Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: LX

Раздел: Лӑпкӑ Дон. 3-мӗш кӗнеке –> Улттӑмӗш пайӗ

Автор: Аркадий Малов

Источник: Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Добавлен: 2020.03.21 00:23

Предложений: 359; Слово: 3200

Тип текста: Прозаичное произведение

По-русски Тема: Не указано

Мӑн Кӑмрӑк витӗр тухакан ҫул пӗр вырӑнта хӑмӑр кӑвак тӗслӗ лаптак чултан купаланӑ хӳме ҫумӗнчен ҫаврӑнса иртет, унтан тӑруках Дон еннелле пӑрӑнать те тарӑн мар тип ҫырмари пӗрене сарнӑ кӗпер патнелле анса каять.

Хӑйӑрпа, тӗрлӗрен вак чулпа витӗннӗ ҫырма тӗпӗ типӗ ҫанталӑкра саррӑн курӑнса выртать; ҫуллахи шалкӑм ҫумӑр хыҫҫӑн вара унта пӑтранчӑк шыв шарлакӗсем сӑрт ҫинчен кӗрлесе анса пӗр юхӑма пӗрлешеҫҫӗ те, шыв, чулсене йӑвантарса, анаталла шавлӑн вирхӗнсе, Дона ыткӑнса тухать.

Унашкал кунсенче кӗпере шыв илет, анчах нумайлӑха мар: тепӗр икӗ сехетренех сӑрт-тусем ҫинчен урӑм-сурӑм пӗтӗрӗнсе юхса аннӑ шыв, нумай пулмасть пахчасене тустарса, ҫатан картасене юпи-мӗнӗпе йӑвантарса кайнӑскер, майӗпен-майӗпен чакса пырать те унтан кӗҫех ҫырман ҫаралса юлнӑ тепӗнче пурӑпа нӳрӗк шӑрши кӗрекен, шыв ҫуса кайнӑ йӗпе чулсем вӗр-ҫӗнӗ тӗспе ҫуталма тытӑнаҫҫӗ. Ҫав вак чулсен хӗррисенче, хӑмӑррӑн курӑнса, юшкӑн тӑпри йӑлтӑртатса выртать.

Ҫырман икӗ айккипе тирексемпе хӗрлӗ ҫӳҫесем ҫӑран ашкӑрса ӳсеҫҫӗ. Вӗсен хӳттинче ҫуллахи чи шӑрӑх кунсенче те уҫӑ.

Сулхӑн вырӑн илӗртнипе, кӗпер патне Вешенски иногородникӗсен дружини вырнаҫнӑ. Вунпӗр ҫынна заставӑна тӑратнӑ. Беженецсен лавӗсем хутора килсе тухиччен дружинниксем кӗпер айӗнче картла выляса выртрӗҫ, чӗлӗм туртрӗҫ, ҫаппа-ҫарамасланса, кӗпи-йӗмӗсен ҫӗввисене салтакӑн тӑрана пӗлми пыйти-шӑркинчен тасатрӗҫ, иккӗшӗ взвод командирӗнчен ыйтса Дон хӗррине шыва кӗме кайрӗҫ.

Анчах кану кӗске вӑхӑта кӑна пычӗ. Кӗҫех кӗпер патне лавсем йӑтӑнса ҫитрӗҫ. Вӗсем ӗнтӗ татти-сыпписӗр килсе тӑма пуҫларӗҫ. Ыйхӑллӑ сулхӑн тӑкӑрлӑк тӳрех ҫынсемпе тулса ларчӗ, шӑв-шав тапранчӗ. Дон сӑрчӗ ҫинчен лавсемпе пӗрле ҫеҫенхирти йӳҫек сывлӑш та хутора чӑлханса ҫитрӗ тейӗн — сывлама пӑчӑ пулса килчӗ.

Застава начальникӗ, вӑлах дружинӑри 3-мӗш взвод командирӗ, — хӑмӑртарах кӗске сухалне касса тикӗсленӗ, пысӑк та ачанни пек чармак хӑлхаллӑ, ҫӳллӗ кӗлеткеллӗ типшӗм унтер-офицер, — аллине кивелсе кайнӑ наган кобури ҫине хурса, кӗпер патӗнче тӑчӗ. Вӑл ҫирӗм лава яхӑн пӗр чармасӑр ирттерсе ячӗ, анчах тахӑш урапа ҫинче ҫирӗм пилӗк ҫулсенчи ҫамрӑк сӑнлӑ кӑвака асӑрхарӗ те кӗскен хушрӗ:

— Тӑр!

Казак, питне-куҫне шӑмарса, тилхепене карӑнтарса тытрӗ.

— Хӑш чаҫран? — хаяррӑн ыйтрӗ взвод командирӗ, урапа ҫывӑхнех пырса. Мӗскер кирлӗ сире?

— Хӑш чаҫран, тетӗп. Ну?

— Рубежин сотнинчен. Хӑвӑр камсем эсир? Ан!

— Камсем вара эсир?

— Ан, тенӗ сана!

Взвод командирӗн ҫаврака хӑлха ҫунаттисем кӑвар пек хӗрелсе кайрӗҫ. Вӑл кобурине уҫса наганне кӑларчӗ те сулахай алла илсе тытрӗ. Казак тилхепене арӑмне пачӗ, урапа ҫинчен сиксе анчӗ.

— Мӗншӗн чаҫра мар? Ӑҫта каятӑн? — тӗпчеме пуҫларӗ взвод командирӗ.

— Чирлесе выртрӑм. Халӗ Базкине каятӑп… Ҫемьепе пӗрле каятӑп.

— Документ пур-и чирлени ҫинчен?

— Ӑҫтан пултӑр вӑл? Сотня ҫумӗнче хвершӑл пулман пирӗн…

— А, пулман?.. Ну-ка, Карпенко, ӑсат ӑна шкула!

— Ҫапах та, камсем пулатӑр хӑвӑр?

— Унта ак кӑтартатпӑр сана камне!

— Манӑн хамӑр чаҫа каймалла. Право ҫук сан мана тытса тӑма!

— Хамӑр сана унта яратпӑр. Хӗҫпӑшал ҫумӑнтах-и?

— Винтовка ҫеҫ.

— Ил, хӑвӑртрах, тенӗ! Атту халех ак хӑлха чикки тыттарса яратӑп! Ҫамрӑк ху, йытӑ ҫури, ҫапах хӗрарӑм арки айӗнче пытанатӑн! Пирӗн-и хӳтӗлемелле сана? — Унтан йӗрӗнчӗклӗн хыҫалтан кӑшкӑрчӗ:  — Манн-ка!

Казак урапа ҫитти айӗнчен винтовка кӑларса илчӗ, арӑмне аллинчен тытрӗ, ҫынсем умӗнче чуптумарӗ, арӑмӗн кӑштӑркка аллине пӗр хушӑ хӑйӗн аллинче чӑмӑртаса тӑчӗ ҫеҫ, унтан темскер пӑшӑлтатса каларӗ те дружинник хыҫҫӑн шкул еннелле утса кайрӗ.

Тӑкӑрлӑкра чыхӑнса тулнӑ лавсем кӗпер урлӑ аслати пек кӗмсӗртетсе каҫса кайрӗҫ.

Застава сехет хушшинче аллӑ дезертир патне тытса чарчӗ. Хӑшӗ-пӗри хирӗҫ тӑма пӑхрӗ, уйрӑмах Елански станицӑри Анат Кривски хуторӗнчен пӗр вӑрӑм мӑйӑхлӑ, теветкел сӑнлӑ, ҫулланнӑ казак хытӑ чӑрсӑрланчӗ. Застава начальникӗ урапа ҫинчен анма хушсан, вӑл учӗсене пушӑпа туртса касрӗ. Икӗ дружинник ҫавӑнтах лашасене йӗвенӗсенчен ярса тытрӗҫ, анчах кӗпер леш енче ҫеҫ чарма пултарчӗҫ. Казакӗ, ним шухӑшласа тӑмасӑр, кӗҫҫе айӗнчен американски винчестер туртса кӑларчӗ те пеме хатӗрленсе хулпуҫҫийӗ ҫумне тӗревлерӗ.

— Пӑрӑн ҫул ҫинчен!.. Вӗлеретӗп, йытӑ!

— Ан, ан! Пирӗн приказ: пӑхӑнманнисене персе пӑрахма хушнӑ. Эпир хӑвна сана маларах леш тӗнчене ӑсататпӑр!

— Муж-жик-се-е-ем!.. Ӗнер хӗрлисемччӗ-ха, паян казаксене вӗрентесшӗн-и?.. Шӑршлӑ шӑрка!.. Пӑрӑн, юсатӑп ак!..

Урине хӗлле сыракан ҫӗнӗ тӑлавар чӗркенӗ пӗр дружинник урапан малти кустӑрми ҫине сиксе тӑчӗ те кӗске тытӑҫура хӑвӑртах казак аллинчи винчестера тӑпӑлтарса илчӗ. Казак кӗлеткипе кушак пек авӑнса аллине ҫитӗ айне чиксе ячӗ, йӗнӗрен хӗҫ туртса кӑларчӗ те, чӗркуҫҫи ҫине тӑрса, сӑрланӑ сиктӗрме сӑпки урлӑ кармашса, вӑхӑтра пӑрӑнса ӗлкӗрнӗ дружинникӑн пуҫне темле кӑна хӗҫ вӗҫӗпе лектермерӗ.

— Тимуш, пӑрах, Тимунь! Ох, Тимуш!.. Кирлӗ мар апла!.. Ан ҫыхлан, вӗлереҫҫӗ сана!.. — аллисене хуҫкаласа макӑрчӗ асар-писер тилӗрсе кайнӑ казакӑн илемсӗр сӑн-питлӗ хытанка майри.

Анчах казак, урапа ҫине пӗтӗм кӗлеткипе ҫӗкленсе тӑрса, кӑваккӑн йӑлтӑртатакан хӗҫӗпе татах та вӑрахчен хӑлаҫланчӗ, дружинниксене урапа ҫывӑхне ямарӗ, куҫӗсене урса кайнӑ пек мӗкӗлтеттерсе, усал сӑмахсемпе хӑйӑлтатса ятлаҫрӗ: «Ппӑ-ӑ-ӑрӑннн!.. Касса ваклатӑп!»

Унӑн хура хӑмӑр пичӗ шӑнӑр хутлатнӑ пек туртӑна-туртӑна илчӗ, сарӑрах вӑрӑм мӑйӑхӗ айӗнче шурӑ сурчӑк кӑпӑкланчӗ, кӑвакрах шурӑ куҫ улмисем пушшех те ытларах юнпа тулчӗҫ.

Хӗҫне аран тӑпӑлтарса илчӗҫ, унтан ӑна, ҫӗре сӗтӗрсе антарса, ҫыхса пӑрахрӗҫ. Теветкел казак мӗншӗн ҫавнашкалах пит хаярланса кайнине пӗлме йывӑр пулмарӗ: урапине ухтарчӗҫ те пӗр витре кӗрекен кӑкшӑмри малтан юхтарса илнӗ чи хӑватлӑ сӑмакуна пуҫлани палӑрчӗ…

Тӑкӑрлӑкра лавсем чыхланса тулчӗҫ. Вӗсем ниҫта иртмелле мар ҫӑтӑ кӗпӗрленсе хӗсӗннӗ пирки, вӑкӑрсемпе лашасене тӑварма, урапасене алӑ вӗҫҫӗн кӗпер патне сӗтӗрсе тухма тиврӗ. Тышласемпе туртасем шӑтӑр-шатӑр хуҫӑлчӗҫ; пӑвансем сырса илнӗ утсемпе вӑкӑрсем, хуҫисем кӑшкӑрашнине илтмесӗр, ывӑнчӑклӑн чӑхӑмласа, хаяррӑн ҫухӑрашрӗҫ, ҫатан картасем ҫине кӗре-кӗре кайрӗҫ. Ятлаҫнӑ, кӑшкӑрашнӑ, пушӑсем шӑхӑрса ҫатлатнӑ, хӗрарӑмсем ӳлесе йӗнӗ сасӑсем кӗпер патӗнче татах чылайччен илтӗнсе тӑчӗҫ. Хыҫалти лавсем пӑрӑнса тухма май пур вырӑнсенче каялла ҫаврӑнчӗҫ, Дон патне Базкинче анас шутпа каллех аслӑ ҫул ҫине улӑхрӗҫ.

