Поиск
Шырав ĕçĕ:
Яков Лукич пулӑшнипе ҫамрӑк агроном Ветютнев иртен пуҫласах ҫураки планне тӑвас тӗлӗшпе ӗҫлет, тӗрӗсле-тӗрӗсле тӳрлетет, пырса ҫӳрекен казаксене ялхуҫалӑх ыйтӑвӗсем тӑрӑх тӗрлӗрен справкӑсем пара-пара ярать, ытти вӑхӑтне кӗлетсене кӳрсе паракан вӑрлӑха епле тасатнине тата имҫампа ҫунине сӑнаса ирттерет, сайра-хутрах, хӑй калашле, «ветеринарланса» та ҫӳрекелет: хӑшӗн те пулин чирленӗ ӗнине е сурӑхне эмеллеме кайкаласа килет.
24-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ҫемен хӑш сурӑхӗ пӑранламаллине, хӑшӗн ӗнтӗ путеккисем пуррине пӗлет.
14-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
— Ӑна манӑн хӑшӗн ҫине ҫырас-ха?
Кӑткӑс ӗҫ // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 95–99 стр.
— Сирӗнтен хӑшӗн аслӑ пӗлӳ пур?
Ҫирӗм улттӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
— Иксӗмӗртен хӑшӗн те пулин тӑрӑшса вӗренмеллех ӗнтӗ, ыттисемшӑн тӗслӗх пулмалла.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
— Хӑшӗн айӗнче алтмаллине ӑҫтан пӗлетӗн-ха эсӗ?
25-мӗш сыпӑк. Тӑпра ӑшне алтса чикнӗ укҫана тупма тӑрӑшни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Ҫын вилсен хӑшӗн ҫинчен ҫийӗнчех манаҫҫӗ, теприн ҫинчен вара сыпӑкран-сыпӑка ырӑпа асӑнаҫҫӗ, ҫакӑ вӑл туса хӑварнӑ ӗҫсен хӑвачӗ сӳнменнине пӗлтерет.
Манӑҫми ырӑ ӗҫсем // Сувар. «Сувар», 25(703)№, 2007.06.22
33. Ӗнтӗ вилнӗ ҫынсем чӗрӗлсе тӑрсан вӑл хӑшӗн арӑмӗ пулӗ-ши? вӑл ҫиччӗшӗн арӑмӗ те пулнӑччӗ, тенӗ.33. итак, в воскресение которого из них будет она женою, ибо семеро имели ее женою?
Лк 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Вӑл вара вӗсене ҫак ытарӑша каласа панӑ: 4. сирӗн хӑшӗн те пулин ҫӗр пуҫ сурӑх пулсан, вӑл вӗсенчен пӗрне ҫухатсан, тӑхӑрвунӑ тӑххӑрӗшне пушхире хӑварса, ҫухалнӑ сурӑхне мӗн тупичченех шыраса ҫӳремӗ-и?
Лк 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Ӗнтӗ вилнӗ ҫынсем чӗрӗлес вӑхӑтра чӗрӗлсе тӑрсан, вӑл хӑшӗн арӑмӗ пулӗ-ши? вӑл ҫиччӗшӗн арӑмӗ те пулнӑччӗ, тенӗ.
Мк 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Моисей каланӑ: «кам та пулин ача-пӑчасӑр вилсен, тӑванӗ унӑн арӑмне качча илтӗр, унӑн йӑхне тӑстӑр» тенӗ; 25. пирӗн ҫичӗ пӗртӑван пурччӗ: асли авланчӗ те ача-пӑчасӑрах вилчӗ, хӑй арӑмне шӑллӗне хӑварчӗ; 26. иккӗмӗшӗ те, виҫҫӗмӗшӗ те — пурте, ҫиччӗмӗшне ҫитичченех, ҫапла пулчӗ; 27. пуринчен кайран арӑмӗ те вилчӗ; 28. вилнисем чӗрӗлсе тӑрсан, вӑл ҫиччӗшӗнчен хӑшӗн арӑмӗ пулӗ-ши? унпа пурте пурӑннӑ-ҫке, тенӗ.
Мф 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Апла хӑшӗн ытларах хурланмалла: имсӗр-сумсӑр ҫухатнӑскерӗн-и е пӗр ҫынна ҫухатнӑскерӗн-и?
3 Езд 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Вӗсенчен хӑшӗ-хӑшӗ хӑйне ырӑпа асӑнмалӑх чыслӑ ят хӑварнӑ, хӑшӗн вара асӑнмалӑх ячӗ те юлман, вӗсем нихӑҫан та пурӑнман пек ҫухалнӑ, вӗсем пулман та тейӗн, кайран ачисем те манӑҫа тухнӑ.
Сир 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Пӗри кӗлтунӑ чухне тепӗри ылханса тӑрсассӑн, Патша хӑшӗн сассине илтейӗ?24. Когда один молится, а другой проклинает, чей голос услышит Владыка?
Сир 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Вӑл Ҫӳлти Турӑ Ҫуртӗнче сӑмах пуҫарӗ, хӑйне Унӑн ҫарӗ умӗнче чапа кӑларса калаҫӗ: 3. «эпӗ Ҫӳлти Турӑ ҫӑварӗнчен тухрӑм, пӗтӗм ҫӗре пӗлӗт евӗр хупӑрларӑм; 4. ҫӳле кӗлӗ чатӑрӗ лартрӑм, манӑн аслӑ пуканӑм — пӗлӗт юпа ҫинче; 5. пӗр эпӗ тӳпе йӗри-тавра ҫаврӑнтӑм, ҫӗр тӗпне анса ҫӳрерӗм; 6. тинӗс хумӗсем хушшинче те, пӗтӗм ҫӗр талккӑшӗпе те, пур халӑх-ӑру хушшинче те пуҫ пултӑм: 7. эпӗ вӗсем хушшинче пур ҫӗрте те канӑҫлӑх шырарӑм, хӑшӗн ҫӗрӗнче вырӑнаҫам-ши, терӗм. 8. Вара пурне те Тӑваканӗ мана ҫапла хушрӗ, хама Пултараканӗ мана канӑҫлӑ вырӑн кӑтартрӗ те каларӗ: 9. Иаков хушшине кӗлӗ чатӑрӗ туса ларт, Израиль хушшине вырӑнаҫ, терӗ. 10. Вӑл мана пур ӗмӗртен малтан пултарнӑ, эпӗ ӗмӗрне те пӗтес ҫук. 11. Эпӗ Унӑн умӗнче сӑваплӑ кӗлӗ чатӑрӗнче ӗҫлесе тӑтӑм, ҫапла Сион тӑвӗ ҫине вырӑнаҫрӑм. 12. Вӑл мана Хӑйӗн юратнӑ хулинче те канӑҫлӑх пачӗ, эпӗ Иерусалим хулинче пуҫ пултӑм. 13. Ӗнтӗ мухтавлӑ халӑх хушшинче, Ҫӳлхуҫа еткерлӗхӗнче тымар ятӑм. 14. Ливан ҫинчи кедр йывӑҫӗ пек, Ермон тӑвӗ ҫинчи кипарис йывӑҫӗ пек ҫӗклентӗм; 15. Енгаддири пальма йывӑҫӗ пек, Иерихон хулинчи кӗлчечек тӗмӗсем пек ешертӗм; 16. айлӑмри илемлӗ ҫу йывӑҫӗ пек, платан йывӑҫӗ пек ҫӗклентӗм. 17. Корица пек, аспалаф пек, тутлӑ шӑршӑ сартӑм, чи паха смирна пек, ырӑ шӑршӑ варкӑштартӑм, 18. эпӗ — халвани пек, оникспала стакти пек, кӗлӗ чатӑрӗнчи латӑн шӑрши пек. 19. Эпӗ, теревинф йывӑҫӗ пек, турат сарса ларатӑп, манӑн туратӑмсем — мухтавпала тивлет турачӗсем. 20. Эпӗ — тивлет ӳстерекен иҫӗм йывӑҫӗ, манӑн чечекӗмсем — мухтавпала тулӑхлӑх ҫимӗҫӗсем. 21. Эй манпа пулас теекенсем, килӗр ман патӑма, манӑн ҫимӗҫӗмпе тӑранӑр: 22. мана аса илни пылтан та тутлӑрах, манпа хутшӑнни шерпетрен те симлӗрех. 23. Мана ҫиекенсен ҫинӗҫемӗн ҫиесси килӗ, мана ӗҫекенсен ӗҫнӗҫемӗн ӗҫесси килӗ. 24. Мана итлекенсем намӑс курмӗҫ, манпа пӗрле ӗҫлекенсем ҫылӑх тумӗҫ».
Сир 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Ют пурлӑха хапсӑнакансен ҫулӗсем кирек хӑшӗн те ҫавӑн пек: пурлӑха парӑннӑ ҫыннӑн пурӑнӑҫне пурлӑхах татать.19. Таковы пути всякого, кто алчет чужого добра: оно отнимает жизнь у завладевшего им.
Ытар 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ҫавӑнтах кашнийӗ хӑйӗн сӑмахне ҫырса, пичет пусса ҫыпӑҫтарнӑ та ӑна Дарий патша пуҫ вӗҫне хурса каланӑ: 9. патша вӑрансан, ӑна эпир ҫырнине парӗҫ; патшапа Персин виҫӗ аслӑ улпучӗ, мӗн ҫырнине тишкерсе, хӑшӗн сӑмахне ӑслӑрах тесе йышӑнӗҫ, ҫавна мала хурӗҫ, тенӗ.
2 Езд 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Хӑшӗн сӑмахӗ ыттинчен ӑслӑрах пулать, ҫавна Дарий патша пысӑк парне парӗ, чыс тӑвӗ.И чье слово окажется разумнее другого, даст тому царь Дарий великие дары и великую награду.
2 Езд 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Шултӑра выльӑхран-и, вак выльӑхран-и, кирек хӑшӗн вуннӑмӗш пайне те — туя айӗнчен вуннӑмӗш пулса тухаканнине пурне те — Ҫӳлхуҫана халалламалла; 33. аваннине е начаррине пӑхса тӑмалла мар, ӑна улӑштарма та кирлӗ мар; кам та пулин ӑна улӑштарас пулсассӑн, улӑштарса яни те, улӑштарса илни те сӑваплӑ япала пулӗ, вӗсене тӳлесе илме юрамасть, тенӗ.
Лев 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Ҫав чӗрчунсен хӑшӗн те пулин вилли пӗр-пӗр япала ҫине ӳксессӗн — йывӑҫ савӑт-и вӑл, тумтир-и, сӑран-и, михӗ-и е тата ӗҫе юрӑхлӑ япала-и — пурте таса мар пулӗ: вӗсене шыва чиксе лартмалла, вӗсем каҫченех таса мар пулӗҫ, кайран таса пулӗҫ; 33. вӗсенчен хӑшӗ те пулин пӗр-пӗр тӑм савӑт ӑшне кӗрсе ӳксессӗн, савӑтри япала таса мар пулӗ, вара [савӑтне] хӑйне ҫапса ҫӗмӗрӗр.
Лев 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.