Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хамӑрӑн сăмах пирĕн базăра пур.
хамӑрӑн (тĕпĕ: хамӑрӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хамӑрӑн вулакансен шучӗ ку тӑрӑхра тата ӳсес шанӑҫа ҫухатмастпӑр-ха эпир.

Мы надеемся, что в этих местах количество наших читателей вырастет.

Хусанкай ҫӗршывӗ чӑвашла манчӗ-ши? // Сувар. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18

Эпир хамӑрӑн тӗлӗнмелле пуян культурӑна упраса хӑварма пултартӑмӑр.

Помоги переводом

Туслӑх, пӗрлӗх ҫӑлкуҫӗсем // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.06.25, 99№

Профориентаци ӗҫӗнче хамӑрӑн вӑйпа ятарласа йӗркелекен мероприятисенчен кая мар пулӑшаҫҫӗ вӗсем.

Помоги переводом

Кадрсен ҫитменлӗхӗ ура ан хутӑр // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.06.28, 100№

Пӗр пӗринпе тӑван чӗлхепе шӑкӑл-шӑкӑл калаҫатпӑр: хамӑрӑн хуйха-суйха татса паратпӑр, савӑнӑҫа пайлатпӑр…

Друг с другом дружелюбно разговариваем на родном языке: решаем печали-горести, делимся радостью...

Халӑх академикӗ ята тивӗҫрӗ // Рудольф ИЛЬКЕЛРИ. «Урал сасси», 2016.06.22

Ӑна правление тӑратмалла, вара эпир пӗрлехи пухура ҫар ҫыннине хамӑрӑн общество организацине илесси ҫинчен йышӑну кӑларатпӑр.

Помоги переводом

Иван Николаев - Тӑван ҫӗршывӑн мухтавлӑ ывӑлӗ // Елена Светлая. «Хыпар», 2016.06.21, 96№

Эпӗ хамӑрӑн офицерсен колоннине ертсе пыратӑп.

Помоги переводом

Иван Николаев - Тӑван ҫӗршывӑн мухтавлӑ ывӑлӗ // Елена Светлая. «Хыпар», 2016.06.21, 96№

Хамӑрӑн организаци ертӳҫине эпир Комсомольски районӗнчен тухнӑ Владислав Алексеевич Ильин вице-адмирала суйларӑмӑр.

Помоги переводом

Иван Николаев - Тӑван ҫӗршывӑн мухтавлӑ ывӑлӗ // Елена Светлая. «Хыпар», 2016.06.21, 96№

Вӗсене пухса хамӑрӑн ӗҫ-хӗл тата офицерсем ҫинчен фильм хатӗрлесшӗн.

Помоги переводом

Иван Николаев - Тӑван ҫӗршывӑн мухтавлӑ ывӑлӗ // Елена Светлая. «Хыпар», 2016.06.21, 96№

Куракан нумайланнӑшӑн савӑннипе пӗрлех хамӑрӑн та юлхавланмалла мар.

На радостях, что увеличивается количество зрителей, нам нельзя облениться.

Юрий ГУРЬЯНОВ: Куллен вӗренекен ҫын кӑна ҫитӗнӳ хыҫҫӑн ҫитӗнӳ тӑваять // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

«Химпром» импорта хамӑрӑн продукципе улӑштарас енӗпе ҫине тӑрса ӗҫлет.

Помоги переводом

Волгоградри “Химпром” пире кирлӗ-и? // К.ВОЛКОВ. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Хамӑртан пуҫламалла — хамӑрӑн ачасемшӗн тӗслӗх пулмалла.

Начинать надо с себя — быть примером для своих детей.

Производство ӳсӗмӗ: ППЭ тата «пуҫтах ывӑл» ҫинчен // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Паллах, хамӑрӑн, аслисен тимлӗхне ӳстернипе кӑна.

Помоги переводом

Хаваслӑ ҫу кунӗсенче инкек ан хурлантартӑр // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Хамӑрӑн йӑх-тымарпа интересленмелле, ӑҫтан тухнине манмалла мар.

Помоги переводом

«Чӑваш чӗлхи кирлине туйрӑм» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №

Сумлӑ делегаци членӗсем, ача сачӗн ҫурчӗ тавра курса ҫаврӑннӑ, илемлӗ те ҫутӑ, ӑшӑ пӳлӗмсенче пулнӑ, ачасемпе калаҫнӑ, вӗсен ташши-юррисене курса савӑннӑ май: «Хамӑрӑн та ача садне каяс килсе кайрӗ...» - терӗҫ.

Помоги переводом

«Хамӑн та ача садне ҫӳрес килсе кайрӗ…» // А.ОРИНОВА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.20

«Импорта хамӑрӑн продукципе улӑштарас ҫул ҫине тӑнӑ май Чӑваш Енри хӑмла плантацийӗсене ҫӗнӗрен чӗртмешкӗн условисем питӗ меллӗ, - терӗ Михаил Игнатьев. - Анчах хӑмла ансат культура мар, ӑна ӗлӗкхи шая ҫӗклеме нумай вӑй хумалла. Федераци пулӑшӑвӗ те кирлӗ пулӗ».

Помоги переводом

Ҫурхи кун ҫулталӑк тӑрантарать // Леонид НИКИТИН. «Каҫал Ен», 2016.05.20

Вӗсемсӗр сенкер экран ҫинчен артистсем хамӑрӑн тӑван чӗлхепе калаҫнине илтейӗттӗмӗр-ши?…

Помоги переводом

Хапха ҫинчи пӗрремӗш кадрсем // Михаил Игнатьев. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

«Эпир хамӑрӑн суйлавҫӑсенчен канаш, пулӑшу ыйтатпӑр. Конкретлӑ кандидатсемшӗн панӑ сасӑсем Патшалӑх Думине тата Патшалӑх Канашне суйламалли вӑхӑтра партие тӗрӗс ҫул-йӗр кӑтартӗҫ», – тенӗ Николай Малов.

Помоги переводом

Майӑн 22-мӗшӗ – малтанхи сасӑлава хутшӑнмалли кун // Тӑван Ен. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

Эпир те, редакцире ӗҫлекенсем, хамӑрӑн хастар автора Н.Гаврилова хӑйӗн пуҫарӑвне вӗҫне ҫитерме вӑй-хал сунатпӑр.

Помоги переводом

Ҫӗнӗ музей йӗркеленет // Э.Михайлова. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21

«Эпир Чӑваш Енре АПК секторӗ аталаннине куратпӑр. Импорта хамӑрӑн продукципе улӑштарас ҫул ҫине тӑнӑ май ку отрасльте юлашки ҫулталӑк ҫурӑра ырӑ улшӑнусем пулни куҫкӗрет», — палӑртрӗ Михаил Юрьевич.

Помоги переводом

ВТБ Чӑваш Енпе ӗҫлессине анлӑлатма хатӗр // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Пӗтӗмпех хамӑрӑн, вӗр ҫӗнӗ.

Все свое, все новое.

Ҫӗре пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртеҫҫӗ // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней