Поиск
Шырав ĕçĕ:
Чул каскасем айне пӑталаннӑ ҫӗр янӑравсӑррӑн кӗрлесе йынӑшса тӑнине пӗр шай ҫаврӑнаҫҫӗ Григорий пуҫӗнче нимӗн уҫҫи-хупписӗр шухӑшсем; вӑл ҫав тӑнлава лекмесӗрех ирте-ирте каякан шухӑш таткаланчӑкӗсене тытмашкӑн пикенет, анчах ниепле те тытаймасть.
3 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Ман козаксенчен хӑшӗ те пулин ҫавнашкал шухӑш тытнӑ пулсан, шухӑш ҫеҫ тытнӑ пулсан та… хам ун ҫинчен пӗлес-тӗк… эпӗ ӑна асаплантарса вӗлермелли май та тупайрас ҫук!»
VII // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Вӑл полка таврӑннӑ чух унӑн пӗр шухӑш — пирӗн ҫарсем контрнаступление пуҫласси ҫинчен пулчӗ: ҫакӑ вара унӑн пӗртен пӗр шухӑш пулнипе, вӑл, хӗрӳскер, тӑшмана пуриншӗн те тавӑрассишӗн малтанах савӑнчӗ, ҫавӑнпа та вутра ҫуннӑ пекех пулчӗ пулас та ӗнтӗ.
XX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Ун пекки нихҫан та пулман, халӗ пур вӑл — ҫак шухӑш тезиссенче кирлех, ҫав шухӑша тарӑнрах кӑтартас пулать.
XX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Эпӗ прокурор патне кайма шухӑш тытнӑччӗ, анчах кайран ку шухӑша пӑрахрӑм, малтан сана шыраса тупас терӗм…Я уже хотел смотаться к прокурору, но раздумал и решил сперва тебя отыскать…
I // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
— Ҫамрӑкӗсем ҫамрӑкӗсем те-ха, — терӗ те Головачев, унӑн куҫӗсенче темӗнле тепӗр шухӑш, каласа пӗтермен шухӑш ҫуталса илчӗ.
XIX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Вара сасартӑк унӑн пуҫне пӗр ансат та уҫӑмлӑ шухӑш килсе кӗчӗ, — ку шухӑш ӑна; ҫӑлӑнӑҫ парать, — пурӑнма май парать.И вдруг у него сверкнула простая и ясная мысль, — в ней было спасение, она даровала жизнь.
XXI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Ҫакӑнта вара Лозневой, хӑйне ыран мӗн кӗтни ҫинчен тепӗр хут шухӑшласа илсе, татӑклӑнах пӗр шухӑш ҫинче чарӑнса тӑчӗ, ҫак шухӑш вара, каярахран, унӑн пурнӑҫне тӗп тӑваканни пулчӗ.
XI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Вара вӑл каллех йывӑррӑн сывла-сывла ҫине-ҫинех Андрей ҫинчен каларӗ, унӑн ҫыхӑнусӑр халапӗнче пӗр шухӑш кӑна, тетеле лекнӗ ҫӑрттан пек, ҫине тӑрсах, хыттӑн ҫапӑнса тӑни сисӗнчӗ: каять ӗнтӗ Андрей — пӗтетех пулмалла, тет пек ҫав шухӑш.
VI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Хӑш чухне вӑл ҫак хӑй ҫӗнӗрен уҫнӑ телей рецептне манса кайрӗ те ӑна хӑй Ерошка мучи пурнӑҫӗпе ҫыхӑнса пӗтӗҫсе кайма пултармалла пек туйӑнчӗ, анчах ҫавӑнтах сасартӑк тӑна кӗчӗ те хӑйне хӑй шеллемесӗр ҫынна ырӑ туса пурӑнас шухӑшран ярса тытрӗ, вара, ҫав шухӑш ҫине таянса, пур ҫынсем ҫине те тата ют телей ҫине те лӑпкӑн та мӑнкӑмӑллӑн пӑхрӗ.
XXVI // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Пуҫри шухӑшсем те хутаҫри пируссем пекех выртас пулсан, ҫак вунтӑватӑ сехет хушшинче ун пуҫӗнче пӗр шухӑш та вырӑнтан хускалманнине курма май пулнӑ пулӗччӗ.
XXIII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Кандов Раскольникова асне илчӗ: Достоевский геройӗ те этеме пархатар кӳрес тесе ростовшицӑна вӗлерме шухӑш тытать, епле ыррӑн туйӑннӑ ҫак шухӑш, епле ӑна сӑхлантарнӑ!
XVIII. Кандов // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ҫапла шухӑш вӗҫҫӗн шухӑш сыпӑнтара-сыпӑнтара, ҫав Огнянов пӗркун Петканчово урамӗнчи юмахри пек пулса иртнӗ ӗҫпе те ҫыхӑннӑ пулмалла тесе, туйӑм вӗҫҫӗнех сисе пуҫларӗ.
XIX. Ламри сӑмах // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ҫак шухӑшсем паян кунчченех тӗрӗс шухӑш пулса тӑраҫҫӗ.
«Мӗн тумалла?» роман ҫинчен // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 485–495 с.
Эпӗ Адам Смит, Мальтус, Рикардо, Милль кӗнекисене вуласа тухрӑм пулсан, эпӗ ӗнтӗ вӗсен тӗп шухӑшне пӗлетӗп, ҫавӑнпа та манӑн ҫӗршер политико-экономран, вӗсем темӗнле чапа тухнӑ пулсан та, пӗрне те вулама кирлӗ мар; эпӗ пилӗк страница уҫса пилӗкшер йӗрке вуланипех вӗсен пӗр ҫӗнӗ шухӑш та ҫуккине куратӑп, вӗсем пурне те ҫынсенчен ҫырса илнӗ е пӑса-пӑса хунӑ.
XXIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Марья Алексевнӑна Верка ӗҫе туй патнелле илсе пырать-ха текен шухӑш илӗртет, анчах тӗплӗн шухӑшласа пӑхсан, унӑн ку шухӑша хирӗҫлес килет.
IX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫав йытӑ тирӗсенчен сӑран тӑвасси ҫинчен ман пуҫа пысӑк шухӑш пырса кӗрсен — эпӗ икӗ талӑк харӑсах ҫывӑраймарӑм, пуҫа ватсах шухӑшларӑм: манӑн ҫак шухӑш государствӑна укҫа енчен мӗнле усӑ парать, пуринчен ытла, мана мӗнле усӑ пулать?
XVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Чурасен ӗҫӗпе пурӑннӑ ҫӗрте творчествӑллӑ ирӗк шухӑшсемшӗн вырӑн пулма пултараймасть, унта аркатас та ҫӗмӗрес шухӑш ҫеҫ, тавӑрас ӗмӗтӗн наркӑмӑшлӑ ҫеҫкисем, чӑрсӑр выльӑх пек хирӗҫ тӑни ҫеҫ ашкӑрса ӳссе кайма пултарать.
Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.
Вӑл мӗн каланинче пуринчен те раснах хӑйне уйрӑм шухӑш, унӑн ахаль сӑмахӗсенчен тарӑнрах шухӑш пур пекле туйӑннӑ.Во всём, что он говорил, был как бы особый смысл, более глубокий, чем его простые слова.
Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.
Упӑшкин вилӗ ӳчӗ умӗнче, ӑна ҫухатнӑранпа, вӑл сасартӑк пурнӑҫне, упӑшкин пӗлтерӗшне ӑнланса илсе шухӑша кайрӗ, тейӗн, ҫав шухӑш яланлӑхах ун сӑнне кӗрсе юлчӗ.
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956