Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ыйтӑр (тĕпĕ: ыйт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Йывӑр килсен, Кондратьевран пулӑшу ыйтӑр.

А трудно будет, обращайся за помощью к Кондратьеву.

XXVII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Диканькӑна ҫитсен вара, пӗр-пӗр хур пӑхакан вараланчӑк кӗпеллӗ ачаран тӳрех ыйтӑр: «Панько Рудый утарҫӑ ӑҫта пурӑнать?» тейӗр.

Приехавши же в Диканьку, спросите только первого попавшегося навстречу мальчишку, пасущего в запачканной рубашке гусей: «А где живет пасичник Рудый Панько?»

Умӗнхи сӑмах // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Ыйтӑр.

— Спрашивайте.

XV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Эсир манран ҫак самантра ман пуҫра мӗн пурри ҫинчен ыйтӑр, пуҫра манӑн нимӗнле сӑмахсемпе те каласа пама ҫук шухӑшсем, — эпӗ ҫавӑнпа ӗнтӗ пӗрмаях савӑнӑҫлӑ…»

Вы спрашиваете меня, что у меня сейчас в голове, а там мысли, которые мне не передать никакими словами, — именно поэтому счастье переполняет меня…»

X // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Эпӗ пулнӑ, пурне те курнӑ, мӗнлине, унта мӗне тата харпӑр хӑйне мӗнле кӑтартмаллине эсир манран ыйтӑр

А я — то бывал и все видел, и вы у меня спросите, как оно и что и как там себя показывать…

XVI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Бюрора манранах ыйтӑр.

Меня станешь ругать на бюро.

XVIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Калӑпӑр, пионер организаци ҫинчен мӗн те пулин ыйтӑр

Ну, хотите если, спросите меня что-нибудь про пионерскую организацию.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

— Пичче, эсир манран мӗн те пулин ыйтӑр, эпӗ ответлӗп.

— Дядя, вы меня, правда, спросите что-нибудь, а я вам на все отвечу.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Ак Ваньӑран ыйтӑр.

Вот спросите Ваню.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Эсир манран яланхи пекех ыйтӑр.

Вы меня, как всегда, вызывайте.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Эсир походра пулас пулсан, пирӗн сотньӑра ыйтӑр Широкий Лукашкӑна.

Вы как в походе будете, спросите у нас в сотне Лукашку Широкого.

XXVII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

— Эсир кӑмӑл тивӗҫлӗхне ыйтӑр, сире вӑл: «Ҫук… э-э-э… эпӗ, пӗлетӗр-и, вээпше… э-э… дуэльсене хисепе хумастӑп, — тейӗ.

 — Вы потребуете удовлетворения, а он скажет: «Нет… э-э-э… я, знаете ли, вээбще… э-э… не признаю дуэли.

I // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Ыйтӑр ав графранах, суятӑп пулсан.

Да спросите хоть Графа.

XXXIV. Ирхине // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Тата кирлӗ пулсан та ыйтӑр

Если понадобится еще, попросите…

XII. Симӗс енчӗк // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Пирӗн Сыбкӑран та ыйтӑр ӗнтӗ, — терӗ Огнянова Мичо чорбаджи.

— Вызовите и нашу Сыбку, сударь, — попросил Огнянова чорбаджи Мичо.

XI. Рада пӑшӑрханӑвӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

«Рыцарь, эпӗ сире юрататӑп, тӑванӑр пек юрататӑп, урӑхла юрату ан ыйтӑр манран.

«Рыцарь, я люблю вас, как сестра, другой любви не требуйте.

3 // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Эсир ҫав турӑ ҫурчӗшӗн ҫав тери тунсӑхласа ҫитрӗр пулсан, эпӗ сире ырӑ канаш паратӑп: паянах районти ГПУ-на кайӑр та, хӑвӑра пӗр ҫирӗм ҫулран кая мар тӗрмене вырнаҫтарма ыйтӑр.

Если уж вы так тоскуете по этому богоугодному заведению, мой добрый совет вам: идите сегодня же в районное ГПУ и попросите, чтобы вас определили в тюрьму этак лет на двадцать, не меньше.

XXVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Генерал повӑрӗ килет ав, унтан ыйтӑр

— Повар генеральский идет, его спросим…

Хамелеон // Федор Меценатов. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 89–94 стр.

Ӗненместӗр пулсан, ялтисенчен ыйтӑр.

Спросите на деревне, коли не верите…

Усал шухӑшлӑ ҫын // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 63–70 стр.

— Кусем ҫинчен эсир ачасенчен ыйтӑр, — терӗ Захар мучи.

— Об этом вы ребят спрашивайте, — сказал дед Захар.

24-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней