Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ура тӗлне пулан чӑрмава-мӗне ҫӗмрен пек ҫӗмӗрсе пыратӑп.
Лайӑх аппа // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 14–18 с.
Вӑл бинокльне хучӗ, ӗнтӗ ахаль куҫпах юланутлӑ казаксем Климовка ҫулӗ патнелле ҫӗмрен пек ҫиҫкӗнсе ҫывхарнине, хӑраса ӳкнӗ хӗрлӗармеецсем каялла ҫаврӑнса, ушкӑнпа е пӗчченшерӗн Архиповка хуторӗнчи килсем еннелле чупса кайнине курчӗ.
XLI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Хура куҫхаршисем ҫӗмрен пек, куҫӗсем ялтӑртатаҫҫӗ, вӑл пӗтӗм чун хавалӗпе тӑшмана тавӑрма хатӗр пулнӑ…Черные брови, как стрелы, глаза блестели, он был полон желания отомстить врагу…
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Гайнан аванмарланнӑ евӗр пулчӗ те, алӑка хыттӑн хупса хӑварса, пӳлӗмрен ҫӗмрен пекех тухса вӗҫрӗ.Гайнан сконфузился и стремглав выбежал из комнаты, оглушительно хлопнув дверью.
VI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Кӗскен кӑна кӑшкӑрашса, вӑл ҫӗр ҫине ҫӗмрен пек ӳкнӗ; вӑйсӑр ҫилле шӑнараймасӑр, кӑкрипеле чулсем ҫумне ҫитсе ҫапӑнса аманнӑ…С коротким криком он пал на землю и бился грудью в бессильном гневе о твердый камень…
Сокол ҫинчен хывнӑ юрӑ // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–74 стр.
Йывӑҫ ҫине ҫӗмрен пек хӑпарса кайрӗ,ҫӳле-ҫӳле ҫитсен турат ҫине вырнаҫса ларчӗ.Стрелой взлетела на нее, вскарабкалась высоко-высоко, затем села на ветку,
Иккӗмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
Кучченеҫсем, парнесем питӗ лайӑх, вӑл ун пек пулассине кӗтмен те: ҫӗмрен, бархат йӗнни ӑшӗнче ухӑсем, «Татьяна асаннен кайӑк картишӗ» текен картина кӗнеки, пысӑк ҫынсем вылякан лото тата лаша — Кудлаткӑран пысӑкрах та илемлӗрехскер — паллах, вӑл унтан та ҫӗнӗрех.
XLI. Ёлка // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Анчах вӑл ман алӑран ҫӗлен пек шӑвӑнса тухрӗ, унтан, хӑлхаран ҫеҫ: «Кӗҫӗр ҫӗрле, пурте ҫывӑрса кайсан, ҫыран хӗррине тух», — тесе пӑшӑлтатрӗ те пӳлӗмрен ҫӗмрен пек сиксе тулалла вӗҫрӗ.
Тамань // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
— Сан лашуна пӗрремӗш хут курнӑ чух, — терӗ Азамат малалла, — вӑл сӑмси шӑтӑкӗсене карӑнтарса, айӑнта ташласа ҫеҫ тӑратчӗ, чӗрни айӗнчен вут сирпӗнсе вылянатчӗ, ҫавӑнтан вара хама та паллайми пултӑм эпӗ, мана нимӗн те илӗртми пулчӗ: аттен чи лайӑх урхамахӗсем ҫине эпӗ те йӗрӗнсе пӑха пуҫларӑм, вӗсене утланса тухмашкӑн та намӑсчӗ, йӑлтах хуйха кайнӑччӗ-ҫке эпӗ, кунӗ-кунӗпе чул ту ҫинче кулянса лараттӑм, минутсерен тенӗ пек ман ума санӑн хура урхамаху хӑйӗн илемлӗ уттипе, ҫӗмрен пек тӳрӗ, яка ҫурӑмӗпе тухса тӑрсассӑн туйӑнатчӗ; вӑл сӑмах каласшӑн пек, вичкӗн куҫӗсемлӗ мана куҫран пӑхнӑ пекчӗ.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Ҫӗмрен евӗрлӗ утсем, Ҫилхисене вӗҫтерсе, Пӑхаҫ тӗттӗм инҫете.
Ҫил-тӑман // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Ҫакӑн хыҫҫӑн Джо, макӑракан вӑрӑ-хурах ушкӑнӗ пек пулнӑскер, хурланса Тома аяккалла сӗтӗре юайрӗ, унӑн вӑйсӑрланса ҫитнӗ аллисене ҫӗмрен тыттарчӗ.
8-мӗш сыпӑк. Пулас харсӑр пират // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
16. Вӑйлӑ ухӑҫӑ персе янӑ ҫӗмрен каялла таврӑнман пекех, ҫӗр ҫине янӑ хӗн-асап та каялла таврӑнмасть.
3 Езд 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫапӑҫма хатӗрленсе тӑнӑ йышлӑ халӑх ҫине ҫакӑ вут-ҫулӑм ҫӗмрен пек ыткӑнса тапӑнчӗ, пурне те ҫунтарса ячӗ, имсӗр-сумсӑр йышран кӗлсӗр пуҫне нимӗн те юлмарӗ, тӗтӗм шӑрши ҫеҫ сарӑлчӗ; ҫакна куртӑм та — сехӗрленсе ӳкрӗм.
3 Езд 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Вӗсене ҫӗнтернӗ-парӑнтарнӑ хыҫҫӑн Иуда тӗреклӗлетнӗ Ефрон хулине хирӗҫ кайнӑ, унта Лисий тата тӗрлӗ халӑх ҫыннисем йышлӑн тӑнӑ: хӳме умӗнче тӑракан патвар ҫамрӑксем хастар ҫапӑҫнӑ; унтах темӗн чухлӗ ҫар хатӗрӗпе ҫӗмрен хатӗрлесе хунӑ пулнӑ.
2 Мак 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Вара ҫапла пулнӑ: пӗтӗм хула ҫийӗн сывлӑшра хӗрӗх куна яхӑн ылтӑн тумлӑ юланутҫӑсем, ҫар ҫыннисем евӗр сӑнӑ тытнӑскерсем, вирхӗнсе ҫӳренӗ, 3. йӗркеленсе тӑнӑ утлӑ ҫар ӗречӗсем, икӗ енӗ те тапӑнни, каялла чакни, хулкан вӗлтлетсе тӑни, имсӗр-сумсӑр сӑнӑ, хӗҫпе сула-сула яни, ҫӗмрен ывӑтни, ылтӑн тум ялтӑртатни, тӗрлӗ йышши кӑрал ҫиҫкӗнни курӑнса тӑнӑ.
2 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Вӗсен чӗлхи — вӗлерекен ҫӗмрен, чее калаҫать; ҫывӑх ҫыннипе вӗсем туслӑн пуплеҫҫӗ, чӗринче вара ӑна хирӗҫ кавар тӗвӗлеҫҫӗ.
Иер 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Манӑн чӗлхе-ҫӑварӑма ҫивӗч хӗҫ пек тунӑ; Мана Хӑй аллипе хупӑрланӑ, Манран ҫивӗчленӗ ҫӗмрен тунӑ; Мана Хӑйӗн йӗннинче упраса усранӑ; 3. Мана ҫапла каланӑ: Израиль, Эсӗ Манӑн чурам, Эпӗ Сан урлӑ чапа тухӑп.
Ис 49 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Хӗрарӑм намӑссӑрланса пӑхнинчен сыхланса тӑр, вӑл хӑвна ҫылӑха кӗртсессӗн, ан тӗлӗн вара: 14. шывсӑр антӑхнӑ ҫулҫӳревҫӗ куҫ тӗлне пулнӑ шыва мӗнле ҫӑтӑхса ӗҫет, 15. вӑл та ҫавӑн пек кирек хӑш чатӑр умне пырса ларать те ҫӗмрен умӗнче йӗннине хатӗрлет.
Сир 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Лешӗ вара тӳрех ун хыҫҫӑн уттарчӗ, пусма илсе каякан вӑкӑр пек, [касмӑка лартакан йытӑ пек,] ухӑпа перекен тӗле, 23. пӗверне ҫӗмрен шӑтарса тухас тӗле лекнӗ пӑлан пек, вӗҫен кайӑк хӑйшӗн вилӗмлӗх карнӑ серепене ним пӗлмесӗрех чӑмнӑ пек, кайрӗ.
Ытар 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
56. Вӗсем вара каллех Ҫӳлти Турра сӑнанӑ, хирӗҫ тӑнӑ, Вӑл панӑ йӗркесене уяман; 57. хӑйсен ашшӗсем пек, Ӑна пӑрахнӑ, Унран сивӗннӗ, йӑнӑш яракан ҫӗмрен пек, каялла кайнӑ; 58. Ӑна хӑйсен тӳпем вырӑнӗсемпе кӳрентернӗ, Ӑна хӑйсен йӗрӗхӗсемпе ҫиллентернӗ.
Пс 77 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.