Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: XIV

Раздел: Лӑпкӑ Дон. 4-мӗш кӗнеке –> Саккӑрмӗш пайӗ

Автор: Аркадий Малов

Источник: Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Год: 1979; Добавлен: 2020.04.19 15:56

Предложений: 467; Слово: 4235

Тип текста: Проза

По-русски Тема: Не указано

Ҫуркуннепе, Дон таппи айлӑм вырӑнсенчи пӗтӗм улӑхсем тӑрӑх акӑш-макӑш сарӑлса кайсан, сулахай енчи ҫӳллӗ ҫыранӑн Рубежнӑй хуторӗ тӗлӗнчи пӗр пысӑк мар лаптӑкӗ ҫурхи шыв айне пулмасӑр юлать.

Ҫуркуннесенче Дон хӗрринчи сӑртран йӗри-тавра шыв хупӑрласа илнӗ утрав инҫетрен курӑнса ларать. Унта ҫамрӑк хӑвасем, юман йывӑҫҫисемпе лапсӑрккка туратлӑ хура ҫӳҫесен ҫутӑ кӑвак тӗмӗсем ашкӑнса кайнӑ.

Ҫав утрав ҫинче ҫу кунӗсенче йывӑҫ вуллисем тӑрӑх чи тӑррине ҫитиччен вӑрман хӑмли явӑнса хӑпарать; аялта, ҫӗр ҫумӗпе, пырса кӗмелле мар ҫӑра йӗплӗ хура хӑмла ҫырли тӑсӑлса ӳсет, тӗмсем тӑрӑх шупка кӑвак чечеклӗ йытпырши кӑтраланса улӑхать, тӗл-тӗл сайра уҫланкӑсенче сӗтеклӗ тӑпра тараватлӑн ҫитӗнтернӗ вӑрӑм курӑк этем пӗвӗнчен те ҫӳллӗ ахӑрса каять.

Ҫуллахи вӑхӑтра кӑнтӑрласенче те вӑрманта лӑпкӑ, ҫутӑ сахал, сулхӑн. Саркайӑксем ҫеҫ унти шӑплӑха хускатаҫҫӗ, унтан тата куккуксем такамӑн пурӑнса ҫитермен ҫулӗсене ӑмӑртса шутлаҫҫӗ. Хӗллесенче вӑрман вилӗ шӑплӑха путать, пуш-пушӑ та ҫара курӑнса ларать. Салхуллӑн хуралса каять унӑн кӑтрашка тӑрри хӗллехи шупка шурӑ тӳпе ытамӗнче. Юр хӳсе тултарнӑ хытхура хушшинче, чӑтлӑхрах ҫӗрте, кашкӑр ҫурисем кунӗ-кунӗпе выртма шанчӑклӑ хӳтлӗх тупаҫҫӗ.

Ҫав утрав ҫине пырса вырнаҫрӗҫ те ӗнтӗ Фомин, Мелехов тата Фомин бандинчи чӗрӗ юлнӑ ытти ҫынсем. Пурнӑҫӗ пурнӑҫ та мар: хырӑмӗсене Фомин мучӑшӗ ҫӗрлесенче кимӗпе илсе пынӑ кӑйттӑ апат-ҫимӗҫпе улталарӗҫ, выҫӑллӑ-тутӑллӑ пурӑнчӗҫ, ун вырӑнне вара, пуҫ айӗсене йӗнер ҫытаррисене хурса, тӑраниччен ҫывӑрчӗҫ. Ҫӗрлесенче черетпе хурал тӑчӗҫ. Хӑйсем ӑҫта пытанса пурӑннине кам та пулин сисесрен хӑранипе кӑвайт-мӗн пачах ҫунтармарӗҫ.

Утрава хупӑрласа илнӗ шыв кӑнтӑралла ывтӑнса юхать. Хӑй ҫулӗ ҫинчи ватӑ тирексем хушшипе ҫӗмӗрттерсе пынӑ чух вӑл урӑм-сурӑм хаяррӑн чашкӑрса шавлать, унтан, ав, хӑй айне пулнӑ йывӑҫ тӗмӗсен тӑррисене чӳхентерме пуҫласа, темле шӑппӑн, ҫепӗҫҫӗн, тӳлеккӗн шӑнкӑртатса каять.

Шыв ҫывӑхрах чарӑна пӗлмесӗр шавласа юхнине Григорий хӑвӑрт хӑнӑхрӗ. Чылайччен йӑваланса выртрӗ вӑл чӑнкӑ ҫыран айккинче, инҫете-инҫете сарӑлса кайнӑ шыв анлӑшӗ ҫинелле, Дон хӗрринчи хӗвел шевлиллӗ, ҫутӑ кӑвак тӗтрепе витӗннӗ шурӑ тӑмлӑ сӑрт юпписем ҫинелле кичеммӗн тӗмсӗлсе пӑхрӗ. Унта, ҫав ҫӳхе тӗтре чаршавӗ хыҫӗнче, манӑҫми тӑван хутор, Аксинья, пӗчӗк пепкисем… Ҫавӑнта вӗҫсе ҫӳрерӗҫ унӑн салхуллӑ шухӑшӗсем. Ҫывӑхран та ҫывӑх ҫыннисене аса илсен, самантлӑха ун чӗрине вӗри тунсӑх хыпса илсе ҫунтарчӗ, чунӗ Михаила курайманнипе тӑвӑнса вӗрерӗ, анчах вӑл ҫакна йӑлтах пусарчӗ те, мӗн пурне-ҫукне темиҫе хут аса илес мар тесе, Дон хӗрринчи сӑртсем ҫинелле урӑхран тек мӗнле те пулин пӑхас марччӗ тесе тӑрӑшрӗ. Ӑшри вӗчӗрхенчӗк шухӑшсене ирӗке яни ним тума та кирлӗ пулмарӗ. Ӑна ахаль те ытлашшипех йывӑр. Ахаль те унӑн чунӗ ниҫта кайса кӗрейми тӑвӑнса ҫитрӗ, тепӗр чух ӑна такам темле чӗрине ҫурмалла ҫурса янӑн, вӑл ӗнтӗ тапма чарӑнса, юн кӑна юхтарса тӑнӑн туйӑнать. Ахӑртнех, кивӗ сурансем, вӑрҫӑ хура-шурӗ те, тиф та хӑйсен ӗҫне турӗҫех-тӗр: Григорий кашни минутрах чӗри темле тарӑхтарасла тикӗсмаррӑн тӑпӑлтатса тапса кайнине туякан пулчӗ. Тепӗр чух кӑкӑрта, сулахай чӗчӗ айӗнче, тӳсмелле мар ҫатӑр чиксе каять те, самантлӑха тути вӗриленсе типет, вӑл вара аран ҫеҫ йынӑшса ярас килнине ирттерсе ярать. Ҫапах та ҫавӑн пек ыратнинчен хӑтӑлмалли шанчӑклӑ меслет тупма пултарчӗ-пултарчех вӑл: сулахай кӑкӑрӗпе чӗрӗ ҫӗр ҫине ҫаврӑнса выртрӗ е кӗпине сивӗ шывпа ислетрӗ те, ыратни, ҫав-ҫавах чарӑнасшӑн пулмасӑр, пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн иртсе пычӗ.

Кунӗсем уяр та тӳлек тӑчӗҫ. Хушӑран кӑна янкӑр тӑрӑ тӳпе тинӗсӗнче таҫти ҫӳлти ҫил арпаштарса мамӑклантарнӑ шурӑ пӗлӗтсем юхса иртрӗҫ, ейӳ кайнӑ шыв тӑрӑх вӗсен кӳлеписем акӑшсем пек картан-картан шуса иртрӗҫ те, инҫетри ҫырана ҫитсе перӗнсе, куҫран ҫухалчӗҫ.

Аван вӑл, хуйха ярса асаплантаракан япаласем ҫинчен шухӑшламасӑр, ним ҫинчен те уйлама тӑрӑшмасӑр, ҫыран ҫумӗпе сарӑлса кайса, асар-писеррӗн кӗрлесе выртакан шарлак ҫинелле пӑхма, шыв тӗрлӗ сасӑллӑн шавласа-чашкӑрса юхнине тӑнлама. Григорий сехечӗ-сехечӗпе шыв юхӑмӗн вӗҫӗ-хӗррисӗр пӗтӗрӗнсе явӑнакан кӑтрашкисем ҫине тинкерсе выртрӗ. Вӗсем кашни самантрах улшӑнса-ылмашӑнса тӑчӗҫ: ҫиелте — хуҫӑлса пӗтнӗ хӑмӑш тунисем, лутӑрканчӑк ҫулҫӑсемпе курӑк тымаррисем тин ҫеҫ тикӗссӗн юхса иртнӗ вырӑнта — тепӗр минутранах хӑй патне ишсе пынӑ пур япалана та шалалла туртса кӗрсе каякан акӑш-макӑш кукӑрӑлчӑк варинкке пулса тӑчӗ, кӑштахран вара ҫав варинкке вырӑнне, ҫиеле, е хуралса кайнӑ хӑях тымаррине, е лап саркаланса ӳкнӗ юман ҫулҫине, е таҫтан мурӗнчен юхтарса килнӗ улӑм пайӑркине тӗрте-тӗрте кӑларса, шыв айӑн-ҫийӗн пӑтранса пӗтӗрӗлме те тытӑнчӗ.

Каҫсерен хӗвеланӑҫ енче чие ҫырли пек хӗрлӗ шуҫӑм ялкӑшса ҫунать. Ҫӳллӗ тирек хыҫӗнчен уйӑх йӑраланса хӑпарать. Унӑн тараватсӑр ҫути, ҫил шыва вӗтӗ хумлӑн кӑтрашкалантаракан вырӑнсенче йӑрӑм-йӑрӑм хуран йӑлтӑртатса, Дон тӑрӑх сивӗ шурӑ ҫулӑм пек сапаланса юхать. Ҫӗрлесенче, шыв шавӗпе хуплашӑнса, утрав урлӑ ҫурҫӗр еннелле вӗҫсе каякан вӗҫӗ-хӗррисӗр нумай хуркайӑк картисен сассисем те ҫавнашкалах янӑравлӑн илтӗнсе тӑраҫҫӗ. Никам та шуйхатман кайӑксем час-часах утравӑн хӗвелтухӑҫ айккине ана-ана лараҫҫӗ. Шыв лӑпкӑн шемпӗлтетсе выртнӑ ҫӗрте, ейӳ илнӗ вӑрманта, хатарлансах шӑркалчӑ аҫисем ҫартлатаҫҫӗ, кӑвакалсем какӑлтатаҫҫӗ, тикӗшсемпе хуркайӑксем кикиклетсе илеҫҫӗ. Пӗррехинче ҫапла, ҫыран хӗрринелле шӑппӑн утса пынӑ чух, Григорий утрав ҫывӑхӗнчех акӑшсен пысӑк ушкӑнне асӑрхарӗ. Хӗвел тухайманччӗ-ха. Катари вӑрман хыҫӗнче шурӑмпуҫ хӗмленсе ялкӑшатчӗ. Ун хӗрлӗ ҫутинче шыв та, тӑппӑн юхса выртакан шывра пуҫӗсене хӗвелтухӑҫнелле чалӑштарнӑ капмар кайӑксем те кӗрен тӗслӗн курӑнса кайрӗҫ. Ҫыран хӗрринче хуллен кӑштӑртатса утнӑ сасса илтсен, вӗсем янӑравлӑн кайӑнклатса тӳпенелле вӗҫсе хӑпарчӗҫ те, вӑрман тӑррине ҫӗкленсен, ҫуначӗсем айӗнчи акӑш-макӑш ҫуталса йӑлтӑртатакан, юр пек чӑлт-шурӑ тӗкӗсем Григорий куҫне чалкӑштарса ячӗҫ.

Фоминпа ун юлташӗсем кашни хӑй пӗлнӗ пек вӑхӑта сутса пурӑнчӗҫ: тӗплӗ-тирпейлӗ Стерлядников, уксах урине меллӗрех хурса, ир пуҫласа каҫчен кӗпи-тумтирӗпе аттине сапласа ларчӗ, тӑрӑшсах хӗҫпӑшалне тасатрӗ; нӳрӗ ҫӗр ҫинче ҫӗр каҫни хӑйшӗн усса пыман пирки Капарин, пуҫ ҫинчен кӗрӗк пиншак витӗнсе, кунӗ-кунӗпе хӗвел ҫинче типпӗн кӗхлеткелесе выртрӗ; Фоминпа Чумаков хутран касса тунӑ картпа йӑлӑха пӗлмесӗр вылярӗҫ; Григорий утрав тӑрӑх уткаласа ҫӳрерӗ, чылайшар вӑхӑт шыв хӗрринче ларчӗ. Вӗсем пӗр-пӗринпе сахал калаҫрӗҫ, — сӑмахӗсем тахҫанах пине ҫитнӗ те, — халӗ ӗнтӗ апат вӑхӑтӗнче е тата Фомин пиччӗшӗ килессе кӗтнӗ чухне ҫеҫ пӗрле пуҫтарӑнакан пулчӗҫ. Тунсӑх аптӑратса ҫитерчӗ вӗсене. Григорий утрав ҫине килнӗренпе те пӗр хутчен ҫеҫ темшӗн хавасланса кайнӑ Чумаковпа Стерлядников пӗр-пӗринпе кӗрешме тытӑннине курчӗ. Ӗхлете-ӗхлете, шӳтлӗ сӑмахсемпе перкелешкеленӗ, вӗсем вӑрахчен пӗр вырӑнта тӗрмешсе тӑчӗҫ. Урисем хӑйсен шултра пӗрчӗллӗ шурӑ хайӑр ӑшне пакӑлчак таран пута-пута кӗчӗҫ. Уксах Стерлядников вӑйлӑраххи кӗретех курӑнчӗ, анчах Чумаков унран ӑслайӗпе ирттерет иккен. Вӗсем калмӑкла — пиҫиххисенчен тытса, хулпуҫҫийӗсемпе малалла ӳпӗнсе, пӗр-пӗрин урисем ҫинелле куҫ вӗҫертмесӗр пӑхса кӗрешрӗҫ. Хытӑ тимлесе те мекеҫленсе тытӑҫнипе иккӗшӗн те сӑнӗсем шурса кайрӗҫ, хӑйсем хӑшӑл-хӑшӑл хашкаса сывларӗҫ. Григорий вӗсем мӗнле кӗрешнине йӳпсӗнсех сӑнаса тӑчӗ. Унччен те пулмарӗ, Чумаков, меллӗ самантпа усӑ курса, сасартӑк хӑвӑрт ҫурӑмӗ ҫинелле йӑванса кайрӗ те, тӑшманне те хӑй ҫине туртса ӳкерсе, ӑна хутлатнӑ урисемпе, тӗкӗлесе, вӑльт кӑна пуҫӗ урлӑ ҫавӑрса ҫапрӗ. Тепӗр самантран пӑсара пек пиҫӗ те йӑрӑ Чумаков, Стерлядниковӑн хул калаккисене хӑйӑр ҫине пусса хурса, ун ҫине хӑпарса та выртрӗ, пашкаса сывлакан, йӑхӑлтатса кулакан Стерлядниковӗ хӑрӑлтата-хӑрӑлтата кӑшкӑрчӗ: «Чӗмере ҫури те иккен эсӗ! Эпир… пуҫ урлӑ ывӑтмалла темерӗмӗр-ҫке!»

— Ҫыхланса ӳкрӗҫ ӗнтӗ, ҫӑвӑр автансем пек. Ҫитӗ, атту ак тӳпелешсех те кайӑр, — терӗ Фомин.

Ҫук, вӗсем пачах тӳпелешме шутламарӗҫ. Мирлӗн, пӗр-пӗринпе ыталашса, хӑйӑр ҫине пырса ларчӗҫ те, Чумаков янӑравсӑр, ҫапах та килӗшӳллӗ хулӑн сасӑпа ташӑ такмакне шӑрантарма пуҫларӗ:

Ай, ҫатӑр сивӗ! Ай, ҫатӑр сивӗ!

Ҫатӑр сивӗ килчӗ кӑшарни.

Юр хӳсе кайнӑ та шӑлами —
Тяппине шӑнтнӑ, тет, кашкӑр ами. —

Ы-ых, ҫав сивве!..

Стерлядников ҫавӑнтах ҫинҫе уҫӑ сасӑпа ун ҫумне хутшӑнчӗ. Юрри ҫыпӑҫуллӑ та кӗтмен ҫӗртенех илемлӗн чӳхенсе юхрӗ:

Чупрӗ те тухрӗ, тет, хӗр крыльцана:
«Ме-ха, уретникӗм, кӗрӗк сана!..

Стерлядников чӑтаймарӗ: ура ҫине сиксе тӑчӗ, алӑ пӳрнисемпе шаклаттарса, уксах урипе хӑйӑра сӗртӗнсе ташша ҫапма тытӑнчӗ. Юрланӑ хушӑрах Чумаков хӗҫне кармашса илчӗ, хӑйӑра сирсе тарӑн мар шӑтӑк чаврӗ те ҫапла сӗнсе каларӗ:

— Чим, тӑхта, уксах шуйттан! Сан хӑрах уру кӗске те, тикӗс ҫӗрте ташлама майлах мар тем… Сан е сӗвек ҫӗрте, е вӑрӑмрах урупа шӑтӑкра, тепринпе ҫӳллӗрех вырӑнта тӑрса ташлас пулать. Кӗрсе тӑр та вӑрӑм урупа ак ҫак канава — тӗпӗртеттер. Ху куратӑн: мӗнле аван тухать… Ну, пуҫларӑмӑр!..

Стерлядников ҫамки ҫинчи тарне шӑлса илчӗ, ҫавӑнтах каланине итлесе, сывӑ урипе Чумаков чавнӑ путӑка анса тӑчӗ.

— Чӑнах та-ҫке капла меллӗ, — терӗ вӑл.

Куллипе чыхӑнса, Чумаков алӑ ҫупма тытӑнчӗ, сӑмахӗсене ухӑнуллӑн чӗтрентерсе юрласа ячӗ:

Тепӗр чух, чунӑмҫӑм, кил ман пата,
Савӑк ирттерӗпӗр яш вӑхӑта.

— Ӑй-ях, тупата!..

Унтан Стерлядников пӗтӗм ташӑ ӑстисем пекех ним кулмасӑр — урисене ҫӑмӑллӑн ҫатӑлтаттарма пуҫларӗ, куклене-куклене ташлама та пӑхрӗ…

Кунсем пӗр майлӑ иртсе пычӗҫ. Тӗттӗмленсе ҫитерехпе тӳсӗмсӗррӗн Фомин мучӑшне кӗтрӗҫ. Пиллӗкӗшӗ те ҫыран хӗрринче пуҫтарӑнса тӑчӗҫ, ҫурма сасӑпа пӑшӑлтатса калаҫрӗҫ, чикаркка ҫутине шинель аркисемпе хупласа табак туртрӗҫ. Вӗсем ҫапла шутласа хучӗҫ: утрав ҫинче тепӗр эрне пурӑнмалла та Дон леш енне каҫса лашасем тупмалла, унтан кӑнтӑралла ҫул тытмалла. Сас-хура тӑрӑх, Маслак банди таҫта, округӑн кӑнтӑр енче ҫӳрет имӗш.

Фомин хӑйӗн хурӑнташӗсене ҫывӑхра хӑш хуторта утланса ҫӳреме юрӑхлӑ лашасем пурри ҫинчен пӗлме, кунпа пӗрлех тата округра пулса иртекен пӗтӗм ӗҫ-пуҫ ҫинчен хӑйне кашни кун хыпар парса тӑма хушрӗ. Хыпарӗсем пӑшӑрхантараканнисемех пулмарӗҫ: Фомина Дон сулахай енче шыраҫҫӗ иккен; Рубежнӑйра хӗрлӗармеецсем пуласса пулнӑ, анчах Фомин килӗнче ухтарнӑ хыҫҫӑнах каялла таврӑнса кайнӑ.

— Хӑвӑртрах тапмалла кунтан. Мӗн эсрелӗ туса лармалла пуль кунта? Атьӑр ыранах тухса шӑватпӑр? — сӗнчӗ пӗр ирхине апат ҫисе ларнӑ чух Чумаков.

— Малтан лашасем пирки пӗлмелле-ха, — терӗ Фомин. — Пирӗн ӑҫта аплах пит хыпаланмалла? Хамӑра тутӑрах усрас пулсан-и, — хӗл лариччен ҫапла пурӑнӑттӑмччӗ. Курӑр, мӗнешкел илем таврара! Канатпӑр — унтан каллех ӗҫ тума пуҫлатпӑр. Ан тив, шыраса ҫӳреччӗр пире тытасшӑн — эпир пит ҫӑмӑллӑнах парӑнас ҫук-ха вӗсене. Ӳкӗнетӗп, ман айванлӑха пула ҫӗмӗрсе тӑкрӗҫ пире; ну, кӳренмелле, паллах, анчах та ӗҫ кунпа ҫеҫ пӗтмен. Эпир каллех ак халӑх пуҫтаратпӑр! Утсем ҫине утланар кӑна, ҫывӑхри хуторсем тӑрӑх каятпӑр та, тепӗр эрнеренех пирӗн ҫур сотня, унтан ак ҫӗрӗшӗпе те пуҫтарӑнать! Ҫынсем пулаҫҫех пирӗн, турӑшӑн та ҫапла.

— Лӗпӗрти! Тӑмсайла хытӑ шанатӑн хӑвна! — терӗ ҫилленсе Капарин. — Сутрӗҫ пире казаксем, пирӗн хыҫҫӑн каймарӗҫ, каймаҫҫӗ те. Чӑнлӑха йышӑнма хӑяс пулать, ухмахла шанчӑкпа йӑлӑнса пурӑнмалла мар.

— Мӗнле вӑл — каймаҫҫӗ?

— Ҫаплах, ара, малтан мӗнле каймарӗҫ, халӗ те ҫаплах каймаҫҫӗ.

— Ну, куна курӑпӑр-ха ак! — ҫилӗллӗн пуҫне силлесе илчӗ Фомин. — Эпӗ парӑнма шутламастӑп!

— Пӗтӗмпех ку пушӑ сӑмах, — терӗ ӗшенчӗклӗн Капарин.

— Эсрел пуҫӗ! — хӑр-хар кӑшкӑрса тӑкрӗ тилӗрсе кайнӑ Фомин. — Мӗн эс кунта ҫынсен сехрисене хӑпартатӑн? Хӑвӑн куҫҫулӳпе эс йӳҫ кӑшманран та ытла йӳҫӗхтерсе ҫитертӗн! Мӗн тесе, эппин, усӑсӑр ӗҫе тытӑнмаллаччӗ? Мӗншӗн восстани тумаллаччӗ? Ӑҫта сӗкӗнтӗн эсӗ, пакарту ҫаплах ҫӗрсе юхнӑ пулсан? Малтан эс ху мана восстани тума хӗтӗртрӗн, халӗ тата кӗрӗк пӗркенесшӗн-и? Мӗскер тата чӗнместӗн?

— Ман санпа ним калаҫмалли те ҫук, хӑп ман ҫумран, ухмах! — тискер сасӑпа кӑшкӑрса тӑкрӗ те Капарин, сивве шӑннӑ пек, кӗрӗк пиншакӗпе кӗптенсе, ҫухавине хӑпартса, аяккалла пӑрӑнса кайрӗ.

— Вӗсем, ҫав благороди хӑраххи ҫынсем, пурте ҫапла ҫӳхе тирлӗ. Кӑшт мӗн пултӑр ҫеҫ — тӳрех лӗпӗркесе каяҫҫӗ… — терӗ ассӑн сывласа Фомин.

Шыв тикӗс те хытӑ шавласа юхнине тӑнласа, вӗсем пӗр хушӑ ним шарламасӑр ларчӗҫ. Вӗсен тӗлӗнчен икӗ аҫа хӑваласа пыракан ама кӑвакал хаяррӑн нартлатса вӗҫсе иртрӗ. Канӑҫсӑррӑн чӑкӑл-чакӑл чӗвӗлтетсе, пӗр ушкӑн шӑнкӑрчӑ уҫланкӑна анса ларма тӑчӗ, анчах, ҫынсене курсан, вӗҫнӗ ҫӗртех хура пӑяв пек кукӑрӑлса илсе, ҫӳлелле ыткӑнса хӑпарчӗ.

Кӑштахран Капарин каллех унта пычӗ.

— Эпӗ паян хутора кайма шутлатӑп, — терӗ вӑл, куҫне хӑвӑрт мӑчӑлтаттарса Фомин ҫинелле пӑхнӑ май.

— Мӗн тума?

— Тӗлӗнмелле ыйту! Курмастӑн-им: эпӗ пӗтӗмпе шӑнса пӑсӑлнӑ, ура ҫинче те аран тӑратӑп.

— Вара мӗн? Хуторта чирӳ иртет пуль тетӗн-и? — питӗ лӑпкӑн ыйтрӗ Фомин.

— Манӑн хӑть темиҫе каҫ та пулин ӑшӑ ҫӗрте ҫывӑрмалла.

— Ниҫта та каймастӑн, — терӗ ҫирӗппӗн Фомин.

— Мӗн-ха, ман вилсе выртмалла-и кунта?

— Хӑть те мӗн хӑтлан.

— Мӗншӗн кайма пултараймастӑп-ха эпӗ? Кунашкал сивӗре выртса тӑни йӑлтах пӗтерет мана!

— Пӗр те пӗр сана хуторта ярса тытсан? Кун ҫинчен шухӑшланӑ-и эсӗ? Ун чухне пире пурсӑмӑра та пӗтереҫҫӗ. Е эпӗ сана пӗлместӗп-и? Эсӗ пӗрремӗш допросрах пире сутатӑн! Допросченех сутатӑн-ха, Вёшкине илсе кайнӑ чухнех.

Чумаков кулса ячӗ те Фоминпа килӗшсе пуҫне сӗлтрӗ. Вӑл унӑн сӑмахӗсене ырларӗ ҫеҫ. Анчах Капарин ҫав-ҫавах ҫине тӑчӗ:

— Манӑн каймаллах. Сан ӑслӑ сӑмаххусемшӗн хам тытнӑ шухӑша пӑрахмастӑп.

— Каларӑм сана — ларнӑ пул кутна хӗссе.

— Ҫавах та ӑнлан эсӗ, Яков Ефимович, текех эп ҫакӑн пек тискер кайӑк пурнӑҫӗпе пурӑнаймастӑп! Ман плеврит, тен, ӳпке те шыҫнӑ, ахӑр!

— Сывалатӑн. Йӑваланкаласа выртатӑн та хӗвелте — сывалатӑн.

— Эпӗ пурпӗр паян каятӑп, — терӗ хиврен Капарин. — Сан мана кунта тытма право ҫук. Хӑть те мӗнле пулсан та каятӑп.

Фомин ун ҫине куҫӗсене шанмасӑррӑн хӗстерсе пӑхрӗ те, Чумакова куҫ хӗссе илсе, ҫӗр ҫинчен тӑчӗ.

— Эсӗ, Капарин, чӑнах та чирленӗ пек… Хытах вӗрилентерсе пӑрахнӑ пулас сана… Кӳр-ха, тӗрӗслем — пуҫу вӗри-и санӑн? — Вӑл, аллине тӑсса, Капарин еннелле темиҫе утӑм ярса пусрӗ.

Капарин Фомин сӑнӗнче тем ырӑ маррине асӑрхарӗ, ахӑр, каялла чакса, кӑшкӑрса тӑкрӗ:

— Пӑрӑн!

— Ан шавла! Мӗн шавлатӑн? Эпӗ тытса пӑхасшӑн ҫеҫ. Мӗн эсӗ хӑраса ӳкрӗн? — Фомин Капарин патнелле тепӗр утӑм турӗ те ӑна пырӗнчен ҫатӑрласа тытрӗ. — Парӑнма-и, йӗксӗк?! — тӑвӑнчӑклӑн мӑкӑртатрӗ вӑл, Капарина ҫӗр ҫине ҫавӑрса ҫапасшӑн питӗрленсе.

Григорий, пӗтӗм вӑйӗпе кӗрмешсе, вӗсене аран уйӑрчӗ.

…Кӑнтӑрлахи апат хыҫҫӑн Капарин Григорий патне пычӗ, ун чухне лешӗ ҫунӑ кӗпи-йӗмне йывӑҫ тӗмӗ ҫине ҫакса аппаланатчӗ.

— Сирӗнпе улах ҫӗрте калаҫса илес килет… Атьӑр ларар.

Вӗсем тӑвӑл йӑвантарса янӑ ҫӗрӗшнӗ тирек вулли ҫине кайса ларчӗҫ.

— Эсир ҫав идиот хӑтланӑвӗсем ҫине мӗнле пӑхатӑр? — хуллен ӳсӗркелесе ыйтрӗ Капарин. — Эпӗ сире пирӗн хушша кӗнӗшӗн чунтан тав тӑватӑп. Эсир офицера тивӗҫлӗ ырӑ ӗҫ турӑр. Анчах ку хӑрушла япала! Эпӗ тек чӑтаймастӑп. Эпир — тискер кайӑксем пек… Миҫе кун ӗнтӗ вӗри апат ҫисе курман, унтан тата нӳрӗ ҫӗр ҫинче выртса-тӑрса пурӑнни те… Эпӗ шӑнса пӑсӑлтӑм, хӑрах аяк тӳсме ҫук ыратать. Ман ӳпке шыҫнӑ пулмалла. Халӗ ман питӗ кӑвайт умӗнче ларас, ӑшӑ пӳлӗмре ҫывӑрас, кӗпе-йӗм улӑштарса тӑхӑнас килет… Эпӗ таса кӗпе, простынь пирки ӗмӗтленсе шухӑшлатӑп… Ҫук, пултараймастӑп тек!

Григорий кулса илчӗ.

— Ырлӑхра пурӑнса вӑрҫас килетчӗ-и?

— Итлӗр-ха, вӑрҫӑ-и вара ку? — хӗрӳленсе тавӑрчӗ Капарин. — Ку вӑрҫӑ мар, вӗҫӗмсӗр куҫса ҫӳрени, уйрӑм совработниксене вӗлерни, унтан тепӗр ҫӗре тарса кайни. Ҫавӑ ҫеҫ. Халӑх хамӑра пулӑшнӑ, восстани пуҫланӑ пулсан ҫеҫ вӑл вӑрҫӑ пулатчӗ, ку ак вӑрҫӑ мар!

— Пирӗн урӑхла май ҫук. Кайса парӑнмалла мар-ҫке пирӗн?

— Тӗрӗс, анчах мӗн тумалла-ха? Григорий хулпуҫҫийӗсене хутлатса илчӗ. Унтан кунта, утрав ҫинче, вӑхӑта ахаль выртса ирттернӗ чух пуҫа пӗрре мар килсе кӗнӗ шухӑшне каларӗ:

— Ирӗк, темӗнле япӑх пулсан та, лайӑх тӗрмерен аванрах. Пӗлетӗр-и, халӑхра мӗнле калаҫҫӗ: тӗкӗр пек тӗрме те шуйттаншӑн ҫеҫ ырлӑх.

Капарин патакпа хӑйӑр ҫине чӗркелесе ӳкерчӗ, нумайччен сӑмах чӗнмесӗр ларчӗ.

— Кайса парӑнмалла теместӗп, анчах большевиксемпе кӗрешме темле ҫӗнӗ майсем шырамалла, — терӗ вӑл юлашкинчен. — Хӑпас пулать ку шӑршлӑ халӑхран. Эсир интеллигентлӑ ҫын…

— Тем интеллигенчӗ пултӑр манра, — кулса илчӗ Григорий. — Эпӗ сӑмахне те куна аран ҫавӑрса калатӑп.

— Эсир офицер.

— Ку ӑнсӑртран пулнӑ.

— Ҫук, ним шӳтлемесӗрех калатӑп, эсир — офицерах, офицерсемпе хутшӑнса пурӑннӑ, чан-чан ҫынсене курнӑ. Эсир, Фомин пек, совет влаҫӗ вӑхӑтӗнче каҫӑрӑлса кайнӑ сӑмса мар, ҫавӑнпа та эсир хамӑр кунта юлнинчен ним усси те ҫуккине ӑнланма тивӗҫлӗ. Ку харпӑр хӑй ҫине алӑ хунӑпа пӗрех пулать. Вӑл туйралӑхра пӗрре инкек кӑтартрӗ пире, хамӑр шӑпана малашне те унпа ҫыхӑнтарас пулсан, — тепре ҫеҫ мар кӑтартӗ ак. Вӑл ухмахла сӗмсӗр, ҫитменнине, чӑрсӑр-чараксӑр идиот! Унпа пӗтетпӗр ҫеҫ эпир!

— Апла, пирӗн, парӑнмалла мар, Фоминран тарса каймалла-ха. Ҫапла-и? Ӑҫта? Маслак патне-и? — ыйтрӗ Григорий.

— Ҫук. Вӑл та ҫав авантюрах, масштабӗ кӑна пысӑкрах. Эпӗ халь кун ҫине урӑхла пӑхатӑп. Маслак патне мар каймалла…

— Ӑҫта вара?

— Вешенскине.

Григорий эрлӗклӗн хулпуҫҫийӗсене сиктерсе илчӗ.

— Куна каллех — утне ҫитмен туртине темелле. Маншӑн юрӑхлӑ мар ку.

Капарин ун ҫине ҫивӗччӗн йӑлтӑртатма пуҫланӑ куҫӗсемпе пӑхса илчӗ.

— Эсир ӑнланмарӑр мана, Мелехов. Сире шанма пултаратӑп-и эп?

— Паллах.

— Офицерӑн тӳрӗ сӑмахӗ-и?

— Казакӑн тӳрӗ сӑмахӗ.

Капарин ӳпле патӗнче мӗшӗлтетекен Фоминпа Чумаков еннелле пӑхса илчӗ те, вӗсем кунтан чылай аякрине тата хӑйсем мӗн калаҫнине лешсем ниепле те илтме пултарайманнине пӗлсех, сассине чакарчӗ.

— Эпӗ эсир Фоминпа ун юлташӗсене килӗштерменнине пӗлетӗп. Вӗсем хушшинче эсир — ман пекех ют ҫын. Мана эсир мӗнле сӑлтавсене пула совет влаҫне хирӗҫ кайни кирлӗ мар. Тӗрӗс ӑнланатӑп пулсан, ку пӗтӗмпех хӑвӑрӑн иртнӗ пурнӑҫӑртан тата арестлесе хупса лартасран хӑранинчен килнӗ, ҫапла-и?

— Эсир сире сӑлтавӗсем кирлӗ мар терӗр.

— Ҫапла, ку сӑмах май ҫеҫ тухса кайрӗ, халӗ сире хам ҫинчен кӑштах калам. Ӗлӗк эпӗ офицер пулнӑ, социалист-революционерсен партийӗнче тӑнӑ. Кайран ак хамӑн политикӑлла шухӑш-кӑмӑла йӑлтах тиркесе пӑрахӑҫларӑм… Монархи ҫеҫ Российӑна ҫӑлӑнӑҫ кӳме пултарать. Монархи ҫеҫ! Пирӗн ҫӗршыва турӑ хӑех ҫав ҫулпа кайма кӑтартать. Совет влаҫӗн эмблеми — мӑлатукпа ҫурла-ҫке, ҫапла-и? Капарин хӑйӑр ҫине патакпа «молот, серп» сӑмахсене чӗрмелесе ҫырчӗ, унтан сивчирлӗ ҫынӑнни пек йӑлтӑртатакан куҫӗсемпе Григорие питрен тӗсесе пӑхрӗ:  — Вулӑр-ха тепӗр майлӑ. Вуларӑр-и? Ӑнлантӑр-и-ха? Революципе большевиксен влаҫӗ престолпа кӑна пӗтет! Пӗлетӗр пулсан, ҫакна чухласа илнӗ хыҫҫӑн эпӗ хама тамӑк хуранне чӑмтарнӑ пек хӑраса кайрӑм! Эпӗ чӗтрекене ертӗм, мӗншӗн тесен, пӗлессӗр килсен, ку вӑл эпир тӗрлӗ ҫулсемпе аташса ҫӳресси пӗтмеллине турӑ хӑй кӑтартса пани пулать…

Капарин пӑлханнипе хашӑл-хашӑл сывлама пуҫларӗ, калаҫма чарӑнчӗ. Унӑн ухмахларах тинкерекен ҫивӗч куҫӗсем Григорий ҫинелле чарӑлса пӑхрӗҫ. Анчах Григорий турӑ ҫапла пӳрни ҫинчен илтнипе пачах та чӗтрекене ермерӗ, хӑйне тамӑк хуранне чӑмтарнӑ пек те хӑраса каймарӗ. Вӑл кирек мӗн ҫине те яланах урӑ ӑс-тӑнпа пӑхма хӑнӑхнӑ, ҫавӑнпа хуравласа каларӗ те:

— Ку нимӗн те турӑ пӳрни мар. Германи вӑрҫи вӑхӑтӗнче фронтра пулнӑ-и эсир?

Ыйту сарӑмсӑр пулнипе Капарин тӳрех тавӑрса калаймарӗ:

— Чӑнах, ара, эсир ма ыйтатӑр куна? Ҫук, шӑп фронтӗнчех пулман эпӗ.

— Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче ӑҫта пурӑннӑ тата? Тылра-и?

— Ара.

— Тӑршшӗпех-и?

— Ҫапла, тӑршшӗпех мар та, яланпа пӗрех. Куна мӗншӗн ыйтатӑр?

— Эпӗ ак кӗске вӑхӑтсене шутламасан, вунтӑваттӑмӗш ҫултан пуҫласа паянхи кунчченех фронтра. Ҫав турӑ пӳрни тенӗ пирки-ха эпӗ… Хай те ҫук-тӑк, ӑҫтан пӳрме пултартӑр вара турӑ? Эпӗ вӑл ухмахла япаласене тахҫанах ӗненме пӑрахнӑ. Вунпиллӗкмӗш ҫултанпа вӑрҫа мӑй таран курса йӑлӑхрӑм та турӑ ҫук тесе шутласа илтӗм. Нихӑш турӑ та! Пулнах-тӑк — ҫынсене вӑл ҫакӑн пек йӗркерен кӑларса ярас ҫукчӗ. Эпир, фронтовиксем, турра пӑрахрӑмӑр, ӑна ватӑ ҫынсемпе хӗрарӑмсем валли кӑна хӑвартӑмӑр. Вӗсем йӑпанччӑр унпа. Унтан тата ним пӳрни те ҫук, монархи те пулма пултараймасть. Халӑх ӗмӗрлӗхех пӗтерсе лартнӑ ӑна. Эсир ҫырса кӑтартаканни, тӗрлӗ саспаллисене кутӑн вулаттарни, каҫарӑр та мана, ача вӑййи ҫеҫ, урӑх нимӗн те мар. Тата ӑнлансах пӗтерейместӗп эпӗ — кунпа мӗн каласшӑн пултӑр вара? Эсир мана уҫӑмлӑрах та кӗскенрех ӑнлантарӑр. Хам офицер пулсан та, эпӗ юнкерсен училищинче вӗренмен, ҫынни те ытлашши хут пӗлекенскерех мар. Кӑшт тепӗртак вӗреннӗ пулсанах, тен, эпӗ ҫак ҫурхи шыв хупӑрласа илнӗ утрав ҫинче сирӗнпе пӗрле лармастӑмччӗ пулӗ, — уҫҫӑнах пӑшӑрханнӑ сасӑпа вӗҫлерӗ вӑл.

— Ку темех мар, — терӗ хыпӑнчӑклӑн Капарин. — Эсир турра ӗненнипе ӗненменни те нимех те мар. Ку вӑл хӑвӑр шухӑш-кӑмӑлӑртан, сирӗн совеҫӗртен килет. Ҫавӑн пекех — монархист-и эсир, учредиловец-и е самостийлӑх платформи ҫинче тӑракан ахаль казак-и, — ку та нимӗскере те пӗлтермест. Пире хамӑр ҫине мӗнле пӑхни пӗтӗҫтерсе тӑрать, ҫакӑ кӑна кирлӗ. Эсир килӗшетӗр-и кунпа?

— Малалла калӑр.

— Эпир пӗтӗм казаксем восстани тӑвасса кӗтнӗччӗ, ҫапла-и? Ку апла пулмарӗ. Халӗ хӑпӑнмалла пирӗн ҫак лару-тӑруран. Большевиксемпе кайран та; темле ӑҫта-ҫук ертсе пымасӑр та, кӗрешме пулать. Халӗ пирӗн хамӑр пурнӑҫсене упраса хӑвармалла, ҫавӑнпа сӗнетӗп те манпа союз тума.

— Мӗнле союз? Кама хирӗҫ?

— Фомина хирӗҫ.

— Ӑнланмастӑп.

— Пурте питӗ ӑнланмалла. Эпӗ сире хампа пӗр каварлӑ пулма сӗнетӗп. — Капарин сисӗнмеллех пӑлханчӗ, пӳлӗнчӗклӗн сывласа калаҫма тытӑнчӗ:  — Иксӗмӗр, ав, ҫав виҫҫӗшне вӗлеретпӗр те Вешенскине каятпӑр. Ӑнлантӑр-и? Ҫавӑ кӑна ҫӑлать пире. Совет влаҫӗшӗн ҫавӑн пек ырӑ ӗҫ туни хамӑра айӑпласран хӑтарать. Эпир пурӑнатпӑр! Ӑнланатӑр-и, пурӑнатпӑр!.. Эппин, хамӑр пурнӑҫа ҫӑлса хӑвараятпӑр! Каламасӑр та паллӑ, малашне эпир майлӑ самант килсе тухсанах большевиксене хирӗҫ ҫӗкленӗпӗр. Анчах ҫак мӗскӗн Фомин авантюри пеккинче мар, кирлӗрех ӗҫре. Килӗшетӗр-и манпа? Астӑвӑр, ҫакӑ кӑна хамӑра шанчӑксӑр лару-тӑруран хӑтармалли ҫул, тата чи лайӑххи те.

— Анчах мӗнле тӑвас-ха куна? — тарӑхнипе пӗтӗм ҫанҫурӑмӗпе ҫӳҫенсе ыйтрӗ Григорий, анчах хӑй ҫилӗ килнине вӑй ҫитнӗ таран пытарма тӑрӑшрӗ.

— Эпӗ йӑлтах шухӑшласа хунӑ: куна эпир ҫӗрле хӗҫпе майлаштаратпӑр. Тепӗр каҫхине вара леш хамӑра апат-ҫимӗҫ кӳрсе паракан казак килет те, вӑл пире, кимӗ ҫине лартса, Дон урлӑ каҫарать, — ӗҫӗ те пӗтнӗ. Генилле ансат, кӑткӑсси нимӗн те ҫук!

— Вӑйлӑ ку! — терӗ Григорий, юриех хавасланса кайнӑ пек куланҫи туса. — Калӑр-ха, эппин, Капарин, ирхине эсир хутора ӑшӑнма каясшӑн пулнӑччӗ… Эсир ун чух Вёшкине ӑсанма шутланӑ-и? Тӗрӗс тавҫӑрчӗ-и Фомин сирӗн шухӑша?

Капарин кӑмӑллӑн кулкаласа ларакан Григорий ҫине тинкерсе пӑхрӗ те, кӑштах аванмарланнӑ пек пулса, салхуллӑн кулса илчӗ.

— Ним пытармасӑр каласан — тӗрӗс. Пӗлетӗр-и, харпӑр хӑй тирӗ пирки ыйту тӑрсан, кирек мӗн тума та питех вӑтанмастӑн.

— Сутнӑ пулӑттӑрччӗ-и пире?

— Ҫапла, — ним пытармасӑр йышӑнчӗ Капарин. — Анчах сире хӑвӑра, ҫакӑнта утрав ҫинче тытас пулсан, эпӗ мӗн те пулин ырӑ мар тӑвасран хӳтӗлеме тӑрӑшнӑ пулӑттӑм.

— Мӗншӗн тата пире хӑвӑр пӗччен кӑна вӗлермерӗр? Ҫӗрле ҫӑмӑлччӗ куна тума.

— Хӑрарӑм. Пӗрре пенӗ хыҫҫӑн ыттисем…

— Хур пӑшална! — терӗ ҫиллине шӑмарса Григорий, наганне туртса кӑларнӑ май… — Хур, унсӑрӑн ҫакӑнтах вӗлеретӗп! Эпӗ тӑратӑп та халь Фомин курасран сана ҫурӑмпа картлатӑп, ҫав хушӑра эс наганна ман ура айне пӑрахатӑн. Ну? Пеме ан шутла! Кӑшт хускалсанах чунна пӑчӑртаса кӑларатӑп.

Капарин вилнӗ пек кӑвакарса кайрӗ.

— Ан вӗлерӗр мана! — пӑшӑлтатрӗ вӑл шурӑ тутине аран мӗкӗлтеттерсе.

— Вӗлерместӗп. Хӗҫпӑшална илетӗп акӑ.

— Эсир сутатӑр мана…

Капаринӑн сухалланса кайнӑ питҫӑмартисем тӑрӑх куҫҫуль юхса анчӗ. Григорий йӗрӗннипе, ҫав вӑхӑтрах шелленипе те, питне пӗркелентерчӗ, сассине хӑпартрӗ:

— Пӑрах наганна! Кирлӗччӗ те-ха, сутмастӑп! Путсӗр ҫын пултӑн иккен эсӗ! Ну, путсӗр те!

Капарин наганне Григорий ури патне пӑрахрӗ.

— Браунинг? Браунингна та кӳр. Вӑл сан френчра, кӑкӑр кӗсйинче.

Капарин никелӗпе ҫуталса илнӗ браунингне кӑларса пӑрахрӗ те питне аллисемпе хупларӗ. Хӑй ӗсӗклесе чӗтреме тытӑнчӗ.

— Чарӑн, йӗксӗк! — терӗ хаяррӑн Григорий, ҫак этеме лайӑх кӑна ҫутӑлтарса ярасран хӑйне аран кӑна чарса.

— Эсир сутатӑр мана… Пӗтрӗм эп.

— Каларӑм сана ҫук тесе. Анчах утрав ҫинчен каҫса каятпӑр та — ун чухне хӑть кирек ӑҫта вӑйкӑн. Кун йышши этем эс никама та кирлӗ мар. Хӑвӑн валли ху улах вырӑн шыра.

Капарин аллисене пичӗ ҫинчен илчӗ. Куҫ хупаххисем тӑртаннӑ, янаххи чӗтрет, хӗрелсе кайнӑ йӗпе пичӗ хӑрушла курӑнать.

— Эппин, мӗншӗн-ха… Мӗншӗн эсир ман хӗҫпӑшала тытса илтӗр? — тытӑнчӑк сасӑпа ыйтрӗ вӑл.

— Эсӗ мана ҫурӑмран пересрен, — терӗ калаҫас килмесӗр Григорий. — Сирӗнтен, вӗреннӗ ҫынсенчен, темскер те кӗтме пулать… Пӗрехмаях темле пӳлӗх пӳрни, патша, турӑ ҫинчен сӳпӗлтетрӗн. Ытла та йӗксӗк иккен эсӗ.

Григорий, Капарин ҫине пӑхмасӑр, капланса килекен сурчӑкне чӑрт! та чӑрт! суркаласа, хӑйсем пурӑнакан хӳшӗ еннелле васкамасӑр утса кайрӗ.

Стерлядников йӗнер хырӑмсалӑхне атӑ ҫиппипе ҫӗлесе ларать, шӑппӑн шӑхӑра-шӑхӑра илет. Фоминпа Чумаков кулленхи йӑлапа ашӑк ҫинче картла ҫапса выртаҫҫӗ.

Фомин Григорий ҫине пӑхса илчӗ, ыйтрӗ:

— Санпа мӗн калаҫрӗ вӑл? Мӗн ҫинчен пуплерӗр?

— Пурнӑҫ пирки ӳпкелешрӗ… Апла та капла тесе лӗпӗртетет…

Григорий хӑй сӑмахне тытрӗ — Капарина сутмарӗ. Ҫапах та каҫхине, ыттисем сисиччен, Капарин винтовкинчен затворне кӑларса, айккинерех пытарса хучӗ. «Мур пӗлет-и, тем шут тытать-ха ҫӗрле…» — шухӑшларӗ вӑл, ҫывӑрма выртнӑ май.

Ирхине ӑна Фомин вӑратрӗ.

— Капаринран эсӗ-и хӗҫпӑшалне туртса илнӗ? — шӑппӑн ыйтрӗ вӑл, Григорий умнелле пӗшкӗнсе.

— Мӗн? Мӗнле хӗҫпӑшал? — Григорий тӑрса ларчӗ, хулпуҫҫийӗсене аран тӳрлетрӗ.

Вӑл тул ҫутӑлас умӗн ҫеҫ тӗлӗрсе кайнӑ та шурӑмпуҫ килнӗ чух хытӑ шӑннӑ. Шинелӗ, ҫӗлекӗ, аттисем — йӑлтах хӗвел тухнӑ вӑхӑтри ҫӑра тӗтрепе нӳрелнӗ.

— Хӗҫпӑшалне тупаймастпӑр-ха. Эсӗ илнӗ-и? Вӑран-ха эс, Мелехов.

— Ну, эпӗ. Мӗскер пулнӑ тата?

Фомин ним шарламасӑр пӑрӑнса кайрӗ. Григорий тӑрса шинельне силлерӗ. Ҫывӑхрах Чумаков ирхи апат хатӗрлесе аппаланать: лагерьти пӗртен-пӗр чашӑка шывпа чӳхесе тӑкрӗ, пуҫламан ҫӑкӑра кӑкӑр ҫумне тытса тӑватӑ пӗр пек чӗлӗ касрӗ, кӑкшӑмран чашӑк ҫине сӗт ячӗ те, ҫӑра пӗҫернӗ вир пӑтти чӑмаккине ватса хӑтланнӑ май, Григорий ҫине пӑхса илчӗ.

— Нумай ҫывӑратӑн паян, Мелехов. Кур, ав, хӗвел ӑҫта ҫити хӑпарнӑ?

— Таса чунлӑ ҫын яланах лайӑх ҫывӑрать, — терӗ Стерлядников, типтерлӗ ҫунӑ йывӑҫ кашӑксене шинель арки ҫумне сӑтӑркаласа. — Капарин, ав, ҫӗрӗпех ҫывӑрмарӗ, пӗрмай йӑшӑлтатса выртрӗ…

Фомин Григорий ҫине чӗмсӗррӗн кулкаласа пӑхрӗ.

— Апат ҫиме ларӑр, хурах ҫурисем! — сӗнчӗ Чумаков. Вӑл, чи малтан кашӑкпа сӗт ӑсса, ҫӑкӑра ҫур чӗлӗ пысӑкӑш ҫыртса илчӗ. Григорий хӑйӗн кашӑкне тытрӗ, — пурин ҫине те пӑхса ыйтрӗ:

— Капарин ӑҫта?

Фоминпа Стерлядников сӑмах чӗнмесӗр ҫирӗҫ, Чумаков Григорий ҫинелле шӑтарас пек пӑхса илчӗ те, вӑл та нимӗн те шарламарӗ.

