Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

юхтарнӑ (тĕпĕ: юхтар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл Ржевра извозпа пурӑнать, е йывӑҫ купи хатӗрлет, е сулӑсем юхтарнӑ ҫӗрте ӗҫлет, тенӗ хыпарсем илтӗннӗ.

Ходили слухи, что он занимался то извозом во Ржеве, то заготовкой корья, то работал на сплаве леса…

III // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Эпӗ нихӑҫан та анне пулса курман, ҫапах та шухӑшпа хама ҫав вырӑнах лартатӑп: акӑ манӑн ача ӳсет — юратнӑскер, куҫ пек курса тӑраканскер, унра мӗн-пур шанчӑк, уншӑн тертленнӗ-тӑрӑшнӑ, куҫҫуль юхтарнӑ, ҫӗрӗ-ҫӗрӗпе ҫывӑрман… сасартӑк вара — айванлӑх, ӑнсӑртлӑх, хӑйпе хӑй тӗллӗн сиксе тухнӑ тискерле ӑнсӑртлӑх: вӑл чӳрече ҫинче вылять, нянька ҫаврӑнса тӑнӑ, курмасть, ача аялалла, чулсем ҫинелле персе анать.

Я никогда не была матерью, но я воображаю себе: вот у меня растет ребенок — любимый, лелеемый, в нем все надежды, в него вложены заботы, слезы, бессонные ночи… и вдруг — нелепость, случай, дикий, стихийный случай: он играет на окне, нянька отвернулась, он падает вниз, на камни.

XXII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Азраил архангелӑн хӗҫне тыттарсамччӗ пире, эпир вара хӗвелтухӑҫри те анӑҫри сан тӑшманусене касса-тураса юн юхтарнӑ пулӑттӑмӑр!..

Ниспошли нам огненный меч архангела Азраила, да обагрим мы восток и запад кровью врагов твоих!..

XXX. Стрем айлӑмӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Сивӗ чул купташки! — куҫҫулӗ юхтарнӑ пекех ҫухӑрашма тытӑнчӗ ҫамрӑк кӑна Настенка Донецкова, хӑйӗн пӗчӗккӗ те ҫирӗп чышкисемпе Давыдова ҫурӑмӗнчен пикенсех кӳпкесе пыраканскер.

Каменюка холодная! — чуть не со слезами взголосила молоденькая Настенка Донецкова, усердно молотившая по спине Давыдова своими маленькими, но крепкими кулачками.

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ун ҫинчен эпир пурте пӗлетпӗр: вӑл малтанах тӳп-тӳрӗ ҫул-йӗрпе пырать, унталла та, кунталла та пӑркаланмасть, эпир те — ун хыҫҫӑн, тытса чарма ҫук хӑватлӑ юхӑм пек пырса, ҫав чӑн-чӑн тӑван социализма утса ҫитӗпӗр, эпир хамӑр ҫав социализмшӑн ҫапӑҫнӑ-ҫке-ха, арӑмсене, ача-пӑчасене пӑраха-пӑраха хӑварса, ҫамрӑк пурнӑҫӑмӑрсем ҫинчен манса кайса, хамӑр юна та, ютсен юнне те пӗр хӗрхенмесӗр юхтарнӑ.

Мы все об этом знаем: он с самого начала идет прямой дорогой, туда-сюда не сворачивает, и мы — за ним, как неостановимый мощный поток, придем к настоящему родному социализму, мы сами же боролись за этот социализм, оставляя жен, детей, забыв о молодых жизнях, не жалея проливали и свою и чужую кровь.

13-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Манӑн юнӑма сахал юхтарнӑ тетӗн!

Мне мало крови пустили!

9-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вӗсем ун умӗнче хапхине уҫнӑ та ӑна хуларан кӑларса янӑ, вара вӑл хӑй ывӑлӗ пирки юхтарнӑ юнпа шӑвӑннӑ тӑван ҫӗр тӑрӑх утса кайнине стена ҫинчен вӑрахчен пӑхса тӑнӑ: вӑл ҫав ҫӗр ҫинчен урине аран-аран илсе, ерипен утса пынӑ, хулана сыхласа вилнисем умӗнчен пуҫ тайса иртнӗ, хуҫӑк хӗҫпӑшалсене, тӗренсе, урипе тапса хӑварнӑ — пӗр пӗрин ҫине тапӑнма кирлӗ хӗҫпӑшала аннесем кураймаҫҫӗ, вӗсем пурнӑҫа сыхлама кирлине кӑна сума сӑваҫҫӗ.

Они открыли ворота пред нею, выпустили ее из города и долго смотрели со стены, как она шла по родной земле, густо насыщенной кровью, пролитой ее сыном: шла она медленно, с великим трудом отрывая ноги от этой земли, кланяясь трупам защитников города, брезгливо отталкивая ногою поломанное оружие, — матери ненавидят оружие нападения, признавая только то, которым защищается жизнь.

Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.

Анчах та пулӗ, ҫитӗ вӑхӑт, — эс халь юхтарнӑ хӗрӳ юнӑн кашни вӗри тумламӗ, пурнӑҫ тӗттӗмлӗхне ҫурса, хӗлхем пек ҫиҫӗ те хӑюллӑн, темчул хастар чӗресенче ҫутӑпала ирӗклӗхӗн вӗри вутне чӗртсе ҫунтарӗ!

Но будет время - и капли крови твоей горячей, как искры, вспыхнут во мраке жизни и много смелых сердец зажгут безумной жаждой свободы, света!

Сокол ҫинчен хывнӑ юрӑ // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–74 стр.

