Поиск
Шырав ĕçĕ:
Хаваслӑн та ашкӑнчӑклӑн выляса ҫырма юхать; вӑл пӗр тӗлте тем анлӑш сарӑлса пӗве пулать, тепӗр тӗлте ансӑрланса малалла ыткӑнать е, шухӑша кайнӑн, аран-аран кӑна вӗтӗ чулсем ҫийӗн шӑвать, айккинелле шухӑ пӗчӗк ҫырмасем уйӑрса ярать; вӗсем шӑнкӑртатнӑ чухне тутлӑн тӗлӗретӗн.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл ҫав тери ҫаврӑнӑҫусӑр: хапха е алӑк уҫма тытӑнсан, пӗр енне уҫать, е тепӗр енӗ хупӑнса ларать, ҫав енне уҫма ыткӑнать — лешӗ хупӑнса ларать.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Сылтӑм алӑсенчи йӗлтӗр патакки, хӑйпе хаех малалла каять, сылтӑмалла ыткӑнать, унтан вара ерипен кӑна хыҫа тӑрса юлать.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӑл укрепленисем хушшипе ыткӑнать.
7 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
«Лӑпкӑ та мирлӗ чух Давыдов ҫинчен сас-хура та ҫук, вӑл ҫутӑ тӗнчере пулман пекех; анчах вӑрҫӑ шӑрши ҫеҫ тухтӑр — Давыдов унта, ӑна урӑх тӗлте ан шырӑр, вӑл хӗҫсен хушшинче казак сӑнни пек хаяррӑн ыткӑнать. Акӑ кам вӑл — Давыдов».
5 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Юлашкинчен вӑл маншӑн темле пӑравус патши пек туйӑнма пуҫларӗ: сухалӗ ҫилпеле варкӑшать, тӗтӗмӗ трубаран варкӑшать, хурантан йӗс те пӑс ыткӑнать…
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951