Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

юлмиччен (тĕпĕ: юл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Усть-Хоперски станицӑна кӗрекен тахӑш хутортан васкаса кӑларса янӑ пӗр сотньӑна 32-мӗш полк пӗр ҫын юлмиччен вакласа тӑкнӑ.

Одну из них, спешно выставленную каким-то хутором Усть-Хоперского юрта, искрошили в дым.

LII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Пулеметчик-коммунистсем пулеметсемпе куҫ уҫма памасӑр ҫунтарса атакӑна сирсе яман пулсан, ротӑна, паллах, пӗр ҫын юлмиччен тураса тӑкмаллаччӗ.

И, несомненно, была бы вырублена целиком, если б не пулеметчики-коммунисты, отбившие атаку шквальным пулеметным огнем.

XLVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Маншӑн пулсан, пӗр ҫын юлмиччен ҫака-ҫака вӗлерсен те пӗрех.

По мне, хоть всех пускай перевешают.

XLVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Мӑкӑртатма тытӑнсан, — пурне те пӗр ҫын юлмиччен ислет.

Ежели зашеборшат — выбей их всех до одного человека.

XLVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хӗрлисен каялла чакакан чаҫӗсене ҫине-ҫинех тапӑнса, повстанецсем вӗсене Еланка леш енне хӳтерсе кӑларчӗҫ; хыҫалтан йӗрлесе кайма утлӑ ҫарӑн вунпӗр сотнине ячӗҫ те, ҫав сотньӑсем вара, хӗрлӗармеецсен эскадронне Затоловски хуторӗ ҫывӑхӗнчерехри сӑрт ҫинче хӑваласа ҫитсе, пӗр ҫын юлмиччен тураса тӑкрӗҫ.

Наседая на отступавшие красные части, повстанцы вытеснили их за речку Бланку, выпустили в преследование одиннадцать сотен конницы, и та на бугре, неподалеку от хутора Заталовского, настигла и вырубила целиком эскадрон красноармейцев.

XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Эпӗ хамӑн пурлӑха юлашки ҫип юлмиччен паратӑп, ҫав тӑшмансене анчах пӗтерсе тӑкасчӗ.

Я все имущество до нитки отдам, лишь бы уничтожить этих врагов.

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫав жидсене пӗр ҫын юлмиччен вӗлере-вӗлере пӗтермелле!..

Жиды какие из них есть — убить!..

XXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Такамран илтнӗ-и вӑл е хут илнӗ ҫавӑн пекки, — Подтелкин калмӑксене ертсе килет, казаксене пӗр ҫын юлмиччен тура-тура тӑкаҫҫӗ тесе пӗлтерчӗ.

Слухом пользовался, не то бумагу казенную получил, что идет Подтелкин с калмыками, режут вчистую всех.

XXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫук тыткӑна илнисем… тумлам юн юлмиччен, татӑкӑн-татӑкӑн!

Нету пленных… в кровину, в сердце!!

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӑл, кирлӗ пулсан, рабочисемпе салтак депутачӗсен Советне ним шутласа тӑмасӑр пӗр ҫын юлмиччен ҫакса тухӗ…

Я убежден, что в случае необходимости он не задумается перевешать весь Совет рабочих и солдатских депутатов.

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫавӑн пирки казаксем пӗр ҫын юлмиччен большевиксем енне ҫаврӑнса ӳкнӗ, хӑйсем те ҫӗр ҫынран тӑхӑр вун тӑххӑрӑшӗ большевиксем пулса тӑнӑ.

И в результате казаки все поголовно подпали под влияние большевиков и сами на девяносто процентов стали большевиками.

XI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Салтаксем пӗр ҫын юлмиччен пӑсӑлса кайнӑ, вӑрҫа каясшӑн мар — ывӑнса ҫитнӗ.

Солдаты буквально все разложены, воевать не желают — устали.

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Пулеметчиксем — йӑлтах, пӗр ҫын юлмиччен, большевиксем.

— Пулеметчики — все поголовно большевики.

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Йӗпхӳллӗ ҫумӑр айӗнче пӗр типӗ вырӑн юлмиччен йӗпеннӗскер, вӑл, ҫирӗк йывӑҫҫисен чуна кӑтӑклантаракан хӗрхӳ шӑршипе касӑлса, хӑй пурӑнакан ҫӗр пӳрт тӗлне ҫитрӗ.

Он добрался до своей землянки, вновь весь пропитанный дождевой сыростью и запахом изопревшей ольховой листвы.

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Нимӗн юлмиччен ӗҫсе яратпӑр!..

Проживем все дотла!..

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Эх, Матвей, шӑпӑр илесчӗ те, ҫӗр ҫийӗн утса, вӗсене, акӑ ҫапла, ним юлмиччен шӑлса пӑрахасчӗ!

Эх, Матвей, взять бы метлу и, пройдя по земле, вымести их, вот так, до конца!

XVII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Кирек ӑҫта ярсан та, пурне те ним юлмиччен аркатса тӑкаҫҫӗ.

Куда ни отправь, все разрушат до конца.

XVII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Анчах пӗррехинче Лозневой ҫакна ӑнланса илчӗ, халь вулӑсра ҫапӑҫакан партизансене пӗр ҫын юлмиччен аркатса тӑксан та партизансен юхӑмӗ пӗтмест.

Но однажды Лозневой внезапно пришел к мысли, что, если даже уничтожить поголовно всех партизан, какие действуют сейчас в волости, с партизанским движением все же не будет покончено.

V // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Халь пурте, пӗр ҫын юлмиччен ӑнланса илчӗҫ: Мускав партизансен отрячӗ ҫинчен пӗлет, уншӑн тӑрӑшса пулӑшу ярать.

Теперь все до одного поняли, что Москва знает о партизанском отряде и направляет ему помощь.

XIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

— Амӑшне каласа янӑ, пӗтӗмпех, ним юлмиччен урӑхланнӑ тесе…

— С матерью передавал: перевоспитался, дескать, вчистую…

XX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней