Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӑй ҫитменнипе аяла пулнисен мӗскӗн сасси таврари тискер кӑшкӑрашупа хутшӑнса каять; вӗсене аякка сирсе ывӑтнӑ та, халь ӗнтӗ вӗсем, выҫӑ пирки, тутӑ чухнехи пурнӑҫшӑн мӗскӗнленсе макӑраҫҫӗ; анчах ҫав пурнӑҫшӑн кӗрешме пултараймаҫҫӗ вӗсем, хӑравҫӑскерсем, вӑйсӑрскерсем.
«Мов» // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 684–692 стр.
Ҫаксем пурте куҫа курӑнми сасӑпа, туртӑнса таракан хулӑн хӗлӗх сассипе хутшӑнса каяҫҫӗ, эхер те ҫак шӑв-шава ҫын сасси кӗрсе каяс пулсан, вӑл хӑра-хӑра пӑшӑлтатса калаҫнӑ пек кӑна илтӗнӗччӗ.
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.
Океан вӗрсе кӑларнӑ кӑвак тӗтре ӗнтӗ хулари пӑтранчӑк сарӑ тӗтӗмпе хутшӑнса кайнӑ, черченкӗ шурӑ ҫуртсем ӗнтӗ витӗр курӑнакан витӗнкӗҫпе пӗркеннӗ; вӗсем, юмахри сӑнсем пек, илӗртсе чӗтренеҫҫӗ, хӑйсем патне йыхӑраҫҫӗ те темле лӑплантарса яракан илем сунаҫҫӗ.
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.
Ҫирӗм улттӑшӗ те юрлаҫҫӗ; янӑравлӑ, тахҫанах хутшӑнса ҫитнӗ сассисем подвала тулаҫҫӗ.Поют асе двадцать шесть; громкие, давно спевшиеся голоса наполняют мастерскую;
Ҫирӗм улттӑпа пӗрре // Петӗр Хусанкай. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 119–131 стр.
Вӗсен пыртан тухакан сасӑпа калаҫни вятчисен вӑраххӑн тӑстарса, Атӑл ҫинчи вырӑссен ҫирӗппӗн те хӑвӑрттӑн калаҫнипе, хохолсен ҫепӗҫ чӗлхипе хутшӑнса каять.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Кашни хӗрарӑм сасси хӑйне уйрӑммӑн янӑрать, кашниех вӗсем, пӗрле темиҫе сасӑллӑ шӑнкӑр шыв пек пулса, сиксе туха-туха, янӑра-янӑра, таҫтан ҫӳлтен пусмасем тӑрӑх анаҫҫӗ пек, ҫӳлелле янӑраса хӑпаракан арҫын сассисен ҫӑра хумӗпе хутшӑнса, вӗсен ӑшне путаҫҫӗ, унтан каллех ҫиеле тухса, арҫын сассисене хуплаҫҫӗ те, таса та вӑйлӑскерсем, пӗрин хыҫҫӑн тепри инҫете ҫӳле янӑраса каяҫҫӗ.
I сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.
Малтан пӗри ҫепӗҫ те хулӑн сассине янӑратрӗ, — вӑл пӗр-ик ҫаврӑм тусанах, тепри ҫав юррах ҫӗнӗрен пуҫларӗ, малтанхи малаллах кайрӗ… — виҫҫӗмӗш, тӑваттӑмӗш, пиллӗкмӗш те ҫав майлах, пӗрин хыҫҫӑн тепри хутшӑнса пычӗҫ.
I сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.
Вӑл енчен тинӗс тӑрӑх темле, янӑравсӑр шав юхса килнӗ, вӑл шав, хумсем шӑпӑлтатнипе пӗрле хутшӑнса, лайӑх те вӑйлӑ музыка пулса тӑнӑ…
III сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Мӑйӑхӗ, хулпуҫҫисем ҫинелле усӑнса анса, ҫӳҫ кӑтрисемпе пӗрле хутшӑнса кайнӑ; куҫӗ ҫап-ҫутӑ, ҫӑлтӑр пекех йӑлтӑртатать; кулли тата — хӗвел пӑхнӑ пекех туйӑнать, туршӑн та ҫав!
Макар Чудра // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 7–19 стр.
Нарва хули ҫывӑхӗнчи Луга юханшывӗ патӗнчи хаяр ҫапӑҫусене хутшӑнса пӗр ҫапӑҫура йывӑр аманнӑскере малтан Ленинградри госпитальте сиплеҫҫӗ, унтан сывалма Ҫӗпӗре куҫараҫҫӗ.
Ыр ҫын хыҫҫӑн пин ҫын утать // Э. Михайлова. «Хӗрлӗ ялав», 2019.10.18
Штольцӑн мӗнпур ӗҫ-хӗлӗпе пурнӑҫӗ ҫумне кунсерен тата тепӗр ют ӗҫ-хӗлпе ют пурнӑҫ хутшӑнса пырать: Ольгӑна чечексем, кӗнекесем, нотӑсем, альбомсем парнелесе, ӑна ӗҫ тупса патӑм тесе, лӑпланать вӑл, вара ӗҫлеме каять, е пӗр-пӗр лайӑх имение пӑхса ҫӳрет, е пӗр-пӗр ҫӗнӗ, чаплӑ ҫынсемпе паллашать; унтан ывӑнса таврӑнать те, рояль умне ларса, Ольга юрланине итлесе канать.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Эхер те вӑл Обломовӑн чӗринчи пытанса юлнӑ ӗлӗкхи йӗрсене: кӑштах ывӑннипе, кӑштах палӑракан ыйхӑлӑха асӑрхасан, — Ольга унӑн чунне шалтанах курма пӗлет, — вал ӑна ӳпкелешет, сайра хутра ҫак ӳпкевре ӳкӗнни те, хӑй йӑнӑш тӑвасран хӑрани те хутшӑнса каять.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Ҫакӑн пек кӑмӑл паян ирхине, чӳречесем умӗнче хӑйӑлти шарманка юрлаттарса иртнӗ пулсан, пулатчӗ… — терӗ Ольга ыррӑн калаҫӑва хутшӑнса, куллинчи хаярлӑха пытарса.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Чӑвашсем унта хутшӑнса пурнӑҫри тӗрекне шыраҫҫӗ, туссем, ҫӗнӗ тӗллевсем тупаҫҫӗ, ҫӗнӗ, чӑвашла ятсем илеҫҫӗ, – терӗ мероприятие уҫнӑ май ҫулҫӳревсене йӗркелекенӗ, Чӑваш ҫамрӑкӗсен «Сувар» пӗрлешӗвӗн хисеплӗ элтеперӗ Олег Михайлович Цыпленков.
«Чунҫӳрев»: ҫулсем такӑр пулччӑр // Евгений Турхан. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... -pulchchar
Унта чӑваш чӗлхине, культурипе йӑли-йӗркине, аваллӑхне юратакансем, учительсемпе культура ӗҫченӗсем, ҫыравҫӑсемпе юрӑҫсем, кашни ҫулах «Чунҫӳреве» хутшӑнса чӑвашсен мӑн аслашшӗсем тахҫан пурӑннӑ вырӑнсене кайса ҫӳрекенсем хутшӑнчӗҫ.
«Чунҫӳрев»: ҫулсем такӑр пулччӑр // Евгений Турхан. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... -pulchchar
Карчӑк сасартӑк нихӑҫан пулман хӗрӳлӗхпе хутшӑнса кӗчӗ пирӗн калаҫӑва:Старуха вдруг с небывалой горячностью вмешалась в наш разговор:
VII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
«Сирӗн юбилей — пӗтӗм карап ӑстисен уявӗ. Сирӗн наукӑри пысӑк ӗҫӗре, уйрӑмах карапсем тӑвас ӗҫе хутшӑнса хывнӑ тӳпене, Сирӗн вӗренекенӗрсем тата Тӑван ҫӗршыв пысӑка хурса хаклаҫҫӗ».
Вӑтӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Каярахпа та, Совет самани вӑхӑтӗнче, карапсем тӑвас ӗҫе нумай ҫул хушши хутшӑнса Владимир Полиевктович Костенко Раҫҫей флотне питӗ пысӑк усӑ кӳнӗ.
Ҫирӗм пиллӗкмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Кинорипе залри шӑв-шав хутшӑнса кайрӗ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
Ҫын юнӗпе хутшӑнса, шыв кӑшт кӗренӗн курӑннӑ.
XXXII. Тӗтре // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949