Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Сир 24

Раздел: Библи –> Сирах ывӑлӗ Иисусӑн ӑслӑлӑх кӗнеки

Автор: Библи

Источник: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Добавлен: 2016.04.17 09:51

Предложений: 10; Слово: 404

Тип текста: Религия

По-русски Тема: Религия

1. Ӑслӑлӑх хӑйне чапа кӑларӗ, ӑна хӑйӗн халӑхӗ хушшинче мухтавлӗҫ. 2. Вӑл Ҫӳлти Турӑ Ҫуртӗнче сӑмах пуҫарӗ, хӑйне Унӑн ҫарӗ умӗнче чапа кӑларса калаҫӗ: 3. «эпӗ Ҫӳлти Турӑ ҫӑварӗнчен тухрӑм, пӗтӗм ҫӗре пӗлӗт евӗр хупӑрларӑм; 4. ҫӳле кӗлӗ чатӑрӗ лартрӑм, манӑн аслӑ пуканӑм — пӗлӗт юпа ҫинче; 5. пӗр эпӗ тӳпе йӗри-тавра ҫаврӑнтӑм, ҫӗр тӗпне анса ҫӳрерӗм; 6. тинӗс хумӗсем хушшинче те, пӗтӗм ҫӗр талккӑшӗпе те, пур халӑх-ӑру хушшинче те пуҫ пултӑм: 7. эпӗ вӗсем хушшинче пур ҫӗрте те канӑҫлӑх шырарӑм, хӑшӗн ҫӗрӗнче вырӑнаҫам-ши, терӗм. 8. Вара пурне те Тӑваканӗ мана ҫапла хушрӗ, хама Пултараканӗ мана канӑҫлӑ вырӑн кӑтартрӗ те каларӗ: 9. Иаков хушшине кӗлӗ чатӑрӗ туса ларт, Израиль хушшине вырӑнаҫ, терӗ. 10. Вӑл мана пур ӗмӗртен малтан пултарнӑ, эпӗ ӗмӗрне те пӗтес ҫук. 11. Эпӗ Унӑн умӗнче сӑваплӑ кӗлӗ чатӑрӗнче ӗҫлесе тӑтӑм, ҫапла Сион тӑвӗ ҫине вырӑнаҫрӑм. 12. Вӑл мана Хӑйӗн юратнӑ хулинче те канӑҫлӑх пачӗ, эпӗ Иерусалим хулинче пуҫ пултӑм. 13. Ӗнтӗ мухтавлӑ халӑх хушшинче, Ҫӳлхуҫа еткерлӗхӗнче тымар ятӑм. 14. Ливан ҫинчи кедр йывӑҫӗ пек, Ермон тӑвӗ ҫинчи кипарис йывӑҫӗ пек ҫӗклентӗм; 15. Енгаддири пальма йывӑҫӗ пек, Иерихон хулинчи кӗлчечек тӗмӗсем пек ешертӗм; 16. айлӑмри илемлӗ ҫу йывӑҫӗ пек, платан йывӑҫӗ пек ҫӗклентӗм. 17. Корица пек, аспалаф пек, тутлӑ шӑршӑ сартӑм, чи паха смирна пек, ырӑ шӑршӑ варкӑштартӑм, 18. эпӗ — халвани пек, оникспала стакти пек, кӗлӗ чатӑрӗнчи латӑн шӑрши пек. 19. Эпӗ, теревинф йывӑҫӗ пек, турат сарса ларатӑп, манӑн туратӑмсем — мухтавпала тивлет турачӗсем. 20. Эпӗ — тивлет ӳстерекен иҫӗм йывӑҫӗ, манӑн чечекӗмсем — мухтавпала тулӑхлӑх ҫимӗҫӗсем. 21. Эй манпа пулас теекенсем, килӗр ман патӑма, манӑн ҫимӗҫӗмпе тӑранӑр: 22. мана аса илни пылтан та тутлӑрах, манпа хутшӑнни шерпетрен те симлӗрех. 23. Мана ҫиекенсен ҫинӗҫемӗн ҫиесси килӗ, мана ӗҫекенсен ӗҫнӗҫемӗн ӗҫесси килӗ. 24. Мана итлекенсем намӑс курмӗҫ, манпа пӗрле ӗҫлекенсем ҫылӑх тумӗҫ».

25. Пурте ҫакӑ — Ҫӳлти Турӑ халалӗн кӗнеки, 26. саккун вӑл, Моисей ӑна Иаков ӑрӑвне ӗмӗрлӗхе халалланӑ. 27. Вӑл, ҫуркуннехи Фисон шывӗ пек, Тигр шывӗ пек, ӑслӑлӑхпа витерет; 28. вӑл, ӗҫҫи вӑхӑтӗнчи Евфрат шывӗпе Иордан шывӗ евӗр, тулли ӑс-хакӑл кӳрет; 29. вӑл, Нил шывӗ сарӑлнӑ евӗр, иҫӗм ҫырли пухнӑ вӑхӑтри Гион шывӗ евӗр, ӑс-пӗлӳ сарать. 30. Малтанхи этем ӑна тӗпӗ-йӗрӗпе пӗлсе ҫитереймен; ӑна кайранхи этем те тӗпчесе ҫитереймӗ: 31. унӑн шухӑшӗсем тинӗсрен те анлӑрах, унӑн канашӗсем тӗпсӗр тарӑнӑшран та тарӑнрах. 32. Юханшывран алтса янӑ шыв ҫулӗ пек, эпӗ сат пахчине юхса кӗтӗм. 33. Каларӑм вара: пахчама шыв сапам, йӑранӑмсене шӑварам, терӗм. 34. Акӑ ӗнтӗ манӑн шыв ҫулӗ юханшыв пулса тӑчӗ, манӑн юханшывӑм аслӑ тинӗс пулса тӑчӗ. 35. Ирхи шуҫӑм ҫутатнӑ пек, эпӗ вӗрентсе ҫутатса тӑрӑп, ҫуттӑма таҫта ҫитиех ҫитерӗп; 36. пророксем вӗрентнӗ пек вӗрентӗп, хам вӗрентнине этем йӑхӗ валли ӗмӗрлӗхе хӑварӑп. 37. Куратӑр ӗнтӗ, эпӗ хамшӑн кӑна ӗҫлемерӗм, ӑслӑлӑх шыракансемшӗн пуриншӗн те тӑрӑшрӑм.

Сайт:

 

Статистика

...подробней