Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Вуннӑмӗш сыпӑк

Раздел: Икӗ капитан –> Пӗрремӗш пай. Ача чухнехи

Автор: Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ

Источник: Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Добавлен: 2019.08.27 01:25

Предложений: 97; Слово: 954

Тип текста: Прозаичное произведение

По-русски Тема: Военное

Даша инке

Юратнӑ Даша инке пулмасан, эпӗ ҫак вӑхӑта аса та илместӗмччӗ-и, тен. Ҫак вӑхӑтра ӗнтӗ эпӗ Даша инкене хакласа юратма пуҫларӑм.

Эпӗ, ун патне пырса, нимӗн чӗнмесӗр лараттӑмччӗ — вӑл каламасӑрах пурне те пӗлетчӗ. Мана лӑплантарас тесе, вӑл хӑйӗн пурнӑҫӗ ҫинчен каласа паратчӗ. Вӑл хӗрӗх ҫула ҫитменнине пӗлсен, эпӗ тӗлӗнсе кайрӑм! Куҫлӑх тӑхӑнса ют ҫынсен ҫырӑвӗсене, ҫурхи шывпа хамӑр килхушшине юхса килнӗскерсене, вуланӑ чухне (вӑл вӗсене халь те вулатчӗ-ха) вӑл маншӑн карчӑк пекех туйӑнатчӗ.

Упӑшкинчен вӑл ҫирӗм пилӗк ҫулта юлнӑ: унӑн упӑшки япун вӑрҫи пуҫламӑшӗнчех пуҫне хунӑ. Даша инкен мӑшӑрӗн портречӗ чӗнтӗрлӗ ҫиттипе витнӗ комод ҫинче, сенкер кӗленче вазӑсен хушшинче тӑрать. Портрет хыҫӗнче — ҫыру, хӑвӑрах пӗлетӗр, эпӗ пӑхмасӑр калама вӗреннӗ ҫыру пур. Хӗвелтухӑҫ-Ҫӗпӗр ячӗпе тӑракан 26-мӗш стрелковӑй полкӑн куҫса ҫӳрекен канцелярийӗ Даша инкене унӑн мӑшӑрӗ Федор Александрович Федоров, 3-мӗшпе 4-мӗш степеньлӗ ҫар орденне илме тивӗҫлӗ пулнӑскер, япунсене хирӗҫ ҫапӑҫса паттӑрла вилӗмпе вилни ҫинчен пӗлтерет. Герой! Ҫак сӑмах мана хӑмӑшран тунӑ тенкел ҫинче, тусем хушшинче ларакан кӗскерех кӑна хӑварса кастарнӑ мӑйӑхлӑ, сухаллӑ арҫына асилтеретчӗ.

Даша инке каҫсеренех пӗр ҫыру вулатчӗ, ку вӑл уншӑн йӑлана та кӗчӗ темелле. Ку йӑла вара ҫапла пуҫланатчӗ: Даша инке конверт ҫине пӑхса е адресне вуласах ҫырура мӗн ҫырнине пӗлесшӗнчӗ, анчах та ҫырусем шывра выртнипе чылайӑшӗн адресне вуласа кӑларма ҫукчӗ.

Унтан ерипен кӑна вулама пуҫлаттӑмӑр, вуласа кӑларма май килмен сӑмах тӗлне ҫитсен ассӑн сывлаттӑмӑр, мӑкӑртатса илеттӗмӗр. Даша инке ҫынсен савӑнӑҫӗпе савӑнатчӗ, ют ҫынсен хуйхишӗн хуйхӑратчӗ, пӗрне вӑрҫатчӗ, тепӗрне мухтатчӗ. Калӑн: ҫав ҫырусене пурне те хӑй патне ҫырнӑ. Кӗнекесене те ҫавнашкалах вулатчӗ вӑл. «Родина» журнал ҫумне хушса кӑларнӑ пӗр-пӗр князьсен, графсен ҫемьери пурнӑҫӗ, юратӑвӗ ҫинчен ҫырнӑ кӗнекесене вуланӑ чух вӑл пӗтӗм графсем, князьсем хайӗн кӳршинчех пурӑннӑ пек шутлатчӗ.

— Барон Л. тата… — тет вӑл хӗрсе кайса. — Эпӗ ӑна де-Сан-Су мадама пӑрахатех тесе шутланӑ. — Эх, чунӑм, чунӑм, акӑ сана пыр та кур! Аван йӗкӗт!

Гаед Кулирен пытанса каҫсене ун патӗнче ирттернӗ чухне вӑл почтӑна пӗтӗмпех вуласа тухас патнех ҫитрӗ — вунӑ-вунпилӗк ҫыруран ытла юлмарӗ. Вӗсен хушшинче пӗр ҫыру пурччӗ. Эпӗ ӑна кунта ҫырса кӑтартма тивӗҫ. Даша инке ҫав ҫырӑва ӑнланаймарӗ. Анчах та вӑл ҫыру ун чухнех-ха маншӑн темшӗн инҫетри ҫулҫӳревсен штурманӗн ҫырӑвӗпе ҫыхӑнса тӑнӑ пек туйӑнатчӗ.

Акӑ вӑл (малтанхи йӗркисене Даша инке вуласа кӑлараймарӗ):

«…Ҫакна ҫеҫ тархаслатӑп эпӗ: ан ӗнен эсӗ вӑл ҫынна! Пирӗн пӗтӗм ӑнӑҫсӑр ӗҫсемшӗн пӗр вӑл ҫеҫ айӑплӑ. Архангельскинче унтан илнӗ 60 йытӑран чылайӑшне Ҫӗнӗ ҫӗр ҫинчех персе пӑрахма тӳрӗ килчӗ. Ҫапла, вӑл пулӑшни пире ҫав тери хакла ларчӗ. Пӗр эпӗ ҫеҫ мар, ӑна пӗтӗм экспедици ылханать. Эпир хӑрушлӑха хирӗҫ кайрӑмӑр, хӑрушлӑха хирӗҫ кайнине хамӑр та пӗлтӗмӗр, анчах та кун пек инкек кӗтмен эпир. Хамӑр вӑя шанмалли ҫеҫ тӑрса юлать. Хамӑр ҫулҫӳрени ҫинчен мӗн чухлӗ каласа панӑ пулӑттӑм-ши эпӗ! Катюшка валли ку истори хӗлӗпех калама та ҫитӗччӗ. Турӑҫӑм, ҫавна пула мӗн тери инкек тӳссе ирттерме тивет пире! Эсӗ пирӗн ҫӑлӑнӑҫ ҫук тесе ан шутла. Эпӗ сана ун пек шутлаттарасшӑн мар. Анчах та эсир ытлашши кӗтсех ан тӑрӑр…»

Даша инке мана вӗрентнӗ пек, куҫлӑх витӗр ман ҫине пӑхса такӑна-такӑна вуларӗ. Эпӗ ӑна итлесе лартӑм. Темиҫе ҫултан ҫак ҫырури кашни сӑмаха асапланса асӑнасса пӗлеймерӗм эпӗ.

Ҫырӑвӗ вӑрӑмччӗ, те ҫиччӗ, те сакӑр страницӑллӑччӗ. Унта пӑрсен хушшине хӗсӗнсе ларса ҫурҫӗрелле ерипен шӑвакан карапӑн пурнӑҫӗ ҫинчен пӗтӗмпех ҫырса кӑтартнӑччӗ. Пуринчен ытла мана «пӑр каютӑсенче те пур, ӑна кашни ирех пуртӑпа ваклама тӳрӗ килет» тени тӗлӗнтерчӗ.

Эпӗ Скачков матрос упа тытма кайса пӑр ҫурӑкне ӳксе саланса кайни, вилни ҫинчен, чирлӗ Тисс механика пӑхса пурте ывӑнса ҫитни ҫинчен хам сӑмахсемпе каласа пама пултарӑттӑм. Анчах та эпӗ маларах ҫырса хӑварнӑ ҫирӗм-вӑтӑр йӗркене ҫеҫ пӗр сӑмах сиктерми асӑмра тытса юлтӑм.

Даша инке, ассӑн сывласа, ҫаплах вуласа ларать, — мӑнӑн куҫ умне темле тӗтреллӗ картина тухса тӑрать: шурӑ юр ҫинчи шурӑ палаткӑсем; йытӑсем ҫунана, аран хашлатса, сӗтӗреҫҫӗ. Ҫав тери пысӑк ҫын, тир атӑ, тир ҫӗлӗк, тир алса, тир ряса тӑхӑннӑскер, пуп пекскер, ҫунасене хирӗҫ утать…

Пӗррехинче эпӗ пынӑ чухне Даша инкен куҫӗсем шывланнӑччӗ. Вӑл хӑй упӑшкин, япун вӑрҫи геройӗн портретне лартнӑ комод умӗнче йӗрсе тӑратчӗ. Мана курсан вӑл пуҫӗнчи тутӑрне сӳсе илчӗ.

— Акӑ мӗн тӑваҫҫӗ мана, юнӗҫенсем, ылханлӑ чунсем, — терӗ вӑл ман ҫине пӑхса, ҫав тери ҫилӗллӗн, эпӗ тӗлӗнсех кайрӑм. — Ав, мӗнле мӑшкӑлларӗҫ! Тӑлӑх тесе, никам та хӳтӗлемест тесе шутлатӑр пуль? Тупӑнӗҫ!

— Даша инке!

— Тупӑнӗҫ! — терӗ те вӑл, каллех йӗрсе ячӗ. — Тӳсейместӗп эпӗ. Каятӑп, ӗҫӗ те пӗтрӗ. Курса та юлаймӑр!

Вӑл кровать ҫине ларчӗ, ботинкине хывса урайне печӗ.

— Ан тив, шуйттан илтӗр сана! — терӗ вӑл савӑнса. — Эсӗ ху та ватӑ шуйттан, асту, пӗлнӗ пул! Санӑн мӑшӑру мар эпӗ. Нихҫан та ун пек пулас ҫук.

Эпӗ вӑл Сковородников старике вӑрҫнине ӑнланса илтӗм, старик мӗн тунине ыйтса пӗлме тӑтӑм. Анчах та вӑл аллине ҫеҫ сулчӗ.

Ун чухнех-ха эпӗ старик ӑна кӳрентернипе кӳрентерменнине Даша инке хӑй те тӗплӗн пӗлейменнине тавҫӑрса илтӗм. Ҫапах та старик ӑна темле шухӑшлаттармалли сӑмах каланах, ҫавӑнпа каҫхине Даша инке тӗрӗллӗ хура тутӑрне ҫыхса хӑйсен кӳршинче пурӑнакан юмӑҫ-цыганка патне кайрӗ те ӗнтӗ.

Вӑл шухӑша кайса, лӑпланса таврӑнчӗ, Сковородникова та урӑх вӑрҫмарӗ, хӑй тӗллӗн кӑна «ӗҫмен ҫын» тесе хучӗ.

Хӑйне хӑй вӑл тепӗр кунхине те ҫавӑн пекех тӗлӗнмелле тыткаларӗ. Хӗрлӗ питлӗ, вараланчӑк пальто, шалпар атӑ тӑхӑннӑ палламан ҫын килсе кӗнӗ чухне Даша инке картишӗнче чӑлха ҫыхса ларатчӗ. Палламан ҫын, ун-кун пӑхкаласа, крыльца ҫинче ҫилӗм туса ларакан Сковородников старик патне пычӗ.

— Эсир пӳрт сутать теҫҫӗ-и?

Сковородников пӗрре ун ҫине, тепре Даша инке ҫине пӑхса илчӗ.

— Эпӗ, — терӗ вӑл, — хамӑн урӑх ҫӗре каймаллипе пӗтӗм ҫурт-йӗре, пӗтӗм пурлӑха сутатӑп.

Даша инке пӑшӑрханса пӑшӑлтатма тытӑнчӗ, тенкеле ӳкерсе, сиксе тӑчӗ, ӗнерхи пекех тутӑрне сӳсе илчӗ.

— Ҫӗр пур-и?

— Ҫӗр пур, ҫак карта ӑшӗнчех.

Даша инке хытӑран хытӑ пӑшӑлтатма тытӑнчӗ.

— Сутмастпӑр! — сасартӑк кӑшкӑрса ячӗ вӑл. — Сутмалли ҫурт мар ку! Тухса кайӑр!

Сковородников чееленсе хӑрах куҫне хупрӗ.

— Хуҫи эсӗ-и? — хыпаланса ыйтрӗ унтан таса мар пальто тӑхӑннӑ ҫын.

— Эпӗ.

— Апла-тӑк, сутатни — ҫук-и?

— Ав, сутмастпӑр, теҫҫӗ, — хӑйшӗн хӑй савӑннӑ пек пулчӗ Сковородников, вӑл ахӑлтатса кулса ячӗ.

Ҫак сценӑна Петька та курчӗ. Вӑл кухня алӑкӗ патӗнче тӑрӑхласа кулса тӑратчӗ. Эпӗ нимӗнех те ӑнланаймарӑм. Анчах кӗҫех пурте паллӑ пулчӗ.

Сайт:

 

Статистика

...подробней