Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Чун витӗр кӑлармалла

Автор: Алексей МОСКОВСКИЙ

Источник: «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Добавлен: 2016.03.20 00:14

Предложений: 37; Слово: 304

Тип текста: Публицистика

По-русски Тема: Не указано

- Пирӗн халӑх тӗлӗнмелле ӗҫчен те тӑрӑшуллӑ. Мускав тӑрӑхӗнче те чӑвашсене пӗр вырӑнта ларма-тӑма пӗлменшӗн, ӳркенменшӗн тата яваплӑхшӑн хисеплеҫҫӗ. Ҫавӑн пиркиех вӗсене тирпейлӳҫӗ те, хуралҫӑ та, урам шӑлакан та, ача пӑхакан та ниҫтан та мар, чӑваш ҫӗрӗнчен ҫеҫ кирлӗ. Пире ырӑпа асӑнни лайӑх-ха, анчах та кил-ҫурта, ҫемьене пӑрахса пурте Мускава тухса каяймастпӑр-ҫке. Ахаль те ялсенче арҫын юлмарӗ. Мӑшӑрӗсем пӗчченех хуҫалӑх тытса пыраҫҫӗ, ачисене ҫитӗнтереҫҫӗ, кил-тӗрӗшри мӗнпур ыйтӑва татса параҫҫӗ. Куншӑн та савӑнмаллиех ҫук, уйрӑм пурӑнсан ҫемье саланасси те часах. Ҫамрӑксемпе вӑйпитти ҫынсене ӗҫ кирлӗ. Ялсенчи хупӑннӑ, пушӑ пӳртсем чуна ыраттараҫҫӗ.

Кашни утӑмра лавккасемпе кану центрӗсем уҫӑлаҫҫӗ. Халӑх валли район центрӗсенче пӗчӗк заводсем хута ярасчӗ. Калӑпӑр, сӗт-ҫу, сыр завочӗ… Халӑх ютрине мар, хамӑр апат-ҫимӗҫе хапӑл тусах туянӗччӗ. Чи кирли - ҫынсем валли ӗҫ вырӑнӗ пулӗччӗ. Пирӗн халӑх авалтан выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетсе тата ҫӗр ҫинче чакаланса пурӑннӑ. Халӗ те маттур чӑваш нумай. Ҫак йывӑр тапхӑрта ырми-канми тӑрӑшакан фермерсене, хуҫалӑхсене патшалӑхӑн хавхалантармалла. Вӗсене пула ял ҫапах «сывлакалать».

Республикӑра культура ыйтӑвӗ пӗрремӗш вырӑнта пулмалла тесе шухӑшлатӑп. Ӑна ҫӳллӗ шайра тытса пымалла. Чӑваш Енри культура ҫурчӗсем япӑх мар. Ҫемьепе е нимелле, спонсорсене явӑҫтарса клуб юсакансем пурри савӑнтарать. Ялта ӗҫ пулмасан та мӑнтарӑн халӑхӗ культура вучахне упраса хӑварасшӑн тапаҫланать. Хӑш-пӗр яла ҫитетӗн те, вӗсем артистсемшӗн, юрӑҫсемшӗн тунсӑхлани сисӗнет. Ҫавӑнпа та пирӗн ял ҫыннисене ҫывӑхрах пулма тӑрӑшмалла, яланах чунтан юрламалла. Репертуар, ҫи-пуҫ пуян пултӑр. Тата кирек мӗнле ӗҫе те ячӗшӗн мар, чун витӗр кӑларни кирлӗ. Ҫавӑн чухне ҫеҫ чӑн-чӑн ҫитӗнӳ пулать.

Чӑваш юрӑҫисене «профессионал мар, Европа енне сулӑннӑ, вырӑс, ют ҫӗршыв юрӑҫисен кӗввине вӑрланӑ… » тата тем те пӗр каласа пӗрмай вӑрҫаҫҫӗ. Мӗн те пулин ырри, усӑлли сӗнесчӗ. Темиҫе ҫул тиркешеҫҫӗ, анчах та тахҫанах «ала витӗр кӑларма» вӑхӑт ҫитни пирки шухӑшламаҫҫӗ. Тӗслӗхрен, пирӗн Композиторсен союзӗ пур. Мӗншӗн вӗсем ҫак ыйтупа ӗҫлемеҫҫӗ, кам чарать? Чӑваш эстрадине ҫӗнетес, вӑйлатас тесе тӑрӑшни курӑнмасть хальлӗхе. Юрӑхлӑ, профессионал шайӗнчи юрӑ-кӗвӗпе ҫеҫ сцена ҫине тухма тытӑнӑпӑр ун чухне. Эпир пӗртте хирӗҫ мар.

Сайт:

 

Статистика

...подробней