Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: 1 Пат 30

Раздел: Библи –> Патшасен 1-мӗш кӗнеки

Автор: Библи

Источник: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Добавлен: 2016.03.31 21:44

Предложений: 30; Слово: 643

Тип текста: Религия

По-русски Тема: Религия

1. Давидпа унӑн ҫыннисем Секелаг еннелле кайма тухнӑ хыҫҫӑн виҫҫӗмӗш кунне Амалик ҫыннисем кӑнтӑр енчен Секелаг хулине тапӑннӑ, Секелага туртса илнӗ те вут-ҫулӑмпа ҫунтарса янӑ, 2. хулари пӗтӗм хӗрарӑма [тата ыттисене те] — ваттине те, вӗттине те — пӗрне те вӗлермен, тыткӑна илнӗ те хӑйсен ҫулӗпе тухса кайнӑ. 3. Давидпа унӑн ҫыннисем хулана пырса ҫитнӗ те — акӑ хулана ҫунтарса янӑ, вӗсен арӑмӗсене, ывӑлӗсемпе хӗрӗсене тыткӑна илсе кайнӑ. 4. Ӗнтӗ Давид та, унпа пӗрле пулнӑ халӑх та кӑшкӑрса-татӑлса макӑрнӑ, макӑрмашкӑн вӑйӗ юлмичченех макӑрнӑ. 5. Давидӑн икӗ арӑмне те — Изреель хӗрне Ахиноамӑна тата Авигейӑна, Навал арӑмӗ пулнӑскере, Кармил хӗрне — тыткӑна илнӗ. 6. Пӗтӗм халӑх чунтан-вартан хуйхӑрнӑ, кашнийӗ хӑйӗн ывӑлӗшӗн, хӑйӗн хӗрӗшӗн куляннӑ; халӑх ӗнтӗ Давида чулпа персе вӗлересшӗн пулнӑ, ҫавӑнпа Давид аптӑрасах ӳкнӗ. 7. Анчах Давид хӑйӗн Ҫӳлхуҫа Туррине шаннипе кӑмӑлне ҫирӗплетнӗ, вӑл Авиафар священника, Ахимелех ывӑлне, ҫапла каланӑ: мана ефод илсе килсе пар-ха, тенӗ. Авиафар Давида ефод илсе пырса панӑ. 8. Давид Ҫӳлхуҫана тархасласа чӗнсе ҫапла каланӑ: йӗрлесе каймалла-и манӑн ҫак эшкере, хӑваласа ҫитӗп-и ӑна? тенӗ. Пӗлтернӗ ӑна: йӗрлесе кай, ҫитетӗн те туртса илетӗн, тенӗ. 9. Вара Давид тата унпа пӗрле ултҫӗр ар кайнӑ; Восор юхӑм шывӗ патне пырса ҫитнӗ, ывӑннӑскерсем, унта чарӑнса тӑнӑ. 10. Давид хӑй тата тӑватҫӗр ҫын малалла йӗрлесе кайнӑ; икҫӗр ҫынни, Восор юхӑм шывӗ урлӑ каҫма вӑй ҫитереймесӗр, унтах юлнӑ. 11. Хирте Египет ҫыннине тӗл пулнӑ та ӑна Давид патне илсе пынӑ, ӑна ҫӑкӑр панӑ, вӑл ҫинӗ, ӑна тата шыв ӗҫтернӗ; 12. ӑна ҫур ҫыхӑ смоква ҫырли, икӗ ҫыхӑ иҫӗм ҫырли панӑ, вӑл ҫавна ҫисе вӑй илнӗ: вӑл ӗнтӗ виҫӗ кун та виҫӗ ҫӗр апат ҫимен, шыв ӗҫмен пулнӑ. 13. Давид ӑна: кам эсӗ, ӑҫтисем эсӗ? тенӗ. Вӑл каланӑ: эпӗ — Египет ачи, Амалик ҫыннин чури; чирлесе ӳкрӗм те, хуҫам мана пӑрахса хӑварчӗ, ӗнтӗ виҫҫӗмӗш кун чирлетӗп; 14. эпир Керети ҫӗрӗн кӑнтӑр пайне, Иуда ҫӗрне тата Халевӑн кӑнтӑр пайне тапӑнса кӗтӗмӗр, Секелага вара ҫунтарсах ятӑмӑр, тенӗ. 15. Давид ӑна каланӑ: эсӗ мана ҫав эшкер патне илсе ҫитеретӗн-и? тенӗ. Лешӗ каланӑ: мана вӗлерместӗп тата мана хамӑн хуҫа аллине памастӑп тесе Турӑ ячӗпе тупа ту, вара эпӗ сана ҫав эшкер патне илсе ҫитеретӗп, тенӗ. 16. [Давид ӑна тупа тунӑ,] лешӗ ӑна ертсе кайнӑ; акӑ амаликсем, ҫав ҫӗршывра тӗрлӗ енне сапаланса, ӗҫеҫҫӗ те ҫиеҫҫӗ, Филисти ҫӗрӗнче тата Иудея ҫӗрӗнче хӑйсем туртса илнӗ пысӑк тупӑшшӑн савӑнса уяв тӑваҫҫӗ. 17. Давид [вӗсене] тӗттӗм пуласпа [тапӑннӑ] та вӗсене тепӗр кунхи каҫченех аркатнӑ; тӗвесем ҫине ларса тарнӑ тӑватҫӗр яш ачасӑр пуҫне ыттисем пӗри те хӑтӑлайман. 18. Давид амаликсем ҫаратнине пӗтӗмпех каялла туртса илнӗ, хӑйӗн икӗ арӑмне те туртса илнӗ. 19. Нимӗн те ҫухалман вӗсен, пӗчӗкки те, пысӑкки те, ывӑлӗсенчен те, хӗрӗсенчен те, амаликсем ҫаратса туртса илнинчен нимӗн те ҫухалман; Давид пӗтӗмпех каялла тавӑрнӑ. 20. Давид вак выльӑха та, шултӑра выльӑха та туртса илнӗ, вӗсене хӑйсен выльӑхӗ умӗнчен хӑваласа пынӑ, пурте: ку вӑл — Давид тупӑшӗ, тенӗ. 21. Давид леш икҫӗр ҫын патне — вӑйсӑрланнине пула ыттисемпе пӗрле пырайманран Восор юхӑм шывӗ патӗнче тӑратса хӑварнӑ ҫынсем патне — пырса ҫитнӗ, вӗсем Давидпа унӑн ҫыннисене хирӗҫ тухнӑ. Давид, ҫав ҫынсем патне пырса, вӗсене сывлӑх суннӑ. 22. Ҫавӑн чухне Давидпа пӗрле вӑрҫӑра пулнӑ хӑш-пӗр усал та юрӑхсӑр ҫынсем ҫапла калама пуҫланӑ: вӗсем пирӗнпе пымарӗҫ, ҫавӑнпа хамӑр туртса илнӗ тупӑшран вӗсене нимӗн те памастпӑр; кашнийӗ хӑйӗн арӑмӗпе ачисене илтӗр те кайтӑр, тенӗ. 23. Анчах Давид ҫапла каланӑ: тӑванӑмсем, ун пек ан тӑвӑр, Ҫӳлхуҫа пире ҫакна панӑ хыҫҫӑн, пире сыхласа хӑварнӑ хыҫҫӑн, хамӑра хирӗҫ килнӗ эшкере пирӗн алла панӑ хыҫҫӑн ун пек ан тӑвӑр. 24. Сире никам та итлес ҫук! [Вӗсем пирӗнтен япӑх мар.] Вӑрҫа кайнисене мӗн чухлӗ пай лекет, лавсемпе юлнисене те ҫавӑн чухлех памалла: пурне те пӗр пек пайласа памалла, тенӗ. 25. Ҫав вӑхӑтран пуҫласа кайран та ҫаплах пулнӑ; вӑл ҫакна Израильшӗн паян кунчченех пыракан ҫирӗп йӗрке туса хунӑ.

26. Давид Секелага ҫитнӗ, тупӑш пайне Иудейӑн аслӑ ҫыннисем патне, хӑйӗн тусӗсем патне ӑсатса, ҫапла каланӑ: «Ҫӳлхуҫа тӑшманӗсенчен туртса илнӗ тупӑшран акӑ сире парне ярса паратпӑр» тенӗ, 27. ӑна ҫак хулара пурӑнакансене панӑ: Вефильре, кӑнтӑр Рамофра, Иаттирта, [Гефорта,] 28. Ароерта, [Аммадра,] Шифмофра, Естемоара, [Гефра,] 29. [Кинанӑра, Сафенра, Фимафра,] Рахалра, Иерахмеель хулисемпе Кеней хулисенче, 30. Хормара, Хорашанра, Атахра, 31. Хевронра тата Давидпа унӑн ҫыннисем ҫӳренӗ вырӑнсенче пурӑнакансене валеҫсе панӑ.

Сайт:

 

Статистика

...подробней