Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Иккӗмӗш сыпӑк

Раздел: Кӗҫӗн ывӑл урамӗ –> Иккӗмӗш пайӗ

Автор: Тани Юн

Источник: Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Добавлен: 2019.12.23 23:28

Предложений: 505; Слово: 4597

Тип текста: Прозаичное произведение

По-русски Тема: Не указано

Чӗре ҫунать

Виҫӗ кун иртсен, Володя килте амӑшӗ макӑрнине курчӗ.

— Эсӗ мӗн, анне? — пӑшӑрханса ӳкрӗ вӑл.

Евдокия Тимофеевна пуҫӗпе репродуктор еннелле сулса кӑтартрӗ:

— Кӳрентӗм эп, Вова… Халӗ ҫеҫ пирӗн летчик ҫинчен пӗлтерчӗҫ. Ӑна тупӑпа персе антарнӑ, сывлӑшра унӑн бензин хыпса кайнӑ та вӑл самолетне фашистсем ҫине тӗллесе тытнӑ… Вара хӑй те вӗсемпе пӗрле сирпӗнсе кайнӑ… Вӑт мӗнле курайман вӑл тӑшмана! Ҫамрӑк пулнӑ пулӗ. Парашютпа сикме те пултарнӑ ӗнтӗ, анчах сикесшӗн пулман. Вилӗмрен хӑраман. Хушаматне ӑнланса илеймерӗм, темле капитан терӗ, Поспелов пулас…

Володя амӑшне тутине ҫыртса итлерӗ, сывласса та амӑшӗ каласа пӗтерсен тин сывласа илчӗ. Вӑл тӳрех Ленин урамне, кашни кун Совинформбюро пӗлтерӗвӗсене ҫыпӑҫтаракан ҫӗре тухса чупрӗ. Унта вӑл хумханнипе кӑранташне сурчӑкпа йӗпетсе, хӑй дневникне ҫак пӗлтерӗве ҫырса илчӗ:

«Эскадрилья командирӗ Гастелло капитан геройла ӗҫ тунӑ. Тӑшман зениткин снарячӗ ун самолечӗн бензин бакне лекнӗ. Хастар командир ҫулӑм хыпса илнӗ самолетне тӑшман автомашинисен тата бензин цистернисен ушкӑнӗ ҫине тӗллесе тытнӑ. Нимӗҫ машинисем, цистернисем теҫетки-теҫеткипе герой самолечӗпе пӗрле сирпӗннӗ».

Володя ҫак пӗлтерӳ йӗркисене тирпейлӗн ҫырса илчӗ те, килте чернилпа ҫиелтен тепӗр хут йӗрлесе тухрӗ.

Каҫпа вӑл ҫырса илнине Светлана Смирновӑна вуласа пачӗ. Вуласа пӗтерсен:
— Чкалов та, вилмен пулсан, ун вырӑнӗнче ҫаплах тӑвӗччӗ! — терӗ.
— Пӗлетӗн-и, эп пӗртте иккӗленместӗп.

Пӗрре каҫхине ун патне Светлана чупса пычӗ. Унӑн пит-куҫӗнчен вӑл темшӗн кӳренни палӑрать.

— Володя, — терӗ вӑл, — эс пит ывӑнтӑн-и?

Ҫимӗҫ пахчинче ӗҫленӗ хыҫҫӑн (унта пионерсем фронтовик ҫемйисене пулӑшнӑ) Володьӑн пӗтӗм ҫан-ҫурӑмӗ, ал-ури сурнӑ.

— Мӗн вара? — ыйтрӗ вӑл.

— Астӑватӑн-и, Пирогов урамне эсӗ карап юсама кайнӑччӗ? Вӗсене извещени янӑ: ашшӗ танкрах ҫунса кайнӑ. Йӑлтах аптраса ӳкнӗ, тем тумалла ӗнтӗ. Пӗчӗкки тата… Эп ӑна ним те ӑнланмасть тесе… Амӑшне ярса тытрӗ те, уйӑрма та ҫук. Атя ҫавӑнта пӗрле кайса килетпӗр!

Евдокия Тимофеевна ирхине зала пуҫтарнӑ чух Володя сӗтелӗ ҫинче ним ҫуккине курчӗ те тӗлӗнсех кайрӗ. Мӗн ҫитменнине вӑл труках ӑнланаймарӗ те. Анчах Евдокия Тимофеевна аван астӑвать, ӗнер сӗтел ҫинче темӗскер пурччӗ.

— Володя, — чӗнчӗ вӑл ывӑлне, — мӗн пурччӗ сан ӗнер сӗтел ҫинче? Ниепле те аса илейместӗп. Тем ҫитмен пек…

Володя амӑшӗ ҫине кӑшт именерех пӑхса илчӗ:

— Унта модель ларатчӗ… Артекрен илсе килни…

— Вӗҫтерме кайрӑн-и?

— Каларӗ, ман модель ярса ҫӳреме вӑхӑт пур, тетӗн-и? Эп ӑна Пирогов урамне илсе кайрӑм. Пӗр ачана парнелерӗм, ун ашшӗ танкрах ҫунса кайнӑ. Вӑл макӑрчӗ, макӑрчӗ… Эп ӑна, анне, питӗ хӗрхентӗм! Эп ӑна апла та, капла та… Ну ниепле те лӑпланмасть. Макӑрать те макӑрать. Эп вара модель илсе пытӑм та вӗҫтерсе кӑтартрӑм! Вӑл тӳрех алӑ ҫупма пуҫларӗ, кулса ячӗ. Моделе аллине тыттарсан, пӗтӗмпех чӗтресе кайрӗ. Ҫавӑнпа патӑм ап ӑна. Ан тив, вылятӑрах…

— Моделе хӗрхенмерӗн-и? — ыйтрӗ те амӑшӗ, пуҫне тайӑлтарса ывӑлӗ ҫине йӑвашшӑн пӑхрӗ. «Йӑлтах Никифор пек: хӑйӗнне — пурне те парать», шухӑшларӗ вӑл.

— Кӑштах хӗрхентӗм те, — тунмарӗ Володя, — анчах ҫав ачана тата ытларах хӗрхентӗм… Ну юрӗ, ҫитет ун ҫинчен, — сасартӑк хӑйне хӑй пӳлсе, куҫхаршисене пӗрӗнтерчӗ вӑл.

…Вӗренме, яланхи пек, сентябрӗн 1-мӗшӗнче пуҫларӗҫ.

Ытти чухне ҫав кун ҫу каҫа шав курман шкул ҫуртӗнче чарӑнма пӗлми шӑв-шав тӑратчӗ. Паян ачасем пысӑк зала пӗр сасӑсӑр пуҫтарӑнчӗҫ. Директор Яков Яковлевич кӗске сӑмах каларӗ.

— Тӑвансем, — терӗ вӑл, — паян, иртнӗ ҫулсенчи пекех, вӗренме пуҫлатпӑр. Ҫак аслӑ куна эпир, совет учителӗсемпе вӗренекенсем яланхи пек кӗтсе илейместпӗр. Эпӗ сирӗн ҫине пӑхатӑп та эсир савӑнӑҫлӑ маррине куратӑп. Пирӗн Тӑван ҫӗршыва пысӑк инкек килсе тухнине эсир хӑвӑр та ӑнланатӑр. Тӑшман пирӗн ҫӗре туртса илесшӗн ҫеҫ мар, халӑха миллион-миллионӗпе пӗтересшӗн… Вӑл Ленинпа Сталин партийӗ ертсе пынипе тунӑ пурнӑҫа тӗп тума шут тытнӑ. Эпир хамӑр валли ирӗклӗн ӗҫлеме право ҫапӑҫса илтӗмӗр. Фашистсем ҫӗнӗрен ӗҫе ылханлӑ тӑвасшӑн, пире хӑйсен чурисене ҫавӑрасшӑн. Ҫын канма, ватӑлсан ҫителӗклӗ пурӑнма тивӗҫлине эпир чаплӑн пӗлтерсе ҫирӗплетрӗмӗр. Фашистсем ним айӑпсӑр стариксене, ачасене вӗлереҫҫӗ. Октябрь революцийӗн тивлечӗпе, кашни ҫынна вӗренӳ прави патӑмӑр. Фашистсем пиртен пӗлӳ ҫуттине туртса илесшӗн, пӗлӳ ҫитмен тӗттӗмлӗхе хупса лартасшӑн. Анчах эпир, сирӗн учителӗрсем, хамӑра сирӗн пӗлӳ правине пурнӑҫа кӗртме шанса панӑшӑн савӑнса, пӗтӗм тӗнче илтмелле ҫапла калатпӑр: тупӑсем темӗнле кӗмсӗртетсен те, ҫак шкул стенисем ишӗлсе аниччен, кунта янӑракан учитель сассине хупласа лартас ҫук.

Унтан аслӑ класри комсомолецсем тухса каларӗҫ. Яков Яковлевич «Классене саланӑр!» тесе команда пама хатӗрленсен, Володя аллине ҫӗклерӗ. Пурте ун ҫине тӗлӗнсе пӑхса илчӗҫ. Шкулта Володя именчӗк пулнӑ, ҫавӑнпа вӑл пысӑк пухусенче нихҫан та тухса каламан.

— Мӗн каласшӑн эс, Дубинин? — ыйтрӗ директор.

— Ман калас килет… Пӗр летчик Гастелло ҫинчен ҫырнӑ сӑвва вуласа пама юрать-и? «Огонек» журналтан вӗрентӗм.

— Ну мӗнех вара, вула, — ирӗк пачӗ директор. — Шӑпланӑр! — кӑшкӑрчӗ вӑл, Володя ҫине пӑхса пӗр-пӗринпе калаҫкалакан пионерсене.

Никам та Дубининран ҫакна кӗтмен. Володя директор тӑнӑ ҫӗре, зал варрине тухрӗ, хӗрлӗ галстукне тӳрлетрӗ, унтан кӗтмен ҫӗртен янӑрама пуҫланӑ сассипе, ӗнер «Огонекра» тупса, пӑхмасӑр калама вӗреннӗ сӑвва вулама пуҫларӗ. Пионерсем шӑпах пулчӗҫ.

Моторсем шӑплансан ҫеҫ,
Вӑл юлашки пиккене кайнӑ —
Тӑван ҫӗршӗн, ӑҫта сӑмах Сталин
Пур чӗлхесенче те ӑнлануллӑ.

Володя пионерсем ҫине пӑхса илчӗ, куҫӗсемпе Светлана Смирновӑна шыраса тупрӗ. Светлана Володьӑна чӗрне вӗҫҫӗн тӑрса, тинкернипе мӑйне тӑсса итлет.

…Тӑван ҫӗре ҫав тери юратмалла,
Ху ҫинчен те манмасӑр,
Ҫулӑмра та, пурнӑҫпа татӑлсан та,
Ун шӑпи пирки шухӑшламашкӑн.

Пурте Володьӑна итлеҫҫӗ — ялан хӑйсене асла хурса ҫӳрекен аслӑ класра вӗренекенсем те, хӑйсем юратнӑ ача ҫине хӗпӗртесе пӑхакан пӗчӗккисем те, Юлия Львовна та, унӑн шурӑ пуҫӗ ҫумӗнче тата ытларах хура курӑнакан ҫӳҫлӗ Ефим Леонтьевич та, Яков Яковлевич директор та, географи учительници Мария Никифоровна та, Василий Платонович физик та, Володя тусӗсем те: Аркаша Кругликов, Миша Донченко, Володя Киселевский, Светлана Смирнова та — пурте ӑна итлеҫҫӗ. Володя сасси кашни сӑмах каламассерен ҫирӗпленет.

…Вӑя вӑйпа виҫетпӗр эпир пӗрре мар,
Тӑшман станӗ арканӗ кӗл пулса!

Санӑн ҫулӑмлӑ вил тӑпру ҫинче
Капитан, эпир сӑмах паратпӑр…

Володя вуласа пӗтерсен такам, пӗчӗккисенчен пӗри, алӑ ҫупса ячӗ, анчах ҫавӑнтах кӳршисем ҫине хӑракаласа пӑхса, аллисене пытарчӗ: тен, вӑрҫӑ вӑхӑчӗ тесе тата ҫакнашкал сӑвӑ хыҫҫӑн алӑ ҫупма юрамасть пулӗ? Анчах Юлия Львовна ҫинҫе аллисене Володя патнелле тӑсса, алӑ ҫупма пуҫларӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн пурте хаваслансах, пикенсех, чарӑна пӗлмесӗр алӑ ҫупрӗҫ.

Пурин те ҫак сӑвва асӑнмалӑх ҫырса илес килчӗ. Володя хӑй вырӑнне кайнӑ чух, пур енчен те пӑшӑлтатма пуҫларӗҫ:
«Дубинин, сӑвӑ ҫырса илме пар…».
«Мана асӑнмалӑх ҫырса паратӑн-и?» — теҫҫӗ.

Шкулта вӗренӳ пырать. Яланхи пекех шӑнкӑрав шӑнкӑртатрӗ, учительсем тӗрке тунӑ карттӑсем тытса, хул айне журналсем чиксе, вӗҫен кайӑк чучелисене, гипсран тунӑ кӗлеткесем тата тӗрлӗ приборсем йӑтса, класа кӗреҫҫӗ. Парта хушшинче ларакансем пурте тӑраҫҫӗ, унтан лараҫҫӗ.

Урок пуҫланчӗ.

Пурте тахҫанах тунӑ, ҫирӗпленсе юлнӑ йӗркепе пырать пек. Анчах Володьӑна час-часах урокра ларнӑ чух ку чӑн-чӑн вӗренӳ мар, вӗреннӗ пек туса кӑтартнӑн ҫеҫ туйӑнать. Василий Платонович та иккӗмӗш ушкӑн рычагӗ ҫинчен ӑнлантарнӑ чух кантӑк витӗр пӑхса, Володя шухӑшланӑ пекех, вӑрҫӑ ҫинчен, ҫывхарнӑҫемӗн ҫывхаракан фронт ҫинчен шухӑшлать пулӗ. Пӗр-пӗр ҫыру урокӗнче, класс шӑплӑхӗнче хут тӑрӑх перосем чаштӑртатни тата хускалнӑ ученик айӗнче парта чӗриклетни ҫеҫ илтӗннӗ чух Володя сасартӑк шухӑшлама пултарайманнипе — аптраса ӳкет: ҫӗршыва хӑрушӑ инкек ҫавӑрса илнӗ вӑхӑтра, вӗсем ним пулман пек класра числосене хушса, кӑларса, скобкӑсене уҫса, ҫӑмӑллатса ларни Володьӑна ниме тӑман, тискер ӗҫ пек туйӑна пуҫланӑ. Тӑшман Крыма ҫывхарать тенине вӑл ҫынсенчен те илтнӗ, сводкӑсенче те вуланӑ. Володьӑна ак мӗн тӗлӗнмелле пек туйӑнать: мӗншӗн-ха шкулта ҫеҫ мар, хулара та пурте хӑнӑхнӑ йӗркепе пырать? Ҫынсем ӗҫлеме ҫӳреҫҫӗ, магазинсем сутӑ тӑваҫҫӗ, пасарта пулӑ сутаҫҫӗ.

Пурне те хӑй йӗркипе пынӑ пек курӑнакан пурнӑҫ хыҫӗнче урӑх, халӗ вӑрттӑн тунӑ, ҫитес кунсенче халӑха кӗрешме пулӑшакан, чӗререн кӗтнӗ ҫӗнтерӳ кунне ҫывхартакан йывӑр ӗҫ аталанса ҫитӗннине Володя пӗлме пултарайман ҫав!

Ҫынсем ҫак ӗҫе вӑрттӑн тунине вӑл пӗлмен. Ҫав ҫынсем хушшинче пӗлӗшсем, хӑйсем патӗнче пӗрре ҫеҫ мар хӑнара пулнӑ ашшӗ тусӗсем нумай пулнӑ.

Хӑйне пысӑка хума, калаҫма юратман Кивӗ Карантинри Гриценко мучи ҫав вӑрттӑнлӑха пӗлни ҫинчен никам та шухӑшлама пултарайман; ун пек вӑрттӑнлӑх пуррине те сисмен! Урамра темиҫе хут та тӗл пулнӑ хура куҫлӑхлӑ, туйипе ҫул шыраса пыракан типшӗмрех, ватӑла пуҫланӑ ҫын Андрей юлташ иккенне, ҫав Андрее хулари ик-виҫ парти руководителӗ ҫеҫ пӗлнине ӑҫтан ӑнланса илтӗр-ха Володя? Андрей парти хушнипе ҫав вӑрттӑн ӗҫе ертсе пынӑ. Заводсемпе предприятисенчи, чул кӑларнӑ ҫӗрсемпе учрежденисенчи мӗнпур оборона ӗҫне хатӗрлекен организацисем вӑл хушнине туса пынӑ. Анчах унӑн заданисене пурнӑҫа кӗртсе пыракансем те Андрей текен ҫын камне пӗлмен; вӑл, ҫак хулана фашистсем килсен-тусан, большевиксен вӑрттӑн ӗҫлекен организацине йӗркелеме Симферопольтен килнӗ ватӑ большевик, нумай курнӑ-илтнӗ подпольщик Иван Андреевич Козлов пулнӑ; халӗ ҫеҫ куҫӗсене йывӑр операци туса ирттернӗ хыҫҫӑн ҫурма суккӑр юлнӑ пулсан та, тӑван ҫӗршывшӑн, хурлӑхлӑ кунсенче больницӑра выртасшӑн пулман вӑл.

Унӑн пит-куҫне сухал пуснӑ, кӑштах курпунланса ҫӳрекенскер, чӑтӑмне ҫухатмасӑр, пуринпе пӗрле магазинсем умӗнче черетре тӑнӑ, магазинран илнӗ тӑварлӑ камса пичкине хӑй килне кустарса кайнӑ; туйипе тротуар плитине, шаккакаласа, урамри иртен-ҫӳренсем хушшинче сыхӑ ҫӳренӗ. Ҫурӑм хыҫне михӗ ҫакнӑ, нимрен те паллах мар ҫын тӑшмана хирӗҫ тӑрас ӗҫе организацилеме хӑй ӗмӗрӗнче пиллӗкмӗш хут большевиксен подпольйине кайнине кам тавҫӑрса илме пултарнӑ-ха! Кун ҫинчен хулари парти комитечӗн секретарӗ Сирота юлташ ҫеҫ пӗлнӗ. Сиротана Володя Пионерсен ҫуртӗнче ӗлӗк темиҫе хут та курнӑ, пӗрре хӑйӗн хӑвӑрт вӗҫекен модельне те кӑтартнӑччӗ. Володя халӗ те Сирота юлташа час-часах портра тӗл пулнӑ, Митридат ҫинчи зенитнӑй батарейӑсем патӗнче тӑнине аякран курнӑ. Парти горкомӗн секретарӗ хулари Оборона Комитечӗн председателӗ пулчӗ. Анчах вӑр-вар та хастар Сирота юлташпа хӑшпӗр чухне тӗреклетнӗ ҫыран хӗрринче, туйипе ҫул шыраса, вӑраххӑн уткаласа ҫӳрекен хура куҫлӑхлӑ старик хушшинче ҫыхӑну пурри ҫинчен никам та (паллах, Володя та) шухӑшламан.

Ҫав вӑхӑтра Войков ячӗпе тӑракан заводра, тимӗр руди комбинатӗнче рабочисем икӗ бронепоезд хатӗрленӗ. Пурне те вӑрҫа юрӑхлӑ тӑваҫҫӗ. Хӑмӑш-Бурунри, тинӗс хӗрринчи пулӑҫӑсен пӗтӗм флотне мобилизациленӗ. Катерсемпе шаландӑсем ҫине тупӑсем вырнаҫтарса лартнӑ. Пулӑ тытма ҫӳрекен пӗчӗк суднӑсене ҫар карапӗ тунӑ. Халӗ консерва заводӗнче те гранатӑсем тунӑ, табак фабрикӗнче котелоксем, траншейӑсем валли кӑмакасем, походра ҫӑкӑр пӗҫермелли пекарньӑсем хатӗрленӗ.

Каҫпа Володя пӗрре Войков ячӗпе тӑракан завод тӗлӗнче ялан пушар ҫути пек ялкӑшса тӑракан ҫутӑ ҫухалнине асӑрхарӗ. Унта, завод хыҫӗнче, шлак тӑкмалли вырӑн пулнӑ, ҫӗрле, шлак тӑкнӑ чух, ҫутти таврана темиҫе теҫетке километра сарӑлнӑ. Заводри коммунистсем, комсомолецсемпе пӗрле, ҫав шлак вырӑнӗ ан курӑнтӑр тесе, завод тавра кирпӗчрен ҫӳллӗ стенасем купаласа, кунӗн-ҫӗрӗн ӗҫленине Володя пӗлмен. Хура тинӗс флочӗн самолечӗсем, хӗрнӗ шлак тӑвӗсем сывлӑшран курӑнмаҫҫӗ-ши тесе, ҫӗрле юри Керчь тӗлне ҫӗкленнӗ. Хуларан хаклӑ оборудованисене Урала ӑсатнине те, кашни каҫ пулӑҫ баркасӗсем ҫинче, пичкесем ҫине хӑма сарса тунӑ сулӑсем ҫинче тинӗс пырӗ урлӑ Тамань енне темиҫе ҫӗр пин выльӑх куҫарнине те пӗлмен Володя.

Вӑл, июлӗн 3-мӗшӗнче ыттисемпе пӗрле итленӗ Сталин юлташ сӑмахӗ хыҫҫӑн, коммунистсем, комсомолецсем, партире тӑман граждансем партин Керчьри хула комитетне, партизан отрячӗсем организацилемелле пулсан, малтанах ҫырма ыйтса заявленисем панине те пӗлмен.

Сирота юлташ патне 1919-мӗш ҫулти ватӑ партизансем пыра-пыра йӑлӑннӑ:

— Эпир сан пата, секретарь юлташ! Давай, йышӑн. Ват шӑмшакка ҫемҫетме пире те вӑхӑт ҫитрӗ. Задани пар.

Тӗрлӗ районсенче продовольстви запасӗсем, хӗҫпӑшал склачӗсем хатӗрленӗ, чул кӑларакан шӑтӑксене ӗҫмелли шыв тытма бетонланӑ ваннӑсем антарнӑ. Пур ҫӗрте те — Войков ячӗпе тӑракан заводра та, Хӑмӑш-Бурунри комбинатра та, Кимӗ-карап тӑвакан заводра та — хӑюллӑ та харсӑр коммунистсем ертсе пынипе подрывниксен ушкӑнӗсем чӑмӑртаннӑ.

Ӑҫтан пӗлме пултарнӑ-ха ҫакӑн ҫинчен шкул ачи? Ҫынсем коммунистсен партийӗ шанса панӑ йывӑр та хӑрушӑ заданисене вӑрттӑн упрама пӗлнӗ, хӑйсен ӗҫне вӑхӑт ҫитиччен никам пӗлмелле мар тунӑ.

Керчьре час-часах тӑшман сывлӑшран тапӑнни ҫинчен пӗлтерекен сиренӑсем уланӑ. Ҫав вӑхӑтра Митридат тӗлӗнче зениткӑсем кӑларса янӑ снарядсем ҫурӑлнипе пулнӑ пӗлӗт татӑкӗсем курӑннӑ.

Октябрӗн 27-мӗшӗнче, Володя пӗтӗм класпа пӗрле физика примерӗсене ҫырса шутланӑ чух, шкул кантӑкӗ витӗр, Митридат тӳпине чупса хӑпарнӑ пек, хула ҫине ҫӳлерех те ҫӳлерех ҫӗкленсе, портри сирена улани илтӗнсе кайрӗ. Пӑрахутсем кӑшкӑртма тытӑнчӗҫ. Ҫил темӗн чухлӗ бутылка пӑккисем паклатса уҫӑлнӑ майлӑ илтӗнекен инҫетри зениткӑсен сассисене хӑваласа килчӗ.

Класс алӑкӗ яр! уҫӑлчӗ те, Юлия Львовна кӗчӗ.

— Каҫарӑр, Василий Платонович… Хулара воздушная тревога, — терӗ вӑл. — Ачасем, кӗнекисене парта ӑшне хӑварӑр та хӑвӑр халех класран тухса, убежищӗне анӑр. Ан хумханӑр. Ан тӗккелешӗр. Вырӑн пурин валли те ҫитет. Дубинин! Бомба ӳксен, сана тивмест тетӗн-и-мӗн? Мӗншӗн юлатӑн эс?

— Эпӗ юлмастӑп, Юлия Львовна. Анчах убежищӗне те каймастӑп.

— Мӗнле вӑл — каймастӑп? Эсӗ хулари приказа пӗлместӗн-им; тревога пулсан, хӑвӑрт пытанмалла?

— Эпӗ дружинӑна ҫырӑнтӑм… Ман вырӑн шӑпах пӳрт ҫинче пулӗ, подвалта мар.

Сасартӑк, Керчь ҫине ҫӳлтен Митридат йӑтӑнса аннӑ пек, хӑрушӑ та йывӑр, пурне те лапчӑтакан вӑй пӗтӗм хулана кисрентерсе ячӗ. Класс кантӑкӗсен кӗленчисем сирпӗнсе тухрӗҫ. Юлия Львовна Володьӑна аллинчен ярса тытрӗ те ӑна вӑйпах коридора сӗтӗрсе тухрӗ.

…Володя урама чупса тухсан, хӑрушлӑх пусса илнипе, чарӑнса тӑчӗ. Асфальт сарнӑ урама чул катӑкӗсем, кӗленче ванчӑкӗсем, кирпӗч тӗпренчӗкӗсем сапаланнӑ. Шкул тӗлӗнчех, урам варринче, темӗнле пысӑк вӑй кунта килоз пӑрахнӑ, ҫурӑлнӑ, лапчӑнса пӗтнӗ пӑрахут хуранӗ выртать. Пӗр вӗҫӗ ҫӗре анса кайнӑ, тепӗр вӗҫӗ кӳршӗри ҫуртӑн ҫур стенине хӑйпӑтса кӑларнӑ. Тинӗс ҫинче ҫаплах взрывсем кӗмсӗртетеҫҫӗ, урамра пӑшӑрхантаракан, чуна ҫӳҫентерекен тӗтӗмпе ӗнӗк шӑрши йӑсӑрланать. Митридат ҫинче пӗрмай зениткӑсем переҫҫӗ. Порт тӗлӗнче аялтан ҫулӑм ҫутти ӳкнипе юнпа пӗвӗннӗ пек курӑнакан тӗтӗм явӑнать.

Володя порт еннелле чупрӗ.

Ҫула май вӑл нимӗҫсен «юнкерс» текен бомбардировщикӗ ҫинчен пӑрахнӑ фугаслӑ бомба халӗ ҫеҫ снарядсем илсе килнӗ пӑрахут ҫине ӳкнине пӗлчӗ.

Взрыв ҫав тери вӑйлӑ пулнипе пӑрахут хуранне тинӗс ҫинчен хула варрине ыткӑнтарса янӑ…

Сӑнсӑрланнӑ урамсем ҫине пӑхма та хӑрушӑ. Пӗр вунӑ минут хушшинче бомбӑсем темӗн чухлӗ ҫурт ишнӗ; йывӑҫсене тӑпӑлтарса кӑларнӑ. Акацисем урам варринчех выртаҫҫӗ; пӗри хӑрушшӑн курӑнса выртакан шӑтӑка шуса аннӑ. Магазинӑн ваннӑ витрини ӑшӗнче, кӗленче катӑкӗсем ҫинче, взрыв хумӗ пырса пӑрахнӑ лаша вилли выртать. Икӗ хутлӑ ҫуртӑн ҫӗмрӗк кантӑкӗ ҫине телеграф юпи пырса тӑрӑннӑ, усӑнса тӑракан татӑк проводсем хурлӑхлӑн янӑраҫҫӗ. Витӗр касакан сивӗ ҫил вӗрет, хӑрӑм шӑрши кӗрет.

Володя темле ӑнланмалла мар шаклаттарнине илтрӗ, хӑй хӑлхи патӗнче такам доминосене пӗр-пӗрин ҫумне ҫапса шакканӑн туйӑнчӗ. Вӑл тимлӗн итлерӗ те хӑраса ӳкрӗ, таҫта хӑй ӑшӗнче шаклатакан, аван мар сасӑ хӑйне чӗтретме пуҫланине туйрӗ те сасартӑк ӑнланчӗ: ун хӑйӗн шӑлӗсем шаклаттараҫҫӗ иккен…

Ҫӗрле каллех тревога пулчӗ.

Володя хӑвӑрт-хӑвӑрт тумланчӗ те пӳрт ҫине хӑпарса кайрӗ. Таҫта ҫӳлте, халлӗхе инҫетре-ха, нӑйкӑшакан, йӗрӗнчӗк сасӑ пӗлӗте шӑтарни илтӗнет; ҫак сасӑ Володьӑна шӑл тӳрлетекен кабинетри бормашина сӗрленӗ пек туйӑнать; пӗрре вӑл унта пулнӑччӗ.

Хулана кӗркуннехи тӗттӗм каҫ хупларӗ. Митридатӑн хура кулепи тӗттӗмлетнӗ ҫуртсем тӗлӗнче темӗн ҫӳллӗш ҫӗкленсе тӑрать. Сасартӑк тӑвайккинче темиҫе хут темле ҫутӑ йӑлтӑртатса илчӗ. Пӗрре сӳнчӗ, каллех ҫутӑлчӗ, виҫӗ хут йӑлтлатрӗ те пач сӳнчӗ. Сасартӑк ҫав вырӑнтах самантлӑха хӗп-хӗрлӗ вут хыпса илчӗ. Темиҫе минут иртсен ҫав шурӑ, хӗрле ҫутӑ каллех курӑнчӗ.

Тепӗр минутран ПВО штабӗ патнелле чупакан Володьӑна патруль — икӗ морякпа милиционер тытса чарчӗҫ.

— Эс мӗн чупса ҫӳретӗн? Тревога пулнине илтмерӗн-им?

— Митридат ҫинчен фашистсене такам сигнал парать! — терӗ те Володя васкаса, милиционера урам кӗтесси хыҫнелле туртрӗ; унтан Митридат тӑвайкки лайӑх курӑнать.

Пӗр вӑхӑт кӗтме тиврӗ. Шӑп ҫав вӑхӑтра сигналсем пулмарӗҫ. Патрульнӑй Володя ҫине сиввӗн пӑхма пуҫларӗ. Акӑ Митридат тӳпинче каллех шурӑ ҫутӑ йӑлтлатрӗ, унтан хӗрли курӑнчӗ те сӳнчӗ.

— Сан хушамату мӗнле? — хӑвӑрт ыйтрӗ милиционер. — Дубинин? Владимир? Ҫакӑнта тӑр та ӑҫтан ҫутӑ тухнине асӑрха, эпир ҫак самантрах дежурнӑя кайса калатпӑр.

Патрульнӑйсем урам кӗтесси хыҫнелле чупрӗҫ. Володя пӗччен юлчӗ. Ҫутӑ Митридат ҫинче каллех курӑнма тытӑннӑччӗ, анчах, такам кансӗрленӗ пек, кӑшт йӑлтлатрӗ те ҫухалчӗ, тепӗр хут курӑнмарӗ. Володьӑн Митридат ҫине чупса кайса, мӗн пулса иртнине шутсӑр пӗлес килчӗ. Анчах вӑл, патрульнӑй хушнине асра тытса, отбой париччен вырӑнтан та тапранмарӗ.

Фашистсем халӗ Керчь ҫине кашни кунах бомбӑсем пӑрахаҫҫӗ. Кӑнтӑрла та, ҫӗрле те сиренӑсем улаҫҫӗ, урамсенче пӗр ҫын та юлмасть. Хулана вӑйлӑ взрывсем кисрентереҫҫӗ. Отбой хыҫҫӑн урама шурса кайнӑ, хӑраса ӳкнӗ ҫынсем тухаҫҫӗ, йӗри-тавра пӑхаҫҫӗ те хӑйсен урамӗсене те паллаймаҫҫӗ, ҫурчӗсене шыраҫҫӗ — тупаймаҫҫӗ…

Пӗрре Володя, бомба пӑрахнӑ вӑхӑтра хӑй урамӗнчи пӗчӗк ачасене убежищӗне ӑсатнӑ хыҫҫӑн, отбоя аран кӗтсе илчӗ те: «Ӗҫе хӑюллӑн тытӑнас пулать, урӑхла каласан — фронта каймалла. Унта вилмелле пулсан та, вӑрҫӑ хирӗнче паттӑрсен вилӗмӗпе вилетӗп» — терӗ.

«Керчь хулин ҫар комиссарӗ» тесе ҫырнӑ хӑма татӑкӗ ҫапнӑ ҫурт алӑкӗнчен темӗн чухлӗ ҫын кӗре-кӗре тухать.

Володя ҫар ҫыннисемпе тулнӑ коридорта пайтахчен сулланса ҫӳрерӗ. Никам та ун ҫине пӑхмарӗ, кашнин хӑй ӗҫӗ пулнӑ. Кунта, ытти мӗнпур ҫар учрежденийӗсенчи пекех, атӑ, чӗн, тир, махорка тата темле дезинфекци тӑвакан шӗвек шӑрши кӗрет. Ҫӳресен-ҫӳресен, Володя «Ҫар комиссарӗ» тесе ҫырса ҫапнӑ алӑка шыраса тупрӗ. Вӑл пӗрре шаккарӗ, тепре, — ответ памарӗҫ. Ҫавӑнпа Володя алӑка уҫрӗ те кабинета кӗчӗ. Шалта, сӗтел хушшинче ҫӳҫне кастарнӑ, ҫаврака пуҫлӑ, кӗрнеклӗ пӳ-силлӗ ҫын ларать, сӗтелӗ ҫинче чернильницӑсӑр пуҫне пӗр хут татӑкӗ те, ним те ҫук. Комиссарӑн петличкисем ҫинче майор «шпалӗсем».

Вӑл кантӑк сакки ҫинче ларакан телефон патнелле ҫаврӑннӑ та тимлӗн итлет, сайра хутра сӑмах хушать:

— Ҫапла, ҫапла… Пур… Пырать… Аван… Пурте-и? Ӗҫе тытӑнӑр!.. Сана мӗн кирлӗ? — ыйтрӗ Володьӑран комиссар.

— Комиссар юлташ, ирӗк парсамӑрччӗ… — пуҫларӗ Володя.

— Кӑна ав ҫавӑнта, алӑк патӗнче каламаллаччӗ.

— Эп леш енчен шаккаса пӑхрӑм…

— Леш енче тухмарӗ пулсан, ку енне куҫрӑн пулать! — кулса илчӗ комиссар. — Кирек хӑш енчен килтӗн пулсан та, кала хӑвӑртрах, мӗн ҫӑмӑлпа килтӗн!

Володя тӳрленсе тӑчӗ, кӗлисене пӗрлештерчӗ, ҫар ҫыннисем пекех уҫҫӑн татса каласшӑнччӗ, анчах хумханнипе пӑтранса кайрӗ:

— Комиссар юлташ, ирӗк парсамӑрччӗ… Ман сирӗн пата ыйту пур: ҫырӑр мана, комиссар юлташ…

— Ӑҫта ҫырас сана?

— Фронта кайма… Доброволецсене илеҫҫӗ вӗт. Комиссар сӗтелтен темле списоксем кӑларчӗ те, хучӗ ҫинче пӳрнипе тем шыраса, Володьӑпа пӗртте интересленмен пек, васкамасӑр пуҫне ҫӗклерӗ.

— Школьник-и? Вӗренетӗн-и? — ыйтрӗ вӑл.

— Ҫиччӗмӗш класра вӗренетӗп… Лейтенант Шмидт ячӗпе тӑракан шкулта. Халӗ отличник тенӗпе пӗрех.

— Шкулта занятисем пыраҫҫӗ-и?

— Мӗнех вара?

— Эп сана хирӗҫсе тӑма хушман пек-ха. Санран ыйтаҫҫӗ: шкулта занятисем пыраҫҫӗ-и?

— Иккӗмӗш уйӑх пыраҫҫӗ, военнӑй комиссар юлташ.

— Так, — терӗ комиссар, — занятисем пыраҫҫӗ пулсан, пит яван. Ан тив, пыччӑрах. Ӑнлантӑн-и? Мӗн ятлӑ-ха эсӗ?

— Дубинин Владимир Никифорович. Пин те тӑхӑрҫӗр ҫирӗм ҫиччӗмӗш ҫулта ҫуралнӑ.

— Эсӗ мӗн, Дубинин капитан ывӑлӗ-и? — интересленчӗ комиссар, халӗ вӑл Володя ҫине ӑшшӑнрах пӑхма пуҫларӗ.

— Так точно! — ҫар ҫынни пек ответлерӗ савӑнса кайнӑ Володя.

— Сан аҫуна пӗлетӗп. Мӗнле вӑл, сан шухӑшна ырлать-и?

— Вӑл флота кайнӑ чух, эп ӑна тархасларӑм, илсе каймарӗ, — тунмарӗ Володя.

— Илсе каймарӗ? Так, — татса каларӗ военнӑй комиссар. — Апла пулсан, эсӗ, Владимир Никифорович, хыҫалтан ҫавӑрса илме шут тытрӑн пулать, мӗнле калас, тылран. Акӑ мӗн калас тетӗп эп сана, ачам… Доброволецсем пур, тата, ман шухӑшпа, самоволецсем пур. Ҫак сӑмахсен уйрӑмлӑхне туятӑн-и? Сан шутпа: эс кам?

Володя чӗнмерӗ.

— Ҫар дисциплинине ӑнланатӑн-и? — ыйтрӗ комиссар.

— Ӑнланатӑп, военнӑй комиссар юлташ.

— Миҫемӗш класра вӗренетӗп тетӗн-ха?

— Ҫиччӗмӗш «А» класра.

— Команда парсан мӗн тумаллине пӗлетӗн-и?

— Паллах, пӗлетӗп.

— Апла пулсан, ман командӑна итле: правое плечо вперед, кругом, ҫиччӗмӗш «А» класа шаг-ом… арш!..

Володя комиссар умӗнче намӑс курас мар терӗ, командӑсем пама хӑнӑхнӑ сасӑ хушнине итлесе, хӑйне алла илчӗ, сулахай аяккипе алӑк еннелле ҫаврӑнчӗ те, паркет тӑрӑх салтакла утса, коридора тухрӗ. Алӑкне хупса хӑварнӑ чух, комиссар хыҫалтан ҫапла кӑшкӑрчӗ:

— Прррямо!.. Пурне те пур предметсемпе те хӑвӑртрах, нумайтарах пятерка хатӗрлеме хушатӑп. Пурнӑҫла!..

Военкоматра ӗҫ тухмарӗ те, — Володя хулари комсомол комитетне кайрӗ.

Пысӑк пӳлӗмре халӑх лӑк тулли. Пилотка тӑхӑннӑ вунҫич-вунсакӑр ҫулти ҫамрӑксем винтовкӑсем суйлаҫҫӗ. Кусем истребительнӑй батальонри комсомолецсем пулнӑ. Володя вӗсем ҫине ӑмсанса пӑхать. Вӑл ҫамрӑксем винтовкӑсене хулпуҫҫи урлӑ ҫакнине, обоймисене патронташсене чикнине, унтан алӑк патнелле салтакла утнине курать. Пӗр палланӑ ачана курсан, Володя ӑна саламларӗ те, патнерех пырса, унӑн винтовкине аллипе ҫепӗҫҫӗн шӑлса пӑхрӗ:

— Тытса пӑхма пар-ха.

— Кай, кай кунтан, ан иртӗн! — хаяррӑн чарса лартрӗ Володьӑна леш, винтовкине аяккалла илсе тӑратрӗ.

— Ҫар ӗҫӗпе кам кунта инструктор? — ыйтрӗ Володя. Ӑна кӗтесселле кӑтартрӗҫ. Анчах инструктор хӑй курӑнмасть те: ун сӗтелне тем чухлӗ халӑх сырса илнӗ те тем ыйтаҫҫӗ, хушаҫҫӗ, аллисемпе суллаҫҫӗ. Володя малтан пӗр енчен пырса тӑчӗ, унтан тепӗр енне куҫрӗ, такам ҫурӑмӗ ҫине уртӑнчӗ те хӑяккӑн шуса анчӗ, кӗтмен ҫӗртенех ӑна сӗтел ҫумне хӗстерсе лартрӗҫ. Сӗтел хушшинче пит пӗчӗк комсомолец ларать. Вӑл ывӑннипе куҫӗсене уҫа-уҫа хупса, хӑйӗнчен ыйтакан комсомолецсене, пуҫне пӗрре сулахаялла, тепре сылтӑмалла пӑрса, ответ парать.

— Инструктор юлташ, — теме ӗлкӗрчӗ Володя, Инструктор самантлӑха Володя ҫине пӑхса илчӗ, анчах ҫавӑнтах аяккинче тӑракансем пӳлчӗҫ. Аран-аран каллех Володя еннелле ҫаврӑнчӗ:

— Сана мӗн кирлӗ?

— Инструктор юлташ… Эп сире ҫакна каласшӑн… анчах тӑхтӑр-ха!.. Эсир мана малтан ответ парӑр. Эп сирӗн пата ҫар ӗҫӗ пирки кӗтӗм.

— Ман пата ҫавӑн пирки ҫеҫ килеҫҫӗ те, ачам, — ответлерӗ инструктор.

— Мӗнле ача пулам-ха эп, — кӳренчӗ Володя. — Эсир малтан лайӑхрах пӑхӑр. Эпӗ вунпиллӗкмӗш ҫула кайни икӗ эрне иртрӗ ӗнтӗ.

— Паллах, ҫулсем сан хисеплӗ, анчах эс хӑвӑртрах кала. Мӗн кирлӗ сана?

— Эпӗ пионер, активлӑ, комсомолец пекех ӗнтӗ, часах куҫатӑп, паллах йышӑнсан… Тӗрӗссипе каласан, эп сиртен мана фронта яма ыйтатӑп.

— Э-э, чӑнах та эс ӗҫпе килнӗ тесе! Пирӗн халь мӗнле вӑхӑтне пионер ӑнланать ӗнтӗ, терӗм, эсӗ пур… — Инструктор пит-куҫне пӗркелентерсе илчӗ.

— Ку ӗҫ мар-и вара? — ҫине тӑрать Володя. — Ҫын фронта каясшӑн пулсан «ӗҫ мар» эппин?

— Ҫитӗнсе ҫитес пулать. Халлӗхе ӗҫ мар.

Володя ҫав тери хурланчӗ, ҫавӑнпа та инструктор малалла калаҫма пуҫларӗ:

— Итле-ха, ачам, — терӗ вӑл. — Куратӑп, эс лайӑх ача, патриот. Чӑнахах ӗҫ шыратӑн пулсан, ман сана валли ӗҫ пур. Эс хӑш шкултан? Лейтенант Шмидт ячӗпе тӑраканнинчен-и? Ага! Вот сан валли те, сирӗн ачасем валли те ӗҫ пур. Пире бутылкӑсем кирлӗ.

— Бутылкӑсем? — тӗлӗнчӗ Володя.

— Ара-ара, бутылкӑсем… Мӗн пӑхатӑн? Ситропа лимонад тултарма мар ӗнтӗ — гранатӑсем тума. Вӗсене ҫунакан шӗвек тултаратпӑр; фронтра ҫав бутылкӑсемпе нимӗҫ танкӗсене сирпӗнтерӗҫ. Нимӗҫсен халь танксем нумай. Ӑнлантӑн-и? Кӗленче артиллери.

— А, эп кун ҫинчен илтнӗччӗ! — савӑнса кайрӗ Володя.

— Вот, сана комсомолтан задани. Тытӑнса пӑх. Хушамату мӗнлеччӗ-ха ҫак?

— Дубинин.

— Тӑхта-ха! Валя Дубинина сана кам пулать?

— Вӑл манӑн аппа.

— Ну вот, унпа танлаш. Усӑллӑ хӗр! Хӑй ӗҫне пӗлет… Апла эп сана шанатӑп, Дубинин. Пире, кунта килсе пар.

— Фронта кайма ниепле те пулмасть-и? — тепӗр хут ыйтса пӑхрӗ Володя.

— Ну, пушӑт-мунчала, — терӗ те инструктор, тепринпе калаҫма тытӑнчӗ.

Синтаксис урокӗ пырать. Аркаша Кругликов класри доска ҫине ҫырнӑ соединеннӑй, соподчиненнӑй предложенисене разбор турӗ.

— Дубинин! — чӗнчӗ сасартӑк Юлия Львовна. — Дубинин, ӑҫта эс?

Володя Киселевский пӗшкӗнсе, парта айнелле тем пӑшӑлтатма тытӑнчӗ. Парта айӗнчен мӗкӗрленнипе хӗрелсе кайнӑ Володя ҫӗкленчӗ. Пурте ун еннелле ҫаврӑнчӗҫ, пӑшӑлтатма пуҫларӗҫ:

— Дубинин… Вовка… сана чӗнеҫҫӗ.

— Эс мӗн унта… парта айӗнче тӗлӗрсе кайрӑн-и, Дубинин? — ыйтрӗ Юлия Львовна. — Доска патне тух.

Володя тӑрса, парта патӗнчен пӗр утӑм ярса пусрӗ ҫеҫ, ҫав самантрах чӑнкӑр-чанкӑр! турӗ. Вӑл ларакан парта ещӗкӗнчен бутылкӑсем урайне тухса ӳкрӗҫ те партӑсем хушшипе кусса кайрӗҫ.

— Мӗн пулчӗ сан унта? — ҫилленчӗ Юлия Львовна.

— Дубинин бомбӑсемпе аркатать! — кӑшкӑрчӗҫ хыҫалтан.

— Юлия Львовна, — терӗ Володя, куҫхаршисене пӗркелесе, ҫавӑнтах урипе бутылкисене хӑй парти патнелле курмалла мар кустарса, — ӑнсӑртран тухса ӳкрӗҫ… Ку кӗленче артиллери… Пулас гранатӑсем. Эпир вӗсене комсомол горкомӗ заданипе пуҫтаратпӑр.

— Аван, анчах мӗншӗн эс вӗсене класа илсе килсе тултартӑн?

— Кунта илсе килчӗҫ пулсан, ӑҫта хурас-ха ман вӗсене? Иккӗмӗш класра вӗренекенсем илсе килчӗҫ, леш, пӗлтӗр хам вӗрентнӗ ачасем. Эпӗ те вӗсене задани патӑм, ҫавсем пуҫтарса килеҫҫӗ те.

— Атя, Дубинин, калаҫса татӑлар, класран бутылка склачӗ ан ту ӗнтӗ. Хӑвна валли урӑх вырӑн туп. Уроксем хыҫҫӑн ман хваттере пыр, эп сана унта артиллери хушса парӑп. Манӑн та кӑштах савӑт-сапа тупӑнӗ.

Юлия Львовнӑран Володя корзинка тулли бутылка илчӗ. Тӗрӗссипе каласан, паян бутылкӑсем пухас ӗҫ питӗ ӑнса пычӗ. Иккӗмӗш класри ачасем пухнӑ тӗрлӗ бутылкӑсен ҫӑварӗсем пальто кӗсйисенчен курӑнаҫҫӗ, хӗвӗнче кӗмсӗртетеҫҫӗ, корзинӑра, пӗр-пӗрин ҫумне ҫапӑнса чанкӑртатаҫҫӗ. Володя, пӗтӗм урама янӑратса, кӑмӑллӑн килнелле утать.

Тӑшман сывлӑшран тапӑнни ҫинчен пӗлтернӗ вӑхӑтра Володя Пирогов урамӗ кӗтессине ҫитнӗччӗ.

Володя пуҫласа пӑшӑрханса ӳкрӗ: ытла та час ҫӗмрӗлекен, черчен япала йӑтса пырать-ҫке вӑл. Пурте ванса кайсан питӗ кӳренмелле пулать вара. Ҫавӑнпа Володя килелле вӗҫтерчӗ. Кашни утӑм тумассерен бутылкӑсем чӑнкӑртата-чӑнкӑртата илеҫҫӗ. Вилсе пӗтнӗ пек, пушӑ килхушшине чупса кӗрсен, Володя бутылкисене пӗр миххе тултарчӗ те убежище патнелле сӗтӗрчӗ. Ҫула май вӑл пытанма васкакан, тем пысӑкӑш ҫыхӑ йӑтнӑ Алевтина Марковнӑна тӗл пулчӗ.

— Володя, аннӳ пӑшӑрханать, сансӑр убежищӗне каясшӑн марччӗ! Унӑн куҫӗ умне кайса курӑн хуть, чӗри лӑплантӑр, — кӑшкӑрчӗ вӑл.

Анчах паян Володьӑна ӳкӗтлеме кирлӗ пулман. Вӑл хӑйӗн йывӑр та кӗмсӗртетекен миххине сӗтӗрсе, подвалӑн кирпӗч картлашкисем тӑрӑх сыхланса антарчӗ те ҫӗр айӗнчи хӳтлӗхе кӗрсе кайрӗ. Унта пралук сеткипе хӑртанӑ сарӑ электричество лампи ҫунать. Унӑн начаркка ҫутинче Володя йӗпе стена ҫумӗнче ларакан ҫынсене, шӑпланнӑ ачасене, хурлӑхлӑн пӗкӗрӗлнӗ карчӑксене асӑрхаса илчӗ. Подвалти йӳҫӗхнӗ, пӑчӑ сывлӑш пуҫ тӗлӗнче, кӗҫех йӑтӑнса анас пек тӑракан ҫӗр хулӑнӑшне туйни, Володьӑн ӑшне вӑркаттарать. Ҫук, хӑвӑртрах ҫӳле, ҫутӑ ҫӗре, сывлӑш ҫине! Володя бутылкӑсем чикнӗ хаклӑ миххине инҫетри кӗтессе тирпейлесе хучӗ те — халӗ вӗсем хӑрушсӑр вырӑнта теме пулать — хӑй кӗнӗ ҫӗрелле тухма тытӑнчӗ.

— Чупса ҫӳрет каллӗ-маллӗ, — мӑкӑртатрӗҫ ун ҫине.

— Ӗҫсӗр чупас ҫук, — вӑрҫса илчӗ Володя.

— Пӗлетпӗр сан ӗҫне…

Ҫурма тӗттӗм подвалта амӑшӗн сасси илтӗнсе кайрӗ:

— Вовочка, эсӗ-и ҫав? Кил кунта, ывӑлӑм, хӑвӑртрах. Эп пӗчченех кунта, Валя та ҫук — горкомра тытӑнса тӑчӗ пулмалла… Мӗн пулать-ха капла ку?

— Эпӗ кунта, анне, эп халех… — терӗ Володя, амӑшӗ патнелле халӑх витер аран тухса.

— Кунта анни пит аван, тавтапуҫах сана, ылттӑнӑм, — терӗ амӑшӗ. Володя бутылкӑсем ҫинчен каламасан авантарах пулассине туйса илчӗ. — Мана кӑмӑл тусамччӗ, ачам, лар ҫакӑнта, ҫӳле ан тух. Тархаслатӑп сана! — ӳкӗтлет амӑшӗ.

— Сана кӑмӑл тӑвас тесе анчах.

Сасартӑк ҫӗр чӗтресе кайни таҫта фугаскӑсем ӳкнине пӗлтерет. Хӳтлӗхре шӑп, пурте тимлӗн итлеҫҫӗ. Кӗтесре ача ҫеҫ макӑрать.

— Эп кунта ларма пултараймастӑп, анне, каятӑп, — чӑтаймарӗ Володя.

— Эс ларма сӑмах патӑн-ҫке.

— Лартӑм, ҫитет, халӗ каятӑп. Отбой пуличченех кунта ларатӑп темен эп.

Пурне те хумхантаракан янӑравлӑ сасӑ пӗтӗм подвала кисрентерчӗ. Мачча ҫинчен темскер тӑкӑнма пуҫларӗ. Ҫынсем хӑраса кайса, шӑппӑн пӗр-пӗрне пӳлсе калаҫма тытӑнчӗҫ, нумайӑшӗ алӑк патнелле ыткӑнчӗҫ. Володя та сиксе тӑчӗ, анчах амӑшӗ аллинчен ҫавӑрса тытрӗ:

— Лар, Володя… Лар ӗнтӗ, тархаслатӑп сана!

Володя сыхланса, анчах ҫине тарса, вӑйпа, чӗнмесӗр, аллине вӗҫертме тӑрӑшать.

— Ырӑ ҫынсем, калӑр-ха ӑна, ан кайтӑр, — терӗ амӑшӗ кӳршисене. — Тен, сире итлӗ!

Икӗ пальто тӑхӑннӑ, пысӑк чемодан ҫинче тем пысӑкӑш ҫыхӑ тытса ларакан темле ҫын Володьӑна:
— Чӑнах та, ларасчӗ сан ытти ачасем пек, — терӗ.
— Пӑх-ха, мӗнле герой!

Володя унран пӑрӑнса, хулпуҫҫи урлӑ:

— Геройне герой мар, а ҫыхӑсем ҫинче ларас ҫук… Ҫавӑн пек тӗреклӗ ҫын, таракан пек, шӑтӑка пытанса ларнӑ, ҫӳлте, тен, пушар сӳнтермелле пулӗ. Эсир хӑвӑр хулана хӗрхенместӗр, курӑнать.

— Сӑмахран, эпӗ кунтисем мар, — ответлерӗ чемодан ҫинче ларакан ҫын. — Мӗнле чӑрсӑр ача вӑл сирӗн, — терӗ вӑл Евдокия Тимофеевнӑна.

Каллех инҫетрен кӗрлесе пырса ҫапрӗ те пуҫ тӗлӗнчи, ура айӗнчи ҫӗре кисрентерчӗ. Амӑшӗ Володя аллине вӗҫертсе ячӗ, ывӑлӗ, ҫав самантпа усӑ курса, подвалтан тухса вӗҫтерчӗ. Пусма ҫине ҫитсен, амӑшне кӑшкӑрчӗ:

— Анне, эпӗ халех, эсӗ ан пӑшӑрхан!

Вӑл килхушшинчен урама чупса тухсанах, калаҫни илтӗнсе кайрӗ, ҫав калаҫури сӑмахсем Володя чӗрине ҫурса ячӗҫ. Икӗ военнӑй калаҫса иртсе кайрӗҫ:

— Пирогов урамӗнчи лейтенант Шмидт шкулне сирпӗнтернӗ. Тӳрех лектернӗ.

— Ҫапла тет ҫав, пире районри штаб шӑнкӑртаттарчӗ… Халӑх нумай пӗтнӗ, тет.

Володя Пирогов урамнелле ыткӑнчӗ. Вӑл ҫула кӗскетес тесе, чӑнкӑ ту аяккипе хӑпарать те, витӗр ҫӳремелли килхушшисенчен тухса, кварталсем урлӑ чупать. Вӑл Пирогов урамне хӑпарчӗ те ҫиле хирӗҫ пӑчӑхса кайсах чупрӗ. Ҫил ӑна хирӗҫ ҫунӑк шӑрши, темӗнле хутсем вӗҫтерсе килет. Унран чанлӑ пушар автомашини иртсе кайрӗ. Володя шкул патне чупса ҫитсе, халӑх витӗр малалла тухсан, нумай пулмасть парта хушшинче ларнӑ класс чӳречисенчен ҫулӑм ялкӑшса тухнине курчӗ. Шкулӑн пӗр кӗтесси йӑтӑнса аннӑ та физика кабинечӗпе учительсен пӳлӗмӗ курӑнать. Ваннӑ кантӑк купи ӑшӗнчен темле приборсен пӑхӑр пайӗсем курӑнаҫҫӗ, унтах, кукӑрӑлнӑ тимӗр хулӑран ҫакланса, ҫӑхан кӗлетки ҫакӑнса тӑрать. Шкул хытӑ ҫуннипе унӑн кӗлетки туртӑна-туртӑна илет. Хӑрах куҫлӑ ҫӑхан, ҫуначӗсене хускатмасӑр, арканнӑ шкул тӗлӗнче ерипен вӗҫсе тӑнӑн туйӑнать.

Ишӗлнӗ ҫӗрте вуннӑмӗш класри дружинниксемпе пожарниксем ӗҫлеҫҫӗ. Хӑшпӗрисем пакурсемпе кирпӗч куписене туртса салатаҫҫӗ, теприсем ҫиелтен витнӗ, йывӑр насилккӑсем йӑтса, таҫта васкаҫҫӗ. Хытӑ брезент костюмлӑ, симӗс каскӑ тӑхӑннӑ ҫӳллӗ пожарник ҫине тӑрсах вутпа кӗрешет, пушар кӗпҫине малалла тытса, ҫатӑртатакан шыв пайӑркипе ҫулӑма, унӑн ҫиллине сӗвӗртесшӗн пулнӑ пек, ҫаптарать.

— Тыт-ха, тархасшӑн, Дубинин, — илтрӗ Володя хӑй пуҫ тӗлӗнче; ҫаврӑнса пӑхрӗ те икӗ глобус йӑтнӑ Юлия Львовнӑна курчӗ.

Вӑл ҫав тери шурса кайнӑ, пит-куҫӗ шурӑ ҫӳҫӗпе пӗр тӗслех. Анчах Володьӑна пӗр япала тӗлӗнтерчӗ, хӑратса пӑрахрӗ: нихҫан та ҫурӑмне мӑкӑртса ҫӳремен, ялан хӑйне тӳп-тӳрӗ тытса, класа шурӑ пуҫне ҫӳле ҫӗклесе кӗрекен Юлия Львовна халӗ усӑнса аннӑ, курпунланнӑ пек курӑнать. Володьӑна вӑл ватӑлса кайнӑн туйӑнчӗ.

— Тыт-ха, тархасшӑн, — терӗ те Юлия Львовна, Володя ҫине пӑхмасӑр, аллине пысӑк глобус, ҫурӑлнӑ электроскоп, лапчӑннӑ «сетнер урапи», хуплашкисем ҫӗтӗлсе пӗтнӗ темиҫе кӗнеке тыттарчӗ, — вутран ҫаксене ҫеҫ ҫӑлма ӗлкӗрнӗ, курӑнать.

Володя ним шухӑшламасӑр ҫӳлти кӗнекин ятне вуласа пӑхрӗ: «И. С. Тургенев. Сунарҫӑ ҫырса пынисем».

— Хӑҫанччен… хӑҫанччен ҫакнашкал хӑтланма ҫавсене ирӗк параҫҫӗ-ха?! — тет учительница, шкула хыпса илнӗ вут ҫине пӑхса. — Хӑҫанччен ҫынсем ҫакна чӑтма пултараҫҫӗ-ха? Хӑҫан, хӑҫан пӗтереҫҫӗ-ха ҫавсене?! Яланлӑха… Ӗмӗрлӗхе!.. — терӗ.

Юлия Львовна «ҫавсене» тесе кам ҫинчен каланине Володя ӑнланать…

— Сырикова вӗлернӗ, Илюшӑна… иккӗмӗш класран, — тет учительница, ҫаплах Володя ҫине пӑхмасӑр, куҫне вут ҫинчен илмесӗр, хӑйӗн шкулӗ пӗтнине асӑрхаса тӑрса.

Ҫав тери хытӑ тӗлӗнсе кайнӑ Володя аллинчи япалисене кӗҫех ӳкеретчӗ. «Мана та паян «отлично»… физкультурӑпа… Эпир кукленмелли упражненисем турӑмӑр» — аса илчӗ вӑл.

— Анне, атя киле, — ӳкӗтлет амӑшне Светлана, вӗсем патне ҫывхарса. — Пирӗн те кантӑксем, савӑт-сапасем ванса пӗтнӗ…

— Ах, кирлӗ мар япала: савӑт-сапа, кантӑк… Акӑ мӗнрен хӑрамалла, акӑ ӑҫта хӑрушлӑх, акӑ ӑҫта преступлени!.. Пӑх-ха — кӗнекесем ҫунаҫҫӗ. Ҫакна чӑтма ҫук…

Юлия Львовна хӑйне анӑратакан киревсӗрлӗхе хӑваланӑ пек, пуҫне сулласа илчӗ.

Шкул ҫийӗ шатӑртатса йӑтӑнса анчӗ те темӗн ҫӳллӗш ҫулӑм, хӗм сапса, тӗтӗм кӑларса, уласа ячӗ. Кӗрлекен вӑй туртса хӑпартнӑ кӗнекесем вӗҫсе ҫӳреҫҫӗ. Ушкӑнӗ-ушкӑнӗпе брошюркӑсем, тетрадьсем вӗҫеҫҫӗ. Вут ҫунатлӑ лӗпӗшсем пек, уҫӑлса кайнӑ учебниксем явӑнаҫҫӗ. Сайра хутра страницӑсене йывӑррӑн сулласа, мӑкӑрланса тӑракан тӗтӗм ӑшӗнче, ӑнсӑртран йӑсӑрланса ҫунакан пысӑк кӗнекесем курӑнса каяҫҫӗ, вӗсем пӗрре ҫӳлелле хӑпараҫҫӗ, тепре, ҫаврӑнкала-ҫаврӑнкала, сасартӑк вута ӳкеҫҫӗ.

Володьӑпа Светлана Юлия Львовнӑна аллинчен тытса кӑлӑхах туртаҫҫӗ, киле кайма ӳкӗтлеҫҫӗ. Учительница, ҫунакан шкул умӗнче ялкӑшакан вут-кӑвара туймасӑр, шурса кайнӑ тутине ҫыртса тӑрать, унӑн шурӑ ҫӳҫӗсене пушар вӗри сывлӑшӗ хускатать. Вӑл, ерипен тӳрленсе, пуҫне каҫӑртрӗ те этем: пуҫне шӑнӑҫман мӑшкӑл ҫине — вутра кӗнекесем пӗтнине пӑхать.

Кайран Володя час-часах пушар ҫуттинче глобус тытса, ҫилӗллӗн пӑхса тӑракан Юлия Львовнӑна аса илетчӗ. Унӑн куҫӗсем урса кайнӑ пушар ҫутти ӳкнипе мар, урӑххипе — ӑшӗнче хыпса илнӗ ҫулӑм ҫунтарнипе ялтӑртатнӑн туйӑнатчӗҫ.

Сайт:

 

Статистика

...подробней