Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

чикме сăмах пирĕн базăра пур.
чикме (тĕпĕ: чикме) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӗрарӑм, вут ҫинчи хурӑн хуппи евӗр авкаланать, аллисене хӑй таврашӗнчи ҫӗр ҫумне ҫапкалать, сарӑхнӑ курӑка ҫумласа илет те йӑлтах ҫӑварне персе чикме хӑтланать, тискерленсе, юнӑхса кайнӑ куҫӗсене, сӑнсӑрланса кайнӑ хӑрушӑ питне тӑпрапа сапать.

Баба извивалась, как береста на огне, шлепала руками по земле вокруг себя и, вырывая блеклую траву, все хотела запихать ее в рот себе, осыпала землею страшное, нечеловеческое лицо, с одичалыми, налитыми кровью глазами.

Этем ҫурални // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 156–165 стр.

Пуҫа чикме вырӑн пулнӑ.

Было куда податься.

Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.

— Телейӗме ниҫта чикме ҫук, ҫав тери пурӑнас килет… кӗтмен ҫӗртен сасартӑк хуйхӑ тупӑнать…

— Счастье льется через край, так хочется жить… а тут вдруг примешивается какая-то горечь…

VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ӑспа вӑй ҫапла тарӑхса ыйтнине итлесе, вӑл хӑйӗнче ирӗклӗх вӑйӗ пӗтменнине, ҫак вӑйӑн пӗчӗк татӑкӗ ӑна ӑҫта илсе кайса, ӑҫта чикме пултарассине тишкерсе тухрӗ.

Вслушиваясь в это отчаянное воззвание разума и силы, он сознавал и взвешивал, что у него осталось еще в остатке воли и куда он понесет, во что положит этот скудный остаток.

V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

«Эпӗ, тет, сана кирек хӑш вӑхӑтра та персе чикме пултаратӑп.

«Я, говорит, тебя во всякое время могу упрятать.

IV сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

Йӗри-тавра вӑрӑ пек хапхаран пӑхса илчӗ те, Гаврик хӑйӗн кӗсьинчи хутаҫӗсене Петя кӗсьине чикме пуҫларӗ.

Воровато озираясь по сторонам и выглядывая из ворот, Гаврик стал набивать Петины карманы своими мешочками.

XXXVII. Бомба // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Санӑн вара, кӗсйӳ тӗпӗнче, пӗр кӗмӗл тупӑннӑ-тупӑнманах ӑна часрах ӑҫта та пулин персе чикме вӗтеленетӗн.

А у тебя чуть завелось лишка, ты их скорей торописся загнать куда-нибудь.

Пахчапа мунча хуҫи // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 52–58 стр.

Акӑ ҫапла унӑн ӗнтӗ вилсе выртасчӗ — ҫак ниме те ӑшшӑн пӑхман тӗнчепе унӑн пӗтӗмпех татӑласчӗ; хӑйӗн нимӗн хӳтӗлӗхсӗр пуҫне ниҫта кайса чикме пӗлмесӗр, уҫӑ пӗлӗт айӗнчех вилсе выртасчӗ.

Так вот он и умрет — один на белом свете, — ни крова над бесприютной головой.

3-мӗш сыпӑк. Вӑрҫапа тата юратупа аппаланать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Терентьев ӑна ҫӗҫӗпе чикме паман, часах ҫӗре ҫавӑрса ҫапнӑ.

Терентьев не дал ему кольнуть ножом, вскоре скинул на землю.

Вӑрман кушакӗ // Василий Алентей. Василий Алентей. Пограничниксем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955

Шалт хӑйсен кӗсйисене пӗтӗрсе чикме ҫеҫ.

И только бы свои карманы набить.

Хурлӑхлӑ юрӑ // Николай Сунай. «Тӑван Атӑл», 2016, 9№

Шаларах чикме тӑрсан атте кашӑкпа пуҫран шак! тутаратчӗ.

Помоги переводом

«Апатланма ларсан сӗтел ҫинче 13 кашӑкчӗ» // Роза Власова. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№

58. Иисус ӑна каланӑ: тиллӗн те шӑтӑкӗ пур, вӗҫен кайӑкӑн та йӑви пур; Этем Ывӑлӗн вара пуҫне чикме те вырӑнӗ ҫук, тенӗ.

58. Иисус сказал ему: лисицы имеют норы, и птицы небесные - гнезда; а Сын Человеческий не имеет, где приклонить голову.

Лк 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

20. Иисус ӑна каланӑ: тиллӗн те шӑтӑкӗ пур, вӗҫен кайӑкӑн та йӑви пур, Этем Ывӑлӗн вара пуҫне чикме те вырӑнӗ ҫук, тенӗ.

20. И говорит ему Иисус: лисицы имеют норы и птицы небесные - гнезда, а Сын Человеческий не имеет, где приклонить голову.

Мф 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

4. Парне вырӑнӗ валли пӑхӑртан ала евӗрлӗ решетке тунӑ, ӑна парне вырӑнӗ хӗррипе, аялтан пуҫласа парне вырӑнӗн ҫуррине ҫитиччен, хурса ҫавӑрнӑ, 5. каштасем чикме пӑхӑр решеткен тӑватӑ кӗтессине тӑватӑ ункӑ тунӑ.

4. И сделал для жертвенника решетку, род сетки, из меди, по окраине его внизу до половины его; 5. и сделал четыре кольца на четырех углах медной решетки для вкладывания шестов.

Тух 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

25. Унтан Иосиф вӗсен миххисене тырӑ тултарма хушнӑ, вӗсем тӳленӗ кӗмӗле кашнийӗн миххине каялла чикме, вӗсене ҫул ҫине апат-ҫимӗҫ парса яма хушнӑ.

25. И приказал Иосиф наполнить мешки их хлебом, а серебро их возвратить каждому в мешок его, и дать им запасов на дорогу.

Пулт 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Вихтӗр, йӑпӑлти кушака айккинелле сирсе, кӑмака умне пукан пырса лартать, хӑпарса чӗвӗн тӑра-тӑра, кӑмакан мал енчи шӑтӑккине аллине чикме пӑхать.

Помоги переводом

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

Унччен выртса юлнисенчен пӗри, ҫӗҫӗпе ҫынна чикме шутланӑ Христос, ура ҫине тӑма та хӑтланать иккен.

Помоги переводом

Лапшу Ҫтаппанӗн халапӗ мар // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Вара, йытта чикме хӑтланакана ҫурӑм урлӑ сулмак туяпа туртса ҫапса, ун аллинчи ҫӗҫҫе вӑтӑрса илсе, урапа хыҫҫӑн ыткӑнать.

Помоги переводом

Лапшу Ҫтаппанӗн халапӗ мар // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Лешӗ, унччен тӑнлавран патакпа ҫапнӑ ҫын аллинчен тухса ӳкнӗ ҫӗҫҫе илме ӗлкернӗскер, йытта чикме хӑтланать.

Помоги переводом

Лапшу Ҫтаппанӗн халапӗ мар // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Мӗн тумалла, ӑҫта чикме пӗлмелле кансӗрлесех, йӗкӗлтешсех тӑракан вӑя?

Помоги переводом

Чи хӑрушши — упа мар… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней