Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Ҫамрӑкрах (тĕпĕ: ҫамрӑк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Астӑватӑп эпӗ, ҫамрӑкрах чухне пуринчен малта пыраттӑрччӗ эсир…

Я помню, как вы, когда помоложе были, впереди всех шли…

7 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ҫамрӑкрах пулас пулсан, Корней, тен, хӑраса тӑмӗччӗ, таврӑнӗччӗ Черемшанкӑна.

Будь Корней помоложе, он, может быть, рискнул бы, перебрался в Черемшанку.

6 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Пуласчӗ ҫамрӑкрах, кӑтартӑттӑмчӗ-ха сана авӑрлӑ кулача мӗнле ҫимеллине!

— Был бы помоложе, я бы тебе показал развязку!

XVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Пуласчӗ хамӑн кӑшт ҫамрӑкрах… —

— Вот был бы я помоложе…

XVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Мучисен шинелӗсем ҫинче Ловчӑпа Плевна патӗнче паттӑррӑн ҫапӑҫнӑшӑн панӑ хӗрессемпе медальсем ылтӑнӑн-кӗмӗлӗн йӑлтӑртатаҫҫӗ; вӗсенчен кӑшт ҫамрӑкрах казаксем Геок-Тепе, Сандепу, Германи вӑрҫинче — Перемышль, Варшава, Львов патӗнчи хӑюллӑ атакӑсемшӗн илнӗ хӗрессем ҫакса тултарнӑ.

У дедов на шинелях блистали золотом и серебром кресты и медали за Ловчу и Плевну, казаки помоложе были густо увешаны крестами, выслуженными за лихие атаки под Геок-Тепе, Сандепу и на германской — за Перемышль, Варшаву, Львов.

XI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Таптатпӑр-и? — ыйтрӗ ҫамрӑкрах казакӗ, масар шӑтӑкӗ хӗррипе тан тулсан.

— Притопчем? — спросил казак помоложе, когда могила сровнялась с краями.

XXXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӗсем патӗнче, пӗр-пӗрне куҫ хӗссе, вӑрттӑн кулкаласа, ҫамрӑкрах казаксем кӗпӗрленсе тӑраҫҫӗ, ушкӑн варринче, кукшалса пыракан лаптак ӗнси ҫине кӗмӗл хӑюпа хӗреслентерсе тунӑ симӗс тӑрӑллӑ атаман ҫӗлӗкне пусса лартса, Пантелей Прокофьевичӑн тантӑшӗ — ватӑлма пӗлми, яланах антоновка улма пек хӗрелсе ҫӳрекен Авденч — хуторта «Брех» (суеҫӗ) тесе чӗнекен казак, чӗрне вӗҫҫӗн тайкаланса пӑхса тӑрать.

Около, перемигиваясь, улыбаясь, толпились казаки помоложе, а в середине, сдвинув на плоский лысеющий затылок синеверхую атаманскую, с серебряным перекрестом, папаху, покачивался на носках одногодок Пантелея Прокофьевича — нестареющий, вечно налитой, как яблоко антоновка, румянцем — Авдеич, по кличке Брёх.

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Сӗтел хушшине атаманпа писарӗн икӗ айӑккине хисеплӗ стариксем — кӗмӗл кӑвак сухаллӑскерсем — кӗрсе ларчӗҫ, ҫамрӑкрах казаксем темӗн тӗрлӗ сухаллисем те сухалсӑррисем те тепӗр ушкӑна чӑмӑртанса тӑчӗҫ, пуҫӗсене ӑшӑ сурӑх тир ҫухавийӗсенчен кӑларса, шавлама тытӑнчӗҫ.

За столом, по бокам от атамана и писаря, расселись почетные — в серебряной седине бород — старики, помоложе — с разномастными бородами и безбородые — казаки жались в кураготы, гудели из овчинной теплыни воротников.

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫамрӑкрах казаксем хаваслансах хӗҫпе касас енӗпе ӑмӑртаҫҫӗ, ватӑраххисем — занятинчен пӑрӑна-пӑрӑна каяҫҫӗ.

Казаки помоложе охотно состязались в рубке, постарше — отвиливали от занятий.

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хӗрсем те калаҫма пуҫларӗҫ; анчах сарри, хӑйӗн аппӑшӗнчен пӗр ултӑ ҫул ҫамрӑкрах курӑнаканскер, сӑнран пӑхсан ҫирӗм пилӗк ҫулсене ҫитнӗскер, шӑпрах пулчӗ.

Даже барышни стали говорить; но белокурая, которая казалась моложе шестью годами своей сестры и которой по виду было около двадцати пяти лет, была молчаливее.

IV. Апат // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Хальтерех ҫеҫ хырӑннӑран ӗнтӗ, Юргинӑн тӗксӗм сӑнлӑрах пичӗ ҫутӑлсарах тӑрать, вӑл походра пулнӑ чухнехинчен ҫамрӑкрах та хаваслӑрах пек курӑнать.

Смуглое лицо Юргина свежо лоснилось после недавнего бритья, — он выглядел моложе и веселее, чем в дни похода.

XIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Михаил Александрович ҫамрӑкрах чух хӑй те пысӑк ӗҫсем, халӑх валли ырӑ ӗҫсем тӑвас ӗмӗтпе пурӑннӑ-мӗн.

Михаил Александрович и сам в молодости жил мечтами о больших делах, хороших делах для народа.

XVII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Тӗттӗмрех пулин те, комиссарӑн ҫамрӑкрах сӑн-пичӗ йӑл кулса илни палӑрса кайрӗ.

Даже в полутьме было видно, как на светлом, еще моложавом лице комиссара блеснула улыбка.

XVII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Ҫамрӑкрах чухне манра тӗлӗк евӗр пӗр ӗмӗт пурӑнатчӗ: хам ҫитме пултарайман, тӗнчере халлччен пулман, ыттисенчен пач расна хӗрарӑма юратса пӑрахассиччӗ, унпа ман, пӗлетӗр-и, нихӑҫан нимӗнле пӗрлехи те пулма пултараймасть.

Когда я был помоложе, во мне жила одна греза: влюбиться в недосягаемую, необыкновенную женщину, такую, знаете ли, с которой у меня никогда и ничего не может быть общего.

V // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Хӑйне мӗн пулнине ӑнланмасть вӑл, вӑл Лопухов чухлӗ чӗрине ҫунтарса курман-ха; мӗнех, ҫаплах пулмалла та вӗт ку: Верочка унран тӑватӑ ҫул ҫамрӑкрах, ҫамрӑклӑх пуҫламӑшӗнче ӗнтӗ тӑватӑ ҫул нумая пӗлтерет.

Она еще не понимает, что в ней происходит, она еще не так много пережила сердцем, как он; что ж, ведь это натурально: она четырьмя годами моложе его, а в начале молодости четыре года много значат.

XXI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Анчах каҫсерен час-часах хӑнасем пулаҫҫӗ, — ытларах вӗсем ҫамрӑк ҫынсем, «савнӑ тусран» та ҫамрӑкрах, Вера Павловнӑран хӑйӗнчен те ҫамрӑкрах, — вӗсен шутӗнче мастерскойра вӗрентекен преподавательсем те пур.

Но очень часто по вечерам бывают гости, — большею частью молодые люди, моложе миленького, моложе самой Веры Павловны, — из числа их и преподаватели мастерской.

V // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

— Пар-ха, Сидорович, эпӗ пуҫлам, эпӗ ҫамрӑкрах.

— Дай-ка я начну, Сидорович, я помоложе.

XVII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫамрӑкрах та ӑслӑрах пулнӑ пулсан — санпа ун пек калаҫмастчӗ вӑл!

Будь она помоложе да поумнее — не так ей надо было с тобой разговаривать!

XIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Пӗр вунӑ ҫул каялла, вӑл ҫамрӑкрах чух, вӗсем утӑ ҫинче Антип Грачпа килӗштереймен, ҫапӑҫса кайнӑ, Антип ӑна самаях хӗртнӗччӗ.

Лет десять назад, когда он был помоложе, не заладили они на покосе с Антипом Грачом, подрались, и Антип ему здорово навтыкал тогда.

X сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫав сӑн-питре ытла та чуна ҫывӑх, кӑмӑла ҫавӑракан темле илӗртӳ пур: те уҫҫӑн пӑхакан кӑвак куҫсем илӗртеҫҫӗ ҫынна, те ҫамрӑкрах чухнехи чӑмӑрлӑхне ҫухатайман, малалла тухса тӑракан янахӗ…

Было в этом что-то страшно близкое, располагающее: то ли открытые, серые в крапинках глаза, то ли упрямо выдвинутый подбородок, еще не утративший юношеской округлости…

25-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней