Поиск
Шырав ĕçĕ:
Лешӗ кирек-мӗнле тӑвӑр вырӑна та тӗлӗнмелле хӑвӑрт «вырнаҫма», ҫавӑн пекех тата канлӗхпе ыйха хӑвӑрт сирсе яма, васкаса та ҫине тӑрса ӗҫлеме пултарать.
2. Хӑвӑртлӑх // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Вокзал хӑвӑрт та хӑвӑрт каялла юлса пычӗ, анчах Аня, кула-кула ҫаплах юнашар чупрӗ, тӗрлӗ тӗспе тӗрленӗ алсишӗпе сулларӗ.
11. «Путарман хум» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Амӑшӗ хӑвӑрт кӑна ун патне утса пычӗ, ӑна аллисенчен ярса тытрӗ, — Андрей сылтӑм аллине вӗҫертме пикенчӗ, анчах та амӑшӗ ӑна ҫирӗппӗн тытса лартса, хӑвӑрт, хӗрӳллӗн пӑшӑлтатма тытӑнчӗ:
XXIV // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Леноре фрау ура ҫине хӑвӑрт тӑчӗ те умӗнче ларакан Санин пуҫне ҫавӑн пекех хӑвӑрт ярса тытрӗ.
XXIII // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Вӑл ҫаврӑнса пӑхрӗ, хӑвӑрт тӑчӗ те, хӑйӗн юлташӗсене хӑвӑрт тем каларӗ те, хытӑ савӑнса Наткӑна хирӗҫ утрӗ.
Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.
Ниҫта та вӑхӑт Российӑри пек хӑвӑрт иртмест; тӗрмере вӑл тата хӑвӑрт иртет, теҫҫӗ.Нигде время так не бежит, как в России; в тюрьме, говорят, оно бежит еще скорей.
VII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Ҫапла пӗр тӗссӗр, нимӗн тумасӑр, хӑвӑрт, питӗ хӑвӑрт вунӑ ҫул иртнӗ.Десять лет прошло таким образом, бесцветно, бесплодно и быстро, страшно быстро.
VII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Сергейӑн чӑнласах та киле хӑвӑрт, питӗ хӑвӑрт ҫитес килетчӗ.
4 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Вӑл лаша патне чупса пычӗ те урхалӑха хӑвӑртрах пушатса ячӗ (хула ҫынни ун пек хӑвӑрт тума пултарас ҫук темелле), чӳлӗкне салтрӗ, йӗвене карт! туртса пушатрӗ, лашана ура ҫине тӑратрӗ.
7 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Тепӗр сехет пек вӑхӑт иртсенех вӑл урай варринче «казачока» сӗве пуҫларӗ, атӑ тӗпӗпе тӳсе тусан мӑкӑрлантарчӗ, купӑсҫӑна хӑйӑлти сасӑпа: «Хӑвӑртрах, хӑвӑрт!» — тесе хыпалантарчӗ.
XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
— Хӑвӑрт юхӑм та, хӑвӑрт юхӑм, тен.
IX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Унӑн ҫулӗ ҫинче пӗрене тӗл пулать-и — пар ӑна кунта, кӗҫех ак вӑл вӑйлӑ шыв юхӑмне кӗрсе ӳксе, кӑвак хӑю пек ҫеҫ вӗлтлетсе юлать; унта авӑ пӗр лавҫӑ шыва кӗрсе пичкене шыв тултарма тӑнӑччӗ, сиссе те ӗлкӗреймерӗ — урапа ҫинче выртакан хӑмасемпе улӑм, ун хыҫҫӑн пичке, ҫавӑн пекех тата урапа тӗпӗнчи хупӑн пӗр татӑкӗ те Кубань тӑрӑх пӗр-пӗрне хӑваласа чупса кайрӗҫ — лавҫӑ вӗсене курса юлма кӑна ӗлкӗрчӗ; унта, ҫырана пырса ҫапнӑ хум, ҫул майӑн тенӗ пек, кимме ярса илсе ҫӳлелле ҫӗклесе ҫавӑрчӗ, ҫилленнипе ӳпӗнтерсе ячӗ те хумсем ҫийӗпе юхтарчӗ; унта шыв хулӑн йывӑҫах, выляса, ҫӗртен тӑпӑлтарса кӑларчӗ; вышкайсӑр пысӑк; симӗс купа хӑйӗн лапсӑркка тураттисене ҫилхе пек кӑнтарса пӗрре шывран тухать, тепре шыв ҫине ӳкет, унтан тымаррисене ҫӗклет, хура вӑрӑм туратсем шыва путнӑ пек шартлаттарсах ҫапаҫҫӗ; унта, ҫав тери хаярланса, кӗперӗн пӗр татӑкне хӑйпӑтса илет, вара ҫав татӑк сулланса та сӑвайне алӑ евӗр ҫӗклесе, вӑйлӑ юхӑм варрипе вӗҫнӗ пек ыткӑнать; унта улӑха тулса ларнӑ утӑ капанне ҫӑмӑллӑн та хӑвӑрт ҫӗклесе илнӗ, — ҫав тери ҫӑмӑллӑн та хӑвӑрт ҫӗклесе илнипеле васкама юратман пӗр мулкачӑ тип ҫӗр ҫине сикме те ӗлкӗреймен — капан, енчен енне сулланса, анаталла юха парать, ун тӑрринче, ҫынсене култарма кӑларса лартнӑ пек, мулкачӑ ларса пырать: вӑл хӑйӗн салху куҫӗсемпе йӗри-тавра хӑравҫӑлла та шанчӑксӑррӑн пӑхса пырать, унӑн кӑнтарса тӑракан хӑлхисем вӑхӑт-вӑхӑтпа чӗтре-чӗтре илеҫҫӗ…
I // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Унтер хурал тӑракан салтака кӑшкӑрса чӗнчӗ те, хӑвӑрт Володя патне пырса, автомат кӳпчекӗпе хӑмсарса: «Вэг!» тесе кӑшкӑрчӗ, аллипе кӑтартса, Володьӑна хӑвӑртрах кайма хушрӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Ачасем хӑвӑрт апатланчӗҫ те, вӗсене тата пӗрер курка вӗри чей, пӗрер татӑк джем сӗрнӗ ҫӑкӑр пачӗҫ; кусене те вӗсем хӑвӑрт ҫӑтса ячӗҫ те тав турӗҫ, тутисене шӑлса, сиксе тӑчӗҫ, боевой приказ парасса кӗтеҫҫӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Хытӑ пӗтӗрнӗ резина сӳтӗлсе, винта ҫав тери хӑвӑрт ҫавӑрнӑ та, ансӑр ҫунатлӑ ҫӑмӑл модель, тӳп-тӳрӗ йӗрпе пынӑ пек, манерсӗр хӑвӑрт вӗҫнӗ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Вӑл аслӑ группӑри хӑйӗн тантӑшӗсенчен пур енӗпе те хӑвӑрт иртсе кайнӑ, халӗ шкула каясси ҫинчен ӗмӗтленет, хӑйне мӑшкӑллӑ пек туйӑннӑ «дошкольник» ятӗнчен хӑвӑртрах хӑтӑласси ҫинчен шухӑшлать.
Иккӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Пирӗн парӑссене хӑвӑртрах карса инҫе ҫула тем пекех хӑвӑрт каяс килчӗ пулин те, эпир тепӗр талӑка юлтӑмӑр.
Ҫирӗм саккӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Тараканни хӑйне хӑвалакансенчен нумай хӑвӑртрах чупать, тепӗр ҫур сехет ҫавӑн пекех хӑвӑрт чупсан, ӑна вӗсем ниепле те тытаймӗҫ.
Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Ҫавӑнпа та Федьӑпа Матренӑна хӑйӗн хуйхине пӗлтерме темиҫе минутлӑха чарӑнса тӑчӗ, — туйӑмӗсене пӗлтернӗ чухне кашни ҫынах, хавхаланса кайса, пурнӑҫри самантлӑх интересӗсене манса каять, — Марья Алексевна Верочка пӳлӗмне чупса кӗчӗ, туалет ещӗкӗсене уҫа-уҫа пӑхма пуҫларӗ, гардероба уҫрӗ, — пур япалана та хӑвӑрт пӑхса ҫаврӑнчӗ, — ҫук, нимӗн те тӗкӗнмен пулас! — вара, хӑвӑрт пӑхса тухса лӑпланнӑскер, тепӗр хут тӗплӗн тӗрӗслеме пуҫларӗ.
XXIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Унӑн ӑшчикки пикенсех ӗҫлет: юнӗ икӗ хут хӑвӑртрах вылять, кулленхинчен хӑвӑрт тапать, чӗри патӗнче вӗресе тӑрать — кусем пурте ӑна питӗ ӗшентереҫҫӗ, ҫавӑнпа та вӑл хуллен те йывӑррӑн сывлать, ҫакӑн пек е ҫакса вӗлерес умӗн е ҫав тери кӑмӑл тулнӑ вӑхӑтра сывлаҫҫӗ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956