Поиск
Шырав ĕçĕ:
Эпӗ те, хуйхӑ пуснӑ пек пулнӑскер, уя пӑрахса утрӑм; асӑмра кӑранклатакан сӑмахсем: «Ариил хулине хуйхӑ!..» тенисем янах кайса янтӑраса тӑратчӗҫ.Я тоже пошел с поля, удрученный; в памяти гулким эхом звучали карающие слова: «Горе граду Ариилу!..»
XIX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Темшӗн вара пӗлместӗп, анчах ҫав сӑмахсене эпӗ пит асра тытса юлтӑм, пуринчен ытларах мана икӗ сӑмах пӗрле ҫыпҫӑнса тӑни: «тӗрӗссипе каласан» тени кӑмӑла карӗ; эпӗ вӗсенче вӑй пуррине туяттӑм, — нумай хуйхӑ кӑтартрӗҫ мана вӗсем, кулӑшла хуйха.
VIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ку ӑна ҫапса хуҫнӑ пӗрремӗш хуйхӑ пулчӗ, ҫак хуйхӑ унӑн шанӑҫне татса хучӗ.Это было первое сильное горе, которое поразило ее, и это горе привело ее в отчаяние.
XXVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Мӑнкӑмӑллӑх ниепле те чӑн-чӑн хуйхӑпа ҫыхӑнса тӑмасть, ҫакӑнпа пӗрле вӑл туйӑм ҫын ӑс-хакӑлне ҫирӗппӗн кӗрсе вырнаҫнӑ, ҫавӑнпа ӑна чи вӑйлӑ хуйхӑ та сайра хутра кӑна пусарса хурать.
XXVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Хуйхи пулнӑ ҫав, пӗтӗм кил-йыша пысӑк хуйхӑ.
II // Михаил Сироткин. Толстой Л.Н. Поликушка: повесть; М. Сироткин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1935. — 98 с.
Унӑн кӗске пурнӑҫӗнче ҫак хуйхӑпа танлашма пултаракан урӑх хуйхӑ пулман пек туйӑнать.Кажется, в его короткой жизни не было еще такого горя, какое могло б сравниться с этим.
XXII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Тӑлӑха тӑрса юлтӑмӑр эпир, Василий Максимович, анчах эпир ҫеҫ мар — миллионшар ашшӗпе амӑшӗсен хуйхи пирӗн хуйхӑ пекех, калама ҫук пысӑк…
Иккӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Арӑмӗн сӑмахӗсене вӑл ухмахла сӑмахсем вырӑнне шутларӗ, ҫапах та унӑн хуйхи сӑлтавсӑр маррине, ку вӑл — ӑслӑ хуйхӑ пулнине чӗререн тӗлӗнсе туйса илчӗ.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
— Упӑшкаллисем, укҫа пуррисем, кая-кая пӗтрӗҫ ӗнтӗ, — терӗ карчӑк, а санне пур — ох хуйхӑ, хуйха, юлашки пӳртне те, ӑна та пулин аркатса тӑкрӗҫ.
6 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Лаши вара ӳкӗнсе каларӗ, тет: «Ах, хуйхӑ мана, мӗскӗне, хуйхӑ мана, телейсӗрскере! Эпӗ ашака пӑртак та пулӑшасшӑн пулмарӑм, акӑ ӗнтӗ халӗ пурне те хам туртса пыратӑп, ҫитменнине тата ун тирне те эпех туртса пыратӑп», — терӗ, тет.
Ашакпа лаша // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Ӑна хуйхӑ пит тарӑнах пырса тивнӗ, анчах ҫав хуйхӑ тепӗр кӑмӑл-шухӑшне пусса, хупласа илме пултарайман; ку кӑмӑл-шухӑш тӑванла ҫыхӑнуран та вӑйлӑрах пулнӑ.
XLIX сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Пысӑк хуйхӑ, ҫав тери пысӑк хуйхӑ килсе лекрӗ пире!
21 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.
Ку хуйхӑ ҫав тери хӑрушӑ хуйхӑ, ӑна вӗсем нихҫан та кӗтмен, ҫавӑнпа вӗсен хӗрачасене урӑх кураймассине те ӗненес килмест.
19 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.
«Ку хуйхӑ — пирӗн, ку хуйхӑ — пӗтӗм халӑх хуйхи-суйхи», — теҫҫӗ хӑйсен ҫырӑвӗсенче Новосибирск шкулӗнче вӗренекен ачасем.«Это горе — наше, это горе — народное», — писали ученики новосибирской школы.
«Манӑн питӗ пурӑнас килет» // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
Вӑл кунхи хуйхӑ та, кунӗ пекех, темле урӑхлаччӗ, — вӑл хуйхӑ сасартӑк чышкӑпа ҫапнӑ пек пуҫа ҫӗр ҫумнелле лапчӑтса лартмасть, вӑл чӗрене нумай ҫӗртен тирет те — чӗрере лӑпкӑ тарӑху ҫуратса, авӑннӑ ҫурӑма тӳрлетет.
II // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Пӑртакран король, ура ҫине тӑрса, малалла тухрӗ те, вӑй-халне пухса, сӑмах пекки калама пуҫларӗ, темӗн пакӑлтатать, ҫывӑх ҫынна ҫухатасси вӗсемшӗн, шӑллӗпе иккӗшӗшӗн, мӗн тери йывӑр хуйхӑ иккен, тӑватӑ пин миля килсе те вӗсем пиччӗшӗ вилсе кайиччен ҫитеймен, анчах халӑх вӗсемпе пӗрле ҫапла куҫҫуль юхтарса кулянни вӗсен хуйхине кӑшт ҫӑмӑллатать-мӗн, ҫавӑнпа вӑл вӗсене пӗтӗм чунран, пӗтӗм чӗререн тав тӑвать, хӑй ячӗпе те, пиччӗш ячӗпе те мӗншӗн тесен куна сӑмахпа каласа пама май ҫук, сӑмах мехелӗ ҫитмест, тет… малалла та ҫаплах супӗлтетрӗ, итлесе хӑлха йӳҫрӗ, унтан куҫҫульпе чыхӑнса, тӗн хушнине пӑхӑнса пурӑнакан ҫын пекех «аминь» тесе кӑшкӑрчӗ те ӗсӗклесе йӗрсе ячӗ.
Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Асту, кӑвакарчӑнӑм; хуйхӑ пулнӑ, хуйхӑ пӗтрӗ — асра та ҫук, турӑ каҫартӑр!Помни же, голубка: была печаль, сплыла печаль, и помину ей нет, Господи, помилуй!
XVIII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Эх, хуйхӑ… ман хуйхӑ!
Тимурпа унӑн команди // Матвей Сакмаров. Гайдар, Аркадий Петрович. Тимурпа унӑн команди: повесть; вырӑсларан М.А.Сакмаров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 102 с.
Хуйхӑ, хуйхӑ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
«Этем хурлӑхӗ, хуйхӑ, хуйхӑ…» — хулӑммӑн мӑкӑртатрӗ арҫын.
3 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.