Кӑкӑрӗнчен вӑл юн юхтарнӑ, тӗкӗсене юнпа пӗветнӗ…

Сокол с разбитой грудью, в крови на перьях…

Сокол ҫинчен хывнӑ юрӑ // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–74 стр.

Вӗсен армак-чармак турачӗсем пӗр-пӗринпе явӑнса-ҫыхланса пӗтнӗ, тымарӗсем унта-кунта ҫӗленсем пек тӑсӑлнӑ, ҫынсем кашни пӗр утӑмшӑн нумай тарпа юн юхтарнӑ.

Переплелись их ветки между собой; как змеи, протянулись всюду корни, и каждый шаг много стоил пота и крови тем людям.

III сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.

Радда ӑна шыв юхтарнӑ пекех ҫапла калать: — Санӑн ҫавӑн пек ҫӳле вӗҫсе хӑпармалла марччӗ, Лойко, асту, персе анса, сӑмсупа шыв лупашкине тӗл пулӑн та мӑйӑхна лапӑртаса пӑрахӑн, — тет.

А Радда и говорит, точно воду цедит: — Ты бы не залетал так высоко, Лойко, неравно упадешь, да — в лужу носом, усы запачкаешь, смотри.

Макар Чудра // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 7–19 стр.

Каснӑ йывӑҫран пиншерӗн сулӑсем ҫыхнӑ, Иаффӑна ҫити вӗсене ҫӗршер моряк тинӗспе юхтарнӑ, лере вара ҫавсене токарьпе столяр ӗҫне лайӑх пӗлекен Тир ӑстаҫисем чутласа-якатса, вырӑна кӗртсе тӑнӑ.

Тысячи людей вязали срубленные деревья в плоты, и сотни моряков сплавляли их морем в Иаффу, где их обделывали тиряне, искусные в токарной и столярной работе.

I сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Тин юхтарнӑ пыл пуль тесе шухӑшларӑмӑр малтан.

Помоги переводом

Мӗн пур ӗҫе пӑрахса майра шырамалла! // Ҫамрӑксен хаҫачӗ. Ҫамрӑксен хаҫачӗ

Шӑл тунисем чирлӗ пулсан ҫӑвара алоэ сӗткенӗн 50 процентлӑ шӗвекӗпе чӳхемелле е тин юхтарнӑ 1 чей кашӑкӗ сӗткенне сӗтпе хутӑштарса кунне 3 хут ӗҫмелле.

Помоги переводом

Иммун тытӑмӗшӗн паха // Сывлӑх. Сывлӑх, 2015,11,11.

Пӗлетпӗр ӗнтӗ, коммунистсем хӑй вӑхӑтӗнче ӗҫчен чӑвашсен куҫҫулне сахал мар юхтарнӑ.

Знаем, в свое время коммунисты заставляли немало лить слезы трудолюбивым чувашам.

«Мы нищеброды что-ли?» // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/blogs/comments/2852.html

Тин юхтарнӑ хӑяр сӗткенне пӗр виҫепе шывпа хутӑштармалла.

Помоги переводом

Ҫуллахи шӑрӑхра // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.07.20. 28№

Кӗрен хупӑллӑ ҫӗрулмин тин юхтарнӑ ҫур стакан сӗткенне ҫур стакан кишӗр сӗткенӗпе хутӑштармалла.

Помоги переводом

Панкретит чухне // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.07.20. 28№

22. Эсир халӗ Сион тӑвӗ патне, чӗрӗ Туррӑн хули патне, тӳпери Иерусалим патне пырса тӑтӑр, савӑнса тӑракан имсӗр-сумсӑр ангелсем патне, 23. тӳпере ҫырӑннӑ малтан ҫуралнисенӗн ушкӑнӗ патне, пурне те сут тӑвас Турӑ патне, пӗтӗмпех ырӑ пулса ҫитнӗ тӳрӗ ҫынсенӗн чунӗсем патне, 24. пире ҫӗнӗ халал урлӑ Турӑпа пӗрлештернӗ Иисус патне, Авель юнӗнчен кӑмӑллӑрах каласа тӑракан юхтарнӑ Юн патне пырса тӑтӑр.

22. Но вы приступили к горе Сиону и ко граду Бога живого, к небесному Иерусалиму и тьмам Ангелов, 23. к торжествующему собору и церкви первенцев, написанных на небесах, и к Судии всех Богу, и к духам праведников, достигших совершенства, 24. и к Ходатаю нового завета Иисусу, и к Крови кропления, говорящей лучше, нежели Авелева.

Евр 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

3. Вӑл Вифанире тилҫеллӗ Симон килӗнче апат ҫисе ларнӑ чухне пӗр хӗрарӑм алаватсӑр савӑтпа хаклӑ йышши таса нард ҫӑвӗнчен тунӑ мирӑ илсе пынӑ; савӑтне ҫӗмӗрсе ҫӑвне Ун пуҫӗ ҫине юхтарнӑ.

3. И когда был Он в Вифании, в доме Симона прокаженного, и возлежал, - пришла женщина с алавастровым сосудом мира из нарда чистого, драгоценного и, разбив сосуд, возлила Ему на голову.

Мк 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

6. Иисус Вифанире тилҫеллӗ Симон килӗнче пулнӑ чухне 7. Ун патне пӗр хӗрарӑм алавастӑр савӑтпа хаклӑ йышши мирӑ илсе пынӑ та ӑна кӗрекере ларакан Иисус пуҫӗ ҫине юхтарнӑ.

6. Когда же Иисус был в Вифании, в доме Симона прокаженного, 7. приступила к Нему женщина с алавастровым сосудом мира драгоценного и возливала Ему возлежащему на голову.

Мф 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней