Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫилленнипе ҫил армань лартаймӑн тет ҫав асанне…
Сӑвап // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 105–116 с.
Эпӗ, ҫилленнипе, хӗҫ йӗннипе туртса ҫапрӑм та ҫакна, вӑл сӑнӗпе кӑвакарса кайрӗ, хуллен калать:Как я его вгорячах вдарил ножнами, он побелел с лица и тихо так говорит:
XXV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Афанасий ҫилленнипе нимӗн те чӗнмерӗ.
XXIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
— Сергей ҫилленнипе хӗрелсе кайнӑ Кривцов ҫине пӑхса илчӗ, — ҫапла калаҫса илтӗмӗр те, Андрей Федорович сире «гибрид-кубанка» пама килӗшрӗ…
XXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
— Мӗнле ухмахла йӗрке кунта сирӗн, районта! — терӗ вӑл, унӑн нумайранпа хырман пичӗ ҫилленнипе хуралсах кайрӗ.
II сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Тӑвӑннипе, ҫилленнипе тата хӑранипе Митькӑн тӗлсӗр сапаланчӑк пичӗ ҫине уяр ҫанталӑкри сывлӑм нӳрӗклӗхӗ пек вӗтӗ тар пӗрчисем пӑчӑртатса тухрӗҫ.
2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Хворостянкин ҫилленнипе ответлемерӗ.
I // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
— Сирӗн майлӑ? — ытла ҫилленнипе Артамашовӑн тути чалӑшрӗ.
XI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Евсей куҫӗнче хӑй пӗр хут ҫеҫ мар курнӑ пӗчӗк шуйттансене курсан, вӑл ҫилленнипе кӑвакарса кайрӗ те: — Малалла мӗн?! — тесе ыйтрӗ.Заметив в глазах Евсея знакомых чертиков, он даже побледнел от злости и сказал: — А дальше что?!
XI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Анзор чӳречерен хӑйӗн сулхӑнта ыйхӑласа тӑракан лаши ҫине хурлӑхлӑн пӑхса илчӗ, унтан, ура ҫине тӑрса, ҫилленнипе кунчине саламатпа ҫапрӗ, сывпуллашрӗ те тухса кайрӗ.
XIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Унӑн ҫулӗ ҫинче пӗрене тӗл пулать-и — пар ӑна кунта, кӗҫех ак вӑл вӑйлӑ шыв юхӑмне кӗрсе ӳксе, кӑвак хӑю пек ҫеҫ вӗлтлетсе юлать; унта авӑ пӗр лавҫӑ шыва кӗрсе пичкене шыв тултарма тӑнӑччӗ, сиссе те ӗлкӗреймерӗ — урапа ҫинче выртакан хӑмасемпе улӑм, ун хыҫҫӑн пичке, ҫавӑн пекех тата урапа тӗпӗнчи хупӑн пӗр татӑкӗ те Кубань тӑрӑх пӗр-пӗрне хӑваласа чупса кайрӗҫ — лавҫӑ вӗсене курса юлма кӑна ӗлкӗрчӗ; унта, ҫырана пырса ҫапнӑ хум, ҫул майӑн тенӗ пек, кимме ярса илсе ҫӳлелле ҫӗклесе ҫавӑрчӗ, ҫилленнипе ӳпӗнтерсе ячӗ те хумсем ҫийӗпе юхтарчӗ; унта шыв хулӑн йывӑҫах, выляса, ҫӗртен тӑпӑлтарса кӑларчӗ; вышкайсӑр пысӑк; симӗс купа хӑйӗн лапсӑркка тураттисене ҫилхе пек кӑнтарса пӗрре шывран тухать, тепре шыв ҫине ӳкет, унтан тымаррисене ҫӗклет, хура вӑрӑм туратсем шыва путнӑ пек шартлаттарсах ҫапаҫҫӗ; унта, ҫав тери хаярланса, кӗперӗн пӗр татӑкне хӑйпӑтса илет, вара ҫав татӑк сулланса та сӑвайне алӑ евӗр ҫӗклесе, вӑйлӑ юхӑм варрипе вӗҫнӗ пек ыткӑнать; унта улӑха тулса ларнӑ утӑ капанне ҫӑмӑллӑн та хӑвӑрт ҫӗклесе илнӗ, — ҫав тери ҫӑмӑллӑн та хӑвӑрт ҫӗклесе илнипеле васкама юратман пӗр мулкачӑ тип ҫӗр ҫине сикме те ӗлкӗреймен — капан, енчен енне сулланса, анаталла юха парать, ун тӑрринче, ҫынсене култарма кӑларса лартнӑ пек, мулкачӑ ларса пырать: вӑл хӑйӗн салху куҫӗсемпе йӗри-тавра хӑравҫӑлла та шанчӑксӑррӑн пӑхса пырать, унӑн кӑнтарса тӑракан хӑлхисем вӑхӑт-вӑхӑтпа чӗтре-чӗтре илеҫҫӗ…
I // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Анчах «путсӗр» тес вырӑнне вӑл «пут…» теме ҫеҫ ӗлкӗрчӗ, мӗншӗн тесен Лопухов питӗ хыттӑн: «Эпӗ эсир ятлаҫнине итлеместӗп, эпӗ ӗҫ ҫинчен калаҫма килтӗм. Ҫилленнипе эсир лӑпкӑн калаҫма пултараймастӑр пулсан, эпир Павел Константинычпа иксӗмӗр калаҫӑпӑр, эсир, Марья Алексевна, хӑвӑр лӑплансан, пире чӗнме Федьӑна е Матренӑна ярар», — терӗ, ҫакна каланӑ май Павел Константиныча залран ун кабинетне ҫавӑтса кӗчӗ, калаҫасса питӗ хытӑ калаҫрӗ, темле кӑшкӑрсан та, унран хытӑрах калаҫаймӑн, ҫавӑнпа Марья Алексевнӑн ятлаҫма чарӑнмалла пулчӗ.
XXIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Эпӗ ҫилленнипе пӗтӗм ӳт-пӗвпе чӗтретӗп, пирӗн кӗсресем ман ҫинчен мӗн шутлаҫҫӗ-ши? тесе шухӑшлатӑп.А я весь от злости трясусь, соображаю: что же обо мне наши кобылки думают?
XIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ҫилленнипе шурӑхса кайнӑ Давыдов картла вылякансем патне сиктерсе пычӗ те хыттӑн кӑшкӑрса пӑрахрӗ:Бледный от бешенства, Давыдов подскакал к игрокам вплотную, крикнул срывающимся голосом:
XIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Мӗншӗн кирлӗ ҫӗре евит тумарӑн? — Давыдовӑн пичӗ пӗҫерме пуҫларӗ, ҫилленнипе, тарӑхнипе, вӑл чышкипе сӗтеле ҫапса илчӗ.
X сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Анчах унӑн пуҫӗ туртӑнкалать, те контузирен, те ҫилленнипе, ахаль — чӗрех, сывах хӑй.Но головой он немножко дергает, то ли от контузии, то ли от злости, а так — живой и здоровый.
VII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Анчах Банник, нимӗн те асӑрхаман пекех, шултӑра сайра шӑлӗсене кӑтартса, ҫав-ҫавах шӑппӑн йӑл кулса ларать, сасси кӑна унӑн кӳреннипе тата тӳсейми ҫилленнипе чӗтренсе илчӗ:
24-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Щукарь ҫаврӑнса пӑхрӗ, калама ҫук хытӑ ҫилленнипе, хӑйне кӳрентерекен ҫын ҫине халех автан пек сиксе ӳкесле пӑхрӗ, пичӗ-куҫӗ усалланса кайнӑ хӑйӗн.
19-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Нагульнов ӑна ман ҫине ҫилленнипе ҫеҫ калать.
8-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Мӗн эпӗ сана ҫилленнипе хӗненӗ-и мӗн?
Хуйхӑ // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 46–55 стр.