Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Ҫырура (тĕпĕ: ҫыру) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ Сирӗн пата ҫырнӑ ҫырура мӗн каланине Я. Л-ча пӗлтерӗр тата ӑна халех ҫакӑн ҫинчен ҫынсене ӑнлантарса парас ӗҫе тапратса яма хушӑр.

Поставьте в известность о содержании моего письма к Вам Я. Л. и обяжите его срочно повести разъяснительную работу.

23-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Паян республикӑра ачасене паха пӗлӳ памалли, вӗсем хӑйсен талантне тӳрре кӑлармалли, аталаннӑ ҫын, Раҫҫейӗн чӑн-чӑн патриочӗ пулмалли пӗтӗм услови пур», — тенӗ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫырура.

Помоги переводом

Туслӑ кил-йышра ӳсеҫҫӗ // Ял ӗҫченӗ. «Ял ӗҫченӗ», 2019.10.18

Федя ҫав ҫырура донесение вырӑна ҫитерни, ӑна хӑйне кӑшт амантнӑ хыҫҫӑн госпитальте выртни ҫинчен пӗлтернӗ…

Федя писал, что донесение он тогда доставил, но его малость поранило, и он лежит сейчас в госпитале.

24-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эсир ҫырура ирӗксӗртен каласа хунӑ: эсир, Илья Ильич, хӑвӑра юратакан ҫын мар, эсир ӑна пачах манран уйрӑласшӑн пулнипе ҫырман — эсир ҫапла тӑвасшӑн пулман, мана улталасран хӑранипе ҫапла ҫырнӑ… ҫакна совесть каланӑ, урӑхла пулнӑ пулсан, ҫыру мана кӳрентернӗ пулӗччӗ тата хам мӑнаҫлӑхшӑн эпӗ макӑрман пулӑттӑм!

Вы высказались там невольно: вы не эгоист, Илья Ильич, вы написали совсем не для того, чтоб расстаться — этого вы не хотели, а потому, что боялись обмануть меня… это говорила честность, иначе бы письмо оскорбило меня и я не заплакала бы — от гордости!

X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Виҫҫӗмӗшӗнчен, акӑ ҫакӑншӑн: ҫав ҫырура сирӗн ачашлӑх, асӑрханулӑх, маншӑн тӑрӑшни, ман телейшӗн шикленни, сирӗн таса кӑмӑл…

— В-третьих, потому, что в письме этом, как в зеркале, видна ваша нежность, ваша осторожность, забота обо мне, боязнь за мое счастье, ваша чистая совесть…

X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Эхер те эсир ҫырура ҫырнӑ пек тӑвасшӑн пулнӑ пулсан, эхер те эсир уйрӑлассине шанса тӑнӑ пулсан, эсир манпа тӗл пулмасӑр ют ҫӗршыва кайма пултарнӑ.

Если б вы хотели искренно того, что написано в письме, если б были убеждены, что надо расстаться, вы бы уехали за границу, не повидавшись со мной.

X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ҫырура лешсем тата мӗн сӑмахсем икӗ хутчен ҫывӑх ҫырса лартни пӗрре те пулмарӗ.

Ни разу не произошло близкой и неприятной встречи двух которых и двух что.

X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Пулма пултараймасть, — терӗ Обломов, — вӑл исправник ответне те ҫырура ҫырса пӗлтерет — чӑн пулнӑ пекех.

— Не может быть, — говорил Обломов, — он даже и ответ исправника передает в письме — так натурально…

IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Анчах ку ҫырура, — терӗм эпӗ итлекенсем пурте ларсассӑн, — сире итлеме кирлӗ тепӗр вырӑн пур-ха.

— Но в этом письме, — продолжал я, когда все сели, — есть ещё одно место, на которое я должен обратить ваше внимание.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Мария Васильевна патне ҫырнӑ ҫырура малтан «ман арӑма», тесе ҫырнӑ, унтан, тӳрлетсе: «манӑн тӑлӑх мӑшӑрӑма», тесе ҫырнӑ.

На письме к Марье Васильевне было написано сперва «моей жене», а потом исправлено «моей вдове».

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫак пӗчӗк ҫырура хама мӗн пулнине, мӗнле майпа пӗр-пӗрне ҫухатнине ӑнлантарса парас та ҫук.

Не могу в этой записке объяснить, что произошло со мною и как мы потеряли друг друга.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Главсевморпути начальникӗпе хам мӗн калаҫнине питӗ лайӑх астӑватӑп, мӗншӗн тесен ҫав кунхинех каҫхине Саня патне янӑ ҫырура эпӗ ӑна сӑмах хыҫҫӑн сӑмахӑн пӗтӗмпех ҫырса ятӑм.

Я очень хорошо помню свой разговор с начальником Главсевморпути, потому что в письме, которое в тот же вечер отправила Сане, повторила его слово в слово.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл сире ҫырура ун ҫинчен мар, темле фон ҫинчен ҫырнӑ тесе ӗнентернӗ иккен.

Он убедил вас, что в письме речь идет не о нем, а о каком-то «фоне».

Ҫирӗм виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тен, вӑл йӑнӑшать, ҫырура ун ҫинчен мар, кам та пулин урӑххи ҫинчен самах пырать тесе те шутланӑ пулӗ.

Может быть, она думала, что я ошибаюсь и что в письме речь идет о ком-нибудь другом.

Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ, ҫырура каланӑ ҫӗре, Ҫурҫӗр Ҫӗрне Татаринов капитан уҫни ҫинчен ҫеҫ каларӑм.

Я только сказал, что земля, о которой говорится в письме, это Северная Земля и что, стало быть, Северную Землю открыл капитан Татаринов.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тӗрӗссипе каласан, эпӗ иккӗленместӗп, курнӑҫӑпӑр-ха эпир. Вара пурте йӗркеллех пулӗ. Анчах та пӗртен-пӗр шухӑш ҫеҫ касать манӑн чӗрене» — кӑна икӗ хутчен каланӑ, анчах та ӑна эпӗ мар, ҫырура ҫапла ҫырнӑ.

Впрочем, я не жалуюсь. Мы увидимся, и все будет хорошо. Но одна мысль, одна мысль терзает меня». «Одна мысль» — два раза, это не я повторил, а так и было в письме — два раза.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫырура унӑн ывӑлне хӑтарма тивӗҫли ҫинчен, Миронов капитан хӗрӗн ӑсӗпе чӗрине мухтама тивӗҫли ҫинчен ҫырнӑ.

Письмо содержит оправдание его сына и похвалы уму и сердцу дочери капитана Миронова.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк. Суд // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Эпӗ вара, сывлӑш ҫавӑрмасӑр тенӗ пек, штурман ҫырура карап пурнӑҫӗ, вӑл ҫурҫӗрелле ерипен куҫса пыни ҫинчен ҫырнине каласа пӗлтертӗм.

И я рассказал ей о том, как тетя Даша однажды наткнулась на другое письмо, в котором говорилось о жизни корабля, затертого льдами и медленно двигающегося на север.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Акӑ мӗн тенӗ вӑл ҫырура:

Содержание письма было следующее.

Пиллӗкмӗш сыпӑк. Юрату // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Ку йӑла вара ҫапла пуҫланатчӗ: Даша инке конверт ҫине пӑхса е адресне вуласах ҫырура мӗн ҫырнине пӗлесшӗнчӗ, анчах та ҫырусем шывра выртнипе чылайӑшӗн адресне вуласа кӑларма ҫукчӗ.

Обряд начинался с того, что тетя Даша пробовала угадать содержание письма по конверту, по адресу, в большинстве случаев совершенно размытому водой.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней