Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Ӳлӗм 11

Раздел: Библи –> Турӑ ҫинчен вӗрентекен сӑваплӑ Иоанн Ӳлӗмхине уҫса пани (Апокалипсис)

Автор: Библи

Источник: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Добавлен: 2016.04.19 10:03

Предложений: 20; Слово: 403

Тип текста: Религия

По-русски Тема: Религия

1. Мана туя евӗрлӗ хӑмӑш патак парса ҫапла каланӑ: тӑр та Турӑ Ҫуртне те, парне вырӑнне те, унта пуҫҫапакансене те виҫсе тух; 2. Турӑ Ҫурчӗн тулашӗнчи картишне ан тӗкӗн, ӑна ан виҫ: ӑна суя тӗнлӗ халӑхсене панӑ — сӑваплӑ хулана вӗсем хӗрӗх икӗ уйӑх хушши пусмӑрласа тӑрӗҫ. 3. Эпӗ Хамӑн икӗ кӳнтелӗме ярӑп: вӗсем, хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑнса, пин те икҫӗр утмӑл кун хушши ӳлӗмхи ҫинчен каласа ҫӳрӗҫ. 4. Вӗсем ӗнтӗ — ҫӗр Ҫӳлхуҫи умӗнче тӑракан икӗ ҫу йывӑҫҫипе икӗ ҫурта. 5. Кам та пулин вӗсене сиен тӑвасшӑн пулсан, вӗсен ҫӑварӗнчен вут-ҫулӑм тухӗ те вӗсен тӑшманӗсене ҫунтарса ярӗ; кам та пулин вӗсене усал тӑвасшӑн пулсан, ҫавӑн пекех вилсе выртӗҫ. 6. Хӑйсем пророкла каласа ҫӳрес кунсенче ҫӗр ҫине ҫумӑр ан ҫутӑр тесен, вӗсен тӳпене хупса лартма ирӗк пур; вӗсем шыва хӑйсен ирӗкӗнче тытаҫҫӗ — хӑҫан мӗн тӑвас теҫҫӗ, ҫавна тӑваҫҫӗ: шыва юн тума, ҫӗре тӗрлӗ чирпе пӗтерме пултараҫҫӗ. 7. Хӑйсем мӗн калассине каласа пӗтерсен, тӗпсӗр шӑтӑкран тухакан тискер кайӑк вӗсемпе ҫапӑҫӗ, вӗсене, ҫӗнтерсе, вӗлерӗ. 8. Ӳчӗсене аслӑ хула урамне пӑрахса хӑварӗ; урӑхла каласан, ҫав хулана Содом, Египет теҫҫӗ; пирӗн Ҫӳлхуҫамӑра ӗнтӗ ҫавӑнта пӑталанӑ. 9. Халӑхсем, ӑрусем, тӗрлӗ чӗлхеллӗ ҫынсем, йӑхсем виҫӗ кун ҫурӑ ҫав вилӗсене курса тӑрӗҫ, анчах вӗсене пытарма ирӗк памӗҫ. 10. Ҫӗр ҫинче пурӑнакансем ҫакӑншӑн савӑнӗҫ, хӗпӗртӗҫ, пӗр-пӗрин патне парнесем ӑсатӗҫ, мӗншӗн тесессӗн ҫав икӗ пророк ҫӗр ҫинче пурӑнакансене асаплантарнӑ. 11. Виҫӗ кун ҫурӑ иртсен вӗсен ӑшне Турӑран чӗрӗлӗх сывлӑшӗ кӗчӗ те, вӗсем иккӗшӗ те ура ҫине тӑчӗҫ, ӗнтӗ вӗсем ҫине пӑхса тӑракансем сехӗрленсех ӳкрӗҫ. 12. Икӗ пророк хӑйсене тӳперен хӑватлӑн: «улӑхӑр кунта!» тесе чӗннине илтрӗ. Вара вӗсем пӗлӗт ҫинче тӳпене ҫӗкленчӗҫ, тӑшманӗсем вӗсем ҫине пӑхса тӑчӗҫ. 13. Ҫав сехетрех ҫӗр питӗ хытӑ чӗтренсе кайрӗ, хулан вуннӑмӗш пайӗ ишӗлсе анчӗ; ҫӗр чӗтреннӗ чухне ҫичӗ пин ҫын пӗтрӗ; ыттисем сехӗрленсе ӳкрӗҫ, Ҫӳлти Турра мухтавларӗҫ.

14. Иккӗмӗш хуйхӑ иртрӗ, акӑ кӗҫех виҫҫӗмӗш хуйхӑ ҫитет.

15. Ҫиччӗмӗш ангел трупине кӑшкӑртрӗ те — ҫӳлте хытӑ сасӑсем илтӗнсе кайрӗҫ, вӗсем каларӗҫ: тӗнчери патшалӑх Ҫӳлхуҫамӑрӑн, Ун Христосӗн Патшалӑхӗ пулса тӑчӗ. Вӑл ӗмӗр-ӗмӗрех патша пулӗ! терӗҫ. 16. Вара Турӑ умӗнче хӑйсен аслӑ пуканӗсем ҫинче ларакан ҫирӗм тӑватӑ ватӑ Турра ӳксе пуҫҫапса каларӗ: 17. эй Пурне те Тытса Тӑракан Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр, Сана тав тӑватпӑр, Эсӗ пур, яланах пулнӑ, Эсӗ килетӗн: Эсӗ Хӑвӑн аслӑ хӑватна илсе патшана лартӑн. 18. Суя тӗнлӗ халӑхсем хаярланса кайрӗҫ те, Санӑн ҫиллӳ ҫитрӗ. Вилнисене сут тума, Хӑвӑн пророк чурусене, сӑваплисене, Хӑвӑн ятна хисеплекенсене асли-кӗҫӗннипех пурне те тивӗҫлипе ырӑлӑх пама, ҫӗре пӗтерекенсене пӗтерме вӑхӑт ҫитрӗ, терӗҫ.

19. Вара тӳпере Турӑ Ҫурчӗ курӑнса кайрӗ, Унӑн Ҫуртӗнче Ун халалӗн арчи курӑнчӗ; ҫиҫӗм ҫиҫрӗ, сасӑсем илтӗнчӗҫ, аслати авӑтрӗ, ҫӗр чӗтренчӗ, пӑр питӗ вӑйлӑ ҫурӗ.

Сайт:

 

Статистика

...подробней