Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: XXVIII. Вериговӑра

Раздел: Пусмӑрта –> Пӗрремӗш пайӗ

Автор: Илпек Микулайӗ

Источник: Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Добавлен: 2019.12.04 11:27

Предложений: 164; Слово: 1743

Тип текста: Проза

По-русски Тема: Не указано

Огнянова сиплес ӗҫ васкавлӑ пулмасан та йӗркеллех пычӗ, Марин йыснӑшӗ ӑна часах сывалан тесеччӗ. Старикӗн хӑна йышӑнма юратакан кил-йышӗ, суранлӑ ҫыннӑн асапне май килнӗ таран чакарасшӑн пулса, пит аван пӑхрӗ. Марин старик хӑех лекӗр пулса тӑчӗ — медицинӑра хӑй пӗлнӗ пек тӗшмӗртет иккен вӑл, — ун карчӑкӗ тата апат-ҫимӗҫ пӗҫерме пултарнӑ ӑсталӑхне кӑтартма тӑрӑшрӗ. Среднегорски шурӑ эрех пичкине уҫрӗҫ; юри Огнянов ячӗшӗн тесе вӗсем кашни ирсерен автан пусса яшка пӗҫерсе пачӗҫ, — килти ҫынсем раштав типпине пула какай яшки ҫиместчӗҫ.

Ҫак тарават пӑлхар кил-йышӗнче Огнянов виҫ эрне хушши ыр курса пурӑнчӗ, сывлӑхӗ самайлансах пычӗ унӑн. Ҫапах та вӑл Бяла Черквара мӗн пулса иртнине, Рада халь епле пурӑннине, тусӗсем мӗнле иккенне, ирӗксӗртен татмалла пулнӑ ӗҫӗ мӗнле пынине тем пек пӗлесшӗн ҫунчӗ. Ҫаксем ҫинчен тӗплӗн пӗлсе килме вӑл Марин йыснӑшне кама та пулин яма пулмӗ-ши тесе сӗнчӗ, лешӗ ун сӑмахӗпе килӗшмерӗ.

— Эп унта никама та ямастӑп. Ҫитес эрнере уяв тӗлне мӗн те пулин туянса килме хулана хам каятӑп, — терӗ. — Унччен чӑтмалла пулать ывӑлӑм. Эс ан пӑшӑрханса тӑр, хӑвӑртрах сывалассу килсен. Турӑ ҫӑлса хӑварӗ!

— Ҫитес эрнере эпӗ хам та кайса килме пултаратӑп.

— Сана кӑларса ярасса кӗтсех тӑр! Вӑл пӗтӗмпе ман ӗҫ. Эпӗ сан лекӗрӳ, манран ыйтмалла пулать те, — терӗ хресчен, Огняновӑн ашшӗ вырӑнӗнче пулса.

— Хам сывах иккенне Радӑна та пулин пӗлтересчӗ.

— Учительница ӑна унсӑрах пӗлет, — тӗрексен аллине ҫакланман иккен те — апла сывӑ пулмасӑр.

Огняновӑн килӗшмеллех пулчӗ.

Хӑш-пӗр хресченсем — пурте хамӑр ҫынсемех-ҫке, — Марина аран ӳкӗте кӗртсе, чирлӗ ҫын патне кӗркелесе тухма пултарчӗҫ. Вӗсем «учителӗн» хӗрӳллӗ сӑмахне тем пекех итлесшӗнччӗ, кӗрсе тухмассерен вара хӑйсен кӑмӑлӗсем уҫӑлчӗҫ, сӑнарӗсем ҫуталчӗҫ. Огнянов патне Иосиф пупа, вырӑнти комитет председательне, ыттисенчен ытларах кӗртетчӗҫ. Ӑна халь воеводӑна суйланӑччӗ те, ялава вӑл чиркӳре тытнӑ тумтир хушшинче пытарса усратчӗ. Мина пичче те, ватӑ учитель, кӗркелесе тухатчӗ. Марин йыснӑшӗн кил-йышӗпе ҫаксенчен урӑх хӑй кунта пурӑннине ыттисем пӗлмеҫҫӗ тесех тӑратчӗ. Кил хуҫи ӑна ҫапла тесе шантаратчӗ.

Ҫав хушӑрах Огняновӑн ӗҫес-ҫиес апачӗ кунсерен лайӑхланса пырать: ӑшаланӑ автан киле-киле параҫҫӗ ӑна, ҫу та ҫӑмарта, сӗтпе пӗҫернӗ рис пӑтти, кукӑль тавраш, хушӑран кайӑк-кӑвакал та мулкач та пулкалать: эрехне те тӗрлӗ йышшине иле-иле килеҫҫӗ. Ҫакӑн пек лайӑх пӑхни ӑна пӑшӑрхантара та пуҫларӗ: хуҫисем ун валли ытла нумай тӑккаланнӑ пек туйӑнчӗ. Хушӑран картишне ҫӳренӗ чухне чӑх-чӗп вити пушаннӑ пек курӑна пуҫларӗ.

— Марин йысна, эсӗ капла ҫука тӑрса юлатӑн, — терӗ Огнянов хуҫана. — Ас туса ил-ха, эпӗ тек сан шутупа хӑна пуласшӑн мар, лавккаран хамах ҫӑкӑрпа чӑкӑт туянса килетӗп… Мана унпа та ҫитет.

— Ҫука юлӑп-и эп, юлмӑп-и, ыйтса туса ан тӑр манран. Эпӗ сан лекӗрӳ, хам пултарнӑ пек сиплетӗп те сана. Мӗнле пултаратӑп, ҫавӑн пек ӗҫлетӗп те. Хӑвӑн ӗҫӳ мар пулсан, ан хутшӑн та.

Огнянов ирӗксӗрех кунӑҫса шӑпланчӗ.

Ял ҫыннисем пӗр-пӗринпе ӑмӑртса тенӗ пек хӑйсен юратнӑ учительне хӑна тума тӑрӑшнине Огнянов ним чухлӗ те пӗлмен.

Вӑл кунта пытанса пурӑннине пӗтӗм ял пӗлнӗ. Анчах кунта ӑна сутасси ҫинчен сӑмах та пулма пултарайман.

Ял халӑхӗ ҫаплах ҫывӑх курни Огнянова калама ҫук хаваслантарчӗ. Вӑл тӗрӗксен икӗ хурахне вӗлернӗ тени пур ҫынсен умӗнче те унӑн чысне ҫӳле ҫӗклерӗ. Паттӑр пулнине халӑх темле ырӑ тунинчен те хисеплерех парать.

Бойчо суранӗ ытла вӑрах сипленсе пычӗ. Ҫак чӑтӑмсӑр та йӑрӑ ҫын вырӑнпах выртать пулин те, пӗрмаях пӑшӑрханчӗ. Ырӑ Мина старик суранлӑ ҫыннӑн асапне ыттисенчен ӑстарах ҫӑмӑллатма пултарчӗ. Огнянов унпа кунсерен темиҫе сехет хушши пӗрле ирттерчӗ, хӑнӑхса ҫитрӗ, пыра-киле ӑна ҫак старик кӗттерсе тунсӑхла та пуҫларӗ.

Мина старике хӑйне майлӑ «авалхи палӑк» темелле, Болгарире тахҫан, келейнӑй шкулсем уҫса, псалтирпе часослов вулама вӗрентекен чи малтанхи учительсенчен вилмесӗр юлнӑ тӗпренчӗкӗ темелле. Хӑй вӑл шап-шурӑ ҫӳҫлӗ, сарлака хул-ҫурӑмлӑ, ҫитмӗл ҫулалла ҫитнӗ ҫавра питлӗ старик, ялан тем анлӑш шӑлаварпа ҫӳрет. Нумай ҫулсем хушши таҫта-таҫта ӗҫлесе ҫӳренӗ хыҫҫӑн Мина старик ватӑлӑх кунӗсене ирттерме ҫакӑнти лӑпкӑ яла чарӑннӑ. Ун чухне ачасене ӗлӗкхи пек вӗрентме юрамастчӗ ӗнтӗ, Мина старик вара, сӗм авалтан юлнӑскер, ӗҫе-мӗне вырнаҫаймарӗ, укҫа тавраш ыйтмасӑрах чиркӗве кӑна юрлама ҫӳрерӗ, чиркӳре ун чух ҫӗнӗлле йӗрке тытмастчӗҫ-ха. Праҫник кунӗсенче хресченсем Мина старик тавра кӗпӗрленсе тӑратчӗҫ те унӑн кӗл тунӑ чухнехи пек каланӑ сӑмахӗсене, хушӑран тата библи кӗнекинчи сыпӑксене кӗрте-кӗрте янӑ калавӗсене, сывлӑш ҫавӑрма хӑранӑ пек пулса, каҫса кайса итлетчӗҫ. Старик пӗртен пӗр ҫав библи кӗнекине кӑна хисепленӗ, урӑх нимле кӗнеке те вуламан, библи кӗнеки унӑн чун хевтине тытакан хӑват пулнӑ темелле. Огнянов ҫак авалтан тӑрса юлнӑ палӑка кӑмӑлласа хисеплерӗ, манӑҫа юлнӑ саманан ҫак чӗрӗ тӗпренчӗкӗн — шап-шурӑ шуралнӑ ватӑ ӗҫченӗн ӑслӑ сӑмахӗсене чун хавалӗпе итлерӗ. Ӗнтӗ этемӗн кӑмӑлӗ тулман чух-и, ӳт-пӗвӗ хӗнпе-нишлӗхпе аптранӑ вӑхӑтра-и, унӑн чунӗ религи туртӑмӗпе ҫырлахать, ҫав аслӑ кӗнеке сӑмахӗсенче вӑл хӑй валли пӗр кӗтмен чухне йӑпану тупать, чунӗ сурса ыратнӑ чух ӑна бальзампа усӑ курнӑ пек сипленӗн туйӑнать. Ҫак ватӑ ҫын сӑмахӗнче Огнянов халиччен чи малтанхи хут хӑйӗн хаваллӑ кӑмӑлӗ ҫӗкленнине туйса илчӗ. Вырӑнпа выртакан Огнянов патне Мина старик чи малтанхи хут пырса кӗрсен акӑ мӗнлерех сӑмах хускатса ячӗ:

— Татах христиан ҫынни нуша курать! Каллех айӑпсӑр юна тӑктараҫҫӗ! «Доколе, боже, поносит враг?.. Вскую отвращаеши десницу твою… Восстани, боже! Суди! Воздвигни руце твои на гордыню их в конец!»

Сывлӑх суннӑ хыҫҫӑн Огняновран вӑл ӑна-кӑна ыйтса пӗлкелеме тытӑнчӗ. Лешӗ тепӗр май ҫаврӑнса выртмашкӑн хускалчӗ те суранӗ ытла ыратнипе хыттӑн ахлатса ячӗ.

— Чӑт, чӑт, ывӑлӑм! «Блаженни плачущии, яко тии утешатся», — кулянса каласа хучӗ старик.

— Ним те тума ҫук, Мина пичче, кӑштах чӑтса ирттерме тивет… ахальтен мар хамӑра апостолсем тесе чӗнтеретпӗр-ҫке, — кулкаласа пӗлтерчӗ Огнянов.

— Йывӑр ҫав, учитель, ай, йывӑр сирӗн ҫӗр ҫинчи ӗҫӗр, анчах вӑл мухтава та чапа тивӗҫлӗ, турӑ сире хӑех ӑс панӑ халӑхра ӗҫлемешкӗн. «Вы есте свет мира: не может град укрытися верху горы стоя»… Элле Христос каламан-и хӑйӗн апостолӗсене: «Жатва убо многа, делателей же мало… Идите: се аз посылаю вы яко агнцы посреде волков!»

Ҫак ахальтен кӑна каласа хунӑ сӑмахсем Огнянов чунне йӑпатса лӑплантарчӗҫ. Вӑл ҫак ватӑ ҫынран мӗн те пулин вуламалли турӑ кӗнеки илсе килеймӗн-и тесе ыйтнӑччӗ, Мина старик ӑна псалтир илсе килсе пачӗ. Огнянов еккине ярса вуларӗ ҫав ӑста поэзилле ҫырнӑ сочинение. Унта кӗрешӳ юррисем те пур, тарӑхса макӑрни те, савӑнтаракан кӗлӗсем те пур, ҫавсем йӑлтах Огняновӑн пӑшӑрханнӑ чунне кӑшт лӑпланма пулӑшрӗҫ. Давид псаломӗсен кӗнекисене вӑл аллинчен пӑрахмарӗ.

Акӑ Марин йыснӑшӗн Бяла Черквяна каяс кунӗ те ҫитрӗ. Огнянов пит пӑшӑрханса кӗтрӗ вӑл таврӑнасса. Пуҫӗнчи шухӑшӗсем пӗринчен тепри йывӑртарах пӑтрашӑнчӗҫ. Хӑйшӗн хаклӑ ҫыннисем мӗнле пурӑннине пӗлменни уйӑх та ҫитрӗ ӗнтӗ.

