Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: 35-мӗш сыпӑк. Хисепе тивӗҫлӗ Гек вӑрӑ-хурахсен шайккине кӗрет

Раздел: Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени

Автор: Феодосия Ишетер

Источник: М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Добавлен: 2019.06.14 19:45

Предложений: 140; Слово: 1749

Тип текста: Прозаичное произведение

По-русски Тема: Не указано

Вулакан ахалех те ӑнланса илме пултарать: кӗтмен ҫӗртен Томпа Гек аллине пуянлӑх пырса кӗни мӗскӗн те пӗчӗк Санкт-Петербург хулинчи халӑха хыттӑнах хускатса ячӗ. Ҫавӑн пек пысӑк укҫа, ҫитменнине тата ылтӑн укҫа, питех те тӗлӗнмелле пулчӗ. Укҫа тупни ҫинчен ҫав тери нумай калаҫрӗҫ, ӑна ҫав тери хапсӑнса пӑхрӗҫ, ӑна ҫав тери хытӑ пӑхса савӑнчӗҫ, ҫавӑнпа та граждансенчен нумайӑшӗ ҫавна курнипе ухмаха ерсе кайрӗҫ. Петербургра, тата таврари ялсенче те, усал тухакан кашни пӳртех пӗренешерӗн сӳтсе пӑрахрӗҫ. Тӑпра ӑшне алтса чикнӗ укҫа шыраса, ҫавӑн йышши кашни ҫуртрах никӗсне йӑлт салатса тӑкрӗҫ, — ҫавна арҫын ачасем мар, пысӑк арҫынсемех, шухӑшӗсене вылятма юратакансем мар, шанчӑклӑ та ҫирӗп ҫынсемех хӑтланчӗҫ. Томпа Гек кирек ӑҫта пырсан та пурте вӗсене хӑналама тӑрӑшрӗҫ, вӗсене пӑхса савӑнчӗҫ, темӗнле тӗлӗнмелле япала курнӑ пекех, вӗсем ҫине куҫӗсене чарса пӑхрӗҫ. Ӗлӗкхи вӑхӑтра хӑҫанта пулин хӑйсен сӑмахне кӑшт пулсан та вырӑна хунӑ пеккине ачасем пӗрре те астумаҫҫӗ, халӗ ӗнтӗ вӗсен кашни сӑмахнех, темӗнле ӑслӑлӑх вырӑнне хунӑ пекех, ҫынсем тӗрлӗ майлӑ каласа хӑтланаҫҫӗ. Вӗсем мӗн тунине те питӗ паллӑ япала вырӑнне шутлаҫҫӗ. Ахаль япаласем ҫинчен калаҫма та, ахаль япаласем тума та вӗсем йӑлтах манса кайнӑ пек пулчӗҫ темелле. Вӗсен иртнӗ пурнӑҫӗнче темӗнле уйрӑмлӑхсем шыраса тупрӗҫ, ҫав уйрӑмлӑхсем вара вӗсем ахаль ачасем маррине лайӑх кӑтартса параҫҫӗ пулать. Вырӑнти хаҫатра вӗсен биографийӗсене пичетлесе кӑларчӗҫ.

Тӑлӑх арӑм Дуглас Гекӑн пӗтӗм укҫине банка хыврӗ. Полли мӑнаккӑшӗ ыйтнипе, Тэчер судья та Томӑн укҫине банка вырнаҫтарчӗ. Халӗ ӗнтӗ кашни ачийӗнех ҫакӑн пек пысӑк услам пулчӗ: кунсеренех пӗрер доллар, вырсарникун пӗрре те ҫуршар доллар килсе тӑчӗ. Пачӑшкӑ мӗн чухлӗ илнипе танах, тӗрӗсрех каласан, пачӑшкӑна мӗн чухлӗ пама пулнипе танах илсе тӑчӗҫ вӗсем, мӗншӗн тесен вӑл хӑйӗн приход ҫыннисенчен ҫак хисепе нихҫан та илме пултарман. Арҫын ача пӗр эрне хушши апатланасси тата хваттерте пурӑнасси, шкулта вӗренес, тумланас, мунча кӗрес расхутсене кӗртсен те, пӗр доллар та чӗрӗк ҫеҫ парать иккен.

