Поиск
Шырав ĕçĕ:
Манӑн мӗскӗн пиччем, паллах, айӑплӑ: ҫавӑншӑн тӳсмелле пулчӗ те унӑн.
XXIV // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Эпир Базаров господинпа кӑштах харкашса илтӗмӗр те, манӑн уншӑн кӑштах тӳсмелле пулчӗ.Мы немножко повздорили с господином Базаровым, и я за это немножко поплатился.
XXIV // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Кирек мӗнле пулсан та манӑн ҫителӗклех тӳсмелле пулчӗ.
XIX // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Шутласан, мӗнле тарӑхмасӑр тӳсмелле, мӗнле, савнӑ алӑран пулин те, ҫавнашкал ҫапнине чӑтса ирттермелле?!Как, кажется, не возмутиться, как снести удар от какой бы то ни было!.. от самой милой руки!
XXI // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.
Этем тӳсмелле мар ултавлӑ пурнӑҫпа юнашар Пискарев пек ӗмӗтпе пурӑнакан идеалистсене, Пироговпа Ковалевсен тӗнчи пырса ҫапсанах тӗп пулакан вӑйсӑр Поприщинсемпе Башмачкинсене ҫеҫ ӳкерсе панӑ.
Н. В. Гоголь ҫырнӑ «Петербург повеҫӗсем» // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 147–158 с.
Тӳсмелле.
Тӗнче хӗрри шырама тухса кайни // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 119–126 с.
Тепӗр чух кӑкӑрта, сулахай чӗчӗ айӗнче, тӳсмелле мар ҫатӑр чиксе каять те, самантлӑха тути вӗриленсе типет, вӑл вара аран ҫеҫ йынӑшса ярас килнине ирттерсе ярать.
XIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Пулни-иртни тӑнӑҫ пурнӑҫ, ӗҫ-пуҫ, вӑрҫӑ-харҫӑпа ҫыхӑнман ытти темтепӗр ҫинчен аса илесси уншӑн рехет пулчӗ, мӗншӗн тесен ҫак ҫичӗ ҫул тӑсӑлнӑ вӑрҫӑ ӑна тӳсмелле мар йӑлӑхтарса ҫитерчӗ те, ун ҫинчен, службӑпа ҫыхӑннӑ пӗр-пӗр урӑх япала ҫинчен аса илсенех вӑл хӑсӑк килесле ӑш вӑрканине, тарӑху капланса хӑпарнине туйрӗ.
VI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ҫак кӑвакрах ҫӳҫлӗ ҫамрӑкпа ҫирӗме кӑна ҫитейнӗ хӗрарӑм, этем тӳсмелле мар хӗнпе асап урлӑ иртсе те, пӗр-пӗрин патне тап-таса та ҫав тери ҫепӗҫ, ҫакӑнпа пӗрлех тата ҫӳле-ҫӳле хӑпартакан туйӑм ҫыхласа хӑварма пултарнине ӗненес те килмест.
4 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Эсӗ ним шутласа тӑмасӑрах ман хыҫҫӑн этем тӳсмелле мар хӗн-хурлӑ ҫула ыткӑнтӑн, епле ҫӑмӑллатӑп-ши ӑна?
2 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Ун аллисем шыва сӗртӗнчӗҫ кӑна, ӑна хӑйне ҫивӗч сивӗ йӗп пек чиксе илчӗ, чӗре патнех ҫитнӗ пек туйӑнчӗ, чӗри тӳсмелле мар ыратса кайрӗ.
26 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
— Тӗрӗс, ҫӗнӗрен вӑй иличчен, тен, тепӗр икӗ ҫул та тӳсмелле пулӗ.— Да, года два, может, придется потерпеть, пока снова в силу войдет.
10 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ӗмӗрте темен те курмалла пулнӑ; хӑш чух ӗҫсе ӳсӗрӗлнӗ Матвея хупахрап сӗтӗрсе килмелле пулнӑ, вӑл вӑрҫнине, хӗненине тӳсмелле пулнӑ, йӗнӗ чух куҫҫулне ҫынсенчен пытармалла пулнӑ, ирпе ирех тӑрса вут хутмалла, ачасене тӑрантармалла, вӗсен валли тумтир ҫӗлемелле, выҫлӑ-тутлӑ пурӑнмалла пулнӑ, типпе кӗрсен ҫылӑхран ӳкӗнмелле, чун ҫинчен шухӑшламалла пулнӑ.
I // Михаил Акимов. Николай Телешов. Нуша. Михаил Акимов куҫарнӑ. Хусан, 1906. — 19 с.
Визирь палаткӑран сиксе тухнӑ — турккӑсен лагерӗнче тӳсмелле мар пӑтрашу.
Аслӑ визирь // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.
Хӑйӗн вилӗмне вӑл тертлӗ те синкерлӗ ҫул хыҫҫӑн хытӑ ӗшенсе ҫитнӗ, ӳт-тир тӳсмелле мар ыратнипе халтан кайнӑ ҫын хӑйне тек нимскер те кулянтарма пултарайман хавассӑр канӑва хатӗрленнӗ пек кӗтрӗ.
XXIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
— Голгофа… уйрӑмлӑхӗ те пӗрре анчах: вӗт чуллӑ ҫул вырӑнне — юр, ҫитменнине йӗпе юр, тата тӳсмелле мар сивӗ.
XVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Унӑн тӳсмелле мар ӑшӗ хыпса килчӗ те, пӗтӗм ӑш-чиккине ярса илнӗ ҫав вӗри ҫулӑма шывпа сапса сӳнтернӗ пек пулчӗ.Одолевала его жажда, — будто большой огонь внутри заливал он прозрачной водой.
X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Ас ту эсӗ: сана хӑвна та, сан тӑлӑх-турат ачусене те никам та килсе ачашлакан пулмӗ; никам та ҫӑлса хӑвармӗ сана тӳсмелле мар йывӑр ӗҫӳ-хӗлӳпе кӗлмӗҫ пурнӑҫунтан; никам та кӑкӑрӗ ҫумне ҫупӑрласа чӑмӑртамӗ каҫсерен сан пуҫна; ывӑнса халтан кайнипе тӗшӗрӗлсе ӳкӗн эсӗ вырӑн ҫине, анчах никам та ӗлӗкрех вӑл лӑплантарса каланӑ пек: «Ан хурлан, Аниҫка! Пурӑнӑпӑр!» — тесе сан чунна вырттаракан пулмӗ.
I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Хӑйӗнчен тӳсмелле мар махорка шӑрши перет.
I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
— Апла пулсан, ман тӳсмелле эппин?
VI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.