Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫунчӗ (тĕпĕ: ҫун) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Темле мӗскӗн те ҫав вӑхӑтрах хӑваласа халтан янӑ тискер кайӑкӑнни пек вилесле тарӑху тӗмсӗлсе ҫунчӗ Аксинья куҫӗсенче, ҫавӑнпа та ун ҫине пӑхма Григорие йывӑр та аван мар пулчӗ.

Что-то во взгляде ее томилось жалкое и в то же время смертельно-ожесточенное, как у затравленного зверя, такое, отчего Григорию было неловко и больно на нее смотреть.

LXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Хӑш-хӑш хутор ҫунчӗ?

— Какие же хутора погорели?

LX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Ӗнер ӑҫта ҫунчӗ? — ыйтрӗ Прохор килӗ патне йӗнерсем ҫӗклесе пынӑ казакран.

— Где вчерась горело? — спросил Прохор у казака, подносившего к лодке седла.

LX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хӗм тивсе кайнӑ май ӑвӑ шӑршлӑн йӑсӑрланса ҫунчӗ, ҫав хушӑра ординарец калаҫма юратакан хӗрарӑма лайӑххӑн кӑна йӗплесе илчӗ:

Пока, разгораясь, вонюче тлел, дымился трут, ординарец язвительно доканчивал словоохотливую хозяйку.

XXXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Григорий карнӑ ҫӑварӗпе антӑхса кайсах сывлӑш ҫӑтрӗ, кӗре питҫӑмартийӗсенчи хура хӗрлӗ тӗс сирӗлсе пычӗ, тӗксӗмленнӗ куҫӗ сӳрӗккӗн йӑлтӑртатса ҫунчӗ.

Григорий раскрытым ртом жадно хлебал воздух, от смуглых щек его отходил черный румянец, и потускневшие глаза обретали слабый блеск.

XVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ӑна сив чир хутлатса чӗтретрӗ; хина ӗҫнипе хӑлхисем янӑрарӗҫ, ҫурӑлса тухас пек ыратакан пуҫӗ вут пек тӗлкӗшсе ҫунчӗ.

Его трепала лихорадка, от хины звенело в ушах, голова, начиненная болью, пылала.

XXVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Унӑн пуҫӗ чӗтреме тытӑнчӗ, пӗтӗм пит-куҫӗ асаплӑн тӗлкӗшсе ҫунчӗ.

У него тряслась голова, мучительно пылали щеки.

XX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Калаҫса ларнӑ хушӑра чӑтма ҫук туртса тултарчӗҫ те, краҫҫын лампи вӑйсӑррӑн мӗлтлетсе ҫунчӗ; урайӗнче выртакан пӑру та чыхӑна-чыхӑна кайсах ӳсӗре пуҫларӗ.

Под разговор накурили так, что лампа замигала и надсадно закашлял телок.

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пантелей Прокофьевич Григорий ҫине сивлеккӗн пӑхкаласа илчӗ (Петро темскерсем пӑшӑлтатса кӑтартнӑ ӑна), куҫӗсенче тарӑхни, теме кӗтсе тӑвӑлни хӗмленсе ҫунчӗ.

Пантелей Прокофьевич (нажужжал ему в уши Петро) хмуро присматривался к Григорию, — в его коротких, бивших наосклизь взглядах густели недовольство, выжидающая тревога.

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Таҫта ҫӳл тӳпере ҫеҫ кӑвакпа пӗвеннӗ шурӑ ҫутӑ пайӑрки шӗл-кӑварланса ҫунчӗ, хӗп-хӗрлӗ ҫиҫӗмӗн йӑлтӑркка йӑллисем урлӑ-пирлӗ кармакланса пӗрлешрӗҫ.

Лишь где-то в вышине углисто горел какой-то опаловый, окрашенный голубизною клочок да скрещивались зигзаги и петли червонных молний.

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Апатне те ҫирӗмӗр, чӑлхине те илтӗмӗр, анчах та эпӗ ниҫта кайса кӗме пӗлместӗп: хыпса ҫунчӗ иккен ман кӗпе-йӗмӗм!

Пообедали и купили, но я в отчаянии: ухнуло мое белье!

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Озеров майор икӗ эрне хушши, аҫа ҫапнӑ йывӑҫ ҫил ҫинче ҫуннӑ пекех, ҫапӑҫура ҫунчӗ.

Две недели гвардии майор Озеров горел в боях, как горит на ветру зажженное молнией дерево.

XII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Румянцевӑн десантникӗсемпе килнӗ самолета Воронин хӑй хирӗҫ тухса илесшӗн ҫунчӗ пулсан та, ҫавна тума пултараймарӗ; шӑпах вӗсем килес умӗн, ҫар ӗҫне вӗрентнӗ чухне урине хытӑ ыраттарнипе вӑл ҫӗр пӳртре те аран-аран кӑна уткаласа ҫӳрерӗ.

Хотя Воронин сам захотел встретить самолет с десантниками Румянцева, но не смог этого сделать; именно перед их прибытием, во время обучения военному делу, он сильно поранил ногу и с трудом передвигался по землянке.

XIV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

— Прохор пичче, — пуҫларӗ вӑл, вӗсем туртса ярсан табак шатӑртатса ҫунчӗ, тӗтӗм пуҫ тӳпинче явӑна-явӑна илсе сапаланма пуҫласан, — эсир манӑн тепӗр ыйту ҫине ответлеме пултараймӑр-ши? — тесе ыйтрӗ.

— Дядя Прохор, — заговорил он, когда они закурили, а над головами таял дымок, — а вы не сможете ответить мне еще на один вопрос?

IV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Ӑнӑҫра каллех купаланчӑк, йывӑр, кӑвак пӗлӗтсем ӑшӗнче хӗрлӗ-сарӑ шуҫӑм ялкӑшса ҫунчӗ, Ромашова вара каллех те каллех горизонт йӗрӗнчен инҫетре-инҫетре, ҫуртсемпе уйсем хыҫӗнче, илемпе, чеченлӗхпе те телейпе тулӑх пурнӑҫлӑ, фантастикӑлла капӑр хула пур пекех курӑна-курӑна кайрӗ.

Опять горела на западе в сизых нагроможденных тяжелых тучах красно-янтарная заря, и опять Ромашову чудился далеко за чертой горизонта, за домами и полями, прекрасный фантастический город с жизнью, полной красоты, изящества и счастья.

VII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Ҫапах та вӑл Бяла Черквара мӗн пулса иртнине, Рада халь епле пурӑннине, тусӗсем мӗнле иккенне, ирӗксӗртен татмалла пулнӑ ӗҫӗ мӗнле пынине тем пек пӗлесшӗн ҫунчӗ.

Но ему не терпелось поскорее узнать, что делается в Бяла-Черкве, что сталось с Радой, с друзьями, с делом, от которого его оторвали.

XXVIII. Вериговӑра // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Вӑл Штольца лӑплантарасшӑн, «асаплантӑм» тенӗ сӑмаха каялла илсе, урӑхла ӑнлантарса парасшӑн ҫунчӗ; анчах мӗнлерех ӑнлантарасса хӑй те пӗлмерӗ, уҫӑмсӑррӑн ҫакна ҫеҫ ӑнланчӗ: вӗсем иккӗшӗ те пӗр-пӗрине тӗрӗс ӑнланса илеймеҫҫӗ, харпӑр хӑйне ултавлӑ тыткалаҫҫӗ, ҫавӑнпа иккӗшне те йывӑр; пулни-иртнине те, хальхине те тӗрес ӑнланса илесси, йӗркелесси иккӗшӗнчен кӑна килет.

У ней горело в груди желание успокоить его, воротить слово «мучилась» или растолковать его иначе, нежели как он понял; но как растолковать — она не знала сама, только смутно чувствовала, что оба они под гнетом рокового недоумения, в фальшивом положении, что обоим тяжело от этого и что он только мог или она, с его помощию, могла привести в ясность и в порядок и прошедшее и настоящее.

IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Эстакада ҫунчӗ.

Горела эстакада.

XXXII. Тӗтре // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Том усал тухакан ҫурта кӗрсе курасшӑн ҫунчӗ.

Тому Сойеру не терпелось поскорей бежать в дом с привидениями.

26-мӗш сыпӑк. Каллех Джо индеец // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ҫав тӗлӗшрен мӗнле те пулин ҫӗнӗ япала тухсанах, вӑл ҫав ҫӗнӗ япалапа та усӑ курса пӑхасшӑн ҫунчӗ, — вӑл хӑйне мар, унӑн алли айне малтан кам тӗл пулнӑ, ҫавна эмеллесе хӑтланчӗ, хӑй вӑл нихҫан та чирлемерӗ.

Как только появлялось что-нибудь новенькое по этой части, она загоралась желанием испробовать это средство: не на себе, потому что она никогда не хворала, а на ком-нибудь из тех, кто был под рукой.

12-мӗш сыпӑк. Кушак аҫи тата «ыратнине лӑплантаракан эмел» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней