Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫитетӗн (тĕпĕ: ҫит) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унта пирӗн кӗсресем ҫӳреҫҫӗ, эсӗ унта шӑпах хӑвӑн каччусемпе персе ҫитетӗн.

Там наши кобылки пасутся, и ты туда в аккурат явишься со своими женихами.

XIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Халӗ эсӗ мансӑр та ҫитетӗн ӗнтӗ, эпӗ вӗҫтертӗм, мӑнӑн вӑхӑт ҫук!

— Теперь ты и без меня дойдешь, а я побегу, мне дюже некогда!

XVII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Кӑшкӑрса ярасса ҫитетӗн — пушмак кирлех-ҫке-ха ӑна!

Хучь кричи — надо ей чиричонки бы!

19-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Кушак пек чӗрӗскер, Нунча ун умне пӗшкӗнчӗ те, ыттисемпе пӗрле кула-кула: — Хӗрӗм, — терӗ хӑйӗн вӑйлӑ аллипе хӗрӗн сапаланнӑ ҫӳҫне якатса, — ачамҫӑм, пӗлес пулать: чӗре вӑл вӑйӑра, ӗҫре, юратура пиҫет — пурнӑҫ курнӑ хӗрарӑм чӗри вӑл, пурнӑҫа ӑна вӑтӑртан аякка иртсен тин пӗлсе ҫитетӗн… ан кӳрен, хӗрӗм!

Бодрая, словно кошка, Нунча наклонилась над нею, смеясь вместе со многими: — Дитя, — говорила она, поглаживая рассыпавшиеся волосы девушки своей сильной рукой, — дитя, надо знать, что наиболее сильное сердце в забавах, работе и любви — сердце женщины, испытанной жизнью, а жизнь узнаешь далеко за тридцать… дитя, не огорчайся!..

Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.

Суйнӑ чухне ҫынна вӑл тӗрӗс сӑмах каланӑ чухнехинчен те лайӑхрах пӗлсе ҫитетӗн.

Иной раз вранье-то лучше правды объясняет человека…

Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.

Санӑн пултарулӑхна пӗлетӗп эпӗ, Саня, тытӑнсан — хӑваласа ҫитетӗн.

Мне твой характер, Саня, известен: возьмешься — нагонишь.

33-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эхер те эсӗ ҫакӑн хыҫҫӑн та ҫакӑнта Тарантьевсемпе те Алексеевсемпе ларсан, пачах пӑчланатӑн, хӑвӑншӑн ху та йывӑрланса ҫитетӗн.

Если ты и после этого будешь сидеть вот тут с Тарантьевыми и Алексеевыми, то совсем пропадешь, станешь в тягость даже себе.

IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Египета икӗ эрнерен ҫитетӗн, Америкӑна — виҫҫӗрен.

— В Египте ты будешь через две недели, а в Америке через три.

III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Куҫса ҫитетӗн — каҫ пулнӑ ҫӗре ӗҫ пӗтет темелле; ҫук, тата тепӗр икӗ эрне аппаланатӑн.

 — Переехал — к вечеру, кажется бы, и конец хлопотам: нет, еще провозишься недели две.

VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Пултарулӑх керменӗ тӗлӗнче анса юлатӑн, пӗр вун минут пек утатӑн та пиллӗкмӗш гимнази тӗлне ҫитетӗн.

Сойдешь возле дворца творчества, а там пешочком минут десять, вот тебе и пятая гимназия.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Акӑ эсӗ пире Архангельскра хӑваласа ҫитетӗн те, ӗҫӳ те пӗтет.

Ты догонишь нас в Архангельске, вот и всё.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Пӗр-икӗ ҫул пӑрахса пурӑнсанах, тунсӑхласа ҫитетӗн акӑ, чуну унталлах туртӑнма пуҫлать.

 — Вот попробуй год или два — и соскучишься, потянет.

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

«Билет ыйтсан, ҫак айӗнче пытанса та кайма пулать, — хушса хучӗ вӑл. — Ик каҫран Мускава ҫитетӗн, хӑвӑрт ҫӳрекен поезд пиллӗк те хӗрӗх минутра килет».

на худой конец доедем под лавкой. Две ночи — и Москва, скорый поезд отходит в пять сорок.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫитетӗн те Самара, ӑна кӑларса яратӑн.

Приедешь в Самару и выпустишь.

Тӑваттӑмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Туххӑмрах таҫта та ҫитетӗн, темӗн те пӗлетӗн.

Помоги переводом

Кӗсье телефонӗ уралансан // Ял пурнӑҫӗ. http://gov.cap.ru/Publication.aspx?gov_i ... &type=publ

9. Эпӗ ӑна пӗлӗтпе чӗркесе тӗтрепе пиелерӗм, 10. унтан ӑна йӗрке кӑтартса патӑм, хӳме хӳсе хапхапа пӳлсе лартрӑм та: 11. «ҫак тӗле ҫитетӗн те малалла каймастӑн, мӑнаҫлӑ хумусен чикки ҫакӑнта санӑн» терӗм.

9. когда Я облака сделал одеждою его и мглу пеленами его, 10. и утвердил ему Мое определение, и поставил запоры и ворота, 11. и сказал: доселе дойдешь и не перейдешь, и здесь предел надменным волнам твоим?

Иов 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Пӗлтернӗ ӑна: йӗрлесе кай, ҫитетӗн те туртса илетӗн, тенӗ.

И сказано ему: преследуй, догонишь и отнимешь.

1 Пат 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Хӑш-пӗр яла ҫитетӗн те, вӗсем артистсемшӗн, юрӑҫсемшӗн тунсӑхлани сисӗнет.

Помоги переводом

Чун витӗр кӑлармалла // Алексей МОСКОВСКИЙ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней