Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Сир 34

Раздел: Библи –> Сирах ывӑлӗ Иисусӑн ӑслӑлӑх кӗнеки

Автор: Библи

Источник: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Добавлен: 2016.04.17 09:54

Предложений: 25; Слово: 317

Тип текста: Религия

По-русски Тема: Религия

1. Ӑссӑр-тӑнсӑр ҫын ӗмӗчӗ — суя ӗмӗт, кӑлӑх ӗмӗт, айван ҫын тӗлӗк курнипех ҫунатланса каять. 2. Тӗлӗке ӗненекен — мӗлкене ыталакан евӗрлӗ, ҫил хӑвалакан евӗрлӗ. 3. Тӗкӗр ҫинчи сӑн — чӑн сӑн мар вӑл, тӗлӗк те ҫавӑн пекех, чӑнни мар. 4. Таса марринчен мӗн таси пултӑр, суяран мӗн чӑнни пултӑр? 5. Юм юмлани, тӗшмӗш, тӗлӗк таврашӗ — пурте суя, ҫуратакан арӑм ӗмӗтленсе тӑнӑ пек, вӗсем чӗрене ӗмӗтлентереҫҫӗ. 6. Тӗлӗке Ҫӳлти Турӑ юри, ӑса кӗртесшӗн, яман пулсассӑн, ӑна чӗрӳ яхӑнне ан яр. 7. Тӗлӗк нумайӑшне аташтарнӑ, ӑна шанаканнисем тӗп пулнӑ. 8. Саккун ултав ҫук чухне лайӑхланса пырать, ӑслӑлӑха тӳрӗ ҫын чӗлхи-ҫӑварӗ аванлатать. 9. Вӗреннӗ ҫын нумай пӗлет, пурӑнӑҫ тути-масине пӗлекен ӑс парать. 10. Пурӑнӑҫ тути-масине ӑнкарман ҫын сахал пӗлет; тӗнче курса ҫӳренӗ ҫын тавҫӑруллӑ пулать. 11. Эпӗ ҫул ҫӳресе темӗн те курнӑ, эпӗ хам мӗн каланинчен ытларах пӗлетӗп. 12. Нумай хутчен вилӗм умӗнчех тӑнӑ эпӗ, пурӑнӑҫ тути-масине пӗлнипе ҫеҫ ҫӑлӑнса юлнӑ. 13. Ҫӳлхуҫаран хӑракансенӗн чунӗ-чӗмӗ сывӑ тӑрӗ: вӗсем хӑйсене Ҫӑлакана шанаҫҫӗ. 14. Ҫӳлхуҫаран хӑракан — нимӗнрен те хӑрамасть, мӗншӗн тесессӗн унӑн шанчӑкӗ — Турӑ. 15. Ҫӳлхуҫаран хӑраканӑн чунӗ телейлӗ! ҫав ҫын кама пула тытӑнса тӑрать? ӑна кам тӗрек парать? 16. Ҫӳлхуҫа куҫӗ — Хӑйне юратакансем ҫинче. Вӑл — хӑватлӑ хӳтлӗх, ҫирӗп тӗрев, Вӑл — хӑр ҫилрен, кӑнтӑр шӑрӑхӗнчен упраканӗ, такӑнасран хӑтараканӗ, ӳкесрен сыхлаканӗ; 17. Ҫӳлхуҫа чуна ҫӗклентерет, куҫа ҫутӑлтарать, эмеллет, пурӑнӑҫпа пиллӗх парать.

18. Кам суяпа пухнӑ пурлӑхран парне кӳрет, ҫавӑн парни — мӑшкӑллӑ парне, йӗркесӗр ҫын кӳнӗ парне юравсӑр; 19. йӗркесӗр ҫынсен парнине Ҫӳлхуҫа хапӑлламасть, нумай парне кӳрсессӗн те, вӗсен ҫылӑхне каҫармасть. 20. Чухӑнран туртса илнине парне кӳрекен ҫын — парне кӳмешкӗн ывӑлне ашшӗ умӗнче чиксе пӑрахакан пекех. 21. Мӗскӗнӗн ҫӑкӑрӗ — унӑн пурӑнӑҫӗ вӑл; ҫавна туртса илекен — юнӗҫен вӑл. 22. Ҫывӑх ҫыннинчен ҫиессине туртса илни — ӑна вӗлерниех, тара тытнӑ ҫынна тӳлессине тытса юлни — юн тӑкниех. 23. Пӗри тунине тепӗри пӑсса пырсассӑн, ӗшеннисӗр пуҫне мӗн пултӑр вӗсене? 24. Пӗри кӗлтунӑ чухне тепӗри ылханса тӑрсассӑн, Патша хӑшӗн сассине илтейӗ? 25. Вилене сӗртӗннӗ хыҫҫӑн ҫӑвӑнса тасалакан кайран каллех вилене сӗртӗнсессӗн, малтан ҫӑвӑнса тасалнинчен ӑна мӗн усси пултӑр? 26. Ҫылӑхӗсемшӗн типӗ тытакан, кайран каллех унчченхинех тӑвакан та ҫавӑн евӗрлӗ: унӑн кӗллине кам илтӗ? ӳкӗннинчен ӑна мӗн усси пулӗ?

Сайт:

 

Статистика

...подробней