Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: XXVI

Раздел: Лӑпкӑ Дон. 2-мӗш кӗнеке –> Пиллӗкмӗш пайӗ

Автор: Аркадий Малов

Источник: Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Добавлен: 2020.03.14 12:07

Предложений: 174; Слово: 1682

Тип текста: Прозаичное произведение

По-русски Тема: Не указано

Ку кунсенче вӑл, тифпа чирленӗ чухнехи пек, анкӑ-минкӗллӗ пурӑнчӗ. Ҫӳрерӗ утса, турӗ темскерсем, ҫывӑрчӗ, анчах пурте ҫаксем ӑс-пуҫа тӗтрелетсе минретекен ухмахла, тӗлӗкри пек ҫеҫ пулса иртрӗҫ. Тӑртанса кайнӑ, пӑтранчӑк куҫӗсемпе вӑл хӑй йӗри-тавра йӑтӑнса выртакан аслӑ тӗнче ҫине ӑнланмасӑр пӑхрӗ, унччен пӗлнӗ ҫынсене те палламарӗ, сӑнӗпе ҫав тери ӳсӗр е хӗне кайнӑ чиртен тин ҫеҫ сывалакан ҫын пек курӑнса ҫӳрерӗ. Анна вилнӗ кунран тытӑнса, унӑн туйӑмӗ-сисӗмӗсем вӑхӑтлӑха сӳнчӗҫ: халӗ ун ним тума та, ним ҫинчен шутлама та чунӗ туртми пулчӗ.

— Ҫи, Бунчук! — сӗнчӗҫ юлташӗсем; вара вӑл, янах шӑммине йывӑррӑн та ӳркевлӗн мӗкӗлтеттерсе, пӗр ҫӗре сӳрӗккӗн тирӗнсе пӑхса, ҫикеленӗ пек турӗ.

Ӑна сӑнасах тӑчӗҫ, госпитале ярас пирки калаҫрӗҫ.

— Эсӗ чирлӗ мар-и? — ыйтрӗ тепӗр кутан унран пӗр пулеметчик.

— Ҫук.

— Эппин, мӗн пулнӑ сана? Хуйхӑратӑн?

— Ҫук.

— Ну, атя туртса ярар. Ӑна, тӑванӑм, тин тавӑраймӑн ӗнтӗ. Уншӑн хыпӑнса чӗрӳне ан та ҫунтар.

Ҫывӑрас вӑхӑт ҫитсен, каларӗҫ ӑна:

— Вырт ҫывӑрма. Вӑхӑт.

Вӑл выртрӗ.

Ҫавӑн пек, чӑн пурнӑҫран вӑхӑтлӑх уйрӑлса, Бунчук тӑватӑ кун пурӑнчӗ. Пиллӗкмӗш кунне ӑна урамра Кривошлыков тӗл пулчӗ, ҫаннинчен тытрӗ.

— Аха, лӑпах тӗл пултӑн-ҫке эсӗ; эпӗ шыраттӑмччӗ сана. — Кривошлыков Бунчукӑн мӗнле хуйхӑ пулни ҫинчен пӗлмен; вӑл ӑна, хулпуҫҫийӗнчен юлташла лӑпкаса, пӑлханчӑклӑн кулса илчӗ. — Мӗн кунашкал эсӗ? Сыпмарӑн пулӗ? Илтнӗ-и, ҫурҫӗр округӗсене экспедици каять? Мӗнле илтмен пулать, пилӗк ҫынтан комисси суйланӑ. Федор ертсе каять. Шанчӑк та ҫурҫӗрти казаксем ҫинче ҫеҫ. Ахаллӗн пӗтерсе хураҫҫӗ пире. Япӑх! Пырас теместӗн-и? Агитаторсем кирлӗ пире. Кала, пыратӑн-и?

— Юрать, — кӗскен хуравларӗ Бунчук.

— Ну, аван апла. Ыран каятпӑр. Эсӗ кӗр Орлов мучи патне, ҫул кӑтартса пыраканни вӑл пирӗн.

Чунӗпе ниҫта кайса кӗрейми тӑвӑнса ҫитнӗ Бунчук кӑшт-кашт хатӗрленкелерӗ те тепӗр кунне, майӑн 1-мӗшӗнче, экспедиципе пӗрле ҫул ҫине тухрӗ.

Ҫак вӑхӑт тӗлне Дон ҫинчи совет правительствин кун-ҫулӗ пысӑк хӑрушлӑх умӗнче тӑнӑ. Украина енчен нимӗҫ оккупанчӗсен ҫарӗсем капланса килнӗ, анатри мӗн пур станицӑсемпе округсене контрреволюцилле пӑлхану хумӗ ярса илнӗ.

Хӗллехи ҫуртсен тӑрӑхӗнче, унтан Новочеркасск ҫине пырса тапӑнассипе хӑратса, Попов сӗтӗрӗнсе ҫӳренӗ. Пӑлхава ҫӗкленнӗ черкессем Ростов патнех пырса ҫитнӗ. Вӗсем хула хӗрринчи поселоксене йышӑнса илнӗ пирки Ростовра апрелӗн 10—13-мӗшӗнче пулса иртнӗ Советсен облаҫри съезчӗ темиҫе хут хӑйӗн ӗҫне чара-чара лартнӑ. Ҫурҫӗрте ҫеҫ, Хоперпа Усть-Меведицки округӗсенче, революци вучахӗсем ҫав-ҫавах ӑшшӑн тӗлкӗшсе тӑнӑ; Подтелков тата анатри казаксем пулӑшасса шанма пӑрахнӑ ытти ҫынсем вара ирӗксӗр ҫӗртен ҫав вучахсен ӑшши патнелле туртӑннӑ. Мобилизаци ӗҫӗ путланнӑ. Ҫавна пула Подтелков нумай пулмасть Дон Совнаркомӗн председательне суйланӑскер, Лагутин сӗннипе, ҫурҫӗре кайма килӗшнӗ те, унта фронтовиксенчен виҫ-тӑватӑ полк йӗркелесе, вӗсене нимӗҫсемпе анат тӑрӑхри контрреволюци ҫине кӗртсе яма ӗмӗтленнӗ.

Мобилизаци ирттерме пилӗк ҫынтан васкавлӑ комисси тӑваҫҫӗ, комисси ӗҫӗсене ертсе пыма Подтелкова хушаҫҫӗ. Апрелӗн 29-мӗшӗнче вара, мобилизаци ирттерес тӗллевпе, ылтӑнпа тата Микулай патша укҫисемпе казначействӑран вунӑ миллион тенкӗ илсе, укҫа ещӗкне хураллама хыпаланса отряд йӗркелеҫҫӗ (ҫав отряда ытларахӑшӗ ӗлӗк Каменскинчи вырӑнти командӑра тӑнӑ казаксем кӗнӗ), хӑйсемпе пӗрле казаксем хушшинчен темиҫе агитатор илсе, ҫул ҫине хатӗрленеҫҫӗ. Майӑн 1-мӗшӗнче, нимӗҫ аэропланӗсем вӑйлӑн персе тӑнине пӑхмасӑр, экспедици Каменски станица еннелле тапранса каять.

Ҫулсем Украинӑран чакса тухакан хӗрлӗ гвардеецсен эшелонӗсемпе питӗрӗнсе ларнӑ. Пӑлхавҫӑ-казаксем кӗперсене сиктере-сиктере яраҫҫӗ, крушенисем тӑваҫҫӗ. Ирсерен кашни кун Новочеркасск—Каменски линийӗ тӗлӗнче нимӗҫ аэропланӗсем курӑнаҫҫӗ, хӑлат пек явӑнса ҫӳреҫҫӗ, ним шикленӳсӗр аялалла вӗҫсе анса, пулеметсенчен шӑтӑртаттарса переҫҫӗ. Эшелонсенчен хӗрлӗ гвардеецсем сирпӗне-сирпӗне тухаҫҫӗ, пӑшал сассисем кӗрслетеҫҫӗ; станцисен тӗлӗнчи шлак шӑрши аркатупа вӑрҫӑ-харҫӑн йӳҫенкӗ шӑршипе хутӑшса сарӑлать. Аэроплансем акӑш-макӑш ҫӳле вӗҫсе хӑпарнӑ хыҫҫӑн та, стрелоксем татах чылайччен патрон ещӗкӗсене пушатаҫҫӗ, пуйӑс ҫывӑхӗнче уткаласа ҫӳрекенсен аттисем пакӑлчак таран пушӑ гильзӑсем ҫине пута-пута кӗреҫҫӗ. Ноябрь уйӑхӗнчи тип ҫырма юман йывӑҫҫисен ылтӑн ҫулҫипе витӗннӗ пек, ҫул айккисенчи хӑйӑр патрон гильзисемпе тула-тула ларать.

Пур ҫӗрте те хӑрушла аркату йӗрӗсем палӑраҫҫӗ: ҫул хӗррисенче ҫунса тата ҫӗмӗрӗлсе пӗтнӗ вакунсен ванчӑкӗсем кӑмрӑкланса выртаҫҫӗ, телеграф юписем ҫинчи сахӑр пек шурӑ стакансем таткаланчӑк пралуксемпе чӑлханса явкаланнӑ. Нумай ҫуртсем ишӗле-ишӗле пӗтнӗ, лини хӗррипе тӑсӑлакан картасем, ҫил-тӑвӑл ӳкерсе пӗтернӗ пек, армак-чармаккӑн курӑнса выртаҫҫӗ…

Экспедици пилӗк кун Миллерова станцийӗ еннелле куҫса пычӗ. Улттӑмӗш ирхине Подтелков комисси членӗсене хӑйӗн вакунне пухрӗ те каларӗ:

— Кун пек кайма хал ҫитмест. Ӑпӑр-тапӑр япаласене пӑрахса хӑварар та малалла поход йӗркипе кайӑпӑр.

— Эсӗ мӗн? — тӗлӗнсе кӑшкӑрса ячӗ Лагутин. — Эпир Усть-Медведицӑна походпа йӑраланса ҫитиччен пӗтерсе тӑкаҫҫӗ пире шуррисем.

— Инҫерех, — иккӗленсе тӑчӗ Мрыхин та.

Кривошлыков, нумай пулмасть ҫеҫ экспедицие хӑваласа ҫитнӗскер, тӗсӗ кайнӑ петлицӑллӑ шинелӗпе кӗптенсе, шӑпӑрт итлесе ларчӗ. Ӑна сив чир хутлатса чӗтретрӗ; хина ӗҫнипе хӑлхисем янӑрарӗҫ, ҫурӑлса тухас пек ыратакан пуҫӗ вут пек тӗлкӗшсе ҫунчӗ. Вӑл ыйтӑва сӳтсе явас ӗҫе нимӗн хутшӑнмасӑр сахӑр миххи ҫинче хутланса ларчӗ. Унӑн куҫӗсене сив чир ҫурхахӗ витсе илнӗ.

— Кривошлыков! — чӗнчӗ ӑна Подтелков, картта ҫинчен куҫне илмесӗр.

— Мӗн сана?

— Илтместӗн-им, сӑмах мӗн ҫинчен пырать? Походпа каяс пулать, ахаллӗн хӑваласа ҫитеҫҫӗ пире, пӗтетпӗр. Эсӗ мӗнле шухӑшлатӑн? Эсӗ пирӗнтен ытларах вӗреннӗ, каласа пар.

— Походпа кайсан юрамалла, — сӑмахӗсене татса калаҫма пуҫларӗ Кривошлыков; анчах сасартӑк шӑлӗсене кашкӑр пек шакӑртаттарма тытӑнчӗ те, сив чир тытамакӗ ярса илнӗскер, вӗттӗн тӑрӑлтатса чӗтреме пуҫларӗ. — Юрамаллаччӗ, япаласем сахал пулсан.

Подтелков алӑк патӗнче облаҫ карттине саркаласа хучӗ. Мрыхин ӑна кӗтессисенчен тытса тӑчӗ. Тӗтреллӗ хӗвеланӑҫ енчен вӗрекен ҫил хускатнипе, картта алӑсем айӗнчен вӗҫерӗнсе тухас пек кӑштӑртатса варкӑшать.

— Ак епле каятпӑр эпир, мур, акӑ! — Подтелковӑн чӗлӗм тӗтӗмӗпе сарӑхнӑ пӳрни картта тӑрӑх чалӑшшӑн шӑвӑнса иртрӗ. — Куратӑн-и масштаба? Ҫӗр аллӑ ҫухрӑм, нумай пулсан — ик ҫӗр пултӑр. Ну!

— А чӑн та тӗрӗс вӗт, мур илменскер! — килӗшрӗ Лагутин.

— Эсӗ мӗнле, Михаил?

Кривошлыков, кӑмӑлсӑр пулнӑ пек, хулпуҫҫисене сиктерсе илчӗ.

— Эпӗ хирӗҫ мар.

— Халех казаксене кайса калатӑп: анса хатӗрленччӗр. Вӑхӑта сая ярас мар.

Мрыхин, тата мӗн те пулин каласса кӗтнӗ пек, пурин ҫине те пӑхса ҫаврӑнчӗ, унтан, никам та хирӗҫлеменнине кура, вакунран сикрӗ.

Подтелков экспедицийӗпе пӗрле ҫул ҫине тухнӑ эшелон ҫак ӑмӑр ҫанталӑклӑ ирхине Белая Калитва станцийӗ ҫывӑхӗнче тӑчӗ. Бунчук, шинелӗпе пуҫ ҫинчен пӗркенсе, хӑйсен вакунӗнче выртрӗ. Казаксем вакунра чей вӗретсе аппаланаҫҫӗ, пӗр-пӗринчен шӳтлесе кулаҫҫӗ.

Ванька Болдырев — Мигулин казакӗ — мыскарасем кӑтартма тата ҫынтан тӑрӑхлама юратаканскер, — хӑйӗнпе юлташлӑ пулеметчикран пӗр вӗҫӗм тӑрӑхласа кулчӗ.

— Йӑкӑнат, эсӗ хӑш кӗпӗрнесемччӗ-ха? — хӑйӑлтатса ыйтрӗ вӑл табак тӗтӗмӗпе урмӑшнӑ хӑркӑлтӑк сасӑпа.

— Тамбовсем, — хулӑн сасӑпа ҫемҫен каларӗ ӑна йӑваш кӑмӑллӑ пулеметчик Игнат.

— Ахӑртнех, моршансксем пулӗ-ха тата?

— Ҫук, шацкисем.

— А-а-а… шацкисем — харсӑр йӗкӗтсем: ҫапӑҫнӑ чух ҫиччӗн пӗр ҫынтан хӑрамаҫҫӗ. Тата сирӗн ялтаччӗ-и-ха ҫав чиркӳ праҫникӗ тӗлне хӑярпа пӑру пусса пӑрахнӑ, тет?

— Ҫитӗ, ҫитӗ сана!

— Ак, маннӑ эпӗ: ку ӗҫ сирӗн патра пулман. Сирӗн ялта чиркӗве икерчӗпе мӑкланӑ та кайран тӑвайккинчен пӑрҫа тӑрӑх шутарса антарма хӑтланнӑ, тет. Пулнӑ-и ҫавӑн пек ӗҫ!

Чейник вӗреме кӗни ҫеҫ Игната Болдырев тӑрӑхланинчен вӑхӑтлӑха ҫӑлса хӑварчӗ. Анчах ирхи апата ларчӗҫ кӑна — Ванька каллех унтан кулма пуҫларӗ:

— Йӑкӑнат, ма эсӗ сысна ашне начар ҫиен? Тиркетӗн-им?

— Тиркеместӗп-ҫке.

— Ме ак сана сысна кутне паратӑп. Пи-итӗ тутлӑ!

Харӑссӑн пӗрӗхтерсе кулса ячӗҫ. Тахӑшӗ чыхӑнса кайрӗ, унтан чылайччен кӗхлете-кӗхлете ӳсӗрсе ларчӗ. Йӑшаланма пуҫларӗҫ. Атӑсемпе кӗпӗртеттерчӗҫ, тепӗртакран вара Игнатӑн пашкаса тухакан ҫилӗллӗ сасси илтӗнсе кайрӗ:

— Хӑвах кӳп, эсрел аҫи! Мӗн ман ҫума хӑвӑн кутупа ҫыпӑҫатӑн?

— Ман мар вӑл, сыснан.

— Пӗрех ирсӗр!

Болдырев хӑйкӑлтатса тухакан лӑпкӑ сасӑпа сӑмаха малалла шутарса ларчӗ:

— Ир-сӗ-ӗр? Ӑсу пур-и сан, ҫук-и? Мӑнкун валли ӑна, ятарласах чиркӳре светит тутарнӑ. Кала ӗнтӗ, хӑратӑн ӳте кӗриччен аш ҫиме…

Болдыревпа пӗр станица ҫынни, илемлӗ сӑн-питлӗ, сарӑ ҫӳҫлӗ казак, георги хӗресӗсене тӑваттӑшне те илнӗ кавалер, ӳкӗтленҫи туса сӑмахларӗ:

— Пӑрах, Иван! Мужикпа ҫыхланса, ним мартанах инкек курса ларатӑн! Ҫисе ярать те ак сысна кутне, кайран аҫишӗн кастарма пуҫлать. Ӑна ӑҫтан тупса килетӗн кунта?

Бунчук, куҫне хупса, шӑпӑрт выртрӗ. Калаҫу унӑн хӑлхине кӗмерӗ; хӑйӗн пурнӑҫӗнче анчахрах пулнӑ йывӑр ҫухатушӑн вӑл ҫаплах ӗнтӗ, малтанхи пекех, тен, чунне татах та ытларах ыраттарса пулӗ, асапланать. Унӑн хупӑ куҫӗсен тӗтреллӗ ытамӗнче юрпа витӗннӗ, инҫетри вӑрмансен хӑмӑр кӑвак сӑрчӗсемпе картланнӑ ҫеҫен хир пӗтӗрӗнсе тӑрать. Вӑл хӑйне сивӗ ҫил ҫупӑрласа ҫӳҫентернӗ пек туять, юнашарах Аннӑна, унӑн йӗпкӗн хура куҫӗсене илемлӗ тутан хӑюллӑ та ҫепӗҫ йӗрӗсене, сӑмса сыппи хӗрринчи вӗтӗ-вӗтӗ кук тӗррисене, ҫамки ҫинчи тарӑн шухӑшлӑ пӗркеленчӗкӗсене курать… Бунчук илтеймест вӑл пӑшӑлтатса каланӑ сӑмахсене: вӗсем темле уҫӑмсӑррӑн тухаҫҫӗ, такамсем калаҫнӑ тата кулнӑ сасӑсем хушшинче татӑла-татӑла ҫухалаҫҫӗ; анчах хӗрӗн куҫ шӑрҫисем йӑлтӑртатса ҫуталнинченех, унӑн авмака куҫ хӑрпӑкӗсем вӗттӗн сиккелесе чӗтренинченех Анна мӗн каласшӑн пулнине вӑл лайӑх ӑнланать… Акӑ тата урӑхла Анна: кӑвакарса сарӑхнӑскер, пит ҫӑмартисем ҫинче куҫҫуль йӑрӑмланса хытса ларнӑскер, шӗвӗрӗлсе кайнӑ сӑмсаллӑскер тата асаплӑн чалӑшса туртӑннӑ туталлӑскер.

Бунчук, пӗшкӗнсе тӑрса, сивӗнекен куҫсен хура лупашкисене чуп туса илет… Вӑл йынӑшса ячӗ, ӗсӗклесе йӗрес килнине чарма тӑрӑшса, тутине аллипе пӑчӑртаса тытрӗ. Анна нихӑш самантра та ун ӑс-тӑнӗнчен хӑпмарӗ. Сӳрӗлтерсе тӗксӗмлетме пултараймарӗ вӑхӑт хӗрӗн асран тухми ҫывӑх сӑнарне. Унӑн сӑн-пичӗ, кӗлетки-ҫурӑмӗ, утти, аллисен, пичӗ-куҫӗн калаҫнӑ чухнехи хавхаланчӑк хусканӑвӗпе хурӑмӗ, куҫ харшисен сарлака ҫунаттисем, — ҫаксем пурте, уйрӑмшарӑн сыпӑнса, Бунчук куҫӗ умне Анна сӑнарне туллин те чӗррӗн иле-иле тухрӗҫ. Вӑл хӗрӗн ачаш туйӑмлӑ романтизмпа хумханса чӳхенекен калаҫӑвне, унпа пӗрле чӑтса ирттернӗ хуйхӑ-суйхӑпа савӑнӑҫлӑ самантсене аса илсе тухрӗ. Ҫаксем пурте тепӗр хут тӗплӗн те хӑвӑрт аса килнипе Бунчукӑн асапӗ халӗ пушшех йывӑрланса ҫитрӗ.

Пуйӑс ҫинчен анма приказ пулсан, ӑна вӑратрӗҫ. Вӑл ура ҫине тӑчӗ те, сӳрӗккӗн хатӗрленсе, вакунран тухрӗ. Унтан япаласене ҫӗклесе тухма пулӑшкаларӗ. Ҫавнашкалах сӳрӗккӗн лав ҫине ларчӗ, малалла кайрӗ.

Ҫумӑр вӗтӗртетсе ҫӑвать. Ҫул хӗрринчи лутра курӑк пӗтӗмпех йӗпенсе кайнӑ.

Ҫеҫен хир. Ҫил сӑрт ҫамкисемпе тип варсем тӑрӑх ирӗклӗн каскӑнланса ҫӳрет. Инҫетри тата ҫывӑхри хуторсем, пӗчӗк ялсем курӑнаҫҫӗ. Хыҫалта пӑравуссен тӗтӗмӗ йӑванса йӑсӑрланать, станци ҫурчӗсен хӗрлӗ тӑваткалӗсем курӑнкаласа юлаҫҫӗ. Белая Калитвара кӗрешнӗ лавсем хӗрӗхӗн ытла ҫул тӑрӑх тӑсӑлса куҫаҫҫӗ. Лашасем майӗпен утаҫҫӗ. Ҫумӑрпа шӳнӗ хӑйӑрлӑ хура тӑпра ҫийӗн пыма йывӑр. Пылчӑк, урапа кустӑрмисем ҫумне чӑлханса, хура мамӑк ярӑмӗ пек явӑнса пырать. Умра тата хыҫалта Белокалитвенск тӑрӑхӗнче ӗҫлекен шахтерсем эшкерленсе утаҫҫӗ. Вӗсем хӗвелтухӑҫне — пуҫсӑрланакан казаксенчен аяккарах тарса кайма ҫул ҫине тухнӑ. Хӑйсемпе пӗрле ҫемйисене, ӑпӑр-тапӑр кивӗ япалисене илнӗ.

Грачи разъезчӗ патӗнче экспедици лавӗсене Романовскипе Щаденко хӗрлӗ гвардеецӗсен ҫапӑҫусенче тӑрмаланнӑ отрячӗсем хӑваласа ҫитрӗҫ. Салтаксен пичӗсем ҫӗр пек хуралса кайнӑ; вӗсем йывӑр ҫапӑҫусемпе, йӗркеллӗ ҫывӑрайманнипе тата выҫӑллӑ-тутӑллӑ пурнӑҫпа хӑшкӑлса халтан кайнӑ. Щаденко Подтелков патне пычӗ. Унӑн мӑйӑхне акӑлчанла кастарнӑ тата шӗвӗртерех ҫинҫе сӑмсаллӑ илемлӗ пит-куҫӗ имшеррӗн курӑнать. Бунчук, вӗсен ҫывӑхӗнчен иртсе кайнӑ май, Щаденко, куҫ харшисене тӗмескелентерсе, ҫилӗллӗн те ӗшенчӗклӗн каланӑ сӑмахсене илтрӗ:

— Мӗн мана калатӑн? Пӗлместӗп-им хамӑн атьсене? Начар пирӗн ӗҫсем, ҫитменнине, нимӗҫсем унта, ҫӗр шӑтӑкне анса кайманскерсем! Халь хӑҫан пухма ӗлкӗретӗн?

Унпа калаҫнӑ хыҫҫӑн сӑнран ӑмӑрланса тата палӑрмаллах хумханса кайнӑ Подтелков хӑйӗн кӳмине хӑваласа ҫитрӗ те урапа ҫине тӑрса ларнӑ Кривошлыкова пӑлхавчӑклӑн темскер калама тытӑнчӗ. Вӗсем ҫине пӑхса пынӑ май Бунчук ҫакна курчӗ: Кривошлыков хӑрах чавси ҫине тайӑнса, сывлӑша каснӑ пек аллипе сулчӗ те умлӑн-хыҫлӑн темиҫе сӑмах каласа тӑкрӗ. Подтелков вара хавасланнӑ пек пулчӗ, тачанка ҫине сиксе ларчӗ; ултӑ пӑт таякан батарееца ҫӗкленипе тачанкӑн хӗрринчи кашти хуллен нӑчӑртатса илчӗ. Ямшӑк утсене чӑпӑрккапа ӑшалантарчӗ; чӑмаккаллӑ ҫӑра пылчӑк ҫул айккине сирпӗнсе юлчӗ.

— Хӑвала! — куҫне хӗстерсе кӑшкӑрчӗ Подтелков, сӑран пиншакне ҫиле хирӗҫ уҫса пӑрахса.

Сайт:

 

Статистика

...подробней