Мӗн пулнӑ-ши Радӑна? Огнянов тухса тарнӑ хыҫҫӑн мӗн кӑна чӑтса ирттермерӗ-ши вӑл? Хӑш-пӗрисем тарӑхрӗҫ те пулӗ, тен, влаҫсем те ҫилленчӗҫ пуль. Бойчопа телей курса пурӑнма пӳрмен иккен ҫав мӗскӗне! Халь акӑ вӑл пӗр хӑй тӗллӗн кӑна нушаланать, чи лайӑх ӗмӗчӗсене татнӑ, ҫийӗнчен тата ҫын хурласа калаҫни те кӳрентерет. Унӑн Бойчона савса юратас кӑмӑлне хаяр ҫынсем айӑп вырӑнне хурӗҫин, кӗске вӑхӑтлӑха кӑна кӑшт савӑннӑ туйӑмшӑн пысӑк хуйхӑпа тӳлет иккен-ха вӑл. Ҫак кансӗр вӑхӑтра ӑна, ача пек ачашскере, йӑпатма пултаракан Бойчо та унпа пӗрле мар-ҫке…

Мина старик пырса кӗнӗ чухне Огнянов шӑпах ҫавӑн пек кичем шухӑшсемпе тарӑхатчӗ те, старик килсе кӗнӗшӗн вӑл пит те хапӑл пулчӗ. Халь ӗнтӗ, хӑй хуйхине каласа парса, чунне кӑшт та пулин пусарма пулать. Мина старик унӑн хутне кӗрес пек итлесе тӑчӗ.

— Турра шан, турра шан, учитель, кулянса ан тӑр, тархасшӑн, ҫӳлти турӑ хӑйне савса шавакансене пӑрахмасть. «Надеюшиеся на господа яко гора Сион… Яко не оставит господь жезла грешных на жребий праведных… Сеющие со слезами радостию пожнут…».

Шӑпах ҫак сӑмахсене тӳрре кӑларнӑ пек, алӑк яри уҫӑлчӗ те, Марин кӗрсе тӑчӗ.

Ӑна чӑтаймасӑр кӗтсе тӑнӑ Огнянов сӑнран пӑхсах мӗнле хыпарсемпе килнине пӗлесшӗн пулчӗ.

— Ырӑ каҫ сире! Чим-ха, чим-ха, учитель! Пӗтӗмле йӗркипе каласа парӑп… Чим, эс капла ытла ан хускалкала! — терӗ Марин, йывӑра хывса. — Сирӗн хула ҫыннисенчен, — сӑмахсене малалла тӑсрӗ вӑл, — шалт тӗлӗнсе кайӑн ҫав… темле мӗлкесем пек палӑрми ҫӳреҫҫӗ, вӗсене тытма та ҫук, ыйтса пӗлме те ҫук…

— Эс вара тӳрех тухтӑр патне каймарӑн-им?

— Ӑна арестленӗ.

— Эппин мӑнастирти тияккӑн патне?

— Тияккӑн пытанса пурӑнать.

— Стоян пиччене тупаймарӑнни?

— Йывӑр тӑпри ҫӑмӑл пултӑр, турӑ каҫартӑрах ӑна; арестленӗ каҫхинех ытла хытӑ хӗненине чӑтаймасӑр вилсе кайнӑ, асаплантарнине чӑтса тӑрайман, тет, ҫав мӗскен, мӗн пӗлнине каласа панӑ, тет, вара.

— Телейсӗр!.. Радка тата, Радка?

— Унпа курнӑҫма май килмерӗ манӑн.

— Мӗншӗн? Мӗн пулнӑ ӑна? Огнянов шурса кайрӗ.

— Унтах вӑл, эс пӑшӑрханса ан тӑр уншӑн, анчах шкул ӗҫӗнчен ӑна кӑларнӑ.

— Сан ӑна Ровоама хаджи патӗнче шырамаллаччӗ! — хытӑрах каласа хучӗ Огнянов.

— Ҫав чунсӑр хӗр-манах ӑна хӑваласа кӑларнӑ та.

— Ах турӑ, эппин вӑл урамрах пулӗ? Тем кӑна курса тӑрӑн!

— Ан хӑра, Марко чорбаджи ӑна хӑйсен тӑванӗ патне вырнаҫтарнӑ, эп ҫавӑнта кӗрсе тухасшӑнччӗ те — ҫуртне тупса пулмарӗ, юлташсем те хама пит васкатрӗҫ. Ҫапах та эп унта ламӑн-ламӑн ыйткаласа пӗлтӗм, хӗр сывах пурӑнать.

Марко бая ӗмӗрне те тӳлесе татас ҫук ҫав. Ман пирки мӗн сӑмахлаҫҫӗ-ши тата?

— Сан пирки-и? Сана унта темле урӑхла чӗнеҫҫӗ… Мӗншӗн апла чӗннине пӗлесшӗн пултӑм та, ҫӳҫӗм-пуҫӑм йӑлтах шурса кайрӗ.

— Граф теҫҫӗ-и?

— Граф теҫҫӗ ҫав. Граф пирки унта пурте ӑна Ахиев вӑрманӗнче сунарҫӑсем персе пӑрахнӑ теҫҫӗ.

