Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Вӑрман кушакӗ

Автор: Василий Алентей

Источник: Василий Алентей. Пограничниксем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955

Добавлен: 2019.03.20 22:20

Предложений: 69; Слово: 486

Тип текста: Прозаичное произведение

По-русски Тема: Военное

Пограничник дозорка ҫинчи кашни йывӑҫа, кашни чула, лупашкана, тӗмескене пӗлет. Акӑ, паян наряда Терентьевпа иксӗмӗр тухрӑмӑр. Ансӑр сукмакпа пыратпӑр. Пирӗн умра, ҫилпе хуллен чӑштӑртатса, икӗ юплӗ хурӑн ларать. Ун ҫывӑхӗнчи тӗме ҫине шӑпчӑк йӑва тунӑ. Унтан инҫех те мар пӗр лупашка. Ун варринче икӗ шурӑ чул. Ҫумӑр чухне, урана ытла йӗпетес мар тесен, ҫав чулсем ҫине пусса каҫмалла. Лупашка икӗ енӗпе те тем ҫӳлӗш серте ӳсет. Вӗсенчен пыл шӑрши кӗрет. Ҫакӑнтан ҫирӗм пусӑмра ҫамрӑк хырсем, чӑрӑшсем ӳсеҫҫӗ. Унтан вара сӗм вӑрман пуҫланать. Вӑрманта та кашни йывӑҫ паллӑ, хӑш тӗлте мӗнле кӑмпа ӳснине, мӗнле ҫырла пиҫнине те пӗлетӗн. Кунта эпир куҫа хупса утас пулсассӑн та аташмастпӑр.

Терентьев ҫӳлӗ пӳллӗ, патвар пограничник. Куҫӗсем ун кӑвак. Вӑл купӑс калама юратать, стена хаҫачӗн редакторӗ. Лайӑх ташлать. Пограничник службине чӗререн юратать. Хамӑр Тӑван ҫӗршыва, тӑван колхоза, тӑван ялйыша чикӗре тӑрса сыхлама тивӗҫ илнӗшӗн савӑнать.

Эпир наряда тухнӑ чухне ҫурҫӗр иртни пӗр сехетчӗ. Халӗ ӗнтӗ икӗ сехет иртрӗ иккен: фосфорланӑ сехет стрелкисем ҫакна аванах кӑтартаҫҫӗ. Эпир сӗм тӗттӗм вӑрманта. Кунта тискер кайӑксем те пулма пултараҫҫӗ. Пӗлтӗр упа та курнӑ. Пӑлансене кашни кун, кашни каҫ курма пулать. Ҫитменнине тата виҫӗмҫул вӑрман кушакӗ те тытнӑ. Ҫак кушак пограничниксене чиперех ирттерсе ячӗ, тет, йывӑҫ тӑрринчен пӑхса кӑна юлчӗ, тет. Кайран вара йӗрлесе пырать, тет. Пограничниксем ӑна персе вӗлернӗ. Кунсӑр пуҫне кунта чикӗ пӑсакансем те ҫӳреме пултараҫҫӗ…

Ҫакӑн пек шухӑшласа пынӑ чухне умри вӗтӗ хунавсем ҫӑтӑр-ҫатӑр турӗҫ. Пирӗн умран хир качакисем пӗрин хыҫҫӑн тепри вӗлт те вӗлт сиксе иртме тытӑнчӗҫ. Пӗрре, иккӗ, виҫҫӗ… Мӑйракисем ҫӳлӗ те шӗвӗр, урисем ҫип-ҫинҫе.

— Фу, хӑратсах пӑрахрӗҫ вӗт, инкексем, — тет Терентьев, — шыв ӗҫме каяҫҫӗ пулас. Тул ҫутӑласси инҫе мар.

Эпир тӗттӗм чӑрӑшлӑха кӗтӗмӗр. Дозоркӑн икӗ енӗпе те ҫав тери лӑска чӑрӑшсем. Вӗсен турачӗсем ҫӗр ҫумӗнченех пуҫланаҫҫӗ. Ҫак чӑрӑшсем ҫине улӑхса ларсан, никам та курӑнмасть. Финн вӑрҫинче «куккуксем» ҫакӑн пек ҫӗрте ларнӑ ӗнтӗ. Нимӗҫ фашисчӗсем те хӑшпӗр чухне ҫакӑн пек чееленме хӑтланса пӑхнӑ.

Эпӗ Терентьевран сакӑр-тӑхӑр утӑмра пыратӑп. Терентьев винтовкине хатӗр тытнӑскер, малта утать.

Эпир пысӑк чӑрӑш тӗлне ҫитетпӗр. Ку чӑрӑша «пакша чӑрӑшӗ» тесе ят панӑччӗ. Мӗншӗн тесен ун тӑрринче ялан тенӗ пекех пакша ҫӳрет.

Чӑрӑш тӗлне ҫитнӗччӗ ӗнтӗ, ҫӳлте темскер мӗкӗл-мекӗл турӗ. Чӑрӑш тӑрринчен темле хуранчӑк якӑлт сикрӗ. Анчах тӗттӗм пирки нимӗн те уйӑрса илеймерӗм. Ҫав вӑхӑтрах такам хаяррӑн кӑшкӑрса ячӗ. Кам сасси-ши ку? Пӗртте Терентьев сасси пек мар. Тен, хӑранипе сасси улшӑнчӗ пуль? Вӑрман кушакӗ пӑвать пулмалла. Эпӗ юлташа пулӑшма ыткӑнтӑм. Такам ҫавах йынӑшать, хаяррӑн ахлатать. Часах электричество фонарьне ҫутататӑп. Ак тамаша! Ман умра Терентьев пограничник ним пулман пекех тӑра парать.

— Вӑрман кушакӗ тытрӑм, кур, — тет вӑл.

Пӑхатӑп: ҫӗр ҫинче кӑкӑрӗнчен чӗп-чӗрӗ юн юхтарса, сарӑ уссиллӗ, шӗвӗр сӑмсаллӑ ҫын тасалса выртать.

Вӑл Терентьев ҫине чӑрӑш тӑрринчен сикнӗ иккен. Анчах Терентьев питӗ вӑр-вар пулнӑ, пӑрӑнма ӗлкӗрнӗ. Ҫавӑнпа «вӑрман кушакӗ» штык ҫине пырса тӑрӑннӑ. Терентьев ӑна ҫӗҫӗпе чикме паман, часах ҫӗре ҫавӑрса ҫапнӑ.

Кайран тӗрӗслесе пӗлнӗ тӑрӑх ҫакӑ паллӑ пулчӗ: ҫав сарӑ уссиллӗ, шӗвӗр сӑмсаллӑ ҫын пӗр капитализмла государствӑн агенчӗ пулнӑ-мӗн. Ҫав ҫын, пограничниксене ҫӗҫӗпе чиксе вӗлерсе, чикӗ урлӑ шпионсене каҫарма шутланӑ.

Сайт:

 

Статистика

...подробней