Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Ҫурхи кун ҫулталӑк тӑрантарать

Автор: Леонид НИКИТИН

Источник: «Каҫал Ен», 2016.05.20

Добавлен: 2016.05.22 20:22

Предложений: 87; Слово: 970

Тип текста: Публицистика

По-русски Тема: Сельское хозяйство

«Тӗп темӑна» хатӗрленсе ака уйӑхӗн варринчен тытӑнса журналистсен бригади нумай хуҫалӑхра пулчӗ.

Ырӑ йӑла тата тӳрӗ йӑрансем.

Апрелӗн16-мӗшӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патӑрьел тата Елчӗк районӗсенче пулчӗ. Уй-хирте шӑтнӑ калчасене пысӑк хак пачӗ. Ҫав вӑхӑтра ҫураки вӑй илсе кӑна пыратчӗ-ха.

Майӑн 8-мӗшӗнче Етӗрне районӗнчи 44 ҫул Аркадий Павлович Айдак ертсе пынӑ «Ленинская искра» хуҫалӑхра халӑх йӑли-йӗркине пӑхӑнса ҫӗрулми лартма Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев, Патшалӑх Канашӗн Председателӗн заместителӗ Николай Малов, Раҫҫей Геройӗ, авиаци генерал лейтенанчӗ Николай Гаврилов тата пурте пӗлекен телеертӳҫӗ Раҫҫей халӑх артисчӗ Леонид Якубович хутшӑнчӗҫ. Хӑнасем уйра асаттесен мелӗпе - сухапуҫпа - тата хӑватлӑ тракторсемпе йӑрансем хыврӗҫ. Йывӑҫсем лартма та хутшӑнчӗҫ.

Тавҫӑруллӑ, ҫаврӑнӑҫуллӑ.

Кӑҫал аграрисем ял хуҫалӑх производствин резервӗсене шыраҫҫӗ, продукцие сутмалли ҫӗнӗ рыноксене, тупӑшӑн ҫӗнӗ ҫӑлкуҫӗсене тупасшӑн. Калӑпӑр, Патӑрьел районӗнчи «Исток» агрофирма директорӗ Александр Илюткин Михаил Игнатьев кӑҫал мӗн акма хатӗрленнипе интересленнине хуравланӑ май тӗлӗнтерчӗ. Хӗвелҫаврӑнӑш акасшӑн иккен. «Паян чӑннипех кирлӗ культура, - килӗшрӗ Михаил Васильевич, - анчах ҫакна шута илмелле, хӗвелҫаврӑнӑша тӗштырӑран 10 хут ытларах им-ҫам кирлӗ». Юнашар тӑракан ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов ҫакна шута илнине ҫирӗплетрӗ - тӑкаксем ытлашшипех саплашмалла.

Петр Ялуков ертсе пыракан «Батыревское» АХОра кӑҫалхи ҫуркунне тӗлне мехпарка 90% ҫӗнетме, ҫавӑн пекех ҫӗнӗ ферма хута яма пултарнипе кӑмӑллӑ. Ҫӗрулми пысӑк тухӑҫпа савӑнтарасса шанаҫҫӗ, сӗт суса илессине ӳстернӗ. Сӗт производстви халӗ те тупӑшлӑ-ха. Литр хӑйхаклӑхӗ - 13,4 тенкӗ, ӑна вара 19 тенкӗпе сутаҫҫӗ.

Райадминистрацин ял хуҫалӑх пайӗн пуҫлӑхӗ Петр Тремасов пӗлтернӗ тӑрӑх - Елчӗк районӗнче пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсене акмашкӑн паха вӑрлӑх тата им-ҫам ҫителӗклӗ хатӗрленӗ, ҫунтармалли-сӗрмелли материалсем тӗлӗшпе те чӑрмав пулмалла мар. Ултӑ КСУ-1 жатка туяннӑ. Чӑннипех - ҫӗнӗ йышши техника, механизаторсемшӗн меллӗ пултӑр тесе кондиционерсем те вырнаҫтарнӑ.

«Прогресс» АХОра вара тухӑҫлӑ ӗҫлекен техникӑна хӑйсен вӑйӗпех ӑсталама пултарнӑ. Анатолий Куприянов инженер тата Дмитрий Кучков водитель кивӗ ВАЗран калчасене апатлантармалли агрегат хатӗрленӗ - пӗр-пӗр сумлӑ фирмӑннинчен кая мар ӗҫлет. Михаил Игнатьев ялти рационализаторсене алӑ тытсах тав турӗ: «Пирӗн хресченсем тавҫӑруллӑ та, ҫаврӑнӑҫуллӑ та!»

«Етӗрнесӗт» лаша ӗрчетет.

Халь вара республикӑн тепӗр енне - Сӑр ҫыранӗсем ҫине - куҫар. Етӗрне районӗнче те пултаруллӑ ҫын пайтах. Вӗсенчен пӗри - Патшалӑх Канашӗн Председателӗн заместителӗ Николай Малов. 2003 ҫулта ҫав вӑхӑт тӗлне юхӑнса ҫитнӗ сӗт завочӗн тилхепине тытнӑ та - вӑл ертсе пыракан команда 2009 ҫул тӗлне отрасль ветеранне ҫӗнӗ пурнӑҫ пама пултарнӑ.

Халӗ Николай Владимирович пуҫӗпех парламент ӗҫне путнӑ темелле, ҫапах пӗрле предприятие ҫӗкленӗ ҫынсемпе ҫыхӑну татмасть. Вӗсем вара палӑртнӑ ҫулпа малалла утасси хӑйсен тивӗҫӗ тесе шутлаҫҫӗ: ҫӗре лайӑх пӑхмалла, ӗҫлесе илнӗ укҫана ҫӗнӗ проектсене хывмалла. Калӑпӑр, юханшыв хӗрринче тахҫантанпах пухӑннӑ каяшсене пухса тасатнӑ, унта кану бази йӗркеленӗ. Эпир пынӑ чух Николай Малов депутат стипендиачӗсем (талантсене пулӑшмалли ҫакӑн пек мел те пур) мини-футболла вылятчӗҫ - турнир йӗркеленӗ. Стипендие вара Николай Малова ПК депутатне суйланӑ суйлав округӗнче параҫҫӗ - Етӗрне тата Хӗрлӗ Чутай районӗсенчи шкулсенче вӗренекенсем, вӗрентекенсем тата вӗсен директорӗсем валли.

«Етӗрнесӗт» коллективӗ хӑйӗн умне лартнӑ тепӗр тӗллев - мухтавлӑ ентешӗмӗрӗн Василий Чапаев ячӗллӗ Чӑваш ӑратлӑ лаша завочӗн ӗлӗкхи чапне тавӑрасси. Ҫак завод биографийӗнче мӑнаҫланмалли страницӑсем пайтах. Унӑн ӑратлӑ рысакӗсем чи сумлӑ ӑмӑртусенче мала тухнӑ. Анчах йывӑр 90-мӗш ҫулсенче лаша завочӗ юхӑнма тытӑннӑ, панкрута тухас патнех ҫитнӗ. Паян чи йывӑрри хыҫа юлнӑ ӗнтӗ, ӗлӗкхи чапа кӑна тавӑрмалла. Роман Малов ертӳҫӗ каланӑ тӑрӑх - завод хӑвӑрт чупакан лашасем ӗрчетессине тӗпе хурать. Ҫак тӗллевпе АПШри, Канадӑри тата Швецири селекционерсемпе ҫыхӑну йӗркеленӗ. Тӗллев - ӑмӑртусенче ҫӗнтересси. Пирвайхи кӑтартусем пур ӗнтӗ, ҫакӑ шанӑҫ кӳрет.

Хаклӑ «симӗс ылтӑн».

Ӗлӗкхи чапа Чӑваш Енри хӑмла ӑстисем те тавӑрасшӑн. Ахальтен мар шӑпах хӑмла Чӑваш Ен гербне те илем кӳрет. Тахҫан ӑна республикӑри 168 хуҫалӑх ҫитӗнтернӗ, Раҫҫейри хӑмлан 90: туса илнӗ. Анчах импорт хумӗ пирӗн «симӗс ылтӑн» ӑстисене хӑйӗн айне тунӑ. Дилетантсене пула иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенче хӑмла ӗрчетесси пӗтес патнех ҫитнӗ. Телее, Чӑваш Енре ҫак ӗҫ технологийӗсене те, ӑста специалистсене те упраса хӑварма пултарнӑ. Чӑваш ял хуҫалӑх наука-тӗпчев институчӗ ҫанӑ тавӑрсах ӗҫе пуҫӑннӑ. Михаил Игнатьевпа Николай Малов Ҫӗрпӳ районӗнче хӑмла плантацийӗнче ӗҫлекенсене курса савӑнчӗҫ, вӗсемпе калаҫрӗҫ, хӑмла лартма та хутшӑнчӗҫ.

Хӑмлан пӗр тонни паян 7 пин евро тӑрать. Раҫҫейри сӑра тӑвакансене, медиксене, химиксене, парфюмерсене 3 пин тонна кирлӗ. Чӑваш Ен хыснине вун-вун миллион евро кӗме пултарать. «Импорта хамӑрӑн продукципе улӑштарас ҫул ҫине тӑнӑ май Чӑваш Енри хӑмла плантацийӗсене ҫӗнӗрен чӗртмешкӗн условисем питӗ меллӗ, - терӗ Михаил Игнатьев. - Анчах хӑмла ансат культура мар, ӑна ӗлӗкхи шая ҫӗклеме нумай вӑй хумалла. Федераци пулӑшӑвӗ те кирлӗ пулӗ». Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ отрасле пулӑшас тӗлӗшпе Раҫҫей ял хуҫалӑх министрне Александр Ткачева хӑйӗн сӗнӗвӗсене панӑ ӗнтӗ.

Ҫӑкӑртан асли ҫук.

Чӑваш Енри аграрисен ӗҫӗсем аван. «Ӗҫҫи пӗтӗмлетӗвӗсем пирки паян мӗн калама пулать?» - ҫак ыйтӑва пирӗн корреспондент Михаил Игнатьева пачӗ. Акӑ мӗнлерех хурав пулчӗ.

Леонид ЯКУБОВИЧ, Раҫҫей халӑх артисчӗ:

- Чӑваш Ене хаваспах тата тепӗр хут килтӗм. Сирӗн тӑрӑхра питӗ лайӑх ҫынсем пурӑнаҫҫӗ, ҫӗре те кирлӗ пек пӑхаҫҫӗ. Сирӗн уйсемпе вӑрмансене вертолет чӳречинчен пӑхса килентӗм. Республика Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев тата парламент вице-спикерӗ Николай Малов ҫӗрулми лартма хутшӑнни вара Раҫҫейӗн ытти ертӳҫисемшӗн лайӑх тӗслӗх пулмалла. Аркадий Павлович Айдак пек, хамӑр хыҫҫӑн ырӑ ят тата тӳрӗ йӑран хӑвармалла. Чӑваш ҫӗр ӗҫченӗсене тата мӗн сунам. Хӑйсем пултарнӑ пек ӗҫлеччӗр - вӑй хурса.

Николай МАЛОВ, ЧР Патшалӑх Канашӗн Председателӗн заместителӗ:

- Малтан нумайӑшӗ ӗҫ ӑнасса шанманччӗ. Анчах эпир завода ура ҫине тӑратма, ҫӗнӗ йышши оборудованипе тивӗҫтерме пултартӑмӑр. Раҫҫейри тата чикӗ леш енчи ҫӗре яхӑн сӗт завочӗн опытне пӗтӗҫтертӗмӗр. Патшалӑх ял хуҫалӑхне кӳрекен тӗрев те пулӑшрӗ. Паян нумайӑшӗ йышӑнать: «Етӗрнесӗт» - Чӑваш Енӗн кӑна мар, пӗтӗм Атӑлҫи округӗн мӑнаҫлӑхӗ. Завода 1931 ҫултах хута янӑ, паян кунта унчченхи ӑрусен опытне хаклакан питӗ лайӑх коллектив йӗркеленнӗ.

Михаил ИГНАТЬЕВ,Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ:

- 2016 ҫулхи ӗҫҫине иртнӗ ҫулсенчипе танлаштарсан лайӑхрах хатӗрлентӗмӗр. Ҫаврӑнӑша хушма 16 пин гектар ҫӗре кӗртме пултартӑмӑр. 2018 ҫул тӗлне вара акман лаптӑксем вуҫех те юлмалла мар. Кӗрхи культурӑсен анисем пур ҫӗрте те лайӑх. Ҫанталӑк хӑть те мӗнле пулсан та вӗсем пысӑк тухӑҫ парӗҫ. Кӑҫалхи ҫуркунне уйрӑмлӑхӗсен шутне эпӗ ял ҫыннисем аталанмалли ҫӗнӗ майсем шыранине те кӗртнӗ пулӑттӑм. Сӑмахран, «Исток» агрофирмӑра пӗлтӗр кӑшман ҫитӗнтерсе 118 миллион тенкӗ услам илнӗ, халь тата хӗвелҫаврӑнӑш ҫитӗнтерме пуҫласшӑн. «Чурачикское» АУОра та пӗр вырӑнта лармаҫҫӗ, куккуруса ҫӗнӗ технологипе акнӑ - ҫуркунне сухаламасӑр. Ҫапла майпа пӗлтӗрхи акаран тӑпрара юлнӑ им-ҫама, тӗштырра кирлӗ нӳрӗке упраса хӑварнӑ. Ял ҫыннисен кӑмӑлӗ ҫӗкленӳллӗ: вӗсем уйсенче тухӑҫлӑ тырпул ҫитӗнтересшӗн, «ҫӑкӑртан асли ҫук» тенине асра тытса мӗн ҫитӗнтернине упраса хӑварасшӑн.

Сайт:

 

Статистика

...подробней