Арестленӗ таркӑнсене Базкине конвойпа ӑсатрӗҫ, анчах хӗҫпӑшал пурин те ҫумра пулнӑ пирки, конвой вӗсене чарма пултараймарӗ. Кӗпер урлӑ каҫсанах конвойпа арестленисем хушшинче тытӑҫу пулса иртрӗ. Тепӗртакран дружинниксем Мӑн Кӑмрӑка таврӑнчӗҫ, дезертирсем, йӗркене пӑсмасӑр, хӑйсемех Вешенскинелле кайрӗҫ.

Мӑн Кӑмрӑк хуторӗнче Прохор Зыкова та тытса чарчӗҫ. Вӑл Григорий Мелехов панӑ отпуск хутне кӑтартрӗ те, ӑна ним сӑмахсӑрах ирттерсе ячӗҫ.

Базкине вӑл каҫ пулас умӗн ҫитрӗ. Чир хуторӗсенчен йӑтӑнса килнӗ пиншер лавсем мӗнпур урамсемпе тӑкӑрлӑксене картласа хунӑ. Дон патӗнче асар-писер хӗвӗшӳ пырать. Беженецсем пӗтӗм ҫырана, икӗ ҫухрӑм тӑршшӗ, лавсемпе тултарса лартнӑ. Аллӑ пине яхӑн халӑх, вӑрман тӑрӑх сапаланса, леш енне каҫма черет кӗтет.

Вешенскине хирӗҫ, Дон урлӑ, батарейӑсемпе штабсене, ҫар япалисене паромпа ӑсатрӗҫ. Пехотӑна пӗчӗк кимӗсемпе каҫарчӗҫ. Кимӗсем, виҫ-тӑватшар ҫын лартса, вуншарӑн Дон тӑрӑх кумса ҫӳрерӗҫ. Шыв хӗрринче, пристань патӗнче, хӑрушла хӗвешӳ пуҫланса кайрӗ. Арьергардра юлнӑ утлӑ ҫар ҫаплах курӑнмарӗ-ха. Чир енчен сав-ҫавах тупӑ сассисем кӗмсӗртетсе килеҫҫӗ, ӗнӗк-ҫунӑкӑн йӳҫек шӑрши пушшех чуна витерсе тӑвӑрлатать.

Дон урлӑ тул ҫутӑличчен каҫарчӗҫ. Ҫӗрле вуникӗ сехет тӗлне малтанхи утлӑ сотньӑсем ҫитрӗҫ. Кӑвак ҫутӑлла вӗсем каҫма пуҫламалла.

Прохор Зыков 1-мӗш дивизин утлӑ чаҫӗсем халӗ те килменнине пӗлчӗ те хӑйӗн сотнине Базкинче кӗтсе илме шутларӗ. Базкинчи больница карти патне капланса тулнӑ кӳмесем хушшипе вӑл аран лашине чӗлпӗр вӗҫҫӗн ҫавӑткаласа тухрӗ, йӗнерленипех темле урапа ӳречинчен кӑкарчӗ те, ҫӑварлӑхне кӑларса, кӳмесем патне паллакан ҫынсене шырама кайрӗ.

Дамба патӗнче аякран Аксинья Астаховӑна асӑрхарӗ. Аксинья кӑкӑрӗ ҫумне пысӑк мар ҫыхӑ чӑмӑртаса тытнӑ, кофтине хулпуҫҫийӗ ҫинчен уртса, Дон еннелле утса пырать. Унӑн тӳрех куҫа курӑнса каякан хитре сӑн-пичӗ ҫыран хӗрринче кӗпӗрленсе тӑнӑ пехотинецсене ӑмсантарса илӗртрӗ. Вӗсем ӑна темле намӑс сӑмахсем каларӗҫ, кулнӑ чух тарлӑ, тусанланса пӗтнӗ пичӗсенче шӑлӗсем шуррӑн курӑнса ейӗлчӗҫ, кӑмӑл тулли ахӑлтатса кулни, ӑйӑрла кӗҫенсе ахӑрашни илтӗнчӗ. Кӗпине йӳле та ҫӳллӗ кӗлеткеллӗ, шурӑ ҫӳҫлӗ казак, ҫӗлӗкне каялла каҫӑртса лартнӑскер, ӑна хыҫалтан пырса ыталарӗ, тутипе Аксиньйӑн кӗре ӳтлӗ ҫаврака мӑйне сӗртӗнчӗ. Аксинья казака аллипе чышса ячӗ те, тутине хаяррӑн йӗрсе, хуллен темскер каларӗ. Пурте ахӑлтатса ячӗҫ. Казак ҫӗлӗкне хыврӗ, хулӑннӑн хӑйӑлтатса каларӗ: «Эх, инкеккей! Пӗрре ҫеҫ хӑть эсӗ!»

Аксинья, уттине хӑвӑртлатса, Прохор умӗнчен иртрӗ. Унӑн купшек тути йӗрӗннӗ пек кулӑпа чӗтрет. Прохор сасӑ памарӗ ӑна, куҫӗсемпе халӑх ушкӑнне ухтарчӗ, хутор ҫыннисене шырарӗ. Туртисемпе тышлисене пӗлӗтелле каҫӑртса тӑракан кӳмесем хушшипе хуллен утса пынӑ чух вӑл ӳсер сасӑсене, ҫынсем пӗр-пӗринпе калаҫкаласа кулнине илтрӗ. Урапа айне сарса хунӑ ҫӗтӗк ҫитӗ ҫинче виҫӗ старик ларать. Пӗрин чӗркуҫҫийӗ хушшинче — кӑмӑшка витри. Хӗрӗнкӗ стариксем тупӑ кӗпҫинчен тунӑ пӑхӑр куркапа черетлӑн кӑмӑшка ӑсса ӗҫеҫҫӗ, типӗтнӗ пулӑ кӑшлаҫҫӗ. Сӑмсана кӳ пырса ҫапнӑ сӑмакунпа тӑвар каснӑ пулӑн хӗрӳ шӑршине туйса, выҫса ҫитнӗ Прохор ирӗксӗр ҫӗртен чарӑнса тӑчӗ.

— Служивӑй! Ӗҫ пирӗнпе мӗн ырри-пурришӗн! — чӗнчӗ ӑна стариксенчен пӗри.

Прохор йӑлӑнтарса тӑмарӗ, пырса ларчӗ те малтан сӑхсӑхса илчӗ, унтан кула-кулах тараватлӑ мучи аллинчен кӑмӑшка шӑрши тутлӑн кӑтӑклантарса кайнӑ куркана илчӗ.

— Ӗҫсе юл сывӑ чух! Ме ак, ҫырт ҫупах. Ватӑ ҫынсенчен йӗрӗнме юрамасть, йӗкӗт. Ватӑ ҫынсем вӗсем — ӑслӑ халӑх! Сирӗн, ҫамрӑксен, пирӗнтен пурнӑҫа пурӑнма вӗренес пулать тата… эрех ӗҫме те, — нӗрлесе калаҫрӗ тепӗр мучукӗ, катӑк сӑмсаллӑскер, ҫӳлти тутине шӑл туни таранах темскер ҫисе янӑскер.

Прохор сӑмсасӑр мучи ҫине шиклӗн пӑхкаласа ӗҫрӗ. Иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш куркасем хушшинче чӑтаймарӗ, ыйтрӗ:

— Асса-тӗссе, сӑмсасӑрах юлтӑн пулать-и, асатте?

— Ҫу-у-ук, чунӑм! Шӑнса пӑсӑлнӑран вӑл. Пӗчӗк чух хытӑ шӑннӑччӗ те, ҫавӑн хыҫҫӑн пӑсӑлса юлчӗ.

— Эпӗ сан пирки урӑхла шухӑшласа ҫылӑха кӗтӗм: сӑмси намӑс чирпе чирлесе пӗтнӗ пулӗ-ха, терӗм. Тата ҫав йӗксӗке лектерсе курас марччӗ! — пӗр пытармасӑр йышӑнчӗ Прохор.

Мучи ҫавӑн пек шантарнипе лӑпланса, вӑл тутипе выҫкӑннӑн курка патне тӗршӗнчӗ, хальхинче ним шикленмесӗр, сывлӑш ҫавӑрмасӑр куркана тӗплерӗ.

— Пӗтет пурнӑҫ! Мӗнле ӗҫмӗн-ха унашкал чух! — ҫухӑрашрӗ сӑмакун хуҫи, тӑлпан хул-ҫурӑмлӑ тӗреклӗ мучи. — Турттарса килтӗм ак икҫӗр пӑт тулӑ, пинӗшне килте хӑвартӑм. Пилӗк мӑшӑр вӑкӑрпа килтӗм, вӗсене ав кунтах пӑрахса хӑварма тивет. Ара, ху хыҫӑнтан Дон урлӑ сӗтӗрсе каҫаймастӑн-ҫке ҫав ӗнтӗ! Пӗтӗм пурлӑх-тупрам пӗтет! Юрлас килет! Ӗҫӗр-ҫийӗр, станишниксем! — Старик хӗремесленсе кайрӗ, куҫӗсем куҫҫульпе шывланчӗҫ.

— Ан макӑраш, Трофим Иваныч. Мускав — ӗненсех пӗтермест вӑл ҫын куҫҫульне. Сывӑ юлсан — татах пухӑпӑр! — ӳкӗтлеме пӑхрӗ тусне сӑмсипе нӗрлесе калаҫакан старик.

— Мӗнле-ха макӑрам мар? ! — сассине хӑпартрӗ пичӗ куҫҫульпе нӗрсӗрленнӗ старик. — Тырӑ ҫухалать! Вӑкӑрсем вилсе пӗтеҫҫӗ. Киле-ҫурта хӗрлисем вут тӗртсе ҫунтарса яраҫҫӗ! Кӗркуннепе ывӑла вӗлерчӗҫ! Мӗнле макӑрашам мар эпӗ! Кам валли мул пухрӑм? Ҫу каҫиччен тарпа касӑла-касӑла вунӑ кӗпе таран хулпуҫҫинчен татӑлса тухатчӗ, халӗ ак ҫаппа-ҫарамас тӑрса юлатӑп… Ӗҫ!

Калаҫнӑ хушӑра Прохор кӑмака питлӗхӗ пек сарлака ҫупаха ҫисе ячӗ, ҫичӗ курка кӑмӑшка янклаттарчӗ, ури ҫине аран тӑракан пуличчен ӗҫсе лартрӗ.

— Служивӑй! Пирӗн хӳтлӗхӗмӗр! Кирлӗ-и, лашу валли сӗлӗ парса ярам? Мӗн чухлӗ кирлӗ?

— Пӗр михӗ! — йӗри-тавралла сӳрӗккӗн пӑхкаласа йӗрсе ячӗ Прохор.

Старик ӑна пӗр пысӑк михӗ лайӑх алласа тасатнӑ сӗлӗ тултарса пачӗ, ҫӳрӑм ҫине хума пулӑшрӗ.

— Миххине каялла килсе пар! Ан ман, тархасшӑн! — тилмӗрчӗ вӑл Прохора ыталанӑ май ӳсӗр куҫҫулӗпе макӑрса.

— Ҫук, килсе памастӑп. Каларӑм килсе памастӑп тесе — сначчӑт, памастӑп… — темшӗн кутӑна печӗ Прохор.

Вӑл урапа патӗнчен лӑнк-ланк тайкаланса утса кайрӗ. Михӗ ӑна енчен-енне сулӑнтарчӗ, пилӗкне авса пычӗ. Прохора халь йӑплака пӑрпа витӗннӗ ҫӗр тӑрӑх утнӑ пек туйӑнчӗ; урисем шӑва-шӑва кайрӗҫ, таканламан лаша урисем асӑрханса пӑр ҫине пырса кӗнӗ чух чӗтренӗ пек вӗттӗн тӑрӑлтатса чӗтрерӗҫ. Тайкаланкаласа тепӗр темиҫе утӑм кайнӑ хыҫҫӑн, Прохор чарӑнса тӑчӗ. Пулнӑччӗ-и пуҫра ҫӗлӗк, ҫук-и? — ниепле аса илме пултараймарӗ. Урапаран кӑкарнӑ шурӑ пуҫлӑ тур лаша сӗлӗ шӑршине сисрӗ те, пуҫӗпе михӗ патнелле туртӑнса, ӑна кӗтессинчен ҫыртса илчӗ. Тырӑ михӗ ҫурӑлнӑ вырӑнтан ҫемҫен йӑштӑртатса юхма тапратрӗ. Прохора ҫӑмӑлтарах пулса килчӗ, каллех малалла утса кайрӗ.

Тен, вӑл сӗлӗ юлашкине лаши патне илсе ҫитеретчӗ те пулӗ-ха, анчах иртсе пынӑ чух пӗр пысӑк вӑкӑр ӑна хӑйӗн вӑкӑрла йӑлипе сасартӑк чалӑшшӑн тӳплеттерсе тапса ячӗ. Вӑкӑрне ӳпре-пӑван аптӑратса тинкине кӑларнӑ-мӗн, — шӑрӑхпа тата ывӑннипе хӑшкӑлса ҫитнӗ те, ҫынсене ҫывӑха та пыртармасть. Ҫав кун вӑкӑрсене пула пӗрре ҫеҫ мар нуша тӳссе пӑхнӑ Прохор аяккалла ывтӑнса кайрӗ, пуҫӗпе урапа кӳпчекне ҫапӑнчӗ те мӗнле ӳкнӗ ҫаплах ҫывӑрса кайрӗ.

Ҫур ҫӗр иртсен тин вӑл ыйхӑран вӑранчӗ. Ун тӗлӗпе, тӗксӗм кӑвак тӳпе тӑрӑх, тӑхлан тӗслӗ сӑрӑ ҫумӑр пӗлӗчӗсем хӑвӑрт хӗвеланӑҫнелле йӑсӑрланса куҫаҫҫӗ. Пӗлет хушшинчен самантлӑха сӗвек аяклӑ ҫамрӑк уйӑх ҫутатса пӑхрӗ те унтан каллех тӳпе ҫумӑр пӗлӗчӗсемпе хупланчӗ, тӗттӗмре витӗр касакан уҫӑ ҫил пушшех вӑйланнӑ пек туйӑнчӗ.

Ҫӗр ҫинче йӑваланса выртакан Прохор ҫывӑхӗнченех, урапа леш енӗпе, утлӑ ҫар иртсе пырать. Тимӗр таканлӑ питӗ нумай ут ури айӗнче ҫӗр йывӑррӑн йынӑша-йынӑша ахлатать. Лашасем ҫумӑра сиссе тулхӑраҫҫӗ; хӗҫсем йӗнер йӑранисене ҫапӑнса чӑнкӑртатаҫҫӗ, чикарккӑсен хӗрлӗ ҫутисем йӑлтлата-йӑлтлата илеҫҫӗ. Иртсе пыракан сотньӑсенчен ут тарӗпе чӗн амуницин йӳҫек шӑрши ҫапать.

Прохор — службӑра пулса курнӑ ытти казаксем пекех — вӑрҫӑ ҫулӗсенче утлӑ ҫартан кӑна кӗрекен ҫав хутӑш шӑршӑпа тӑванлашса ҫитрӗ. Казаксем ӑна Пруссипе Буковинӑран тытӑнса Дон ҫеҫенхирӗсем таран хӑйсемпе пӗрле ҫӳретрӗҫ, вӑл вара, кавалери чаҫӗн сирӗле пӗлми шӑрши, ҫуралнӑ кил шӑршипе пӗрех чуна ҫывӑх та тӑван пулчӗ. Кӗске сӑмса ҫунаттисене выҫӑхса ҫитнӗ пек вылятса, Прохор мухмӑр-сухмӑрлӑ йывӑр пуҫне ҫӗклесе пӑхрӗ.

— Ку мӗнле часть, тӑвансем?

— Утлӑ… — тӗттӗмрен шуххӑн хуравларӗ хулӑнрах сасӑ.

— Кам чаҫӗ, тетӗп?

— Петлюрӑн… — хуравларӗ ҫав сасах.

— Йӗксӗк мар-и!.. — Прохор кӑштах кӗткелесе выртрӗ, унтан тепре ыйтрӗ:  — Мӗнле полк юлташсем?

— Боковскин.

Прохор ура ҫине тӑма хӑтланнӑччӗ, анчах пуҫра юн йывӑррӑн талтлатса ҫӳрерӗ, ӑш лӗкленни пыр патне капланса хӑпарчӗ. Прохор каллех выртрӗ, ҫывӑрса кайрӗ. Шурӑмпуҫ ҫуталса килнӗ тӗле Дон енчен пурӗ те сивӗ варкӑш юхма пуҫларӗ.

— Вилмен-и? — ыйхӑ тӗлӗшпе илтрӗ Прохор хӑй тӗлӗнчи сасса.

— Ӑшах… вирлӗ ӗҫсе лартнӑ! — Прохор хӑлхи патӗнченех хуравларӗ тахӑшӗ.

— Сӗтӗрсе кайса пӑрахӑр эсреле! Сарӑлса выртнӑ, шӑршлӑ виле пек! Ну-ка, тыттарӑр ӑна лайӑх кӑна хӑлха чикки!

Юланутлӑ ҫын ҫаплах тӑна кӗреймен Прохора сӑнӑ аврипе ыраттармаллах айӑкӗнчен чышса илчӗ, тахӑшӗ ӑна урисенчен ярса тытрӗ, аяккалла сӗтӗрчӗ.

— Сирӗр кӳмесене! Йытӑ виллисем пек выртаҫҫӗ! Тупнӑ ыйхӑ тӗшӗрмелли вӑхӑт! Хӗрлисем кӗҫ-вӗҫ хӳре ҫине ҫитсе пусаҫҫӗ, вӗсем ав килти пек ҫывӑрса выртаҫҫӗ! Сирсе тӑратӑр кӳмесене, батарея иртсе каять. Хӑвӑрт!.. Картласа хунӑ ҫула… Ну, ха-а-халӑх та! — янӑрашрӗ хаяр сасӑ.

Хӳмесем ҫинче тата вӗсен айӗнче ҫывӑракан беженецсем хускалма пуҫларӗҫ. Прохор ура ҫине сиксе тӑчӗ.

Ун ҫумӗнче винтовки те, хӗҫӗ те ҫук, сылтӑм уринчи атти таҫта ҫӗтнӗ, — вӗсене йӑлтах вӑл ӗнерхи ӗҫкӗ хыҫҫӑн ҫухатса пӗтерме ӑс ҫитернӗ. Йӗри-тавралла ним ӑнланмасӑр пӑхкаласа, вӑл япалисене урапа айӗнче шырасшӑнччӗ, анчах шӑп ҫав тӗле килсе тухнӑ батарейӑри ездовойсемпе лавҫӑсем, утсем ҫинчен анса, урапана ун ҫине купаласа тултарнӑ арчасемпе пӗрле ним шеллесе тӑмасӑр тӳнтерсе ячӗҫ, тупӑсене иртме пӗр самантрах ҫул хатӗрлерӗҫ.

— Атя-а-а!..

Ездовойсем лашисем ҫине утланчӗҫ. Темиҫе татӑкран сыпса ҫӗленӗ сарлака пичев чӗнӗсем кӑртах туртӑнса карӑнчӗҫ. Ҫиелтен чехол тӑхӑнтарнӑ тулӑсен ҫӳллӗ кустӑрмисен ланкашкаллӑ вырӑнта лачӑртатса илчӗҫ. Заряд ещӗкӗ урапа тышлине тӗнӗлӗпе ҫакланса хуҫса пӑрахрӗ.

— Фронта пӑрахатӑр-и? Салташкасем ҫеҫ эсир, чемере шӗкӗлчеменскерсем! — кӑшкӑрчӗ урапа ҫинчен сӑмсапа калаҫакан старик, ӗнер каҫ Прохорпа пӗрле кӑмӑшка ӗҫнӗскер.

Батареецсем шӑпӑрт чӗнмесӗр иртрӗҫ, хӑвӑртрах каҫӑ патне ҫитме васкарӗҫ. Прохор тул ҫути килес умӗнхи ӗнтрӗкре вӑрахчен винтовкипе лашине шыраса ҫӳрерӗ. Тупасси пулмарӗ. Кимӗсем патӗнче тепӗр аттине те хывса шыва ывӑтрӗ, унтан кӑшӑлпа туртса хӗстернӗ пек ыратакан пуҫне чылайччен йӗпетсе аппаланчӗ.

Утлӑ ҫар шыв урлӑ хӗвел тухнӑ чух каҫма пуҫларӗ. Утсем ҫинчен аннӑ казаксем 1-мӗш сотньӑн йӗнерӗсене хывнӑ ҫӗр аллӑ лашине Дон тӳрӗ кӗтес туса хӗвелтухӑҫнелле ҫаврӑнакан вырӑна хӳтерсе пычӗҫ. Курпун сӑмсаллӑ, ҫиллес сӑнлӑ сотня командирӗ, хӗрлӗ сухалӗ куҫӗ таранах шӑртланса ӳснӗскер, каснӑ-лартнӑ хир сысни майлӑ курӑнать. Сулахай алли хӑйӗн юнпа вараланнӑ таса мар бинтран ҫакӑнса пырать, сылтӑммипе ывӑна пӗлмесӗр чӑпӑрккине вылятать.

— Шыв ан ӗҫтерӗр лашасене! Хӑвалӑр! Хӑвалӑр вӗсене! Эсӗ мӗн тата… кап… кап… тӑрма пуҫӗ… шывран хӑратӑн-и?! Кай кӗрсе! Сана сахӑртан туса паман ӑна, ирӗлесех ҫук!.. — хӗрлӗ мӑйӑхӗ айӗнчи асав шӑлӗсене йӗрсе пӑрахса кӑшкӑрчӗ вӑл лашасене шыва хӳтерсе кӗртекен казаксене.

Утсем сивӗ шыва кӗресшӗн пулмасӑр, пӗр ҫӗре кӗпӗрленчӗҫ. Казаксем вӗсене кӑшкӑра-кӑшкӑра хӑваларӗҫ, чӑпӑрккисемпе ӑшалантарчӗҫ. Чи малтан ҫӑлтӑр-хушка ҫамкаллӑ, шурӑ сӑмсаллӑ хура лаша ишсе кайрӗ. Вӑл тин пуҫласа ишмест пулас. Унӑн усӑк купарчине хум пыра-пыра ҫапрӗ, сӳсленчӗк хӳрине аяккалла юхтарчӗ, мӑйӗпе ҫурӑмӗ шывран ҫӳлтерех курӑнса пычӗҫ. Ун хыҫӗнчен, тулхӑра-тулхӑра илсе, юхӑма ҫурса, ытти лашасем кӑпӑкланса юхакан шыва кӗрсе кайрӗҫ. Казаксем вӗсем хыҫӗнчен ултӑ баркаспа ишсе пычӗҫ. Пӗри, кимӗ сӑмси ҫине тӑрса, сых ятне мӑйкӑчлӑ вӗрен хатӗрлесе тытрӗ.

— Ан кай мала! Лашасене юхӑма чалӑшла иштер! Юхтарса кайма ан пар.

Сотня командирӗ аллинчи чӑпӑрккана чӗм кӗчӗ тейӗн, вӑл пуҫ тавра пӗтӗрӗнсе илчӗ те акшарпа вараланса пӗтнӗ атӑ кунчи ҫине ҫатлатса ӳкрӗ.

Хӑвӑрт юхӑм утсене анаталла юхтарчӗ. Хури ҫӑмӑллӑн ыттисенчен икӗ лаша пӗвӗ чухлӗ малта ишсе пычӗ. Сулахай ҫыранӑн хӑйӑрлӑ ӑшӑхлӑхне вӑл пуринчен малтан ҫитсе тухрӗ. Ҫак самантра хура тирекӗн ҫӑра тураттисем хыҫӗнчен хӗвел пӑхса ячӗ те, унӑн хӗрлӗ кӗрен пайӑрки малти лаша ҫурӑмӗ ҫине ӳкрӗ; лашан йӑлтӑртатса тӑракан йӗпе ҫӑмӗ пӗр самантлӑха сӳнми хура ҫулӑм пек ялкӑшса илчӗ.

— Мрыхин кӗсрине астуса пыр! пулӑш ӑна!.. Йӗвенӗпех вӑл. Хӑвӑртрах авӑс! Авӑс, тенӗ!.. — хӑйӑлтатса кӑшкӑрчӗ хир сысни сӑнлӑ сотня командирӗ.

Лашасем чиперех ишсе каҫрӗҫ. Казаксем вӗсене тепӗр енче кӗтсе илчӗҫ, хӑйсен учӗсене тытса йӗвенлерӗҫ. Ку енчен йӗнерсене каҫарма тытӑнчӗҫ.

— Ӗнер ӑҫта ҫунчӗ? — ыйтрӗ Прохор килӗ патне йӗнерсем ҫӗклесе пынӑ казакран.

— Чир тӑрӑх.

— Снарядран хыпса илнӗ-и?

— Мӗн ами снарячӗ пултӑр? — сивлеккӗн хуравларӗ казак. — Хӗрлисем тивертеҫҫӗ…

— Пӗтӗмпех-и? — тӗлӗнчӗ Прохор.

— Ҫу-у-ук… Пуянсен керменӗсене ҫунтараҫҫӗ: тимӗр витнисене е камӑн килӗ-ҫурчӗ хӳхӗм.

— Хӑш-хӑш хутор ҫунчӗ?

— Вислогузовран Грачев таран.

— Пӗлместӗн-и, ӑҫта халӗ Пӗрремӗш дивизи штабӗ?

— Чукаринскинче.

Прохор беженецсен кӳмисем патне таврӑнчӗ. Вӗҫӗ-хӗррисӗр тӑсӑлса кайнӑ стан ҫийӗн пур ҫӗрте те ҫатрака ҫапӑ, сӳтнӗ ҫатан тата типӗ тислӗк ҫунтаракан кӑвайтсен йӳҫӗ тӗтӗмӗ ҫилпе варкӑшса мӑкӑрланать: хӗрарӑмсем ирхи апат пӗҫереҫҫӗ.

Ҫӗр каҫиччен сылтӑм ҫыранӑн ҫеҫенхирти тӑрӑхӗнчен татах темиҫе пин беженец килсе ҫитнӗ.

Кӑвайтсем патӗнче, урапасемпе кӳмесем ҫинче утарти пек сӗрленӗ сасӑсем:

— Хӑҫан черет ҫитет каҫма? Эх, пулмасть кӗтсе илсе!

— Турӑ тавӑртӑр, пӗтӗм тырра Дона тӳнтеретӗп; хӗрлисене ҫеҫ ан пултӑр!

— Паром патӗнче ха-а-алӑх — хура пӗлӗт!

— Эй, турӑ, мӗнле хӑварӑпӑрах арчасене ҫыран хӗрринче?

— Пухрӑмӑр-пухрӑмӑр… Воспоти-Сусе, ҫӳлти атте турӑ!

— Хамӑр хутортан каҫас пулнӑ пулсан…

— Шуйттан сӗтӗрсе килчӗ пуль ҫак Вешкине, эх!

— Паланкасси хуторне тӑнчах ҫунтарса янӑ, теҫҫӗ.

— Тем чӗмери хӗтӗртрӗ паром ҫине…

— Мӗн, юлнӑ пулсан, тивместчӗҫ пуль, тетӗн-и!

— Вӗсен приказӗ ҫапла: казаксене ултӑ ҫулхи ачасенчен тапратса йӳтенӗ ватӑсем таран йӑлтах тураса тӑкмалла.

— Мӑйсене пӑрса яраҫҫӗ пире ку енче… Ну, мӗн-ха ӗнтӗ?

— Пулать ун чух вара какай!..

Сӑрланӑ тавричански урапа патӗнче кӗрнек пӳ-силлӗ, кӑвак куҫ харшиллӗ старик, — сӑнӗпе те, хӑйне ҫиллессӗн тытнинчен те пӑхӑр авӑрлӑ атаман туйине пӗр ҫул мар туяласа ҫӳренӗ хутор атаманӗ пек туйӑнаканскер — хӗрсех калаҫать:

— …ыйтатӑп ӗнтӗ: «Эппин, тетӗп, халӑхӑн ҫыран хӗрринчех вилсе пӗтмелле-и? Хамӑр ӑпӑр-тапӑрпа хӑҫан леш енне каҫса ӗлкӗретпӗр? Хӗрлисем пире ҫаплах тураса тӑкаҫҫӗ!» — тетӗп. Вӗсен благородийӗ калать мана хӑйхи: «Ан кулян, атте! Позици йышӑнатпӑр та пӗтӗм халӑх каҫса пӗтмесӗр те ҫапӑҫма пӑрахмастпӑр. Пуҫа хуратпӑр та, хамӑр арӑмсене, ачасемпе стариксене пӗтме памастпӑр!» — тет.

Кӑвак куҫ харшиллӗ атамана стариксемпе хӗрарӑмсем сырса илнӗ. Вӗсем ун сӑмахӗсене питӗ тимлесе итлеҫҫӗ, унтан пурте пӑлханчӑклӑн кӑшкӑрашма тытӑнаҫҫӗ:

— Апла пулсан мӗншӗн батарея тарчӗ?

— Темле кӑна ҫынсене таптаса каймарӗҫ, тӗрлеттерсех каҫӑ патне тапса сикрӗҫ!..

— Утлӑ ҫар та килчӗ ав…

— Григорий Мелехов фронта пӑрахса кайнӑ, терӗҫ.

— Ара мӗнле йӗрке пулать ку? Вырӑнти халӑха хӑварчӗҫ те, хӑйсем мӗнле?..

— Ҫарсем хӑйсем малтан тараҫҫӗ!..

— Халӗ кам хӳтӗлӗ пире?

— Кавалери ав ишсех каҫса кайрӗ!..

— Кашниншӗн ҫири кӗпе…

— Ара ҫав!

— Пурте сутрӗҫ пире!

— Вилӗм ҫывхарать, акӑ мӗн!

— Хӗрлисем патне стариксене ҫӑкӑр-тӑварпа ямалла. Тен, хӗрхенӗҫ, вӗлерсех пӗтермӗҫ пире.

Тӑкӑрлӑка кӗнӗ ҫӗрте, больницӑн кирпӗчрен тунӑ пысӑк ҫурчӗ патӗнче, юланутлӑ казак курӑнса кайрӗ. Винтовкине йӗнерӗн малти пӗкечинчен ҫакнӑ, симӗспе сӑрланӑ сӑнӑ аври айккинче сулланса пырать.

— Ку Микишка-ҫке ман! — савӑнса кӑшкӑрса ярать ҫие темтепӗр тӑхӑнса тултарнӑ ватӑ хӗрарӑм.

Вӑл тышласем урлӑ сике-сике каҫса, лавсемпе лашасем хушшинчен хӗсӗнкелесе тухса, юланут патне чупать. Казака йӗнер йӑранинчен тытса чараҫҫӗ. Вӑл сӗркӗч пичетлӗ кӑвак пакета пуҫ тӑрринелле ҫӗклет, кӑшкӑрса калать:

— Тӗп штаба донесенипе каятӑп! Ирттерӗр!

— Микишка! Ывӑлӑм! — хумханчӑклӑн ҫухӑрать карчӑк. Унӑн кӑвакарма пуҫланӑ хура ҫӳҫ пайӑркисем савӑнӑҫпа ҫуталнӑ пичӗ ҫине усӑнаҫҫӗ. Карчӑк, чӗтренсе кулса, кӗлеткипе йӗнер йӑранипе лашан тарланӑ айӑкӗ ҫумне тӗршӗнет.

— Пултӑн-и хамӑр хуторта? — ыйтать вӑл.

— Пултӑм. Унта халь хӗрлисем…

— Пӳрт мӗнле пирӗн?..

— Пирӗн чиперех, Федотсенне ҫунтарса янӑ ав. Пирӗн сарайне те хыпса илме пуҫланӑ та, хӗрлисем хӑйсемех сӳнтернӗ. Фетиска пырса каласа кӑтартрӗ. Асли каларӗ, тет: «Чухӑнсен пӗр килне те ҫунса кайма памалла мар, буржуйсенне ҫунтарччӑр», — терӗ, тет.

— Тавах апла пулсан турра! Христос хӑтарса пытӑр вӗсене! — сӑхсӑхса илет хӗрарӑм.

Хаяр сӑнлӑ старик тарӑхсах каять:

— Эсӗ мӗн, тӑхлачӑ! Кӳршӳне ҫунтарса янӑ пулать те — уншӑн «турра тав» темелле-и?

— Шуйттан аҫи те карӑнтарса каяс ҫук ӑна! — хӗрӳленсе те хӑвӑрт мӑкӑртатать карчӑк. — Вӑл хӑй валли татах туса лартать. Ман ҫунса кайнӑ пулсан, эпӗ мӗн — пыйтӑпа лартаттӑмччӗ-и? Хветут вӑл кӑкшӑмӗпе ҫӗр айне ылтӑн пытарнӑ, эпӗ пур… ӗмӗр тӑршшӗпе ҫынсем патӗнче тертлен!

— Ярӑр, анне! Манӑн пакет ҫитерсе пама васкамалла, — тилмӗрет юланут, йӗнер ҫинчен пӗшкӗнсе.

Амӑшӗ лашапа юнашар утса каять, утнӑ ҫӗртех ывӑлӗн хӗвелпе пиҫсе хуралнӑ аллине чуптӑвать те кӳме патне чупать. Юланутлӑ казак ҫамрӑк йӗкӗтӗнни пек ҫинҫе сасӑпа кӑшкӑрать:

— Пӑрӑнӑр! Командующи патне пакетпа каятӑп! Пӑрӑнӑр!

Лаши хӗрсе кайнипе купарчине пӑркалать, ташласа пырать. Ҫынсем кӑмӑлсӑррӑн ун умӗнчен пӑрӑнаҫҫӗ, вӗсене юланут юри майӗпен иртсе пынӑн туйӑнать. Анчах вӑл кӗҫех кӳмесем, вӑкӑрсемпе лашасем хыҫне ҫухалать те, Дон еннелле ҫывхарнӑ май, нумай ҫынлӑ халӑх эшкерӗ урлӑ сӑнӑ силленсе пыни ҫеҫ курӑнакан пулать.

Сайт:

 

Статистика

...подробней