуҫӗсене кантӑкран кӑларса, пионерсем янӑравлӑ сассисемпе таврана ҫурса, яланхи пек, пур ҫӗрте те пӗлекен Артекӑн чаплӑ юррине юрлаҫҫӗ:
Вуннӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Тата тепӗр самантран хулӑн сасӑ Володя хӑлхине ҫурса янӑраса кайрӗ:
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Леш нумайччен лӑпланаймарӗ, чарӑнма пӗлмесӗр ӗсӗклет: пысӑк хур тунӑ-ҫке-ха, Володя ун умне кукленсе ларчӗ те хӑйӗн кӗнеке сумкине уҫса, хут шыраса пӑхрӗ; таса хут тупайман пирки, кайран вӑл-ку пуласса пӑхмасӑр, тетрадьрен пӗр листине ҫурса илчӗ, унтан, кӑранташне хӑвӑрт ҫавӑра-ҫавӑра, ачана кӑвак тинӗс, трубинчен кӑвак тӗтӗм тухакан хӗрлӗ карап, ун тӗлӗнче ҫунаттисем ҫине хӗрлӗ ҫӑлтӑр тунӑ кӑвак самолет ӳкерсе пачӗ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Вӑл простыньрен ҫурса тунӑ шурӑ тӑрӑха аллинчен вӗҫертмест.Он не выпускал белого жгута, скрученного из кусков разрезанной простыни.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Иккӗленмелли пулман: ку тӑрӑх ҫурса ҫӗленӗ пысӑк простынь пулнӑ.Сомнений не оставалось: то была большая простыня, разрезанная на полосы, сшитые в длину.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Сасартӑк вӑйлӑ та хулӑн сасӑпа мӗкӗрни таврана ҫурса ячӗ; пакгаузсенче, порт хуралтисем хушшинче, хула ҫинче янӑраса ту хушшине кайрӗ, унтан калле янӑраса килчӗ те каллех ҫавӑнталла кайса ҫухалчӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Сӗтел ҫинех юнланса пӗтнӗ сӑхман, ҫупа пӗҫернӗ пашалу татӑкӗ, хурчкана ҫитерме тесе ҫӑлнӑ, ҫурса таткаланӑ чавка вилли пӑрахнӑ.
XVI // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Астӑвать Ромашов: ун пӳрнисем ӑнсӑртран Николаев ҫӑварне, пит-ҫӑмарти хыҫне лекӗҫ, вӑл вара ҫав якӑлти, киревсӗр, вӗри ҫӑвара ҫурса пӑрахасшӑн тем териех хытӑ тӑрӑшрӗ…
XIX // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Адьютантпа чыспа-чыс ылмашӑнтарса илнӗ хыҫҫӑн, вӑл ҫавӑнтах, лешӗн ҫурӑмӗ хыҫӗнче, каялла ҫаврӑннӑ Ромашова аллисемпе уйрӑм, сӑмахпа каласа пама ҫук кулӑшла выляту туса кӑтартрӗ: «Мӗн, тӑванӑм, ҫурса таткалама сӗтӗрсе кайрӗҫ-им сана?» — тенине пӗлтерчӗ пулас ку.
VII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Ромашов пит-куҫне пӗркелентерсе илчӗ те вӑрӑм, ансӑр, кӗрен конверта ҫурса уҫрӗ, унӑн пӗр кӗтесӗнче сӑмсипе ҫыру хӗстернӗ кӑвакарчӑн вӗҫетчӗ.
III // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Ун чухне хама тискер кайӑксем турткаласа ҫурса тӑкӗҫ тесе хӑранӑччӗ, йывӑҫ тӑррине хӑпарнӑччӗ те унта ҫӗрӗпех ларнӑччӗ.Я был уверен тогда, что меня растерзают хищные звери, вскарабкался на дерево и провел там всю ночь.
Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Эпӗ хам енчен Клеопатрӑна ҫавна ҫурса тӑктарасшӑнччӗ.Знаешь, ведь я было хотел натравить на него свою медведицу Клеопатру…
XIV. Чун патӗнчи калаҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Бойчо ҫав ҫыруран татса ҫурса илнӗ иккен, унта «Рада» тесе кӑранташпа алӑ пусни те пур.На этом клочке бумаги, оторванном Бойчо, сохранилась даже подпись «Рада», написанная карандашом.
IX. Пулӑшаканни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Чӗтреве ӳкнӗ аллипе вӑл ҫав ҫыруран пӗр татӑк ҫурса илчӗ те ҫырӑвӗн таса енӗнче виҫ-тӑватӑ сӑмах ҫырса, хутне хутлатрӗ.
VI. Хыпарҫӑ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Акӑ тинех Клисурӑ автанӗсем янравлӑ сассисем шӑплӑха ҫурса, хӑйсен савӑнӑҫлӑ саламӗсемпе сӑртри тӗттӗм кӗтессене вӑратрӗҫ: ку ӗнтӗ ҫурхи тумпа ҫӗнелнӗ ҫутҫанталӑкӑн уявне, чӗрӗлсе тӑракан пурнӑҫӑн шурӑмпуҫӗпе ылтӑн хӗвел тухасса пӗлтерчӗ.
ХХХIII. Каҫ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.