Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Манӑҫми ырӑ ӗҫсем

Автор: Сувар

Источник: «Сувар», 25(703)№, 2007.06.22

Добавлен: 2016.07.23 22:53

Предложений: 31; Слово: 345

Тип текста: Публицистика

По-русски Тема: Семья

Ҫӗр ҫине пӗр этем те ӗмӗрлӗхе килмест. Турӑ панӑ вӑхӑт ҫитсен ҫут тӗнчерен уйрӑлмаллах ҫав. Ҫын вилсен хӑшӗн ҫинчен ҫийӗнчех манаҫҫӗ, теприн ҫинчен вара сыпӑкран-сыпӑка ырӑпа асӑнаҫҫӗ, ҫакӑ вӑл туса хӑварнӑ ӗҫсен хӑвачӗ сӳнменнине пӗлтерет.

Пултаруллӑ, тӑрӑшуллӑ, ӑслӑ, ырӑ та тӳрӗ кӑмӑллӑ, хӑй сӑмахне тытакан, чыслӑ чӑваш ҫынни ҫинчен ҫырма шутларӑм. Ҫав ӗҫре мана Галина Демидова пулӑшрӗ.

Павлӑ районӗнче вырнаҫнӑ Васькино-Туйраллӑ ялӗнче 55 ҫулти Кирле мучипе 52 ҫулти Аниҫка инкен 1919 ҫулта чӳк уйӑхӗн 23-мӗшӗнче 10-мӗш ача ҫуралать. Ӑна Микулай ят хураҫҫӗ.

Демидовсен ҫемйинче ӗҫлеме юратаканскерсем, килти хуҫалӑха та ҫирӗп тытса пыраҫҫӗ, ачисене те ӗҫе юратма, вӗренме хистесех тӑраҫҫӗ.

1934 ҫулта Микулай 7 класс пӗтерсен Хусанти финанспа экономика техникумне вӗренме кӗрет. 1937 ҫулта алла диплом илсен Ҫӗпрелӗнчи райфин уйрӑмӗнче ӗҫлеме тытӑнать. Ҫулталӑк ӗҫлесен ӑна Полтавӑри танк училищине вӗренме яраҫҫӗ, вӗренсе пӗтерсен училищӗри взводӑн командирӗ пулать.

1942 ҫулта Ҫурҫӗр Кавказ фронтӗнче ҫапӑҫу хирне кӗрет, анчах ҫу уйӑхӗн вӗҫӗнче иккӗмӗш хут хытӑ аманать. Сусӑрланнӑ Микулай Баку хулинче темиҫе уйӑх сипленнӗ хыҫҫӑн раштав уйӑхӗнче тӑван ҫӗршыва таврӑнать. Кӑшт вӑхӑт иртсен ҫӗнӗрен ӗҫе кӳлӗнет. Малтан Павлӑри райӗҫтӑвком председателӗн ҫумӗ, кайран председателӗ пулса вӑй хурать.

Вӑрҫӑ ҫӗршыва юхӑнтарса ҫитернӗ, колхозсен тупӑш пама вӑйӗсем ҫитмеҫҫӗ, выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетесси кая юлса пырать. Ҫак йывӑрлӑхсем Н.К.Демидов ҫине тиенеҫҫӗ, пурӗ 45 колхоза тӗрӗслесе тӑмалла. Больницӑсене, шкулсене кирлӗ япаласемпе тивӗҫтермелле. Тӗрӗсмарлӑхсемпе нумай кӗрешме тивнӗ. Ҫӗнӗрен ҫӗкленекен поселоксенче ҫынсене пурӑнма ҫуртсем тумалла. Н.Демидов вӑрҫӑ инваличӗ пулсан та пӗтӗм вӑйне хурса тӑрӑшнӑ.

Павлӑ районне малти рете кӑларса 1952 ҫулта Н.Демидова кая юлса пыракан Маматӑш районне ура ҫине тӑратма райкомӑн 1-мӗш секретарӗ тӑваҫҫӗ. Кунта вӑл партин аслӑ шкулне (ВПШ) вӗренме кӗриччен вӑй хурать. Парти шкулне пӗтерсен Н.К.Демидова Хусанта пичетленсе тухакан «Хӗрлӗ Ялав» чӑваш хаҫачӗн тӗп редакторне лартаҫҫӗ. Кунта ӗҫленӗ вӑхӑтра витӗмлӗ статьясем ҫырать. Хаҫата чӑваш халӑхӗ тӑван чӗлхепе вуласа савӑнать. 1963 ҫулта хаҫата хупаҫҫӗ.

Каярах вара Хусанти Бауман районӗн депутачӗ, 1960 ҫулта СССР Журналистсен союзӗн членӗ пулать.

Хӗрлӗ ялав, «Хисеп Палли», Ӗҫлӗх Хӗрлӗ ялав, «Германие ҫӗнтернӗшӗн» орден-медальсемпе, «1941-1945 ҫулсенче Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче хастар ӗҫленӗшӗн» медаль, нумай Хисеп хучӗсене, Тав хучӗсене тивӗҫнӗ.

Пултаруллӑ, хастар, хуть те мӗнле ӗҫе те тӗрӗс йӗркелесе яма пӗлекен, ҫынна пулӑшма тӑрӑшакан ҫынччӗ тесе асӑнаҫҫӗ унпа пӗрле ӗҫлекенсем, ӑна пӗлекенсем. Вӑл тунӑ ырӑ ӗҫсем халӑхра манӑҫмаҫҫӗ.

Сайт:

 

Статистика

...подробней