Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пӗрре эпӗ, лагерьте чух, вӑл апат ҫинине сӑнарӑм: пӑтти ҫине малтан Марс ҫинчи пек шыв ҫулӗсем туса тухрӗ, унтан вӗсене чылайччен тишкерсе ларчӗ, вара тин, пӑтта, тӑваткӑл-тӑваткӑл касса, ҫие пуҫларӗ.
1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Вӑл телейлӗ иккенне, вӑл ӑнӑҫтарнине пит-куҫӗнчен пӑхсан та, кашни хусканчӑкне курсан та, ҫинине те пулин пӑхсан та курма пулать!И как видны были в его лице, во всех движениях, даже в том, как он ел, это счастье, эта удача!
Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӗсем ҫине пӑхса эпӗ, хӗллехи каникулта чухне хам та ҫавӑн пекех пулнине, шутсӑр нумай ҫинине, хама мӗн каланине ҫийӗнчех ӑнланнине тавҫӑрса илтӗм.
Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Анчах та Алексей, ҫав ватӑ ҫынсем хӑйсем те чӳрече умӗнчи пӗчӗк пахчари ҫимӗҫсемпе кӑна тытӑнкаласа пурӑннине, унти кашни сухана, кишӗре шутласа хунине, хӑйсен ҫӑкӑр паёкне кашни ир мӗнле пайласа ҫинине пӗлсе, вӗсем патне ҫиме каймарӗ, вӑл юриех хаваслӑ пек пулса вӗсене: апат пӗҫересси — чӑрмавлӑ ӗҫ, ҫавӑнпа та ҫиме командирсен столовӑйне ҫӳретӗп, терӗ.
6 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ӑна сӑнаканнисем те, ҫавӑн пекех тата вӑл сӗтел хушшинчи кӳршисемпе калаҫса ахӑлтатса кулнине, нумай ҫинине, компанипе парк тӑрӑх уҫӑлса ҫӳренине, крокетла вылянине, волейбол пӳскине ывӑткаланине курнисем те питех тӗлӗнмерӗҫ, вӑл вӑраххӑнтарах, сиккеленӗ пек утни ҫеҫ ӑна ыттисенчен уйрӑмрах кӑтартрӗ.
3 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӑл хӑй ытлашши ҫинине ӑнланчӗ, анчах ниепле те хайне чарма пултараймарӗ, каллех ҫырла ҫиме пуҫларӗ.Он понял, что съел много, но удержаться не мог и снова принялся за ягоды.
10 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Йӗркеллӗ пурӑнакан хресчен ҫемьинче ҫуралса ӳснӗскер, Ваня Солнцев хӑй халӗ аван мар ҫинине питӗ лайӑх, пӗлнӗ.
4-мӗш сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Асӑннӑ тытӑма пула ачасем хӑйсен укҫине кирлӗ-кирлӗ мар апат-ҫимӗҫ илсе пӗтермеҫҫӗ, ашшӗ-амӑшӗпе вӗрентекенсем вара шкул ачисем вӗри апата вӑхӑтра ҫинине асӑрхаса тӑма пултараҫҫӗ.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 65c49c7222
Мӗн ҫинине те хӑсса кӑларатӑп.
Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№
Хӑшӗ-пӗрисем хурӑнташӗсем ҫул ҫитсе вилнишӗн савӑнса, хӑйсем валли те ҫавнашкал телей килессе ӗмӗтленсе чӗркуҫҫи ҫине тӑрса кӗл тӑваҫҫӗ: «Асатте-асанне… Атте, анне, ачасем… тӑвансемпе хурӑнташсем — пурте пил тӑвӑр… Эпир ҫинине эсир те ҫийӗр… Эпир ӗҫнине эсир те ӗҫӗр… Эпир тутӑ — эсир те тутӑ пулӑр… Йывӑр тӑпрӑрсем ҫӑмӑл пулччӑр… Чунӑрсем сӗтлӗ кӳлӗре ҫӳреччӗр…»
Пурнӑҫран уйрӑлнисене ӗлӗкренех сума сунӑ // Агафон ПЕТРОВ. «Урал сасси», 2016.06.01
1. Иерусалимран пынӑ фарисейсемпе хӑш-пӗр кӗнекеҫӗсем Иисус патне пуҫтарӑннӑ; 2. вӗсем Иисусӑн хӑш-пӗр вӗренекенӗ таса мар алӑпа, аллине ҫумасӑрах, апат ҫинине курнӑ та ӳпкелешнӗ.
Мк 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Патша ҫапла каланӑ: Бел чӗрӗ турӑ мар тесе шутламастӑн пулӗ-ҫке эсӗ? вӑл кулленех мӗн чухлӗ ҫинине, ӗҫнине курмастӑн-им?
Дан 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Эпир Египетра нимӗн тӳлемесӗрех ҫинӗ пулла астӑватпӑр, хӑярпа дыня тата ешӗл сухан, пуҫлӑ суханпа ыхра ҫинине те астӑватпӑр; 6. халӗ акӑ пирӗн чун хавшаса ҫитрӗ; нимӗн те ҫук, пирӗн куҫ умӗнче пӗр манна анчах, тенӗ.
Йыш 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.