Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Иммун тытӑмӗшӗн паха

Автор: Сывлӑх

Источник: Сывлӑх, 2015,11,11.

Добавлен: 2018.08.10 17:34

Предложений: 47; Слово: 408

Тип текста: Публицистика

По-русски Тема: Здоровье

Аир тымарӗ

Ӳт чирӗсем аптратсан тонуса ӳстерет, шыҫҫа, бактерисене, хутлатнине хирӗҫле витӗмпе палӑрса тӑрать, аппетита, апат ирӗлессине лайӑхлатать.

Рецепчӗ: 1 чей кашӑкӗ тымара тин вӗренӗ 1 стакан шыва ямалла. Шыв мунчинче 15 минут вӗретмелле, илсен 45 минутран сӑрӑхтармалла. Кунне 3-4 хут апатчен 30 минут маларах чӗрӗкшер стакан ӗҫмелле.

Алоэ сӗткенӗ

Биогенлӑ стимулятор, организма япӑх условисене хӑнӑхма пулӑшать. Ҫемҫетекен, пиҫсе кайнинчен, шыҫнинчен сиплекен, бактерисемпе кӗрешекен витӗмлӗ.

Рецепчӗ: грипп чухне сӑмса шӑтӑкӗсене алоэн чӗрӗ сӗткенне кашни пилӗк сехетре 5-6-шар тумлам ямалла. Шӑл тунисем чирлӗ пулсан ҫӑвара алоэ сӗткенӗн 50 процентлӑ шӗвекӗпе чӳхемелле е тин юхтарнӑ 1 чей кашӑкӗ сӗткенне сӗтпе хутӑштарса кунне 3 хут ӗҫмелле. Вӑй-хал чаксан, нервсем хавшасан организма ҫак хутӑш пулӑшать. 100 миллилитр алоэ сӗткенне, 500 грамм вӗтетнӗ аҫтӑрхан мӑйӑрне, 300 грамм пыла, 3-4 лимон сӗткенне хутӑштармалла. Кунне 3 хут апатчен 30 минут маларах 1-ер чей кашӑкӗ ӗҫмелле. Асӑрханӑр: ача кӗтекен хӗрарӑмсене, пӳре, шӑк хӑмпи шыҫсан юрамасть.

Каланхоэ ҫулҫи

Каланхоэн чӗрӗ ҫулҫин сӗткенӗ вырӑнти иммунитета лайӑхлатать, сурансене, ытти мелпе сиенленнӗ ӳте сывалма пулӑшать.

Рецепчӗ: каланхоэ сӗткенне пӗр виҫепе новокаинӑн 0,5 процентлӑ шӗвекӗпе хутӑштармалла. Унпа сиенленнӗ ӳт ҫине примочка хумалла.

Куккурус ҫӳҫи

Хӳтӗлевҫӗ клеткӑсен активлӑхне ӳстерет, ват шӗвекне, шӑк хӑвалать, юн кайнине чарать, аппетита чакарать.

Рецепчӗ: 2 апат кашӑкӗ чӗртавара тин вӗренӗ 1,5 стакан шыва ямалла, савӑта хупӑлчапа витсе 1 сехет лартмалла, сӑрӑхтармалла. Кунне 4 хут апат умӗн 1-2-шер апат кашӑкӗ ӗҫмелле. Юн кӗвелеслӗх пысӑк чухне юрамасть.

Пуҫлӑ сухан

Организмӑн хӳтлӗх хӑватне вӑйлатать. Микробсене, вируссене хирӗҫле витӗмлӗ лизоцим пур.

Рецепчӗ: пӗчӗкрех сухана хуппинчен тасатмалла, вӗтӗ вакламалла, ҫур литр шурӑ эрехе ямалла, тӗттӗм вырӑнта 7 кун лартмалла, сӑрӑхтармалла. Кунне 2 хут - ирхине тата каҫхине - 1 чей кашӑкӗ настойкӑна стаканӑн виҫҫӗмӗш пайӗ чухлӗ шыва ярса ӗҫмелле. Вар-хырӑм ҫулӗсен шыҫӑ чирӗсем пулсан юрамасть.

Йӳҫ кӑшман

Тымарҫимӗҫӗн сӗткенӗнче микробсене, вируссене хирӗҫ кӗрешекен лизоцим пур. Сӗткен ӳслӗке лӑплантарать, аппетита, ват шӗвекӗ, хырӑмлӑх сӗткенӗ, шӑк тухассине вӑйлатать.

Рецепчӗ: йӳҫ кӑшман тымарӗн варрине чакаласа путӑк тумалла, унта пыл тултармалла. Ӑшӑ пӳлӗмре ултӑ сехет тытмалла. Пухӑннӑ сӗткене савӑта ярса илмелле. Ӑна кунне 3-4 хут 1-ер апат кашӑкӗ ӗҫмелле. Хырӑмлӑх сӗткенӗн йӳҫеклӗхӗ пысӑк чухнехи гастритпа, язвӑпа, пыршӑлӑхӑн шыҫӑ чирӗсемпе, пӗвер тата чӗре чирӗсемпе аптрасан юрамасть.

Хӗрлӗ кӑшман

Кӑшманри лизоцин микробсемпе, вируссемпе кӗрешет, шӑк хӑвалакан, шыҫҫа хирӗҫле витӗм кӳрет, юн пусӑмне чакарать, витаминсемпе тивӗҫтерет.

Рецепчӗ: теркӑланӑ чӗрӗ кӑшмана пӑчӑртаса сӗткенне юхтармалла, темиҫе сехете холодильнике лартмалла. Усӑ курас умӗн сӗткене пӗр виҫепе пылпа хутӑштармалла. Кунне 3-4 хут стаканӑн виҫҫӗмӗш пайне ӗҫмелле.

Лачака тип курӑкӗ

Лачака тип курӑкӗ /сушеница болотная/ хӳтӗлевҫӗ клеткӑсен активлӑхне вӑйлатать, шӑк хӑвалакан, ӳт илтерекен, юн кайнине чаракан витӗм кӳрет.

Рецепчӗ: курӑкӑн вӗтетнӗ 4 апат кашӑкӗ типӗ хунавне тин вӗренӗ 2 стакан шыва ямалла. Хупӑ савӑтпа 2 сехет лартмалла, сӑрӑхтармалла. Кунне 4 хут апат умӗн чӗрӗкшер стакан ӗҫмелле.

Сайт:

 

Статистика

...подробней