Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Тӑххӑрмӗш сыпӑк

Раздел: Кӗҫӗн ывӑл урамӗ –> Пӗрремӗш пайӗ

Автор: Тани Юн

Источник: Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Добавлен: 2019.12.23 00:28

Предложений: 524; Слово: 5396

Тип текста: Прозаичное произведение

По-русски Тема: Не указано

«С+С»

Инҫетри Хӗвелтухӑҫӗнчен, ҫар службин срокне тултарса, киле, Керчь хулине, Никифор Семеновичӑн ашшӗпе пӗр тӑван ывӑлӗ, Ким пичче таврӑнчӗ. Вӑл темиҫе ҫул чикӗри частьре служить тунӑ, Халхин-Гол патӗнче ОКДВА — Хӗрлӗ Ялавлӑ Инҫетри Хвелтухӑҫӗнчи Уйрӑм Ҫарӗнче ҫапӑҫнӑ. Ҫӳллӗ те типшӗм, ялан тап-таса хырӑннӑ пиччӗшӗ, хӑйӗн ҫар ҫынни кӗлеткипе Володьӑна тӳрех парӑнтарчӗ; вӑл вӑр-вар ҫаврӑнкалани те, тытӑннӑ ӗҫе хӑнӑхнӑ салтак аллисемпе хӑвӑрт та ҫӑмӑллӑн, ӑнӑҫлӑ та тӗплӗн туни те, Хура тинӗс хӗрринчи хӗвелпе пиҫнӗ ҫынсенни пек ылттӑн тӗслӗ мар хӑмӑр питҫӑмарти те, чикӗри салтаксен симӗс картузӗ те, аякран куракан, пурне те асӑрхакан тимлӗ куҫӗсем те ачана килӗшрӗҫ. Ким пиччӗшӗ ҫарта разведчик пулнӑ. Дубининсем патӗнче каҫхи апат хыҫҫӑн ытларах ларсан, вӑл хӑй пулнӑ Халхин-Гол патӗнчи хастар ӗҫсем ҫинчен, Баинцаган районӗнчи ҫапӑҫусем ҫинчен каласа панӑ.

Ҫак самантра Володя пурне те манса кайнӑ. Ким пиччӗшӗ ҫав тери интереслӗ каласа кӑтартма пӗлнӗ; вӑл каласа панӑ чух, итлекенсем Инҫетри Хӗвелтухӑҫӗнчи анлӑ хирсене, Япони пехоттин пӗчӗк салтакӗсем селӗппӗн «банзай» тесе тусем тӑрӑх чупнине тата шыв хӗрринче, уҫӑ ҫӗрте кӗтмен ҫӗртен пирӗн танксем хӑваласа ҫитсен, японцӑсем шапа пек шыва лаплатса ӳкнине кураҫҫӗ. Каласа кӑтартнӑ чух вӑл сӗтел ҫинчи савӑт-сапана вырӑнтан вырӑна куҫарать, пулемет йӑвине палӑртса, стакансене вырнаҫтарса лартать. Сӗтел варрине поднос хурать те — вӑл ялтӑртатакан шыв пулать. Чей чашки ҫине аврине малалла туса ҫӗҫӗ хурать — ку тупӑ. Ҫаксем пурте хускалнӑ, вырӑнтан вырӑна куҫнӑ. Ким пиччӗшӗн вӑр-вар аллисем «батарейӑсемпе, соединенисемпе» вӑрҫӑри тӗрлӗ операцисем тӑваҫҫӗ, сахарницӑпа, чейникпе танк пырса тапӑннине тӑваҫҫӗ, тӑшмана полоскательницӑна, урӑхла каласан, кӳлле ывӑтаҫҫӗ. Тӗлӗнмелле аван каласа пама пӗлет Ким пичче! Тӑван Хура тинӗсшӗн тунсӑхласа ҫитнипе вӑл Никифор Семеновича колхозри пулӑ тытакан бригадӑпа пӗрле пулла кайма ӳкӗтлерӗ. Хӑйсемпе пӗрле Володьӑна та илчӗҫ. Сӑмси ҫине хунар лартнӑ моторкӑпа тинӗс тӑрӑх аякка кайрӗҫ. Кӑнтӑрла ӑшӑнса юлнӑ ҫуркуннехи тинӗс пӑсӗ хӑпарнипе каҫӗ ӑшӑ пулнӑ. Пулӑҫсемпе пӗрле пулӑ тӑп-тулли кӗнӗ йывӑр тетеле туртнӑ. Уйӑх ҫутинче скумбри пулӑ хупписем ялтӑртатаҫҫӗ, ылттӑн та кӗмӗл пулӑсем тетел куҫӗсенче вӗлтӗртетеҫҫӗ. Ҫӗрле шӑчӑ ҫине сарса ҫакнӑ тетелсем, ҫурхи шыва путнӑ темӗн тӑршшӗ туратсем пек, капӑрлатнӑ чӑрӑшлӑх евӗрлӗ курӑнаҫҫӗ; унӑн ҫурма тӗттӗм хӳттинче вылямалли япаласем, хӑрушӑ пысӑк чӗрчунсем, пулӑсем ялтӑртатаҫҫӗ, хрусталь тумла пӑрӗсем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ — кусем уйӑх ҫутин пайӑркисем ҫутатнӑ тетел ҫинчен ӳкекен шыв тумламӗсем янӑраҫҫӗ. Кайран тинӗс-хӗрринче шыв ҫывӑхнех хурса чӗртнӗ вут умӗнче ӑшӑнчӗҫ, пулӑ шӳрпи пӗҫерчӗҫ, бычкисем ӑшаларӗҫ. Ким пичче пулӑҫсене Инҫетри Хӗвелтухӑҫӗнчи пограничниксен пурнӑҫӗ ҫинчен, вӗсен чаплӑ ӗҫӗсем ҫинчен каласа пачӗ.

Паллах, паян Ким пиччӗшӗнчен илтнине Володя ыранах шкулта ачасене каласа панӑ. Вӑл пӗчӗккисемпе Инҫетри Хӗвелтухӑҫпе пограничниксем ҫинчен калаҫу ирттерчӗ. Анчах уншӑн ку сахал пулнӑ. Вӑл пӗррехинче хӑйсен отряд сборне ятарласах Ким пиччӗшне илсе килетӗп, тесе мухтанчӗ, хӑйӗн тӗлӗнмелле историйӗсене хӑй каласа парӗ, терӗ. Володьӑна пионерла поручени пачӗҫ. Анчах Ким пиччӗшӗ пионер сборӗнче тухса каласси ҫинчен илтесшӗн те пулмарӗ.

— Мӗн эсӗ, Вовка! — килӗшмерӗ пиччӗшӗ. — Эпӗ ачасемпе калаҫма пӗлместӗп. Ҫавнашкал ӗҫ ҫинчен каласа пама, кам пулатӑп эп? Манӑн опыт та ҫук, мӗнле калаҫмаллине те пӗлместӗп. Ҫук, хӑтар.

Володя кӑлӑхах Ким пиччӗшне: эсӗ тӗлӗнмелле халапҫӑ, пит интереслӗ каласа пама пӗлетӗн, ачасем сана сывламасӑр итлӗҫ тесе ӗнентерет — пиччӗшӗ ҫаплах килӗшмест. Ҫавӑнпа Володьӑн Инҫетри Хӗвелтухӑҫӗнчен таврӑннӑ пограничник вӗсен отрядӗнче калаҫу ирттерет тесе, пионерсене малтанах пӗлтерни ҫинчен тата Ким пиччӗшӗ кайма килӗшмесен, вӗсем ӑна иртсе ҫӳреме те парас ҫукки ҫинчен ирӗксӗрех калама тиврӗ.

— Пионерсене сӑмах париччен эсӗ манран ыйтрӑн-и? — ятлать пиччӗшӗ Володьӑна. — Ыйтмарӑн? — Халӗ ак, асаплан.

Валентина Жора Полищука илсе килсен, иккӗн Ким пиччӗшне тапӑнсан тин пограничник парӑнчӗ:

— Ҫакнашкал артподготовка хыҫҫӑн, йышлӑ вӑй хӗсӗрленипе каялла чакатӑп. Пыратӑп ӗнтӗ!

Пурте пит чаплӑ пулчӗ. Ким пичче гимнастерки ҫине орден ҫакрӗ.

Жора Полищук хисеплӗ хӑнана шкул алӑк умӗнче кӗтсе илсех, партӑсене сӗтел тавра лартса тухнӑ класа илсе кӗчӗ Пионерсем пурте галстуксем ҫыхнӑ. Ким пичче алӑкран кӗнӗ-кӗменех ура ҫине тӑчӗҫ. Светлана Смирнова пушмак кӗлисемпе шаклаттарса Ким пичче патне пырса салютларӗ, рапорт пачӗ:

— Улттӑмӗш класс пионерӗсем сирӗнпе тӗлпуллашма тата Инҫетри Хӗвелтухӑҫӗнче пулса иртнисемпе эсир ҫав ҫапӑҫура пулни ҫинчен каласа панине итлеме пухӑнтӑмӑр. Сборта ҫирӗм тӑхӑр пионер, пӗри чирлӗ пирки килмен. Отряд штабӗн председателӗ Смирнова Светлана рапортларӗ. Рапорт панӑ шутлатӑп.

— Есть, рапорт панӑ, — терӗ Ким пичче, Светланӑна сахал мар иментерсе, мӗншӗн тесен, рапорт панӑ хыҫҫӑн: «Рапорт йышӑнтӑм» темелле пулнӑ.

— Здравствуйте, ачасем, ҫамрӑк пионерсем! — кӑшкӑрса ячӗ Ким пичче уҫӑ сассипе.

— Здраст!!! — харӑссӑн ответлерӗ класс.

— Ҫамрӑк пионерсем, — пуҫларӗ Ким пичче, хӑй вӑхӑтӗнчи пионер сборӗсенче мӗн каланине аса илме тӑрӑшса — Ленин — Сталин ӗҫӗшӗн кӗрешме хатӗр пулӑр!

— Яланах хатӗр! — пӗрле, пӗр сасӑпа ответлерӗҫ пионерсем.

Пӗр Светлана ҫеҫ Ким пичче ҫине килӗштермесӗр пӑхса илчӗ, мӗншӗн тесен, лешӗ каллех пӑтраштарса ячӗ. Капла кайран, сбора вӗҫленӗ чух каламалла пулнӑ. Анчах Ким пичче Баин-Цаганск ҫапӑҫӑвӗ ҫинчен калама пуҫласан, вӑйлӑ аллисемпе сӗтеле хӑвӑрт ҫӗклесе хӑй умне хӑяккӑн лартсан, ҫакӑ вӑл — юханшывӑн ҫӳллӗ ҫыранӗ, партӑсем ларакан ҫӗрте — пирӗн ҫар вырнаҫнӑ, кашни парта — танк, кунта пирӗн командовани вӑй пухать, ак кунтан, сӗтел хыҫӗнчен шыв хӗрринелле японцӑсем упаленсе килеҫҫӗ тесен (Ким пиччен пӳрнисем сӗтел хыҫӗнчен курӑнчӗҫ), — ытарайми кӑтартуллӑ каласа панине юратнипе хӑнан пур айӑпне те каҫарчӗ Светлана.

— Сакӑр талӑк, сакӑр вӗри те шӑрӑх талӑк пычӗ ҫапӑҫу, — терӗ Ким пичче. — Пире шыв хӗррине разведкӑна ячӗҫ. Эпир вӑрттӑн шуса кайрӑмӑр…

Партӑсем еннелле хӑяккӑн тӑракан Ким пичче алтупанӗсене сӗтел ҫине пуснӑ; ӑнлануллӑ кӑтартакан, авкаланакан типшӗм аллисем, ҫӗр ҫинче пластунла шӑвакан икӗ разведчик пек, илтӗнми шӑвӑнчӗҫ.

— Ун чухне эпир пурне те пӑхса тухрӑмӑр, пӗлтӗмӗр, куратпӑр: ак, ҫак аяккинчен пырса тапӑнма пит аван. Каялла шӑвӑнтӑмӑр, — Ким пиччен аллисем сӗтел тӑрӑх каялла асӑрхануллӑн шурӗҫ, — командованине пӗлтертӗмӗр. Кайрӗҫ пирӗн танксем тӑшман ҫарне ҫавӑрса илме. Атя, хупӑрла! — сасартӑк кӑшкӑрса ячӗ вӑл тӳрленсе тӑрса. — Фрончӗпе атакӑна, малалла!

Сӗтел тавра лартса тухнӑ партӑсем вырӑнӗсенчен тапранчӗҫ: пограничник калавӗпе хытӑ интересленнӗ, малти партӑсем хушшинче ларакан пионерсем, партисене аялтан аллисемпе тытса, урисемпе урайне тӗке-тӗке, малалла шутарма пуҫларӗҫ. «Атя, атя!» команда пачӗ Ким пичче партӑсем патнелле чупса, унтан икӗ чӑмӑрне бинокль майлӑ тытрӗ те ҫапӑҫу пыракан район ҫине пӑхрӗ. Кун хыҫҫӑн каллех сӗтел патне таврӑнчӗ. Унӑн аллисем бинокль витӗр курнине кӑтартма тытӑнчӗҫ. Тӑснӑ пӳрнисем ҫине тайӑннӑ, аллисем, урлӑ-пирлӗ сиккелесе, хӑраса ӳкнӗ самурайсем ӑшаланса чупнине пӗлтереҫҫӗ. Шутарса пынӑ партӑсем сӗтеле хупӑрласа илчӗҫ. Ким пиччен хӑрах алли сӗтел ҫинчен усӑнчӗ, тепри пуҫ пӳрнипе самантлӑха сӗтел хӗрринчен ҫакӑнчӗ, сулланакан урасем пек икӗ пӳрни курӑнса кайрӗ те, юлашки самурай Халхин-Гол шывне тӗшӗрӗлсе анчӗ.

— Ҫапӑҫура ҫӗнтертӗмӗр, ҫырана тасатрӑмӑр! Отбой! — терӗ те Ким пичче, тарланӑ ҫамкине шӑлса, пукан ҫине ларчӗ. Пурте вӑй ҫитнӗ таран алӑ ҫупрӗҫ. Кашни хӑйне хӑй пӗр самантлӑха ҫав ҫӗнтерӳллӗ ҫапӑҫура пулнӑ пек туйрӗ. Ыйтма пуҫларӗҫ.

Арҫын ачасем вӑрҫӑра пулса-иртнине тӗпӗ-йӗрӗпех каласа пама ыйтрӗҫ: ҫапӑҫура самолетсем пулчӗҫ-и, чи пысӑк танк ячӗ мӗнле? — тесе ыйтаҫҫӗ.

Хӗрачасем ҫапӑҫу вырӑнне карта ҫинче Халхин-Гол шывне кӑтартма ыйтрӗҫ.

Светлана аллине ҫӗклерӗ. Хӗрачасен ыйтӑвӗсене йӗрӗнсе итлесе ларакан Володя сыхланчӗ. Ҫар ӗҫне пӗлмен Светлана пограничник умне айван ыйту лартасран шикленчӗ вӑл. Кайран Ким пиччӗшӗ: «Лешӗ, ҫивӗтсене пуҫ тавра хуни, хӑйне кура мар, ыйтать тата…» — тесен, Володьӑна аван мар пулать-ҫке.

— Манӑн пӗр ыйту пур, — терӗ Светлана уҫӑ сассипе. — Вӑт эсир пирӗн мӗнле геройсем — пограничниксем пурри ҫинчен каласа патӑр, разведчиксем мӗнле ӗҫлени ҫинчен. Разведчикӑн пӗрре пӑхсах пурне те асӑрхамалла, пурне те асра тытмалла, ӑнланмалла, терӗр. Апла пулсан вӗсем культурӑллӑ пулмалла-и?

«Мӗне кирлӗ ку?» шухӑшларӗ Володя.

— Паллах! — ответлерӗ Ким пичче. — Разведчиксем — пӗлекен ҫынсем пулмалла, унсӑрӑн вӗсем вӑл-ку мӗне те ӑнланса илес ҫук. Пӗлӳ пулмаллах ӗнтӗ. Пирӗн ҫар — культурӑллӑ ҫар. Вал нумай пӗлет. Пуринчен малтан вӑл мӗне хӳтӗленине аван пӗлет.

— Калӑр-ха, юлташ, — малалла каларӗ Светлана: — эсир мӗнле шутлатӑр, пограничник йӑнӑш туса ҫырать пулсан, аван командир — разведчик пулма пултарать-и?

— Йӑнӑш туса? — ыйтрӗ Ким пичче.

— Аха… Калӑпӑр, лайӑх, пултаракан пио… ҫук командир «живешь» сӑмаха мягки знаксӑр ҫырать.

Кунта пурте уҫнӑ кантӑк умӗнче халӗ ҫеҫ ларакан Володя еннелле пӗр харӑс ҫаврӑнчӗҫ. Анчах унта Володя пулман.

Вӑл Светланӑн сутӑнчӑкла ыйтӑвне хирӗҫ Ким пиччӗшӗ мӗнле ответ панине илтмерӗ. Вӑл хӑй те «живешь» сӑмах вӗҫне мягки знак лартма кирлине пит аван пӗлет. Ӗнер письменнӑй вӑхӑтӗнче васканипе ӑнсӑртран ҫеҫ саспаллине манса хӑварнӑ. Кирлӗ мара палкать! Володя хӑй ҫавнашкал ансат япалана ӑнланмасть пек. Паллах, лайӑх разведчикӑн ҫакнашкал вак-тӗвеке те асӑрхас пулать. Ким пиччӗшӗ те ҫапла ответлерӗ пулӗ. Анчах тем тесен те, Светлана сутӑнчӑкла хӑтланать. Тӗрӗссипе каласан, Светлана юлашки вӑхӑтра хӑйне ӑнланмалла мар тыткалать. Вӗсем иккӗшӗ тинӗс хӗрринче ҫӳренӗ чух е Митридат тӑвӗ ҫине хӑпарсан, Светлана Володьӑна ҫул ҫинче кӗтмен ҫӗртен тӗл пулнӑ пек утса пырать пулсан та, Володя хӑть тем ҫинчен каласа парсан та, Светлана ӑна интересленсе итленӗ, «Юассен» ӗҫӗсем ҫинчен ыйтса пӗлнӗ, кӑмӑллӑ та тимлӗ ответленӗ. Анчах пӗрле вӗренекен юлташӗсем е арҫын ачасем вӗсем патнелле ҫывхарсанах, Светлана чӑрсӑрланса хирӗҫ калаҫма пуҫланӑ, чӗрене тивекен сӑмахсем каланӑ, Володьӑна йӗкӗлтекелесе кулкалама тӑрӑшнӑ. Хӑй ҫав вӑхӑтра, темӗнле, чӗрӗп пек пулса кайнӑ, сӑмси те, янахӗ те, чавсисем те, хулпуҫҫийӗсем те шӗвӗрӗлнӗ — ҫывӑхне ан пыр — чикет.

Анчах Володя, Володя ӑна мӗн пек шанса пурӑннӑ! Вӑл ӑна чул кӑларакан ҫӗрти ҫыру ҫинчен те каласа панӑ, Гриценко мучӗшӗнчен ыйтса халӗ решеткепе хупланӑ паллӑ шурфа илсе кайса кӑтартма та сӑмах панӑ. Вӑл Ваня Гриценкопа ҫӗр айӗнче малтанхи хут чул ҫинчи ашшӗн ятне курсан мӗнле хӗпӗртенине хӗрачасенчен пӗр Светлана ҫеҫ ӑнланма пултарать, тесе шутланӑ.

Халӗ туса пӗтернӗ рекордлӑ ҫӗнӗ модель ҫинчен хӑй мӗн шухӑшланине те Володя Светланӑна каласа панӑ. Пӑх-ха эс! Мӗнпур пионерсен ушкӑнӗ умӗнчех намӑслантарчӗ. Аван-ха унпа юнашар кантӑк уҫӑ пулнӑ, класс та пӗрремӗш этажрах пулнӑ… Ким пиччӗшӗ калаҫу кам ҫинчен пынине те ӑнланаймарӗ пулӗ.

Володя «ЮАСа» пырсан тин ҫеҫ пынӑ ачасен ӗҫне пӑхса тухрӗ, вӑл халӗ вӗсен инструкторӗ ӗнтӗ, хӑшне мухтарӗ, хӑшне тӳрлеткелерӗ те хӑйӗн сӗтелӗ патнелле утрӗ. Сӗтел тӗлӗнче маччаран ҫакса янӑ питӗ чаплӑ модель ҫунаттисене хускатмасӑр вӗҫсе тӑрать. Ун ҫинчен ӗнер анчах Светлана Смирновӑна хавхалансах каласа панӑччӗ. «Юассен» тӗлӗнмелле япали, пысӑк та илемлӗ, ансӑр ҫунатлӑ моделӗн фюзеляжӗ ҫине ӗнерех, Светланӑпа уҫӑлса ҫӳренӗ хыҫҫӑн, хӗрлӗ лак сӑрӗпе «С+С» ҫырса хучӗ. «ЮАС» журналне те В. Дубинин туса пӗтернӗ уйрӑм типлӑ, сӑнавлӑ модель, «С+С» ятлӑ тесе ҫырса хунӑ. Ку «Сверхскоростная» тенине пӗлтермелле пулнӑ. Володя пурне те ҫапла ӑнлантарчӗ. Ку чӑнласах мӗне пӗлтернине эпир вӑрттӑнлӑхра усрӑпӑр.

Вырсарникун Митридат тӑвӗ ҫинче хулари авиамоделистсен ӑмӑртӑвӗ пулмалла. «С+С» моделе ҫак ӑмӑрту валли тунӑ. Кунта пӗтӗм шкул, пур «юассем», ытти шкул пионерӗсем, учительсем те пулмалла пулнӑ. Володя ҫав ӑмӑрту ҫинчен тахҫанах ӗмӗтленнӗ. Вӑл хӑйӗн модельне шаннӑ. Килхушшинче темиҫе хут та сӑнаса пӑхнӑ ӗнтӗ. Шанчӑклӑ Женя Бычковпа пӗрле модельне ярса пӑхма Митридат тӑвайккине ҫӳрерӗ. Кунашкал ӑнӑҫлӑ конструкци урӑх нихҫан та пулман унӑн. Митридат тӑвайккине курма пухӑннӑ ҫынсем тӗлӗнчен хӑйӗн самолечӗ вӗҫсе иртни, куракансем борт ҫинчи хаклӑ саспаллисене вулани Володя куҫне курӑнать. Анчах пӗр Светлана Смирнова ҫеҫ ҫав саспаллисем мӗне пӗлтернине ӑнланӗ, мӗншӗн тесен Володя ӑна ӗнерех модель ятне систерчӗ.

Халӗ вӑл ӗнерхи калаҫӑва аса илчӗ: «Моделе эп мӗнле ят панине пӗлетӗн-и?» Светлана ыйтрӗ: «Мӗнле?» Вӑл тротуарпа пынӑ чух, хӑйсен правили тӑрӑх — Светланӑран метр ҫурӑ катара утса тата аяккалла пӑхса: «Эс плюс эс» — терӗ.

«Мӗне пӗлтерет вӑл «Эс плюс эс» — ыйтрӗ те Светлана, хӗрелсе кайрӗ. Володя вӑл хӗрелнине асӑрхасан шутсӑр савӑнчӗ. Ку: «Сверхскоростная» тенине пӗлтерет, — терӗ вӑл. — «Э-э, ав мӗнле» — тӑсрӗ Светлана, вара Володя вӑл кӑмӑлсӑрланнине асӑрхарӗ. Ҫавӑнтах вӑл васкаса хушрӗ: «Тен тата урӑххине те пӗлтерет пулӗ. Анчах ку манӑн ӗҫ». — «Мӗн ку, секрет-и?» шанчӑкне ҫухатма хӑраса ыйтрӗ Светлана. Володя ответлерӗ «Тӗрӗс, ку манӑн секрет». Светлана ҫилленнӗ пек пулчӗ: «Тархасшӑн, ан кала эппин!»

Ӗнер ҫав тери аванччӗ. Тинӗс ҫуллахи пек сенкерччӗ. Пӗрремӗш май ҫывхарать. Светлана хӑй Володьӑна шалти спектакле илемлетме пулӑш, тесе ыйтрӗ… Володя пӗр минут хушши трос ҫинче ҫунаттисене хускатмасӑр ҫакӑнса тӑракан модель ҫине аялтан пӑхса тӑчӗ, унтан модельне антарса, сӗтел ҫине ҫирӗплетсе лартрӗ. Вӑл ун ҫине юратуллӑн та хурлӑхлӑн пӑхса илчӗ, фюзеляж борчӗ ҫине ҫырнӑ саспаллисене пӳрнисемпе ҫупӑрласа пӑхрӗ. Шухӑша кайрӗ, унтан ассӑн сывласа илчӗ те, шурӑ эмаль сӑрӑ банкине хӑй патнелле туртса, моделӗн хаклӑ маркине тӑрӑшса сӑрлама пуҫларӗ.

— Апла пулсан «черноморец» ятлӑ пултӑр. Вӑл ҫӗнӗ сӑрӑ илме кайрӗ.

Вырсарникунччен Володя Светланӑпа сӑмахламан, куҫ умне курӑнасран та пӑрӑнса ҫӳренӗ. Светлана ҫакна сиссен, Володьӑна тӗл пулнӑ чух пуҫне аяккалла пӑрнӑ та куҫ хӑрпӑкӗсене уснӑ.

Ҫапах та Светлана ӑмӑртӑва пычӗ. Пырасса вӑл ҫиччӗмӗш класра вӗренекен Слава Корольковпа пычӗ, леш пӗчӗк ачана хӳтӗленӗ чух Володя ун ҫине утланса ларнӑччӗ.

Володя Светлана еннелле пӑхасшӑн пулмарӗ.

Вӑл ту ҫине пуринчен кайран пычӗ. «Юассем» те тахҫанах пухӑннӑ, иккӗмӗш шкул ачисем те килнӗ, вӗсен те лайӑх авиамоделистсен кружокӗ пулнӑ. Темӗн чухлӗ халӑх пухӑннӑ. Тинӗс шӑрши кӗрекен, лӑпкӑ та ӑшӑ ҫил ту тупинче ҫӗклене ылттӑн паяркиллӗ пысӑк сенкер ялава вӗлкӗштерет. Ялав айне шурӑ ҫунатлӑ модельсем тытнӑ «юассем» ретпе тӑрса тухрӗҫ. Хӗвел ҫинче пионер галстукӗсем ялкӑшаҫҫӗ. Стемповский чавсанайӗнчен инҫех мар вырнаҫнӑ музыкантсем, хӗвел ҫинче хӗрсе кайнӑ ӑшӑ пӑхӑр инструментсемпе марш выляҫҫӗ. Ҫурхи ешӗл курӑк шӑрши кӗрет. Вӗҫен кайӑксем «юассене» йӗкӗлтесе, сывлӑшра вӑйсене танлаштарса пӑхма чӗннӗ пек, Митридат тӗлӗнче явӑнаҫҫӗ.

Володя авиамоделистсен ретне тӑмарӗ. Хӑйне аслӑ, пултарулӑхне палӑртнӑ конструктор тесе, модель фюзеляжне хаҫатпа хупласа, старт вырӑнне чи кайран пычӗ. Рупор-мегафон ларакан сӗтел хушшинче Николай Семенович тата хулари физкультура комитетӗнчен килнӗ ӑмӑртусен аслӑ судьи ларать.

— А-а, хайхи Дубинин та ҫитрӗ! — саламларӗ Николай Семенович. — Паян вӑл, Павшин. юлташ, хула рекордне илесшӗн. Ну мӗнле, Дубинин, пурте йӗркеллӗ-и?

Павшин юлташ шурӑ картуз сӑмсипе куҫӗсене хӗвел ҫутинчен хупласа, Володя ҫине пӑхса илчӗ те, унӑн хушаматне ӑмӑрту журналӗнче шырама тытӑнчӗ.

— Дубинин? Ага… Дубинин Владимир. Пионер ҫуртӗнчи «ЮАС» моделӗ. Фюзеляжлӑ тип. Марки: «Эс плюс эс».

— Ҫук, ҫук! — васкарӗ Володя. — Эпӗ улӑштартӑм.

— Мӗн улӑштартӑн? — тӗлӗнчӗ Николай Семенович.

— Эпӗ ятне улӑштартӑм, — терӗ шӑппӑн Володя. — Халӗ «Черноморец» ятлӑ.

— Ну, «Черноморец» пулсан «Черноморец» пултӑр, — килӗшрӗ Павшин юлташ, графа ҫине моделӗн ҫӗнӗ ятне ҫырса.

— Ҫапла ҫырса хурӑпӑр. Ҫаплах пӗлтермелле-и?

— Ҫаплах.

Чи малтанах тин ҫеҫ пынисем тунӑ модельсен вӗҫевне кӑтартрӗҫ; вӗсем «юассен» нормине панӑ. Ҫӑмӑл конструкцисем пӗрин хыҫҫӑн тепри сывлӑша яр! вӗҫсе хӑпараҫҫӗ. Пӗрисем ҫерем ҫине йӗр тунӑ ҫӗре вӗҫсе ҫитеҫҫӗ, теприсем йӗр патне ҫитичченех анса лараҫҫӗ, виҫҫӗмӗшсем йӗр урлӑ каҫса аякка анаҫҫӗ. Инструкторсем рулеткӑпа стартпа финиш виҫеҫҫӗ, цифрӑсене кӑшкӑраҫҫӗ. Павшин юлташ кӗнеке ҫине ҫырса пынӑ, Николай Семенович результатне журнала кӗртнӗ. Унтан моделистсен инҫетри вӗҫев ӑмӑртӑвӗ пуҫланнине пӗлтерчӗҫ. Павшин ҫырӑннисене старта чӗнчӗ. Малтан старт йӗрӗ патне иккӗмӗш шкулти саккӑрмӗш класра вӗренекен ҫӳллӗ ученик тухрӗ. Ку шкул лайӑх моделистсемпе чапа тухнӑ.

— Резинӑран тунӑ двигателлӗ, фюзеляжлӑ, опытлӑ модельсен ӑмӑртуне пуҫлатпӑр! — пӗлтерчӗ судья Павшин. — Стартра Николай Аржанец, иккӗмӗш шкулти авиакружок. Модельне хӑй тунӑ, марки — «Змей Горыныч».

Иккӗмӗш шкулти хӗрачасем тӑвӑллӑн алӑ ҫупма тытӑнчӗҫ. «Юассем» мӗн пуласса кӗтеҫҫӗ, нимӗн те чӗнмеҫҫӗ.

Шурӑ манжетлӑ, шурӑ ҫухаллӑ ула футболка тата хура матрос клёшне тӑхӑннӑ Аржанец, сарлака хулпуҫҫиллӗ, ҫӳллӗ ҫамрӑк ача малалла тухса тӑракан центропланлӑ, сарлака ҫунатлӑ, тем пысӑкӑш моделе ик аллипе хӑй умӗнче тытса, стартӑн шурӑ йӗрӗ ҫине тухрӗ. Ҫуначӗсемпе фюзеляжне тӗлӗнтермӗшле тӗрлесе пӗтернӗ: борт тӑрӑх кукӑр-макӑр сарӑ-симӗс ярӑм тӑсӑлать, ҫунаттисем тӑрӑх хӗрлӗ-хура сӑрӑпа шӑлласа тухнӑ. Ҫавнашкалах, шӑлланӑ симӗс хӳрин килӗ те, темӗнле кӑткӑс дракон тӗпекки пек курӑнать.

— У, тискер япала! — пӑшӑлтатаҫҫӗ «юассем».

— Дракон пекех… Хӑраса ӳкӗн!

Аржанец мотор резинкине пӗтӗрчӗ те, кайӑк сӑмси майлӑ сӑмсаллӑ, тискер курӑнакан моделе пуҫ тӗлӗнче тытса, куҫ хӗррипе судья сӗтелӗ ҫине пӑхса, команда парасса кӗтсе, старт йӗрӗ ҫинче тӑрать. Володя ун ҫине кӗвӗҫсе пӑхать. Вӑл, Светлана Смирновӑпа юнашар тӑракан Слава Корольков чӗлхипе шаклаттарса, Аржанец моделӗ ҫине кӑтартса каланине пит лайӑх илтрӗ:

— Ну, ку кӑтартать ӗнтӗ, чӑн-чӑн Змей Горыныч! Пурне те сӑхать.

Кӑна хирӗҫ Светлана ансӑр хулпуҫҫисене ҫӗклесе ӑнсӑртран ответлерӗ:

— Курӑпӑр-ха. Кашни Змей Горыныч валли хамӑрӑн Добрыня Никитич пур.

— Хо! Маттур! — хӗпӗртесе кайрӗ Корольков. — Апла пулсан ӑна Владимир Хӗрлӗ Хӗвелӗн ярас пулать:

— Тен, Владимир та тупӑнӗ, — пысӑк пӗлтерӗшлӗ каларӗ Светлана. — Володьӑна юри хыттӑн каланӑ пек туйӑнчӗ.

Володя ӑшӗнче Светланӑна тав туса, ун еннелле пӑхса илчӗ. Малтанхи модель ятне те хӗрсе кайнипе хуратса пӑрахнӑшӑн ӳкӗнчӗ. Светлана нимӗн те пӗлмест, халӗ вӑл сывлӑшра «С+С» модель курӑнасса кӗтет пулӗ.

Анчах ҫак вӑхӑтра вӑл команда сӑмахӗсем хыттӑн янӑранине илтрӗ те, Аржанец хӑй модельне вӗҫтерсе янине курчӗ. Малтан модель сарлака ҫунаттисеие суллантарса тӳп-тӳрӗ вӗҫрӗ, унтан ҫӳлелле улӑхма пуҫларӗ. Куракансем хушшинче шав тапранчӗ. Вӗсем алтупанӗсене картуз сӑмси пек тытса, куҫӗсене хӗвел ҫутинчен хупласа, модель ҫӳлелле хӑпарнине пӑхса савӑнаҫҫӗ. Анчах лайӑх пӗлекен Володя куҫӗсем тӳрех асӑрхарӗҫ: Аржанец моделӗн ҫунаттисем, мотор хӑватлӑхне кура мар, ытлашши сарлака, ҫавӑнпа ӗнтӗ, вӗҫнӗ чух ӑна ҫил сулӑнтарать. Модель тӳпенелле чӑнкӑ хӑпарса кайни пӗли-пӗлми куракансене савӑнтаракан пустуй эффект ҫеҫ пулчӗ, мӗншӗн тесен мотор вӑйӗ ахаль пӗтет, мотор моделе аякка илсе кайма пултараймасть, ҫӳлелле хӑпарса вӑйне ҫухатнӑ пирки вӗҫев тӑршшӗ те кӗскелет. Володя Аржанец моделӗ хӑвӑрт аялалла аннине курчӗ. Пурте алӑ ҫупма тытӑнчӗҫ. Володя хӑй лутра пирки малта тӑракансен пуҫӗсем хыҫӗнчен унӑн конкуренчӗн моделӗ ӑҫта ларнине кураймарӗ. Унтан вӑл судья помощникӗсем тин ҫеҫ ӗҫе хутшӑннӑ ачасен моделӗсем аннӑ вырӑнтан чылай аякра чупнине курчӗ.

— Ҫӗр те аллӑ ултӑ метр! — рупор витӗр пӗлтерчӗ Павшин. Николай Аржанец, пуҫламӗш хут вӗҫтерсех, хулара ҫӗнӗ рекорд турӗ…

Ҫакӑнтах Володьӑна хӑлхи патӗнчех такам янӑравлӑ кӑшкӑрнӑн туйӑнчӗ:

— Старта Дубинин Владимир тухать, Пионер ҫуртӗнчи «ЮАС» клубӗ. Хӑйӗн конструкцийӗпе тунӑ, питӗ хӑвӑрт вӗҫекен типлӑ модель. Марки…

Павшин самантлӑха мегафонран уйрӑлса сӗтел ҫинче выртакан журнал ҫине пӗшкӗнчӗ. Володя Светлана хӗрелсе кайнине курчӗ. Эх, мӗншӗн ҫавнашкал турӗ-ха вӑл!

— Марки «Черноморец!» — вуларӗ Павшин.

Володя Светлана еннелле пӑхма та хӑрарӗ. Анчах вӑл Светлана ун ҫине куҫне илмесӗр пӑхнине туять. Таврари «юассем» пӑшӑлтатма пуҫларӗҫ:

— Мӗнле «Черноморец»? Малтан «Эс плюс Эс» ятлӑччӗ-ҫке!

Иккӗмӗш шкул ачисем хыҫалтан мӑшкӑлласа кӑшкӑрчӗҫ:

— «Сос» пуласран хӑрарӗ пулӗ — «Пирӗн чунсене хӑтарӑр!»

— Е кам та пулин латынла ҫырнӑ тесе шутланӑ пуль, це-це пулса тухатчӗ вара.

Володя старт йӗрӗ ҫине тухса тӑчӗ. Модель тытнӑ сылтӑм аллине пуҫ ҫине ҫӗклерӗ, сулахай аллин пӳрнисемпе ӑста тунӑ, якатнӑ авӑрлӑ кӗҫех пӗҫерӗнсе каяс пек винта пӑчӑртарӗ. Мотор резинкине хытӑ пӗтӗрсе лартрӗ. Куракансем яланхи майлӑ мар аппарат ҫине пӑхса тӗлӗнеҫҫӗ: фюзеляжӗ вӑрӑм та ансӑр, кӑштах хыҫалалла чалӑштарнӑ ҫуначӗсем шӗвӗр.

Володя хӑйне хыҫалтан, хулпуҫҫирен такам хуллен тӗкӗннине туйрӗ. Вӑл хӑвӑрт ҫаврӑнса пӑхрӗ. Ун хыҫӗнче Николай Семенович тӑнӑ. Вӑл кӑштах хумханни палӑрать.

— Стабилизаторне тӗрӗслесе пӑх, — терӗ шӑппӑн Володьӑна. Авӑнман-и?

Павшин мегафона ҫӑварӗ патне ҫӗклерӗ, сарлака вӗҫне Володя еннелле ҫавӑрчӗ. Володьӑна каллех хӑйӗн хӑлхи патӗнчех кӗрлекен бас каланӑ пек туйӑнчӗ.

— Хатӗр-и? Хатӗрленӗр! Внимание! Старт!

Ку таранччен сулахай хулпуҫҫине малта тытса тӑракан Володя, сулахай аллине аяккалла ярса вӑрт! ҫаврӑнчӗ те, сасартӑк сылтӑм аллине тӑсса, моделе хыттӑн тӗртсе, сывлӑша кӑларса ячӗ.

Ҫав тери пысӑк куҫлӑ, хӗвелпе пиҫнӗ пӗчӗк ача, халӗ ҫеҫ пуҫ тӗлӗнче ҫӳхе планкӑсенчен те хутран тунӑ илемлӗ вӗҫен кайӑк евӗрлӗ теттене тытнӑскер, пурин куҫ умӗнчех темӗнле ӑнланмалла мар фокус туса кӑтартнӑн туйӑнчӗ: малтанах модель ҫухалнӑ пек, Володя ӑна юри кӑларса янӑ пек тунӑн туйӑнчӗ. Акӑ ачасем кӑшкӑрса ячӗҫ:

— Авӑ, авӑ вӗҫет! Тӑвайкки тӗлӗнче. Ух, ҫиҫет те!

Хытӑ пӗтӗрнӗ резина сӳтӗлсе, винта ҫав тери хӑвӑрт ҫавӑрнӑ та, ансӑр ҫунатлӑ ҫӑмӑл модель, тӳп-тӳрӗ йӗрпе пынӑ пек, манерсӗр хӑвӑрт вӗҫнӗ. Вӑл ҫӗртен ҫӳлтех мар, ҫӗр чӗкеҫӗ пек вӗҫет. Ачасем нумайӑшӗ пӗр вырӑнта тӑма пӗлмесӗр, каллех модель хыҫҫӑн, вӑл ҫӗре анса ларнине курма ыткӑнчӗҫ.

Володя шурса кайнӑ, тӗмсӗлнӗ пит-куҫӗпе моделе мӗнле ячӗ, ҫаплипех, сылтӑм аллине малалла тӑсса тӑрать.

Тӗплӗн шухӑшласа тунӑ модель, Аржанец моделӗ ларнӑ ҫӗре хӗрлӗ ялав лартса паллӑ тунӑ тӗлтен те тахҫанах иртсе кайрӗ, халӗ ҫӗре перӗнес пекех, анчах та пӗр перӗнмесӗр пӗр май вӗҫет. Унтан кӑкрипе ҫерем ҫине выртрӗ те, ҫерем тӑрӑх ҫемҫен шӑвӑнса, чарӑнчӗ.

Пурте, пӗр-пӗринчен иртсе кайма хӑтланса мӗн чухлӗ вӗҫнине пӗлме тӑрӑшса модель анса ларнӑ вырӑналла вӗҫтерчӗҫ.

Судья помощникӗсем чупнӑ май рулеткисене сӳтеҫ. Володя старт йӗрӗ ҫинчех кӗтсе тӑрать. Вӑл сылтӑмалла пӑхрӗ.

Светлана чӗрне вӗҫҫӗн тӑрса, модель анса ларнӑ вырӑнта мӗн пулса иртнине курма тӑрӑшать. Вӑл пӗчченех юлнӑ. Слава Корольков ыттисемпе пӗрле чупнӑ.

Акӑ пурте шавлӑн калаҫкаласа тӑвайкки тӑрӑх хӑпарма тытӑнчӗҫ. Пуринчен малта, ыттисенчен иртсе кайнӑ Николай Семенович хашкаса хӑпарать; вӑл икӗ аллипе Володя модельне асӑрхануллӑн тытнӑ, судья сӗтелӗ патне васкать. Тата тепӗр самантран хулӑн сасӑ Володя хӑлхине ҫурса янӑраса кайрӗ:

— Владимир Дубининӑн моделӗ, Пионер ҫуртӗнчи «ЮАС» клубӗ, «Черноморец» икҫӗр ҫирӗм тӑватӑ метр вӗҫсе кайрӗ. Ҫапла вара Николай Аржанец рекорчӗ пилӗк минут ҫеҫ тытӑнса тӑчӗ. Ҫӗнӗ рекорд Владимир Дубининӑн шутланать, татах калатӑп, вӗҫев тӑршшӗ икҫӗр ҫирӗм тӑватӑ метр.

Аржанец хӑйӗн модельне тепӗр хут ярса пӑхма килӗшмерӗ, мӗншӗн тесен, вӑл ӑна инҫе вӗҫес тӗлӗшпе Дубининӑннипе танлаштарма ҫуккине курчӗ. Вӑл Володя патне пычӗ те ырӑ кӑмӑлпа унӑн аллине тытса чӑмӑртарӗ. Куракансем пурте алӑ ҫупаҫҫӗ. Володя сӗтел патне пырса, модельне хӑй аллине илчӗ те, тӗрлӗ енне ҫавӑра-ҫавӑра сыхланса пӑхса тухрӗ. Ҫакӑнта Слава Корольковӑн киревсӗр, усал сасси янӑраса кайрӗ:

— Эй, «Черномрец»!

Малтан никам та ӑнланмарӗ. Нумайӑшӗ сасартӑк арӑш-пирӗш кулма тытӑннӑ тӑсланкӑ ача еннелле ҫаврӑнчӗҫ.

— «Черномрец»! Ой, вилетӗп, Ой, халӑм пӗтрӗ! — антӑхса кайса кулать Корольков.

— Мӗн эсӗ? Мӗн те пулин кирлӗ мара хыпса ятӑн-и? — ыйтрӗ пӗри. — Мӗн ахӑратӑн?

Анчах вӑрам Славка антӑхнипе пӗр сӑмах та калаймасть, Володя моделӗ ҫине пӳрнипе ҫеҫ тӗллесе кӑтартать.

Хуҫкаланса кулакан Корольков ҫине тарӑхса пӑхакан Женя Бычков, леш кӑтартнӑ ҫӗрелле пӑхрӗ те, хытсах кайрӗ. Чӑнах та, Володя Дубининӑн рекордлӑ моделӗн сулахай борчӗ ҫине конструктор аллипе: «Черномрец» тесе ҫырнӑ.

Ӗнер Володя васканипе тата хумханнипе йӑнӑш ҫырнӑ пулмалла.

Вӑл юлташӗн сӑнӗ улшӑннине курсан, хӑй модель борчӗ ҫинчи ҫырӑва тимлӗн вуласа пӑхрӗ те хӗрелсе хуралса кайрӗ. Нихҫан та унӑн пӗр грамматикӑллӑ йӑнӑшӗ те ҫакнашкал вӑхӑтсӑр сиксе тухман. Нихҫан та — диктантра та, киле ҫырма парса янисенче те — пӗр саспалли те Володьӑна ҫакнашкал ӗмӗрне те улталаман…

Володя тавра калаҫу пуҫланчӗ:

— Хо-хо! «Черномрец»!

— «Черномрец», «Черномрец»! намӑс курчӗ, чӗмере! Маттур!

Володьӑн куҫӗсем ҫав тери хаяррӑн та харсӑррӑн ялтӑртатса илчӗҫ те, кулма юратакансем те каялла чакрӗҫ. Володя характерне пит лайӑх астӑвакан Славка Корольков тахӑшӗ ҫурӑмӗ хыҫне пытанчӗ. Володя кӳренсе тутине тӑсрӗ те модельне ҫӗре ывӑтса, урине ҫӗклерӗ… Тепӗр самантран — чи хӑвӑрт вӗҫекен, рекордлӑ, халӗ ҫеҫ чапа тухнӑ шӗвӗр ҫунатлӑ модель кӗҫ-вӗҫех ура айӗнче лӳчӗркенетчӗ. Анчах такамӑш вӑйлӑ аллисем Володьӑна хыҫалтан, хулайӗнчен ҫавӑрса илсе, аяккалла сирсе ячӗҫ. Ку Николай Семенович пыма ӗлкӗрнӗ.

— Пӑрах, Володя, тӑна кӗр! Мӗн эсӗ, сур вӗсем ҫине! — лӑплантарать Володьӑна инструктор, вӑл халь кӑна хӑй инкек тӳснӗ ача пекех туйӑнчӗ.

Анчах Володя ун аллинчен вӗҫерӗнчӗ те, Митридат тӑвайккипе аялалла ҫил пек хӑвӑрт вӗҫтерчӗ. Женя Бычков моделе тирпейлӗн ҫӗклерӗ, тусанне вӗрсе тасатрӗ, авӑннӑ хӳрине юсарӗ, пуҫне сулласа илчӗ те моделе судья сӗтелӗ ҫине хучӗ.

Володя чулсем урлӑ сике-сике, ту ишӗлчӗкӗсем тӑрӑх шуса, анаталла чупать. Вӑл Митридат тӑвӗ ҫинчи пусман аялти вӗҫне ҫитсен, васкавлӑн:
— Володя! — тенине илтрӗ.
Пӑхрӗ — Светлана.

Малтанах ун пуҫне тарас шухӑш пырса кӗчӗ. Анчах ку — хӑйӗн хӑравҫӑлӑхне кӑтартни пулнӑ пулӗччӗ. Володя чарӑнчӗ те, йывӑррӑн сывласа, куҫне чарса пӑрахнӑ хӗрача ҫине пӑхрӗ.

— Ну мӗн кирлӗ сана, Смирнова?

Тӑраниччечех кулма пултаратӑн… Тархасшӑн. Кӗтетӗп.

— Акӑ мӗн, Дубинин… — кӑшт хашкаса пуҫларӗ тахҫанах хатӗрлесе хунӑ сӑмахне. — Эп сана, Дубинин, акӑ мӗн каласшӑн…

Светлана акаци тураттин ҫулҫисене татса пӑрахать.

— Ну, кала ӗнтӗ, мӗн калас тенине, — терӗ Володя.

— Эпӗ санран, Дубинин, каҫару ыйтас тетӗп, — терӗ Светлана — Ун чухне эпӗ, сборта ахаль ыйтрӑм. Вӑт… Эпӗ пӗр пытармасӑр калатӑп. Ҫитет-и сана?

— Эх, Смирнова, кӑмӑлу та-ҫке сан! Аннӳнчен те япӑхрах, чӑнах та.

Светлана куҫхаршисене ҫӗклерӗ, кулса илчӗ.

— Санӑн кӑмӑлу — пыл, тетӗн-и? «Эпир — Дубининсем»! — витленӗ вӑл.

Володя ирӗксӗрех кулса ячӗ — Светлана ҫав тери кулӑшла тӗртсе илчӗ ӑна.

— Юрӗ ӗнтӗ! Атя, мирлешер! — сӗнчӗ Светлана, вӑтаннине пытарма тӑрӑшса. Володя алӑ пачӗ:

— Манӑн ҫилӗ час иртсе каять. Чӗрере усал тытмастӑп, — терӗ те вӑл, кулса ячӗ.

— Ҫилӗ час иртсе каять, — тӑсрӗ Светлана чееленсе. — Модель ятне ҫапах та улӑштартӑн… Хӑвна ху тип шар кӑтартрӑн. Эх, Черномрец!

— Итле-ха, Смирнова! — хаяррӑн чашкӑрса илчӗ Володя, чӑмӑрӗсене пӑчӑртаса. — Эсӗ штаб председательне пӑхмӑп эпӗ, пӗрре ҫатлаттарӑп та…

— Ну ме, ҫатлаттар! — Вӑл Володя патне пычӗ те, пуҫне каҫӑртрӗ. — Ме, ҫап!

— Тата тепӗр хут кала ҫеҫ!

— Виҫӗ хут та калама пултаратӑп: Черномрец! Черномрец!

Володя пӗр самантра пусма тӑрӑх чупса хӑпарчӗ те, аяккинчи ҫӳллӗ сакӑлтӑк ҫине тӑрса, чи хӗррине пырса, ҫӳлтен кӑшкӑрчӗ:

— Виҫӗ хут каҫару ыйт, ыйтмасан ҫакӑнтан сикетӗп те вилетӗп!

— Мӗн эсӗ Дубинин, ухмаха ертӗн-и?! Халех аннӑ пултӑр!

— Каҫару ыйт, атту сикетӗп. Ман сӑмаха пӗлетӗн эс… Ну! Виҫҫе ҫитиччен шутлатӑп!

Светлана халиччен Володьӑпа пулса иртнисене астуса илчӗ те, унӑн сассинче кӗҫех сикме хатӗррине туйса, парӑнма васкарӗ:

— Ну, тархасшӑн, юрать, ӗнтӗ. Каҫар мана.

— Тата икӗ хут, — тархасланине итлемесӗр калама хушрӗ Володя — ну! Шутлатӑп.

— Каҫар мана, каҫар мана, — хушнине турӗ Светлана. — Ну, путсӗр этем те эс, Володька!

— Эпӗ ҫакӑнтан сикме пултараймастӑп тесе ан шутла, — хушрӗ Володя, — акӑ халӗ пӑх…

Вӑл кукленсе сакӑлтӑк хӗрринчен тытрӗ, урисене усса ҫакӑнчӗ, аллисемпе тӗртсе уйрӑлчӗ те аялалла сикрӗ.

— Ачана улталарӗҫ — канфет памарӗҫ! — йӗкӗлтерӗ Володя. — Ахалех каҫару ыйтрӑн; маншӑн пулсан кунта ҫӳллӗ те мар!

Вӗсем аялалла картлашкасем урлӑ сике-сике анаҫҫӗ. Аннӑҫемӗн таврари горизонт ансӑрланчӗ, хула ҫурчӗсем тинӗсе хупӑрлама пуҫларӗҫ. Ҫурхи шӑршӑ кӗрекен ӑшӑ ҫӗр ҫӳллӗ ту тӳпинчен анакансене кӑмӑллӑн кӗтсе илет. Иккӗшин те кӑмӑлӗсем тулса ҫитнӗ.

— Эпӗ сана саламлаймарӑм та, — терӗ Светлана: — эсӗ рекорд турӑн вӗт.

— Аван рекорд… Черномрец…

— Ну, кун ҫинчен шухӑшлама та пӑрах, вӑл нимех те мар. Ҫапах та эсӗ маттур, ҫав иккӗмӗш шкул ачинчен мала тухрӑн.

— Эпӗ халӗ тата ҫӗннине, инҫете вӗҫме пултараканнине тӑвас тетӗп.

— Ҫапах та эсӗ маттур, Дубинин! Ҫитӗнсе ҫитсен конструктор пулатӑн пулӗ…

— Эсӗ кам пулас тетӗн?

— Хам та пӗлместӗп-ха… Ой, пачах манса кайнӑ. Эпир мирлешрӗмӗр пулсан, манӑн тата пӗр ыйту пур. Пирӗн, эпӗ сана каласаччӗ, майӑн иккӗмӗшӗнче спектакль пулать: «Кӗрен чечек». Эсӗ пирӗн ачасене оформлени тума пулӑш — ну, декорацисем унта… Тата ҫутӑпа шав эффекчӗсем те кирлӗ пулаҫҫӗ…

— Мӗнех вара, пулӑшма пулать. Астӑватӑн-и, «Юр королевӑра» сире ҫил-тӑман туса патӑм? Ҫавӑн хыҫҫӑн Варя инке виҫӗ кун урайне ҫуса тасатаймарӗ — пӗрмай манӑн юра шӑлса кӑларатчӗ.

Эсӗ спектакльте вылятӑн-и?

— Вылятӑп-ҫке. Эпӗ вӑрманти тискер кайӑкӑн, тинӗсри хӑрушӑ чудишӗн, вӑрманти тискер кайӑкӑн керменне лекекен купца хӗрне вылятӑп.

— Чудищӗне кам вылять?

— Чудище пирӗн Слава Корольков…

— Ку роль ӑна килӗшет. Тӗрӗссипе каласан, уншӑн тӑрӑшма та кирлӗ марччӗ, юрӗ ӗнтӗ, ыйтатӑр пулсан, туса парӑп.

Володя шкулти спектакльсенче нихҫан та выляман. Вӑл шухӑшланӑ тӑрӑх, тумланса, тем те пӗр туса кӑтартасси, мӗнле калас, халӑх умӗнче фасон тытасси арҫын ача ӗҫӗ мар. Анчах вӑл техника енӗпе ялан хаваслансах пулӑшнӑ: ҫутӑ майлаштарнӑ, икӗ еннелле уҫӑлакан чаршав тунӑ, декорацисем ҫакнӑ, сцена хыҫӗнче аслати, ҫил-тӑвӑл тунӑ, юр сапнӑ; кӗскен каласан, ҫутҫанталӑк вӑй-хӑвачӗсен заведующийӗ пулнӑ. Светланӑпа калаҫнӑ хыҫҫӑн тепӗр куннех Володя ӗҫе тытӑнчӗ.

Спектакльне Юлия Львовна хӑй лартнӑ. Володьӑна вӑл мӗн тумаллине ӑнлантарса пачӗ. Декорацисем ҫӑмӑл пирки Володьӑн ӗҫ нумаях пулман: сцена ҫине тинӗсри хӑрушӑ чӗрчун тухсан, сцена хыҫӗнче аслати, ҫатӑртатнӑ саса тумалла, ун ҫине асамлӑ хунарпа тӗрлӗ тӗслӗ ҫутӑ паяркисем — малтан симӗс, унтан хӗрлӗ-кӑвак, хӗрлӗ-хура, пӗтӗмӗшпе илсен, ҫав тери хӑрушла ҫутӑсем памалла пулнӑ. Ҫав ирсӗр тискер япала, лапсӑркка хӑрушӑ Чудище илемлӗ принц пулсан, ҫап-ҫутӑ ҫутатмалла пулнӑ. Чӑннипе каласан, Володя тахҫан вуланӑ Аксаков юмахӗн содержанине кӑштах манса та кайнӑ. Хӑрушӑ, тискер чӗрчунтан илемлӗ каччӑ пулни, тӳррипе каласан, Володьӑна кӳрентерчӗ. Слава Корольков сцена ҫинче тутине чалӑштарса, урисене сӗтӗрсе, курпунланса, арӑш-пирӗш утса, хӑрӑлтатса, мӗкӗрсе ҫӳренине Володя килӗштернӗ; анчах Славка Корольков чипер королевич пулса, купцан кӗҫӗн хӗрне, урӑхла — Светланӑна аллинчен тытса, унпа юнашар ларсан, Володьӑна юмах пачах килӗшми пулнӑ. Ҫак самантра унӑн хӑйӗн Светлана ҫумне ларса, ӑна ҫавнашкал сӑмах калас килнӗ: пӑхма хитре мар, ҫитӗнес енӗпе юлташсенчен кая юлса пыракан ҫын та, таса та ырӑ кӑмӑллӑ пулма пултарать.

Юлашки репетицинче Володя сцена ҫине тинкерсе пӑхнипе кирлӗ вӑхӑтра асамлӑ хунарти тӗрлӗ тӗслӗ хута улӑштарма маннӑ та, Юлия Львовна ҫилленсе кайрӗ:

— Дубинин Володя! Мӗн эсӗ ҫӑварна карса тӑратан? Мӗншӗн тӗс улӑштармарӑн? Эсӗ пирӗн эффектсене пӗтеретӗн. Ан ман, Светлана: «Тӑрсам, вӑрансам, чунӑм, эп сана кӗтнӗ качча юратнӑ пек юрататӑп!» — тесен, эсӗ самантрах симӗссине илсе пӑрах та, тӳрех Слава ҫине ҫутӑ пар. Эсӗ, Слава, Чудище тирне хывса пӑрахатӑн та чипер королевич пулса тухатӑн.

Шӑпах ҫакӑн чухне Володя пуҫӗнче пӗр усал план ҫуралчӗ. Вӑл Славкӑна пуриншӗн те тавӑрма шут тытрӗ. «Юрӗ, — шухӑшлать вӑл, — эпӗ сана эффект туса парӑп! Эпӗ санран чипер королевич тӑвӑп! Ху Черномрец мучи пулӑн. Ҫынран кулассине те манӑн!»

Ҫак кун Валя комсомол пухӑвӗнчен таврӑннӑ ҫӗре Володя ҫывӑрса та кайнӑ. Унӑн хӑрах питҫӑмартийӗ минтер ӑшне путнӑ, тӗлӗкре темскер мӑкӑртатать. Унпа юнашар пукан ҫинче аппӑшӗнчен ыйтмасӑр илнӗ кӗнеке выртать, вӑл ӑна ҫывӑрса кайиччен вуланӑ пулас. Ку Тургеневӑн — «Пуҫламӗш юрату» пулнӑ.

Майӑн иккӗмӗшӗнче спектакль пулчӗ.

Володя ирпе шкула кайрӗ. Юлия Львовна ӑна ҫӑвара пӑта хыпма гигиена тӗлӗшпе аван мар тесе, пӗр-ик хут каласа пӑхрӗ пулсан та, вӑл кӗсйине мӑлатук хурса, ҫӑварне пӑта хыпса вӗҫтерсе ҫӳрет. Виҫӗ ураллӑ пусмана вырӑнтан вырӑна куҫарать, электричество лампочкисене пӑрса кӑларать те тепӗр ҫӗре лартать, декорацисем ҫакма вӗренсем карать.

Каҫхине, шкулӑн пысӑк залне, хӑнасем лӑках тулчӗҫ. Аслӑ классенче вӗренекенсем пухӑннӑ, ашшӗ-амӑшӗсем пынӑ. Володя зала уйӑракан асамлӑ чӑрмав-чаршав шӑтӑкӗ витӗр куракансем ҫине пӑхать. Халӗ пӗтӗм тӗнче икӗ пая уйрӑлнӑ: пӗри — тусанланнӑ пустав леш енче, кӗрлекен залра, тепри — чаршавӑн ку енче, хӑма сарса тунӑ, халлӗхе пӗр сас-чӗвсӗр шкул сцени ҫинче тата юнашарти пӗр пӳлӗмре. Унта ылттӑн ҫӳҫне сапалантарса янӑ, капӑр тум тӑхӑннӑ Светлана тӗкӗр умӗнче тӑрать, ун тавра яланхи ҫирӗплӗхне ҫухатнӑ Юлия Львовна тӑрмашать.

— Дубинин, — илтрӗ Володя, — виҫҫӗмӗш шӑнкӑрав пар, Шӑнкӑртаттарассине те Володьӑннах тумалла пулнӑ пирки, вӑл Варя инкӗшӗ панӑ пысӑк шӑнкӑравпа шӑнкӑртаттарма пуҫларӗ. Унтан вӑл чаршав уҫса хупма тата сцена ҫине ҫутӑ пама аяккинчи кулиса хыҫне ыткӑнчӗ.

Залра ерипен шӑпланчӗҫ. Кӗнеке тытнӑ Юлия Львовна Володя патне пычӗ те тимлӗн итлесе:
— Уҫ, Дубинин, — терӗ.

Хӑй, вылякансем рольри сӑмахсене мансан, шӑппӑн каласа пыма хатӗрленсе кулиса хыҫне тӑчӗ.

Володя ҫинҫе кантрана хӑвӑрт аялалла туртрӗ те, чаршав хутланкаласа икӗ еннелле уҫӑлчӗ, залри пӑчӑ сывлӑш сцена ҫине хумханса кӗчӗ, сцена ҫинче хулӑн купца, кӗпи айне чикнӗ минтерне юсаса, мунчала сухалне хускатса, Аркаша Кругликов сассипе:
— Савнӑ хӗрӗмсем, чипер хӗрӗмсем, хитре хӗрӗмсем, хамӑн купца ӗҫӗпе эпӗ ҫитмӗл те ҫичӗ ҫӗр урлӑ, ҫитмӗл те ҫичӗ патшалӑха, ҫитмӗл те ҫичӗ государствӑна каятӑп, — терӗ.

Унтан вӑл тинӗс леш енчен мӗнле кучченеҫ илсе килес, тесе ыйтрӗ хӗрӗсенчен. — Аслӑ хӗрӗ, — саккӑрмӗш класра вӗренекен Шура Филимонова, — илемлӗ чулсемпе капӑрлатнӑ ылттӑн пуҫ кӑшӑлӗ ыйтрӗ; иккӗмӗшне, вӑтам хӗрне вылякан Ася Цатурова, хӗвелтухӑҫ хрусталӗнчен тунӑ туалет ыйтрӗ. Вӗсем купцапа калаҫнӑ вӑхӑтра Володя аякра тӑракан Светлана ҫинчен куҫне илмерӗ, пӗрмай ун ҫине хӑйӗн асамлӑ хунар ҫутине ярса тӑчӗ. Юлия Львовна темиҫе хут та Володьӑна алӑран тытса, купцан ытти хӗрӗсене те ҫутат тесе, аяккалла туртрӗ. Володя унпа килӗшсе, пуҫне те таять, анчах ҫавӑнтах ҫутӑ паяркисене вӑрттӑн кӗҫӗн хӗрӗ ҫинелле ярать. Светлана, урӑхла — купцан кӗҫӗн хӗрӗ, хӑйне валли ҫутӑ тӗнчери чи илемлӗ кӗрен чечек ҫеҫ ыйтсан, Володя ун ҫине, иртнӗ ҫулхи ёлкӑран юлнӑ, витӗр курӑнакан кӗрен хут витӗр ҫутӑ ячӗ. Пурне те, Володя шутланӑ тӑрӑх, Светлана хӑй те кӗрен чечек евӗрлӗ пулнӑн туйӑннӑ.

