Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: 26

Раздел: Кашни киле кӗр. Пӗрремӗш кӗнеке –> Пӗрремӗш пайӗ

Автор: Николай Сандров

Источник: Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Добавлен: 2020.03.24 21:15

Предложений: 83; Слово: 1052

Тип текста: Прозаичное произведение

По-русски Тема: Не указано

Пушӑ пахчасенчен иртсен, Ксени шыв хӗррине тухрӗ, питрен ӑна уҫӑ та сивӗ ҫил варкӑшрӗ. Шыв ҫути куҫа пырса ҫапрӗ, вӑл куҫне хӗсрӗ те, хӑйне ҫупӑрласа илнӗ шӑплӑхпа киленсе, темиҫе минут хушши ҫаплах, куҫне хӗссе, тӑчӗ.

Тусем хушшинчи чӑрсӑр та вылянчӑк юхан шыв Ксенин тӑван ялӗ патӗнче ҫеҫен хир уҫлӑхне тапса тухсан лӑпланма тытӑнать, кунта вара, тайгара кӗрлесе юхнӑ хыҫҫӑн, авӑрсем тӗлӗнче юлашки сап-сарӑ ҫулҫӑсемпе выляса, йӑвашшӑн та шӑппӑн юхать, ун ҫинче шурӑ пӗлӗтсем, хӑмӑр тӗс ҫапнӑ кӗрхи ҫырансем курӑнаҫҫӗ.

Ҫыран хӗррине выльӑхсем пӗтӗмпех таптаса, тумхахлатса пӗтернӗ, ура йӗрри лакӑмӗсенче шыв кӑваккӑн йӑлтӑртатать, пӗр лакӑмӗнчен хура сӑмсине каҫӑртса сарӑ пӗсехеллӗ кайӑк шыв ӗҫет. Ксенине курсан, вӑл хӑраса ҫӳҫе турачӗ ҫине вӗҫсе ларчӗ те, ӑна суллантарса, ҫинҫен шӑхӑрма пуҫларӗ. Таҫтан, шыв кукринчен, кӗпе тукмакки пӗр тикӗс ҫатлаттарни илтӗнсе тӑчӗ, унтан вӑл чарӑнчӗ, вара тӗлӗрекен шӑплӑхра лапсӑркка курӑклӑ ҫырана вӗтӗ хумсем ҫывӑрттарса ярас пек чӑмпӑлтатни ҫеҫ илтӗнчӗ.

«Мӗн тӑвасшӑн-ха эпӗ? — кӗтмен ҫӗртен ыйтрӗ Ксени хӑй ӑшӗнче, хӗвел ҫинче йӑлтӑртатса выртакан шыв ҫине тӗлсӗр пӑхса. Мажарова кунта килтересшӗн мар-и? Анчах ку ытла та айванла. Вӑл тахҫанах маннӑ пулӗ ман ҫинчен. Эпӗ вара, ватӑ хӗр пек, темскер ҫинчен ӗмӗтленетӗп, темӗнле чуна ыраттаракан пули-пулми япаласем шухӑшласа кӑларатӑп. Тата хамран ҫӗр хут лайӑх, ним айӑпсӑр ҫынна асап кӑтартатӑп».

Шыв хӗрринче кӗпе ҫума хунӑ хӑмасем сатӑлт-сатӑлт туса илчӗҫ, Ксени чӗтренекен хӑмасем ҫинче ӳкесрен хӑраса тӑракан кӑвак ҫӳҫлӗ курпун карчӑка курчӗ. Вӑл кӗпе-йӗм ухса тултарнӑ витресене кӗвентепе йӑтса пырать. Авӑнса тӑракан хӑмасене урисемпе хыпашалса, карчӑк витресене ерипен лартрӗ, кӗхлетсе, чӗркуҫленсе ларчӗ. Ҫапла вӑл ик-виҫӗ минут хушши куҫӗсене ҫурри хупсах канчӗ.

Ксени хӑвӑрт ун патне чупса анчӗ.

— Кинеми, тавай-ха пулӑшам сире!

Карчӑкӑн куҫӗсем тӗссӗрленнӗ, куҫҫулленсе тӑраҫҫӗ, вӑл саралса, типсе кайнӑ питне Ксени еннелле пӑрчӗ те нимӗн те каламарӗ.

Ксени ҫиелте выртакан пит шӑллине илсе шыва чикрӗ. Ун аллисем шыва сӗртӗнчӗҫ кӑна, ӑна хӑйне ҫивӗч сивӗ йӗп пек чиксе илчӗ, чӗре патнех ҫитнӗ пек туйӑнчӗ, чӗри тӳсмелле мар ыратса кайрӗ. Ҫаплах, ҫаплах ҫав, вӑл хӑйне темӗн чухлӗ улталасан та, йӑпатсан та, пуриншӗн те пӗр Мажаров анчах айӑплӑ… Ҫав ҫын, ун чунне ыраттарса хӑварса, шанми туман пулсан, халӗ вӑл ҫул ҫинче иккӗленсе тӑман пулӗччӗ, кӗтмен кӳренӳпе асапланман пулӗччӗ.

— Ӑҫтан тупӑнтӑн-хӑ эсӗ, хӗрӗм, кун пекскер? — Ксение тӗссӗрленнӗ чакӑр куҫсен лӑпкӑ ҫутипе ачашласа ыйтрӗ карчӑк. — Лайӑх пурӑнатӑн курӑнать — ҫири тумтиру аван, ҫапах ҫын инкекне те ӑнланатӑн!..

— Кинеми, кам ярать-ха сире шыв хӗррине кун пек? Ҫамрӑкраххи никам та ҫук-им?

— Нуша ярать!.. Ӗмӗр тӑршшипех пӗччен пурӑннӑ! Ҫамрӑк чухне пурне те йӑтнӑ, ватлӑх ҫитрӗ те — кама кирлӗ эпӗ? Ҫӑкӑрне ахалех ҫиместӗп… Ҫынсем валли кӗпе-йӗм ҫӑватӑп, ача пӑхатӑп. Пурӑнас пулать мӗнле те пулин!.. Тепӗр чухне вилӗме те хавас пулӑттӑм та, турӑ вилӗм памасть — хӑв тӑсӑлса выртаймӑн…

— Тӑвансем те ҫук-и?

— Пӗр-пӗччен, — карчӑк хуйхӑллӑн, ассӑн сывларӗ:  — Эсӗ ху тата мӗн пит кичем? Мӗн ыраттарать чунна?

Ксени хуравламарӗ, кӗпе-йӗме чӳхесе пӗтерчӗ, пӗшкӗнсе кӗвенте айне тӑчӗ те, ҫемҫен яра-яра пусса, шыв хӗрринчен ерипен утрӗ, хулпуҫҫисем ҫине пуснипе хӑйне ӑшӗнче ҫӑмӑлтарах пулнине туйрӗ.

Киле вӑл халтан кайса таврӑнчӗ. Хӑйӗн пӳлӗмне йӑпшӑнса кӗчӗ те, вараланчӑк ботинкипе пиншакне хывса пӑрахса, кровать ҫине ӳпне ӳкрӗ. Аллисем тӗлкӗшеҫҫӗ, тӑнлавра юн танлаттарса тапать. Килте питӗ шӑп, юнашар пӗчӗк сӗтел ҫинче алла ҫыхмалли сехет шаккани те илтӗнет. Кӑвак тӗслӗ тӑрӑхла вазӑра ылтӑн вӗрене ҫулҫисен ҫыххи ялкӑшса тӑрать. Пӗр ҫурхах пек ҫулҫӑ тухса ӳкнӗ те сехете хупланӑ, тен, ҫавӑнпах пуль сехет секундсене пит уҫҫӑн тинклеттерет.

Ксени, ҫав ҫулҫа илсе, ывӑҫ тупанӗ ҫинче якатрӗ, ҫунса тӑракан пит ҫӑмартийӗ ҫумне тытрӗ, вара ун кӑкӑрӗнче сасартӑк темскер ҫемҫе те ӑшӑскер ҫавӑрӑнса илчӗ — Ксени йӗрсе ячӗ. Кил хуҫи илтесрен хӑраса, вӑл питне минтер ҫине чикрӗ, чӗтресе, пӗр сассӑр ӗсӗклесе йӗчӗ…

Унтан вӑл, вӑйсӑрланса шӑп пулнӑскер, пӗтӗм ӳт-пӗвӗ пушанса юлнине туйса, нумайччен канса выртрӗ. Унӑн хӑй валли каҫхи апат хатӗрлеме те тӑрас килмерӗ, вӑл пӗрре кӑштах тӗлӗрме пуҫласа манӑҫнӑ пек пулчӗ, тепре, каллех ыйхӑран вӑранса, нимӗн те шухӑшламасӑр шурӑ мачча ҫине пӑхса выртрӗ, хӑйне кашни вӑранмассерен ҫӑмӑлрах та ҫӑмӑлрах туйрӗ, ӑна хӑйӗн йывӑрӑшӗ те чакса, ҫухалса пынӑ пек туйӑнчӗ.

Ҫапла вӑл ӗнтрӗке кӗтсе илчӗ. Вара ӑна хӑй умри вӑрӑм ҫӗре те, хӑйне тыткӑна илнӗ йывӑр пӗчченлӗхе те тӳсейрес ҫукки паллӑ пулчӗ.

Вӑл лампӑ ҫутрӗ, чӳрече каррисене карчӗ те сасартӑк Иннокентий патне кайма шутларӗ. Тепӗр тесен, пӗрех мар-и вӑл ӑна хӑҫан ответ пани — паян-и, ыран-и е тепӗр эрнерен-и?

Ксени лӳчӗркеннӗ кӗпине хыврӗ, тӗкӗр умӗнче пӑртак тӑртаннӑ пит-куҫне пудрӑ сапрӗ, пӗчӗк сӗтелте тахҫан илнӗ помадӑ тупса, тутине пурнӑҫӗнче пӗрремӗш хут кӑшт хӗретрӗ. Ытах апла-тӑк, мӗншӗн ыттисенчен расна пулмалла-ха ун, апла-тӑк ун та пурнӑҫӗ ыттисенни пекех пултӑр, мӗн куштанланмалли пур тата!

Ксени килтен тухнӑ чухне сӗм тӗттӗмччӗ. Питрен ҫапса вӗтӗ юп тӑкӑнать, хапха тӑррисем шурӑ тусанпа витӗнеҫҫӗ. Тӗтӗм шӑрши, шӳсе сарӑлнӑ йывӑҫ шӑрши, пӗрремӗш таса юр шӑрши кӗрет.

Ксени ҫилпе юра хирӗҫ талпӑнса ҫапла утнипе такама усал тунӑ пек утрӗ. Эрешлӗ тюльсем ҫакнӑ ҫутӑ ҫуртсенче хӗрлӗ сарӑ, кӑвак, симӗс абажурсем темӗн пысӑкӑш чечексем пек курӑнаҫҫӗ, таҫта патефон калать, юрӑ юрланӑ илтӗнет. Ахаль чухне Ксени ҫак ҫуртсен хӑтлӑхне, ҫутипе ӑшшине ӑмсаннӑ та, ӑна яланах ун хӑйӗн ҫакӑн пек пӗчӗк савӑнӑҫсем те пулман пек туйӑннӑ. Анчах паян вӑл ниме те ӑмсанмарӗ: кӑмӑлӗ пулсан, вӑл та, ҫак мӗн пур ҫынсем пекех, телейлӗ пулма пултарать. Тен, телейлӗрех те пулать!

Анохин ҫурчӗ патне ҫывхарнӑҫем ҫывхарса пынӑ май вӑл хытӑрах та хытӑрах чӗтреме пуҫларӗ, ӑна пӗрре шӑнтса, тӗпре вӗрилентерсе пӑрахрӗ, ун тутисем типе-типе ларчӗҫ, вӑл вӗсене пӗр вӗҫӗмсӗр ҫула-ҫула илчӗ. Мӗнех вара, ку луччӑ халех, кунта Мажаров килсе ҫитиччен, пултӑр! Атту вӑл ҫак ҫулсенче Ксени ӑна кӗтсе пурӑннӑ тесе шутлама пултарать.

Васкаса шакканине илтсен, Анохин крыльца ҫине сиксе тухрӗ.

— Ксюша?

Вӑл Ксени кӗтмен ҫӗртен килни мӗне пӗлтернине ӑнланмарӗ-ха: те инкеке, те… Вӑл Ксени ҫине сывламасӑр пӑхрӗ, пӗр сӑмах та пулин каласа, ӑнсӑртран хӑйӗнчен ӗмӗрлӗхех пистересрен шикленчӗ. Крыльца ҫине чӳречерен чалӑшшӑн ӳкекен ҫутӑ ун шуранкӑ, гипс маскӑ пек хытса ларнӑ питне палламалла мар кӑтартрӗ.

— Эпӗ сана килмест пуль тенӗччӗ, — терӗ Анохин хӑвӑрт, Ксенин ответне тытса чарасшӑн пулнӑ пек, юр пӗрчисене хӑйӗн патӗнчен хӑваланӑ евӗр, аллисемпе килӗшӳсӗр хӑлаҫланса. — Вуласа лараттӑмччӗ те, шак-шак-шак тутарчӗҫ!..

Вӑл крыльца ҫинче тапӑртатса тӑчӗ, ахаль чухне нихҫан та тӗлсӗр хыпаланманскер тем хыпаланчӗ, тем мӑкӑртатрӗ, Ксение пӳрте чӗнесси пуҫне те пырса кӗмерӗ.

— Мӗн эпир ҫакӑнтах тӑратпӑр-и вара? — ыйтрӗ юлашкинчен Ксени, кӑшт салхуллӑн кулса.

Иннокентий сасартӑк йӑлт ӑнланса илчӗ. Вӑл, Ксенин сивӗ те йӗпе аллисене чӑмӑртаса, кӑшкӑрчӗ:

— Эпӗ ӗненместӗп… Эпӗ тӑнран каятӑп!.. Ҫук, итле-ха, неушлӗ чӑн-чӑнах ку?

Вӑл, Ксени хуравласса кӗтмесӗр, ӑна хӑй хыҫҫӑн туртса кӗрсе кайрӗ. Хыҫалта ҫӑра пӑшал пенӗ пек кӗрӗслетсе хупӑнчӗ, Иннокентий пуҫа анратса, тутана пӗҫертсе пӑшӑлтатнине итлесе, Ксени хӑй ӑна пур енӗпе те ҫӑмӑллӑн, пӗр ӳпкевсӗр, пурпӗрех мар-и ҫак тенӗ пек пӑхӑннинчен тӗлӗнчӗ.

Сайт:

 

Статистика

...подробней