Тэчер судья Тома питех те хисеплеме пуҫларӗ. Ытти ачасемпе пӗр йышши ача манӑн хӗре нихҫан та ҫӗр айӗнчи шӑтак ӑшӗнчен ертсе кӑларма пултарас ҫукчӗ тет вӑл. Бекки тата хӑйӗн ашшӗне ҫак вӑрттӑнлӑха — Том Беккине хулӑран хӑтарса унӑн айӑпне хӑй ҫине илни ҫинчен те — каласа панӑ. Ҫакна илтсен, судьян кӑмӑле татах ҫемҫелсе кайрӗ. Бемки ҫапла тархаслама пуҫланӑ: «Том, ҫавӑн пек лайӑх мар суйса, манӑн ҫурӑм ҫине ӳкмелли хулла хӑйӗн ҫурӑмӗ ҫине илнӗшӗн эсӗ ӑна хытах ан айӑплаччӗ», — тенӗ. Судья вара, питех хавасланса кайса, ҫапла каланӑ: «Вӑл хӑй ҫинчен манса ҫынна ҫӑласшӑн пулнӑ, вӑл суя питех аван суя. Георг Вашингтонӑн чапа тухнӑ тӳрӗлӗхпе, ҫав пуртӑ ҫинчен каланӑ тӳрӗлӗхпе юнашарах, пуҫне ҫӳлелле ҫӗклесе утма тивӗҫлӗ суя пулать», — тенӗ. Бекки ҫавӑн чухне ҫапла шухӑшланӑ: «Пӳлӗм тӑрӑх утса ҫӳресе, урипе тапса ярса Том питӗ ырӑ чунли ҫинчен каланӑ чухнехи пекех, атте урӑх нихҫан та мана ҫав тери ҫӳллӗ те чаплӑскер пек туйӑнманччӗ», — тенӗ. Вӑл ҫавӑнтах Том патне чупса кайнӑ та ӑна йӑлтах каласа кӑтартнӑ.

«Томран ҫитес вӑхӑтра е аслӑ ҫар ҫынни е аслӑ юрист пулать, — тенӗ Тэчер судья. — Ачана Нацин ҫар академине илччӗр тесе, эпӗ тӑрӑшса пӑхатӑп; унтан вӑл юристпруденци ӑслӑлӑхне вӗренмелли чи лайӑх шкулта вӗрентӗр, ҫапла вара вӑл ҫав карьерӑсенчен кирек хӑшне те, тен, тӑруках иккӗшне те, хатӗрлесе тӑтӑр», — тенӗ.

Гек Финн аллине пуянлӑх пырса лекни, ӑна тӑлӑх арӑм Дуглас хӳтӗлесе тӑни Гека культурӑллӑ обществӑна ертсе кӗртнӗ. Ҫук, ӑна ирӗксӗрех туртса сӗтӗрсе кӗртнӗ, ҫавӑнпа унӑн асапӗсем ҫав тери йывӑр пулнӑ, вӑл вӗсене аран-аран ҫеҫ тӳссе тӑнӑ. Тӑлӑх арӑмӑн тарҫисем унӑн питне ҫӑва-ҫӑва янӑ, тумтирне тасатнӑ, унӑн пуҫне турапа та щеткӑпа туранӑ, кашни каҫах ӑна йӗрӗнмелле таса тӳшек ҫиттисем ҫине ҫывӑрма вырттарнӑ. Чи лайӑх тус вырӑнне хурса чӗре патне пӑчӑртаса тытмашкӑн ҫав ҫиттисем ҫинче пӗр лапӑрчӑк та пулман. Апата та унӑн вилкӑпа та ҫӗҫӗпе ҫимелле пулнӑ; салфеткӑсемпе, тарелкӑсемпе, чей чашкисемпе усӑ курмалла пулнӑ; кӗнеке тӑрӑх вӗренмелле пулнӑ, чиркӗве ҫӳремелле пулнӑ, калаҫассине те ҫав тери тирпейлӗн те йӗркеллӗн калаҫма тивнӗ. Ҫавӑнпа та сӑмахсем ӑна питӗ тутлӑ маррӑн туйӑнма пуҫланӑ; вӑл кирек ӑҫталла кайма ҫаврӑнса пӑхсан та, ӑна цивилизаци сӑнчӑрӗсемпе картисем тыткӑнра тытса усранӑ. Ӑна хӑйӗн алли-урисене ҫыхса лартнӑ пекех туйӑннӑ.

Виҫӗ эрне вӑл ҫав асапсене паттӑррӑн тӳссе пурӑннӑ, юлашкинчен тӳсеймен те пӗр кун вара таҫта ҫухалнӑ. Хӗрӗх сакӑр сехет хушши тӑтӑшах ӑна миссис Дуглас питӗ пӑшӑрханса пур ҫӗрте те шыраса ҫӳренӗ. Пур ҫын та хускалса кайнӑ, ӑна шырама тусем ҫинелле те, лапамсенелле те чупнӑ, унӑн виллине тупма хӑтланса, шыв ӑшӗнче те шыраса ҫӳренӗ. Юлашкинчен, виҫҫӗмеш талӑка кайсан, ирхине ирех Том Сойер пуҫне пӗр ӑслӑ шухӑш пырса кӗнӗ: выльӑх пусмалли ӗлӗкхи лупас хыҫӗнчи пушӑ пичкесене кайса пӑхас, тенӗ, вӑл пӗр пичкинче вара хайхи таркӑна шыраса тупнӑ. Гек ҫывӑрса выртнӑ. Вӑл хӑй таҫтан вӑрласа килнӗ апат юлашкисене тин ҫеҫ ҫинӗ те, халӗ ҫӑварне чӗлем чиксе, ырӑ курса выртнӑ. Вӑл пит-куҫне те ҫуман, пуҫне те тураман, ҫийӗнче хӑйӗн ӗлӗкхи ҫетӗк-ҫатӑк тумтирӗ пулнӑ, — хӑй ирӗкре ҫӳресе телейлӗ пурӑннӑ чухне вӑл ҫав тумтирпе картина ҫине ӳкерме те питӗ тивӗҫлӗ пек туйӑннӑ. Том ӑна вӑратнӑ, вӑл ҫынсене мӗн чухлӗ чуптарса, пӑшӑрхантарса чӑрмантарни ҫинчен каласа кӑтартнӑ, ӑна килелле таврӑнмашкӑн ӳкӗтлене. Гекӑн пичӗ ҫинче канлӗ телей палӑрса тӑни тӑруках ҫухалнӑ та, унӑн сӑнӗ-пичӗ питӗ хуйхӑллӑ пулса тӑнӑ.

— Ун ҫинчен ан та кала, Том, — терӗ вӑл. — Эпӗ хӑтланса пӑхрӑм, анчах нимӗн те тухмасть, Том. Ҫавсем пурте манӑн валли мар… Хӑнӑхман эпӗ. Тӑлӑх арӑм лайӑх, ӑшӑ кӑмӑллӑ, анчах эпӗ йӗркесене тӳсме пултарас ҫук. Кашни ир пӗр сехетрех тӑр; сан каяс килет-и, килмест-и — пит ҫума кай; унтан санӑн пуҫна тӑрӑшсах турапа чавалаҫҫӗ; вӑл мана вут сарайӗнче те ҫывӑрма ирӗк парас ҫук. Ҫав усал тумтирӗ тата! Вӑл мана пӑвсах лартать, Том. Ун витӗр сывлӑш та кӗмен пек туйӑнать, вӑл таҫта шӑтӑкланса кайтӑрччӗ. Ҫав тери хитре тумтир, унпа ни ҫӗр ҫине ларма, ни выртма, ни ӑҫта килне унта чикеленсе ҫӳреме те юрамасть. Нӳхреп алӑкӗсем ҫинче те темиҫе ҫул хушши ярӑнман пекех туйӑнать мана. Унтан чиркӗве кай, унта хӑлхуна тӑратсах итлесе лар. Кураймастӑп пуп проповечӗсене, — шӑнасене тытма та, табак чӑмлама та юрамасть унта. Вырсарникун кунӗпех тата пушмак тӑхӑнса ҫӳре, хывма та юрамасть ӑна. Тӑлӑх арӑм апатне те шӑнкӑрав тӑрӑх ҫиет, ҫывӑрма та шӑнкӑрав тӑрӑх выртать, тӑрассине те шӑнкӑрав тӑрӑх тӑрать, — пур ҫӗрте те ҫав тери ирсӗр тирпейлех, никам ҫынни те тӳсме пултарас ҫук ӑна.

— Ара пур ҫынсен те ҫавӑн пекех вӗт, Гек.

— Ах, Том, манӑн мӗн ӗҫ унпала! Эпӗ пур ҫын та мар вӗт, эпӗ тӳссе тӑраймастӑп ӑна. Алӑ-урасемпех ҫыхса хуни — вилӗм пекех вӑл. Ҫимелли те унта ытла та ҫӑмӑллӑн пырса лекет, ҫавӑнпа унпа хырӑм тултарма та интерес ҫук. Пулӑ тытма каяс килсен — пулӑ тытма кайма ыйтмалла; шыва кӗме каяс килсен — шыва кӗме кайма та ыйтмалла. Часах ӗнтӗ ыйтмасӑр сывлама та юрас ҫук пулӗ. Унтан калаҫассипе те ҫав тери ҫепӗҫ те ҫемҫен калаҫмалла, ҫавӑнпа сӑмахлас та килмест. Эпӗ ахаль те ӗнте, ҫӑвар тути килтер тесе, лайӑхрах ятлаҫса илмешкӗн тесе, хӑшпӗр чухне маччана тарса хӑпаратӑп, — ахаллӗн эпӗ вилсе каяттӑм, туршӑн та. Тӑлӑх арӑм табак туртма хушмасть, кӑшкӑрма хушмасть, ни анаслама, ни карӑнкалама, ни халӑх уменче хыҫкаланма та хушмасть.

Унтан вӑл темӗнле ӑраснах кӳреннине тата хӑйӗн чӗри ыратнине палӑртса ҫапла кӑшкӑрса каларӗ:

— Тата вӑл пӗрмаях турра кӗлтӑвать, Том. Иртен пуҫласа каҫченех кӗлтӑвать, пӗтменскер! Ӗмӗрте те эпӗ ҫакӑн пек хӗрарӑм курман… Манӑн ун патӗнчен тухса тармасан та май килместчӗ… Ия, урӑх нимӗн тума та пулмастчӗ. Ҫитменнине тата, часах шкул уҫӑлать, манӑн унта ҫӳремелле пулатчӗ, эпӗ ӑна тӳсме те пултарас ҫук. Куратӑн-и, Том, пуян пуласси вӑл пӗрре те савӑнӑҫлӑ ӗҫ мар. Пуянлӑх вӑл — кичемлӗх те хуйхӑ, кичемлӗх те хуйхӑ. Часрах ӳксе вилесчӗ тесе ҫеҫ шухӑшлатӑн. Акӑ ҫак ҫӗтӗк-ҫатӑк ӗнтӗ ман кӑмӑла каять, ҫак пичке те кӑмӑла каять, вӗсенчен эпӗ урӑх нихҫан та уйрӑлса каймастӑп. Ҫав усал укҫа пулмасан, эпӗ нихҫан та ҫавӑн пек инкеке курас ҫукчӗ. Тархасшӑн, эсӗ ман тӳпене ху валли ил те ху пелнӗ пек усӑ кур унпала, мана вара хӑшпӗр чухне вуншар цент паркала. Ӑна та час-часах ан пар, мӗншӗн тесен манӑн шутпа, аран-аран алла пырса кӗрекен япала ҫеҫ лайӑххӑн туйӑнать. Эсӗ те тӑлӑх арӑмран ыйт: вӑл мана ирӗкре хӑвартӑрччӗ.

— Эй, Гек, эпӗ санӑн укҫуна илес ҫуккине пӗлетӗн вӗт эсӗ… Вӑл лайӑх мар пулатчӗ… Анчах эсӗ тата пӑртак тӳссе пурӑнсан, — акӑ хӑвах курӑн, ҫав пурӑнӑҫ санӑн кӑмӑлна кайӗ.

— Кӑмӑла кайӗ! Хӗртнӗ плита ҫинче нумайтарах ларни кӑмӑла каять-ши?.. Ҫук, Том, эпӗ пуян пуласшӑн мар. Ирсӗр те йӗрӗнчӗк тата пӑчӑ ҫуртсенче те пурӑнас килмест манӑн. Эпӗ ҫак вӑрмана, ҫак юханшыва, ҫак пичкесене юрататӑп, — вӗсенчен эпӗ ниҫта та пӑрахса каймастӑп. Ҫӑва патнех кайтӑрччӗ вӑл: халӗ ӗнтӗ пирӗн пӑшалсем те, ҫӗр айӗнчи шӑтӑк та, — вӑрӑ-хурахра ҫӳремешкен пурте пур. Ҫав хулара укҫа алӑ айне килсе кӗчӗ те пӗтӗмпех пӑсса хучӗ!

Май килнине кура, Том васкаса ҫапла каларӗ:

— Итле-ха, Гек, пуянлӑх вӑл мана вӑрӑ-хурах пулма чарас ҫук, — терӗ.

— Чӑнах-и, Том?

— Эпӗ халӗ ҫакӑнта ларнӑ пекех чӑн вӑл. Анчах санӑн сӑну тирпейлӗ пулмасан, Гек, сана шайккӑна илме пулмасть вара.

Гек хӗпӗртени ҫавӑнтах пӗтсе ларнӑ.

— Мана вӑрӑ-хурах шайккине илме пулмасть-и? Эсӗ мана пиратсен шайккине илнӗччӗ-ҫке!

— Ара, илнӗччӗ, анчах вӑл ӗҫӗ урӑхласкер. Вӑрӑ-хурахсем пиратсенчен тасарах, вӗсенчен ытларах вӗреннӗ ҫынсем вӗсем. Пур ҫӗрте те тенӗ пекех вӑрӑ-хурахсем хушшинче чи аслӑ дворянсем, графсем, герцогсем нумайтарах.

— Итле-ха, Том! Эсӗ яланах манӑн тус пулнӑ. Эсӗ мана шайккӑран хӑваласа кӑларас ҫук, — чӑнах вӗт, Том? Хӑваласа кӑлармастӑн. Чӑнах вӗт?

— Гек, паллах манӑн сана хампа пӗрле ҫӳретес килет, анчах ҫынсем мӗн калӗҫ? «Фи! — тейӗҫ вӗсем. — Том Сойер шайкки! Унта пурте темӗнле ҫӗтӗк-ҫатӑкскерсем ҫеҫ», — тейӗҫ. Ҫӗтӗк-ҫатӑк тесе вӗсем тӳрех сан ҫинчен калӗҫ. Сана ӗнтӗ вӑл питӗ лайӑх туйӑнмӗ — мана та, паллах, лайӑх туйӑнас ҫук.

Гек, хӑй ӑшӗнче тӗрлӗ шухӑшсем кӗрешнипе, пӗр минут хушши пек нимӗн чӗнмесӗр тӑнӑ. Юлашкинчен вӑл ҫапла каларӗ:
— Юрать.
Эпӗ пӗр уйӑхлӑха тӑлӑх арӑм Дуглас патне таврӑнатӑп та хӑнӑхма тӑрӑшатӑп. Анчах эсӗ мана шайккӑна ил ӗнтӗ Том.

— Юрӗ, Гек, килӗштерер. Атя, ватӑ тусӑм, тӑлӑх арӑм сана ытлах ан хӗсӗрлетӗр тесе, эпӗ ӑна тархаслӑп.

— Чӑнах, тархаслӑн-и, Том? Чӑнах-и? Питӗ аван! Вӑл мана чи кирли енчен хӗсӗрлемест пулсан, эпӗ табакне вӑрттӑн ҫеҫ туртӑп, ятлаҫассине те вӑрттӑн ҫеҫ ятлаҫӑп, епле те пулин тӳссе ирттерӗп. Эсӗ хӑҫан шайкка пухса вӑрӑ-хурах ӗҫне пуҫласа яратӑн-ха?

— Часах! Эпир, тен, паян каҫхине хамӑрӑн арҫын ачасене пуҫтарса килӗшӳ тӑвӑпӑр.

— Мӗн тӑвӑпӑр?

— Килӗшӳ.

— Вӑл мӗнле япала тата апла?

— Акӑ мӗнле: эпир пурте пер-пӗриншӗн тӑрӑпӑр, пире темиҫе татӑк туса турас пулсан та, шайккӑн вӑрттӑнлӑхӗсене нихӑҫан та каласа кӑтартас ҫук тесе тупа тӑватпӑр; пӗр-пӗр ҫын пирӗн шайкӑран кама та пулин кӳрентерсен, эпӗр ҫав ҫынна та, унӑн килйышӗсене те пурне те вӗлеретпӗр тесе тупа тӑватпӑр.

— Вӑт, вӑл аван, Том!

— Аван пулмасӑр. Присягине тата лӑп ҫур ҫӗр тӗлӗнче ҫын пӗртте ҫӳремен, чи хӑрушӑ ҫӗрте памалла, усал тухакан ҫуртра присяга парсан тата лайӑхрах пулать. Анчах халӗ ҫав ҫуртсене пурне те тустарса пӗтернӗ…

— Ҫур ҫӗр вӑл — аван вӑхӑт, Том.

— Ия. Присягине эпир тупӑк ҫинче паратпӑр та юнпала алӑ пусатпӑр.

— Вӑт ку аван! Ку пират пулса ҫӳрессинчен те миллион хут чаппӑрах ӗнтӗ. Апла, эппин, эпӗ, хамӑн хӑть вилсе каймалла пулсан та, тӑлӑх арӑм ҫумӗнче тытӑнса пурӑнатӑп. Эпӗ чӑн-чӑн вӑрӑ-хурах пулса тӑрсан, вара пурте ман ҫинчен калаҫма тапратсан, вара вӑл мана хӑй килӗнче пӑхса усранӑ тесе хӑех мухтанма пуҫлӗ.

Сайт:

 

Статистика

...подробней