Спектакль Володьӑшӑн пит чӑрмавлӑ пулчӗ. Ӑна аслати тума тимӗр витрепе кӗмсӗртеттерме, шут шӑрҫине пуҫ тӗлӗнче шакӑртаттарма, пуш ещӗке урапа тапса шаккама тата икӗ провод вӗҫӗсене тӗкӗнтерсе ҫиҫӗм кӑларма тиврӗ, анчах кӑна пробкӑсем ҫунса каймалла мар тумалла пулнӑ. Вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе Славка Корольковшӑн тӑрӑшма тивни те Володьӑна кӳрентернӗ; Славка хӑйӗн репликисене сцена хыҫӗнчен хулӑн тутисене картонтан тунӑ рупор ӑшне чиксе калать, мӗншӗн тесен ырӑ та тӳрӗ купца, вӑрманти тискер кайӑкӑн, тинӗсри хӑрушӑ чӗрчунӑн керменне лексен, хуҫине курмалла пулман, унӑн хӑрушӑ сассине ҫеҫ илтме пултарнӑ. Анчах купцан кӗҫӗн хӗрӗ хӑюллӑ та хитре хӗр — ашшӗне ҫӑлас тесе, хӑйне шеллемесӗр тискер кайӑкӑн илемлӗ керменне пырса кӗрсен, Володя сценӑна ҫап-ҫутӑ ҫутатрӗ, асамлӑ хунар ӑшне тӗрлӗ тӗслӗ хут улӑштара-улӑштара чикме тытӑнчӗ, ҫавӑнтах тата пушӑ аллипе кулиса хыҫӗнчен сцена ҫинелле, райри кайӑксене кӑтартма, сӑрланӑ хут кӑвакарчӑнсем вӗҫтерме пуҫларӗ. Сцена ҫинчи ҫутта тӗрӗс пайлама Юлия Львовнӑн каллех хӑйӗн хутшӑнма тиврӗ.

Тӳнтерле тавӑрнӑ кӗрӗк тӑхӑннӑ, йӗп-йӗпе тара ӳкнӗ Славка Корольков пуҫласа сцена ҫине тухсан, залра ларакансем хӑранипе хытсах кайрӗҫ, шӑп пулчӗҫ. Вӑл чӑнах та тискер пулнӑ. Куҫӗсем вырӑнне электричествӑллӑ хунар лампочкисем ҫуннӑ (батарейкине маска айне пытарнӑ). Кӗҫҫе хӳрипе пралукран тунӑ чӗрнисем тата хӑрушӑрах кӑтартнӑ. Ҫак Чудище тата йӗрӗнчӗкрех курӑнтӑр тесе, Володя симӗс, хӗрлӗ-кӑвак, тӗксӗм-кӑвак целофан хӗрхенмерӗ.

Спектаклӗн чи интереслӗ вырӑнӗ ҫывхарнӑ. Кӗҫӗн хӗрӗ, панӑ сӑмахне тытас тесе, ырӑ кӑмӑллӑ Чудищӗн керменне таврӑнма васкать. Аппӑшӗсем, эсир астӑватӑр ӗнтӗ, ӑна улталаҫҫӗ: вӑхӑта пӗр сехет кая куҫараҫҫӗ те, лешӗ кая юлать. Вӑл сцена ҫине чупса кӗнӗ чух, вӑрман тискер кайӑкӗ, тинӗс тӗлӗнтермӗшӗ урӑм-сурӑм аллинче кӗрен чечек тытса, пӗр сывламасӑр выртать…

Ҫак сценӑра Светлана Смирнова мӗн тери чипер пулнӑ! Вӑл хӑйне валли Володя хатӗрлесе хунӑ ҫутӑ пайӑркисем ӑшне путса, хӑйне те ҫав ҫутӑран е тата ҫутӑ ӑшӗнчи ушкӑнӗ-ушкӑнӗпе вӗҫекен асамат кӗперӗ тӗслӗ тусан пӗрчисенчен тунӑ пек, ҫав тери ҫӑмӑл та черченкӗскер, чупса кӗчӗ те, чӗркуҫҫи ҫине ӳксе, Чудищӗн ытла та тискер пуҫне ҫинҫе аллисемпе ыталаса илчӗ, унӑн таса чунне тата ырӑ чӗрине юратма ӗлкӗрнӗскер, хрусталь пек янӑравлӑ, залӑн кашни кӗтессине ян каякан сасӑпа (ҫак сасса илтсен Володьӑн пырӗ кӑтӑкланма пуҫларӗ) кӑшкӑрса ячӗ:

— Тӑрсам, вӑрансам, чунӑм, эп сана кӗтнӗ качча юратнӑ пек, юрататӑп!

Ҫак самантра Володя кун пек илемлӗ сценӑна пӑсакан ҫав тери путсӗр ҫын кӑна пултарассине чӗрипех ӑнланса илчӗ.. Ҫакнашкал илемлӗ сӑмахсенчен кулма, ухмахла хӑтланса юмаха варалама, купцан кӗҫӗн хӗрӗн сӑмахӗсем Володьӑна, хӑйне те, залра шӑппӑн ларакан ҫынсене те тӗлӗнмелле хумхантарнӑшӑн мӑшкӑл тума юрамасть. Юмах пурне те ҫӗнтерчӗ, Володя та унпа хирӗҫеймерӗ.

Володьӑн витри савӑнӑҫлӑн кӗмсӗртетнӗ, ещӗкӗ ҫӗнтерӳллӗ шакӑлтатнӑ чух Славка Корльков сиксе тӑчӗ те, хӑйӗн ҫинчи ӑшӑ сурӑх тирне сӳсе пӑрахса чипер королевич пулсан, Володя ун ҫине хунар питлӗхӗсене пурне те уҫса, чи вӑйлӑ ҫутӑ пачӗ.

Унтан вӑл чаршава кантрисенчен — пӗрре пӗринчен, тепре тепринчен турта-турта, вӗҫӗмсӗр уҫса хупма пуҫларӗ, мӗншӗн тесен куракансем спектакльте вылякансене пӗрмай чӗнсе кӑлараҫҫӗ. Вылякансем, алӑран алла тытӑнса, пуҫ тайма тухаҫҫӗ. Володя халӗ никама та ӑмсанмасть, вӑл хаваслансах чаршава икӗ еннелле уҫать те, ҫавӑнтах залалла пуҫ таякан телейлӗ, хӗрелсе кайнӑ Светланӑна ҫутатма хӑйӗн хунарне тытать. Залра чарӑнма пӗлмесӗр алӑ ҫупаҫҫӗ. Сцена ҫине Юлия Львовнӑна ҫавӑтса тухрӗҫ. Вӑл шурӑ ҫӳҫне якаткалать. Володя ун ҫине ҫутӑ ярсан, куҫӗсене мӑчлаттарать.

Залран чечек ҫыххисем пырса пачӗҫ. Ҫуркунне пуҫланчӗ. Розӑсем ырӑ шӑршӑ кӑлараҫҫӗ, сирентен тутлӑ шӑршӑ кӗрет. Ҫав каҫ вара пурте телейлӗччӗ.

Ывӑннӑ, анчах тулли кӑмӑллӑ Юлия Львовна, Светлана япалисене пуҫтарса, шкултан тухнӑ чух май уйӑхӗн тӗксӗмрех каҫӗ витӗр такӑшӗ сирень ҫыххи йӑтса крыльца патне ҫывхарчӗ. Ҫутӑ ҫӗртен тухнӑ Юлия Львовна ҫывхаракан ҫынна сасартӑках паллаймарӗ.

— Дубинин, эсӗ-и? — Володя букетне, милӗк пек, чечекӗсене аялалла туса кӑнттам тытнӑ.

— Акӑ, — терӗ вӑл, — ку манран — сире.

— Светлана! — кӑшкӑрчӗ Юлия Львовна тӗттӗм ҫӗрелле. — Кил кунта, Володя пире чечек ҫыххи парнелет.

— Ку манран сире, Юлия Львовна, — ӗнентерме тӑрӑшрӗ Володя.

Юлия Львовна Володьӑран пысӑк чечек ҫыххи илчӗ те питне тутлӑ шӑршлӑ, нӳрлӗрех сирень ӑшне чикрӗ.

— Мӗнле тӗлӗнмелле чечек ҫыххи, Дубинин!

— Кунтан авантараххи те пулать, — терӗ Володя баспа, унтан кӑшт тӑрсан, хушса хучӗ:  — Кӑна эпӗ акӑ мӗншӗн: манӑн паян савӑнӑҫлӑ хыпар пур, урра кӑшкӑрма та хатӗр! Юлия Львовна! Кунта гороноран пӗр хаяр хӗрарӑм пулчӗ. Вӑл мана «юассемпе» ӗҫленӗшӗн тата ҫӗнӗ модель тунӑшӑн Артеке яраҫҫӗ, терӗ. Вӗренсе пӗтерсенех каятӑп ӗнтӗ. Ырӑ каҫ пултӑр сире.

Сайт:

 

Статистика

...подробней