Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Мӗн хуйхи пултӑр унта, нимле хуйхӑ та ҫук.
XXI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Кусем — харпӑр хӑй хуйхипе асапланакан кичем ҫынсем; хуйхӑ вӗсене, хӑйсен хӗсӗр те ырхан тӑван ҫӗрӗнчен уйӑрса, кӗркуннехи сарӑхнӑ ҫулҫӑсене ҫил вӗҫтернӗ пек, ҫакӑнта илсе ҫитернӗ, кунта вӗсене ют ҫутҫанталӑкӑн чаплӑ илемӗ тӗлӗнтерсе янӑ, куҫӗсене шартарнӑ; йывӑр ӗҫ вара ку ҫынсене пӗтӗмпех ҫапса хуҫнӑ.
Этем ҫурални // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 156–165 стр.
Хуллен-хуллен, майӗпе ҫын хӑйӗн йывӑр шӑпине хӑнӑхса пырать — ун чух вара вӑл вӑраххӑн пурӑнма тытӑнать, — е тата ҫынна хуйхӑ ҫапса хуҫать те, вӑл вара ураланаймасть, хуйхӑ мӗнлерех пулнинчен те, ҫынни мӗнлерех пулнинчен те килет ку.
XII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Анчах Машӑн хуйхине пурлӑх пусарма пултарайман; вӑл мӗскӗн Прасковия Петровнӑран, хӑйӗн чӗререн хуйхӑракан амӑшӗнчен, нихӑҫан та уйрӑлмастӑп тесе тупа тунӑ, вара иккӗшӗ те хуйхӑ ҫинчен аса илтерекен Ненарадовӑран тухса … поместйине пурӑнма куҫнӑ.
Ҫил-тӑман // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Пуянлӑх вӑл — кичемлӗх те хуйхӑ, кичемлӗх те хуйхӑ.
35-мӗш сыпӑк. Хисепе тивӗҫлӗ Гек вӑрӑ-хурахсен шайккине кӗрет // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
19. Пуҫӗ ҫине кӗл сапса, уласа йӗрсе, ӗсӗклесе кӑшкӑрчӗҫ вӗсем: эй аслӑ хула, хуйхӑ, хуйхӑ ҫитрӗ сана! тинӗсре карап тытакансем санӑн мулупа пуйса ҫитнӗччӗ; эсӗ пӗр самантра пушанса юлтӑн!
Ӳлӗм 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ҫӗр ҫинчи патшасем вара — унпа аскӑнланса, киленсе пурӑннӑскерсем — ӑна ҫунтаракан вут-ҫулӑма курсассӑн уншӑн уласа йӗрсе ярӗҫ, 10. вӑл мӗнле асапланнине аякран сехӗрленсе пӑхса тӑрӗҫ те кӑшкӑрса ярӗҫ: «эй аслӑ хула, хуйхӑ ҫитрӗ сана, эй хӑватлӑ хула Вавилон, хуйхӑ ҫитрӗ сана! сана сут тӑвасси пӗр сехетрех ҫитрӗ!» тейӗҫ.
Ӳлӗм 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Мӗн чухлӗ мухтанчӗ, мӗн чухлӗ киленчӗ, ӑна ҫавӑн чухлӗ асаппа хуйхӑ кӑтартӑр; вӑл хӑй ӑшӗнче: «эпӗ патшара ларатӑп, эпӗ — тӑлӑх арӑм мар, хуйхӑ курмӑп!» теет.
Ӳлӗм 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Иккӗмӗш хуйхӑ иртрӗ, акӑ кӗҫех виҫҫӗмӗш хуйхӑ ҫитет.
Ӳлӗм 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Пӗр хуйхӑ иртрӗ; акӑ ун хыҫӗнчен тата икӗ хуйхӑ килет.
Ӳлӗм 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Чӑнах та, вӑл вилес пекех чирленӗччӗ; Турӑ ӑна хӑтарчӗ, ӑна анчах мар, мана хама та хуйхӑ ҫине хуйхӑ курасран хӑтарчӗ.
Флп 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Хуйхӑ ҫитӗ мана, хуйхӑ ҫитӗ мана!
3 Езд 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Хуйхӑ ҫитӗ сире, Вавилонпа Асия, хуйхӑ ҫитӗ сире, Египетпа Сири!
3 Езд 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Нумайӑшӗ ун патне пыра пуҫларӗ, хӑшӗсем хаваслӑ сӑнлӑ, хӑшӗсем салху сӑнлӑ, хӑшӗсен алли-урине ҫыхса лартнӑ, хӑшӗсене илсе пычӗҫ — эпӗ питех те хӑранипе вӑранса кайрӑм, вӑрантӑм та 14. Ҫӳлти Туррӑма ҫапла каларӑм: Эсӗ малтан Хӑвӑн чуруна хӑватсем кӑтартрӑн, манӑн кӗллӗме йышӑнтӑн, эпӗ ҫакна тивӗҫлӗ тесе шутларӑн; 15. апла ҫак тӗлӗк тупсӑмне те уҫса парсамччӗ мана, 16. мӗншӗн тесессӗн, эпӗ хам ӑсӑмпа ӑнланнӑ тӑрӑх, ҫав кунсенче чӗрӗ юлнисене хуйхӑ ҫитӗ, вилнисене тата пысӑкрах хуйхӑ ҫитӗ: 17-18. ҫав кунсемччен чӗрӗ хӑварманнисем юлашки кунсенче мӗн пуласса, анчах хӑйсем ҫавӑнта хутшӑнайманнине ӑнланса хурланӗҫ.
3 Езд 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ҫакӑ хыпар Ниневи патши патне ҫитнӗ, вӑл та аслӑ пукан ҫинчен тӑнӑ та, патша тумне хывса пӑрахса, хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑнса, кӗл ҫине ларнӑ, 7. патша ячӗпе тата хӑйӗн улпучӗсен ячӗпе Ниневире ҫапла пӗлтерме, ҫапла калама хушнӑ: «ҫынсем те, выльӑх-чӗрлӗх те, вӑкӑрсем те, сурӑхсем те нимӗн те ан ҫиччӗр, кӗтӳлӗхе ан кайччӑр, шыв та ан ӗҫчӗр, 8. ҫынсем те, выльӑх-чӗрлӗх те хуйхӑ тумӗ витӗннӗ пулччӑр, Турра хытӑ тархаслаччӑр, кирек кам та хӑйӗн усал ҫулӗнчен пӑрӑнтӑр, хӑйӗн алли пусмӑрласран сыхлантӑр. 9. Кам пӗлет, тен, Турӑ кӑмӑлӗ ҫаврӑнӗ, Вӑл тулса ҫитнӗ ҫиллине пирӗн ҫинчен сирӗ те, вара эпир пӗтмӗпӗр» тесе калама хушнӑ.
Иона 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Эй священниксем, хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑнӑр та макӑрӑр! алтарьте ӗҫлесе тӑракансем, ӗсӗклесе йӗрӗр! эй манӑн Туррӑма ӗҫлесе тӑракансем, кӗрӗр те хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑннипех ҫӗр каҫӑр! ӗнтӗ сирӗн Туррӑр Ҫуртӗнче ҫӑкӑр парни кӳресси, ҫу юхтарасси пӗтрӗ.
Иоиль 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: юн хулине хуйхӑ ҫитӗ! тӗпне ларнӑ хурана, кӑмӗ кайман хурана, хуйхӑ ҫитӗ! шӑпа ярса суйламасӑр, вӑл хурантан татӑк хыҫҫӑн татӑк кӑларса ывӑтӑр.
Иез 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Каларӑм эпӗ: хуйхӑ ҫитрӗ мана! хуйхӑ ҫитрӗ мана! ах, мӗнле хурлӑхлӑ мана! усалсем усал ӗҫ тӑваҫҫӗ, усалсем усалланса кайсах усал ӗҫ тӑваҫҫӗ.И сказал я: беда мне, беда мне! увы мне! злодеи злодействуют, и злодействуют злодеи злодейски.
Ис 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ӗнтӗ патша хушӑвӗ ҫитнӗ пур вырӑнта та, пур ҫӗрте те иудейсем хуйха ӳкнӗ, вӗсем типӗ тытнӑ, йӗнӗ, кӑшкӑрса макӑрнӑ; нумайӑшӗн ӗнтӗ выртса тӑран вырӑнӗ хуйхӑ тумтирӗ те тусан пулнӑ.
Эсф 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Израильри кашни ар, кашни арӑм, пӗтӗм ачи-пӑчи, Иерусалимра пурӑнакан кашни ҫын, Турӑ Ҫурчӗ умне ӳксе, пуҫӗ ҫине кӗл сапса, Турӑ умне хӑйӗн хуйхӑ тумтирне сарса хунӑ, 12. парне паракан вырӑна та хуйхӑ тумӗпе витнӗ, пурте пӗтӗм чун хавалӗпе Израиль Туррине тилмӗрсе йӑлӑннӑ, Вӑл ачасене туртса илме ан патӑрччӗ, арӑмсене тӑшман тупӑшӗ ан тутӑрччӗ, еткер хуласене ҫаратма-аркатма, таса япаласене мӑшкӑллама-ирсӗрлетме ан патӑрччӗ, суя тӗнпе пурӑнакансен савӑнмалла ан пултӑрччӗ тесе тархасланӑ.
Иудифь 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.