Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: I

Раздел: Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем –> Пӗрремӗш пай

Автор: Александр Яндаш

Источник: Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Добавлен: 2020.01.09 14:30

Предложений: 45; Слово: 718

Тип текста: Прозаичное произведение

По-русски Тема: Не указано

Ҫу типӗ те шӑрӑх килчӗ, ҫавӑнпа тусем ҫинчи пӑрсем июнь уйӑхӗн пирвайхи кунӗсенчех ирӗлме пуҫларӗҫ. йывӑррӑн пусӑрӑнса выртакан пӑрсем хушшинчи ҫурӑксенчен тӑрна куҫ пек тӑрӑ шыв сӑрхӑнса тӑрать, ту хушшисенче, шыв шавласа-кӗрлесе юхнӑ вырӑнти чуллӑ сӑмсахсенче, кӑпӑк вылять, пӗчӗк юханшывсенчи ҫап-ҫуттӑн йӑлтӑртатса кукӑр-макӑрӑн юхакан шыв айлӑмалла вирхӗнсе чупса анать. Айлӑмра ҫӑткӑн Кубань хӑвӑрттӑн юхса выртать — тинӗсри пек нумай шыв та унӑн ҫыранӗсене тултарма пултараймасть. Унтан вара, ту ҫинчи пӑрсене пулӑшма тенӗ пекех, аслатиллӗ ҫумӑрсем килсе ҫитеҫҫӗ, тӳпе кунсеренех тӗксӗмленет, тусем ҫинче кӑн-кӑвак пӗлӗтсем каплана-каплана тӑраҫҫӗ. Ҫӗрле, ҫил-тӑвӑллӑ ҫумӑрсем алхаснӑ хыҫҫӑн, айлӑмра элес-мелес шыв тапранса каять. Вара Кубань те, хӑйӗн вӑйне туйса илсе, шавлӑн та савӑнӑҫлӑн кӗрлесе юхма пуҫлать — ҫырман тури пайӗнче тӑршшӗпех ҫурхи шыв тапранать.

Кубань шывӗ сарӑлса кайнине тӳпем вырӑнтан пӗрре те пулин курнӑ ҫын ҫеҫ ҫак хӑватлӑ та илемлӗ юханшыв мӗнле алхасса кайнине ӑнланса илме пултарать… Мӗн кӑна пулмасть-ши кунта ҫак вӑхӑтра! Курнине тата мӗнне танлаштарма пӗлмелле? Ӑс-пуҫа темӗн те пырса кӗме пултарать, анчах ун умӗнче юханшыв юхса выртать тесе никам та калас ҫук… Ту хушшинчен ҫӗмӗрсе тухса, канлӗн сывласа илнӗ евӗр шавласа, хумсем пур еннелле те сарӑлса каяҫҫӗ — вӗсем ҫыран шыраҫҫӗ, анчах ҫыранӗ тахҫанах ҫук. Вара шыв хӑй ҫулӗ ҫинче мӗн тӗл пулнине пурне те аяла тӑвать. Нумай пулмасть симӗссӗн ешерсе ларнӑ утравра, ешӗл те лапсака тураттисене саркаласа лӑпкӑн кашласа ларнӑ каврӑҫ вырӑнӗнче халӗ кӳлӗ пулса тӑнӑ. Каврӑҫӑн ҫӗлӗк пек ҫеҫ тӑрса юлнӑ тӑрринче салху та ҫиллес ӑмӑрткайӑк ларать. Хӑмла аврипе явкаланнӑ йывӑҫ тӗмӗсем ҫинче пӗрмаях кайӑк-кӗшӗк хӗвӗшетчӗ, халӗ унта кӳлӗ капланса тӑрать: шывра кайӑксен пӗчӗк йӑвисем юхса ҫӳреҫҫӗ, ӑшӑх вырӑнсенче вара мӑнаҫ чарлансем пулӑ тытаҫҫӗ; ӗнер анчах хӑмӑш кашласа ларнӑ улӑхра паян улӑхӗ те, хӑмӑшӗ те ҫук — пурте шыв айне пулнӑ.

Шыв сарӑлни пуринчен ытла Краснокаменская станицӑран лайӑх курӑнать. Станица чуллӑ ҫыран хӗрринче аран-аран тытӑнса тӑнӑ пек ларать. Чӑнкӑ чуллӑ ҫырантан сиксе тухса урама шыва путарасла тӑрмашса, хура-хӑмӑр хумсем ҫыран хӗррине пыра-пыра ҫапӑнаҫҫӗ. Ҫак вырӑнта юханшыв шавламасть: вӑл хаяррӑн уласа та йынӑшать, темле тарӑхтармалла ахӑлтатса та кулать. Вӑйлӑ хумсем пырса ҫапнипе шывпа ҫийӗннӗ сӑмсахсем ишӗле-ишӗле анаҫҫӗ, — пӗтем чуллӑ ҫыран чӗтресе ахлатса илнӗ пек туйӑнать. Юхӑмӑн вӑй-хӑвачӗ пысӑк пулсан та, вӑл карниз таран ҫӗкленме пултараймасть, вӗт-шакӑр кайӑксене ҫеҫ сиен кӳрет: хӑйсен йӑвисем шыва путнипе ӑнтан тухнӑ кайӑксем юханшыв ҫийӗнче шавлӑн ҫухӑрашса вӗҫеҫҫӗ. Шыв вӗсем йынӑшни ҫине те, чӑнкӑ ҫыранри тӑпра ишӗле-ишӗле анни ҫине те нимӗн пӑхмасӑр станица умӗнчен ҫӑмӑллӑн та хӑвӑрттӑн юхса иртет, ал айне мӗн лекет, ҫавсене пурне те хӑйпе пӗрле юхтарса каять… Унӑн ҫулӗ ҫинче пӗрене тӗл пулать-и — пар ӑна кунта, кӗҫех ак вӑл вӑйлӑ шыв юхӑмне кӗрсе ӳксе, кӑвак хӑю пек ҫеҫ вӗлтлетсе юлать; унта авӑ пӗр лавҫӑ шыва кӗрсе пичкене шыв тултарма тӑнӑччӗ, сиссе те ӗлкӗреймерӗ — урапа ҫинче выртакан хӑмасемпе улӑм, ун хыҫҫӑн пичке, ҫавӑн пекех тата урапа тӗпӗнчи хупӑн пӗр татӑкӗ те Кубань тӑрӑх пӗр-пӗрне хӑваласа чупса кайрӗҫ — лавҫӑ вӗсене курса юлма кӑна ӗлкӗрчӗ; унта, ҫырана пырса ҫапнӑ хум, ҫул майӑн тенӗ пек, кимме ярса илсе ҫӳлелле ҫӗклесе ҫавӑрчӗ, ҫилленнипе ӳпӗнтерсе ячӗ те хумсем ҫийӗпе юхтарчӗ; унта шыв хулӑн йывӑҫах, выляса, ҫӗртен тӑпӑлтарса кӑларчӗ; вышкайсӑр пысӑк; симӗс купа хӑйӗн лапсӑркка тураттисене ҫилхе пек кӑнтарса пӗрре шывран тухать, тепре шыв ҫине ӳкет, унтан тымаррисене ҫӗклет, хура вӑрӑм туратсем шыва путнӑ пек шартлаттарсах ҫапаҫҫӗ; унта, ҫав тери хаярланса, кӗперӗн пӗр татӑкне хӑйпӑтса илет, вара ҫав татӑк сулланса та сӑвайне алӑ евӗр ҫӗклесе, вӑйлӑ юхӑм варрипе вӗҫнӗ пек ыткӑнать; унта улӑха тулса ларнӑ утӑ капанне ҫӑмӑллӑн та хӑвӑрт ҫӗклесе илнӗ, — ҫав тери ҫӑмӑллӑн та хӑвӑрт ҫӗклесе илнипеле васкама юратман пӗр мулкачӑ тип ҫӗр ҫине сикме те ӗлкӗреймен — капан, енчен енне сулланса, анаталла юха парать, ун тӑрринче, ҫынсене култарма кӑларса лартнӑ пек, мулкачӑ ларса пырать: вӑл хӑйӗн салху куҫӗсемпе йӗри-тавра хӑравҫӑлла та шанчӑксӑррӑн пӑхса пырать, унӑн кӑнтарса тӑракан хӑлхисем вӑхӑт-вӑхӑтпа чӗтре-чӗтре илеҫҫӗ… Мӗскӗн мулкачӑм, инҫе те хурлӑхлӑ санӑн ҫулу!

Шывра юхакан мулкача курсан, ҫыран хӗррине пуҫтарӑнса тӑнӑ Краснокаменская станица ҫыннисем ӑна мӑшкӑлласа кӑшкӑрашнипе кӗтсе илчӗҫ:

— Тю-лю-лю!

— Пӑхӑр-ха: чалӑш куҫ ҫулҫӳреве тухнӑ!

— Ай-я-я-яй!

— Мӗн ҫӑмӑлпа пырса кӗнӗ-ха вӑл унта!

— Го-го-го!

— Йыт ҫиесшӗ!

— Вӑл сехре хӑпнипе вилсе кайнӑ пулмалла!

— Эсӗ ун вырӑнӗнче пулса кур-ха!

— Эхе! Чӗрӗ! Хӑлхисене вылятать!

— Пӗтет вӗт, ухмах!

— Савӑнӑҫлӑ мар унӑн пурнӑҫӗ…

— Халь тинех ҫынсене ҫывӑхран курса юлать!

— Ҫавна пулах ӗнтӗ унӑн чунӗ халь-халь тухса ӳкет.

— Ванька, Санька! Кимӗпе кӗрсе хӑтарӑр ӗнтӗ айвана!

— Ӑна халь тин хӑваласа ҫитме ҫук!

— Ишсе ҫӳретӗрех эппин, тен, таҫта ҫыран хӗррине пырса тухӗ!

Ҫынсем ҫапла шӑйлашса тӑнӑ вӑхӑтра капанпа ун тӑрринче ларакан мулкачӑ инҫене юхса кайса куҫран ҫухалчӗҫ.

Сайт:

 

Статистика

...подробней