Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӑл апата астивсе те пӑхмарӗ темелле; пӗвӗпе кӑштах ӳпӗнсе, Григорий выҫӑхса ҫитнӗ пек хӑвӑрт чӑмласа ҫинине пӑхса ларчӗ, унӑн пит-куҫне, гимнастеркӑн тӑратмалла ҫухи пӑвӑнтарнӑ хӗрлӗрех хӑмӑр мӑйне, сарлака хулпуҫҫийӗсене, сӗтел ҫинче йывӑррӑн выртакан аллисене тӗтреленнӗ куҫӗсемпе ҫупӑрласа ачашларӗ…
VIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ай Гришкӑпа иксӗрӗн хушшӑрта тем ырӑ мар пулчӗ-и? — ыйтрӗ Ильинична, Наталья ҫиес килмесӗр ҫинине курса.Аль уж с Гришкой что у вас получилось? — спросила свекровь, так как Наталья ела неохотно.
XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
— Чухлать кушак кам какайне вӑрласа ҫинине!
XV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
«Хӑй кӑнтӑрла е каҫпа мӗнле апат ҫинине каласа кӑтартмасть пулӗ те?» — шухӑшларӗ Вершинин.«Не станет же он, надеюсь, рассказывать о том, что ест за обедом и ужином?» — подумал Вершинин.
23 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Хӑйсем ҫинине те пулин кӑларас тесе, вӗсем кирек мӗнле хресчен ӗҫне тума та килӗшнӗ.Чтобы как-то оправдать свое пропитание, ребята подряжались на любую крестьянскую работу.
14 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Уйрӑмах поручик Париж ҫинчен сӳпӗлтетме юратнӑ: унта халӑх мӗн тӑхӑннине те, мӗн ҫинине те, мӗн ӗҫнине те, вӑхӑта мӗнле ирттернине те тишкернӗ.
«Сирӗн Парижра ӗҫсем мӗнле?» // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.
— Эпӗ хӑҫан апат ҫинине те манса кайнӑ ӗнтӗ, — темле именнӗн кулса илчӗ вӑл.
20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Аниканова эрех тата ҫыртмалли илсе пырса панӑ, Травкин вара вӑл мӗнешкел ерипен — туйӑмпа, анчах ҫӑткӑнлӑхсӑр, кашни турилкке хыҫҫӑн апат паракан Жилин повара чӗрене ҫыпӑҫмалла ҫемҫелӗхпе тавтуса ҫинине киленсе пӑхса ларнӑ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.
Травкин хур ашне хӑй мӗн ҫинине лайӑх асӑрхамасӑрах ҫинӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.
Ҫиетпӗр, хамӑр мӗншӗн ҫинине те пӗлместпӗр…
Философ // Хӗветӗр Уяр. Антон Чехов. Философ // Илемлӗ литература: журнал. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1941. — №4. — 135-137 с.
Вӑл куҫне уҫма ӗлкӗричченех ҫӗр пӳртри аш яшки шӑршине туйса илчӗ, хӑйӗн салтакӗсем кашӑкӗсемпе котелокӗсене шакӑртаттарса ирхи апат ҫинине илтрӗ.
XIV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Квейс пӗр хушӑ консерва банкипе тӑрмашса хӑтланчӗ, Ерофей Кузьмич, хытӑ асӑрхаса пӑхса тӑчӗ пулин те, комендант мӗн ҫинине ниепле те чухласа илеймерӗ.
XXI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Вӑл «ҫирӗм» сӑмаха акӑлчанла калама пӗлмерӗ, вӗсем миҫе ҫын ҫинине мана каласа ӑнлантарас тесе, ҫирӗм пӗчӗк чул илчӗ те пӗр йӗркене хурса тухрӗ.
Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Егорушка, аллисене кӗсйине чиксе, Пантелей ҫывӑхне тӑнӑ та курӑка вут епле ҫинине пӑхать.Егорушка, заложив руки в карманы, стоял около Пантелея и смотрел, как огонь ел траву.
VI // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Эпӗ, пачах вӑтанмасӑр, илем енчен Вера Павловна ятне питӗ нумай ятӑм ӗнтӗ; сӑмахран, вӑл кашни кунах апатланнине те — апатӑн техӗмне пӗлсе, ҫителӗклӗ ҫинине — тата, кунсӑр пуҫне, кунне икӗ хутчен чей ӗҫнине те пытармарӑм.
XI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— Эпӗ те ҫыншӑн ҫунса кайса тӑрӑшаканскерех мар: сирӗн хырӑм выҫни ҫинчен аса илнинчен ытларах манӑн хамӑн ҫиес килетчӗ, эпӗ кӑнтӑрла начар апатланнӑччӗ; чӑнах та, ҫиессе сахал ҫимерӗм ӗнтӗ, тепӗрне пулсан, тепрер ҫиме те ҫитмелле, анчах та эпӗ мӗнле ҫинине пӗлетӗр-ҫке эсир.
XXX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Кам какайне ҫинине сисетех кушак.
33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Эпӗ мӗнле ҫинине, уҫӑлса ҫӳренине, ҫывӑрнине, ӗҫленине куратӑн эсӗ.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Штольц сурӑх ашне те, варенине те ҫимерӗ, вилкӑна хучӗ те Обломов ҫак апата пикенсех ҫинине пӑхса ларчӗ.
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл, ним чӗнмесӗр, Обломовшӑн тӑрӑшать: унӑн кашни кӗпи мӗнлине пӗлсе тӑрать, унӑн ҫӗтӗлнӗ чӑлхисем ҫинчи шӑтӑксене шутлать, вӑл вырӑн ҫинчен хӑш ури ҫине малтан пусса тӑнине пӗлет, унӑн куҫне хӑҫан урпа тухнине, вӑл мӗнле апата мӗн чухлӗ ҫинине, хаваслӑ е кичем пулнине, мӗн чухлӗ ҫывӑрнине асӑрхасах тӑрать, — Обломов хӑйшӗн кам иккенне, хӑй уншӑн ма чӑрманнине пӗлме шутламасӑр, уншӑн ӗмӗр тӑршшӗпех тӑрӑшнӑ пек тӑрӑшать.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956