— Ку чӑнах та ҫапла пулчӗ.

— Чӑнах тетӗн те, чӑнах мар ҫав: сана вилнӗ тесе шутлаҫҫӗ — эс сывах; чӑн калатӑп сана, апла шухӑшлани, тепӗр тесен, саншӑн лайӑхрах та.

Огнянов шартах сикрӗ.

— Епле апла? Вӑл та мана вилнӗ тет-и? Ҫак сӑмах кӑна ҫитместчӗ ӑна.

Огнянов вырӑнӗ ҫинчен сиксе тӑчӗ, вӑйне-халне пӗлес пек, пӳлӗмре уткаласа ҫӳрерӗ.

— Ан ҫӳре-ха, суранна сӑтӑрса ыраттарӑн.

— Эп кайма пултаратӑп ӗнтӗ, — татӑклӑн каласа хучӗ Огнянов.

— Ӑҫта кайма? — ыйтрӗ тӗлӗннӗ Марин.

— Бяла Черквана.

— Эс ӑсран кайнӑ!

— Ӑсранах кайман та, кунта тепӗр кун тытӑнса тӑрас пулсан, ӑсран каятӑпах. Тумтир тупса пар-ха мана. Лашуна парса ярӑн-и?

Огняновӑн хӑй сӑмахӗ ҫине тӑрас кӑмӑлне, пӗлекен Марин ӑна тытса чарма шутламарӗ те.

— Лаша та тумтир те илме пултаратӑн. Сан ҫамрӑклӑхна кӑна хӗрхенетӗп, — тесе хучӗ вӑл пӑшӑрханса. — Аслӑ ҫулсем ҫинче халь тӗрек шуйттанӗсем темӗн чухлех хӗвӗшсе ҫӳреҫҫӗ, вӗсем иртен-ҫӳрене ҫаратаҫҫӗ, мӗнле кӑна иртӗхмеҫҫӗ пуль унта. Хӑвна ху та хӗрхенместӗн-и вара?

Ман пирки ан та пӑшӑрхан, кӑйкӑр пек кайса чиперех таврӑнатӑп. Хӑваласа ямастӑн пулсан… — шӳтлесерех каласа хучӗ Огнянов.

Старик ӑна сивлеккӗн пӑхса илчӗ.

— Ҫук, эс ниҫта та каймастӑн! — терӗ вӑл татса. — Пӗтӗм ял халӑхне пуҫтарӑп та, сана кунта вӑйпа хупса илӗпӗр; пирӗншӗн эс турӑ симӗ пек кирлӗ, ху ав — вилмеллипех каясшӑн. Кӑларса яр-ха сана, унтан пӗтӗм халӑх мана пӳрнепе тӗллесе: «Марин пичче хамӑр апостола, Бойчо учителе, вилмешкӗн кӑларса янӑ», — тейӗ. Кирлӗ мар мана ун пек сӑмах! — кӑмӑлӗ юлчӗ старикӗн.

— Шӑпрах пул, Марин йысна, пӗтӗм ял халӑхӗ илтме пултарать, — чарчӗ ӑна Огнянов.

Мина старик сӑмса айӗн лӗкӗртеткелесе илчӗ.

Маринӑн та пит-куҫӗ чееленсе кулнӑ пек курӑнчӗ.

Огнянов тӗлӗнсе пӑхса илчӗ. Мӗн кулмалли пулса тухрӗ-ши вара унӑн юлашки сӑмахӗнче?

— Мӗн кулатӑр эсир? — тесе ыйтрӗ вӑл.

— Турӑ сывлӑх патӑрах сана, учитель! Камран хӑратӑн эс? Пӗтӗм ял халӑхӗ, ачи-пӑчи таранччен, эс ман патӑмра иккенне витӗр пӗлсе тӑрать. Сана усраса лайӑх пӑхасшӑн пӗтӗм ял тӑрӑшать… Ҫыннисем эпир ахаллисем кӑна та, хамӑр йышши ҫынна нихҫан та сутмастпӑр, сан пеккишӗн тесен вара — чуна памашкӑн та хатӗр!

Эппин кунта Огнянов вӑрттӑн пурӑннине пурте пӗлеҫҫӗ иккен, вӑл ҫавна пӗлсен хӑй те кулса ячӗ.

Вӗсем тата та тавлашса тӑчӗҫ-ха, унтан Огнянов хуҫана лӑплантарчӗ те, унӑн хӑҫан тухса каясси ҫинчен тӗплӗн калаҫса татӑлчӗҫ.

Сайт:

 

Статистика

...подробней