Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Лк 15

Раздел: Библи –> Лука ҫырнӑ таса Евангели

Автор: Библи

Источник: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Добавлен: 2016.04.18 12:19

Предложений: 25; Слово: 514

Тип текста: Религия

По-русски Тема: Религия

1. Пӗррехинче Иисус сӑмахне итлеме пынӑ куланай пухакансем тата ытти ҫылӑхлӑ ҫынсем Ун тавра нумаййӑн пуҫтарӑннӑ. 2. Фарисейсемпе кӗнекеҫӗсем ӗнтӗ ӳпкелешсе калаҫнӑ: Вӑл ҫылӑхлӑ ҫынсене хапӑл тӑвать, вӗсемпе пӗрле апат ҫиет, тенӗ. 3. Вӑл вара вӗсене ҫак ытарӑша каласа панӑ: 4. сирӗн хӑшӗн те пулин ҫӗр пуҫ сурӑх пулсан, вӑл вӗсенчен пӗрне ҫухатсан, тӑхӑрвунӑ тӑххӑрӗшне пушхире хӑварса, ҫухалнӑ сурӑхне мӗн тупичченех шыраса ҫӳремӗ-и? 5. Тупсассӑн савӑннипе ӑна хӑйӗн хулпуҫҫийӗ ҫине ҫӗклесе хурӗ; 6. килне таврӑнсан тусӗсене, кӳршисене чӗнсе пуҫтарӗ те вӗсене ҫапла калӗ: «савӑнӑр манпа пӗрле — эпӗ ҫухалнӑ сурӑхӑма тупрӑм» тейӗ. 7. Калатӑп сире: тӳпере те ҫапла пулӗ: пӗр ӳкӗнекен ҫылӑхлӑ ҫыншӑн ӳкӗнмелли ҫылӑхсӑр тӑхӑрвунӑ тӑхӑр сӑваплӑ ҫыншӑн савӑннинчен ытларах савӑнӗҫ. 8. Е тата пӗр-пӗр хӗрарӑм хӑйӗн вунӑ драхма укҫинчен пӗр драхмине ҫухатсан, ҫурта ҫутса, урайне шӑла-шӑла, мӗн тупичченех епле тӑрӑшса шырамӗ ӑна? 9. Тупсассӑн вӑл тусӗсене, кӳршӗ арӑмӗсене чӗнсе пуҫтарӗ те калӗ: «савӑнӑр манпа пӗрле, эпӗ ҫухатнӑ драхмӑна тупрӑм» тейӗ. 10. Калатӑп сире: пӗр ҫылӑхлӑ ҫын ӳкӗнсен те Турӑ ангелӗсем ҫавӑн пек савӑнаҫҫӗ, тенӗ.

11. Тата каланӑ: пӗр ҫыннӑн икӗ ывӑл пулнӑ; 12. кӗҫӗнни ашшӗне каланӑ: «атте! мана хама тивӗҫлӗ пурлӑха уйӑрса пар» тенӗ. Ашшӗ вара ывӑлӗсене пурлӑхне уйӑрса панӑ. 13. Нумай та вӑхӑт иртмен, кӗҫӗн ывӑлӗ хӑйӗн мӗн пуррине пӗтӗмпе пуҫтарнӑ та аякри ҫӗре тухса кайнӑ; унта аскӑнланса пурӑнса хӑйӗн пурлӑхне салатса пӗтернӗ. 14. Пурлӑхӗ пӗтнӗ вӑхӑтра ҫав ҫӗршывра хаяр выҫлӑх пулнӑ, вӑл ӗнтӗ аптӑра пуҫланӑ; 15. вӑл вара ҫав ҫӗрте пурӑнакан пӗр ҫын патне кайса тара кӗрӗшнӗ; лешӗ ӑна хӑй хирне сысна кӗтме янӑ; 16. вӑл хӑй хырӑмне сысна ҫиекен ҫимӗҫпе тӑрантарса пурӑнма та хавас пулнӑ, анчах ӑна никам та нимӗн те паман. 17. Вара вӑл шухӑшласа илнӗ те каланӑ: «манӑн аттемӗн мӗн чухлӗ тарҫӑ тӑраниччен ҫӑкӑр ҫисе пурӑнать, эпӗ выҫӑ вилетӗп! 18. тӑрам та аттем патне каям, ӑна калам: «эй аттемӗм! эпӗ тӳпе умӗнче те, сан умӑнта та ҫылӑха кӗтӗм, 19. ӗнтӗ хама санӑн ывӑлу теме те тивӗҫлӗ мар; мана хӑв патна тарҫа илсемччӗ, тейӗп» тенӗ. 20. Тӑнӑ та ашшӗ патне тухса кайнӑ. Ашшӗ ӑна аякранах курнӑ та, хӗрхенсе, хирӗҫ чупса пырса мӑйӗнчен ыталаса чуптӑва пуҫланӑ. 21. Ывӑлӗ ӑна каланӑ: «эй аттемӗм! эпӗ тӳпе умӗнче те, сан умӑнта та ҫылӑха кӗтӗм, ӗнтӗ хама санӑн ывӑлу теме те тивӗҫлӗ мар» тенӗ. 22. Ашшӗ вара хӑйӗн чурисене ҫапла хушнӑ: «чи лайӑх тумтир илсе килсе тумлантарӑр ӑна, пӳрнине куҫлӑ ҫӗрӗ тӑхӑнтартӑр, урине тӑхӑнмалли парӑр; 23. тата ҫитерсе самӑрлатнӑ пӑрӑва илсе килсе пусӑр — ӗҫсе ҫиер, савӑнар: 24. ку ывӑлӑм маншӑн вилнӗччӗ — ӗнтӗ чӗрӗлчӗ, ҫухалнӑччӗ — ӗнтӗ тупӑнчӗ» тенӗ. Вара савӑна пуҫланӑ. 25. Аслӑ ывӑлӗ унӑн хирте пулнӑ; киле таврӑннӑ чухне вӑл, ҫурчӗ патне ҫитсен, савӑнса юрланине, хаваслӑ шава илтнӗ те 26. пӗр тарҫине чӗнсе илсе ыйтнӑ: «кунта мӗн пулнӑ?» тенӗ. 27. Лешӗ каланӑ ӑна: «шӑллу таврӑнчӗ; аҫу, вӑл сывӑ таврӑннишӗн савӑннипе, ҫитерсе самӑрлатнӑ пӑрӑва пустарчӗ» тенӗ. 28. Ку ҫилленнӗ те пӳрте те кӗресшӗн пулман. Ашшӗ ӑна хӑй тухса чӗннӗ. 29. Вӑл ашшӗне ҫапла хуравласа каланӑ: «акӑ эпӗ миҫе ҫул саншӑн ӗҫлесе пурӑнатӑп, нихӑҫан та санӑн сӑмахунтан иртмен эпӗ; ҫапах та эсӗ мана тусӑмсемпе савӑнмашкӑн нихӑҫан та качака путекки те памарӑн; 30. ку ывӑлу, хӑй пурлӑхне аскӑн хӗрарӑмсемпе ҫӳресе салатса пӗтернӗскер, килнӗ те, уншӑн эсӗ ҫитерсе самӑрлатнӑ пӑрӑва пустарнӑ» тенӗ. 31. Ашшӗ ӑна каланӑ: «эй ывӑлӑм! эсӗ яланах манпа пӗрле, манӑн мӗн пурри пурте санӑн; 32. мӗнле савӑнас-хӗпӗртес мар-ха: санӑн ку шӑллу вилнӗччӗ — ӗнтӗ чӗрӗлчӗ, ҫухалнӑччӗ — ӗнтӗ тупӑнчӗ» тенӗ.

Сайт:

 

Статистика

...подробней