— Капарина ӑҫта чикрӗр? — ыйтрӗ Григарий, ҫӗрле темскер пулса иртнине уҫӑмсӑррӑн тавҫӑрса.

— Капарин халь аякра, — лӑпкӑн кулса тавӑрчӗ Чумаков. — Вӑл Ростовалла ишсе кайрӗ. Халӗ таҫта Усть-Хопер патӗнче чӳхенсе пырать пулӗ-ха. Авӑ ун кӗрӗкӗ ҫакӑнса тӑрать.

— Чӑнах вӗлертӗр-и? — ыйтрӗ Григорий, Капарин кӗрӗкӗ ҫине куҫ хӳрипе пӑхса илсе.

Кун ҫинчен ыйтмасан та юрамаллаччӗ. Вӑл ахалех паллӑ пулчӗ, ҫапах та Григорий темшӗн ыйтрӗ. Ӑна тӳрех хуравламарӗҫ, вара вӑл ҫав ыйтӑвах тепӗр хут каларӗ.

— Мӗн-ха ӗнтӗ, паллах, — вӗлертӗмӗр, — терӗ те Чумаков хӗрарӑмӑнни пек илемлӗ кӑвак куҫӗсене куҫ хӑрпӑкӗсемпе хупларӗ. — Эпӗ вӗлертӗм. Должноҫӗ ман ҫапласкер — ҫын вӗлересси…

Григорий ун ҫине чӑр! тинкерсе пӑхрӗ. Чумаковӑн хӗрлӗ те таса кӗре пит-куҫӗ лӑпкӑ сӑнлӑ ҫеҫ те мар, хаваслӑ та. Шупка сарӑ мӑйӑхӗ ун, ҫырӑ куҫ харшисемпе хыҫала тураса вырттарнӑ ҫӳҫне тӗксӗмреххӗн тартса, хӗвелпе пиҫнӗ питне уйрӑмах чипер сӑн кӳрет.

Пӑхма чӑнахах та хитре те сӑпайлӑ пек вӑл, Фомин бандинчи ҫак каскӑнран каскӑн чунилли. Вӑл кашӑкне брезент ҫине хурса, мӑйӑхне алӑ тӳрчӗпе шӑлса илчӗ унтан каларӗ:

— Яков Ефимовича тав ту, Мелехов. Сан чунна вӑл ҫӑлчӗ, атту эсӗ те халь Капаринпа пӗрлех Донра юхса пымаллаччӗ…

— Ку мӗншӗнччӗ тата?

Чумаков васкамасӑр, сӑмахӗсене чӑмланӑ пек таткаласа калаҫма пуҫларӗ:

— Капарин кайса парӑнасшӑнччӗ пулас-ха, санпа ӗнер нумайччен тем ҫинчен калаҫрӗ… Ну, апла-капла тем сиксе тухасран вара Яков Ефимовичпа иксӗмӗр ӑна пуҫтарма шут тытрӑмӑр. Юрать-и, ӑна йӑлтах каласа парам? — Чумаков Фомин ҫинелле ыйтуллӑн пӑхса илчӗ.

Лешӗ килӗшсе пуҫӗпе сулчӗ те, Чумаков, пиҫсе ҫитеймен вир пӑттине шӑлӗсемпе кӑмпӑртаттарса, малалла каларӗ:

— Каҫ пуларахпа хайхискер юман пуленки хатӗрлесе хутӑм та калатӑп Яков Ефимовича: «Эпӗ иккӗшне те вӗсене, Капаринне те, Мелеховне те, ҫӗрле кӑчлаттаратӑп», — тетӗп. «Капаринне майла, Мелеховне кирлӗ мар», — тет мана ку. Ҫапла килӗшрӗмӗр те. Эпӗ хайхи Капарин ҫывӑрса каясса сыхласа выртрӑм, илтетӗп — эсӗ те ҫывӑратӑн, харлаттаратӑн. Ну, шуса пытӑм та пӗррех тӳплеттертӗм куҫӗнчен пуленкепе. Урипе те тапаланмарӗ хӑть пирӗн штабс-капитан! Тутлӑн карӑнса илчӗ те — пӗтерчӗ пурӑнса… Майӗпен ухтартӑмӑр ҫакна, унтан урисемпе аллисенчен тытса ҫыран хӗррине ҫӗклесе кайрӑмӑр, аттине, френчӗпе кӗрӗк пиншакне хывса илтӗмӗр — вара шӑмпӑрт! кӑна шыва. Эсӗ ҫаплах ҫывӑратӑн-ха, ӑна-кӑна нимӗн те туймастӑн… Ҫӗркаҫ сан ҫывӑхӑнтах тӑчӗ вилӗм, Мелехов! Пуҫ вӗҫӗнчех тӑчӗ. Яков Ефимович сана тӗкӗнме хушмарӗ те-ха, эпӗ ҫавах: «Кӑнтӑрла мӗн пирки калаҫма пултарнӑ-ха вӗсем? — тесе шухӑшларӑм. — Путсӗр ӗҫ вӑл, пиллӗкӗнтен иккӗшӗ хӑйсене ыттисенчен уйрӑммӑн тытма, вӑрттӑн калаҫма тапратсан…» йӑпшӑнса пытӑм та ҫак сан патна — пуҫна ҫапса ҫурасшӑнччӗ ӗнтӗ, анчах шухӑшласа илтӗм: пуленкепе таклаттарӑп та, пӗрре ҫапнипех кӑнтаймасан, вӑл, эсрел, вӑйлӑскер, сиксе тӑрӗ те пеме пуҫлӗ, терӗм… Ну, каллех Фомин ман пӗтӗм ӗҫе пӑсса хучӗ. Пычӗ те пӑшӑлтатать: «Ан тив, вӑл хамӑр ҫын, ӑна шанма юрать», — тет. Апла та капла ӗнтӗ, унтан Капарин хӗҫпӑшалӗ ӑҫта ҫӗтнине ӑнланса пӗтереймерӗмӗр. Кайрӑм вара сан патран пӑрӑнса. Ну, вӑйлӑ ҫывӑртӑн эсӗ, инкек-мӗн пулассине пач та сисмерӗн!

— Ним ахальшӗн вӗлереттӗнччӗ-иҫ, ухмах! — терӗ ӑна лӑпкӑн Григорий. — Эпӗ Капаринпа каварлашман.

— Эппин, мӗншӗн тата ун пӑшалӗсем сан алла лекнӗ?

Григорий кулса илчӗ:

— Эпӗ кӑнтӑрлах ун пистолечӗсене туртса илтӗм, затворне каҫхине йӗнер кӗҫҫи айне пытартӑм.

Григорий ӗнер Капаринпа иккӗшӗн хушшинче пулса иртнӗ калаҫупа лешӗн сӗнӗвӗ ҫинчен каласа пачӗ.

— Мӗншӗн кун ҫинчен ӗнерех каламарӑн? — ӳпкевлӗн ыйтрӗ Фомин.

— Шеллерӗм манка ҫурине, — ним пытармасӑр йышӑнчӗ Григорий.

— Ах, Мелехов, Мелехов! — терӗ йӑлтах тӗлӗннӗ Чумаков. — Шеллес йӗркене эсӗ Капарин винтовкин затворне пытарнӑ ҫӗрех чиксе хур, — кӗҫҫе айне шаларах чик ӑна, атту вӑл ырӑ патне илсе пымасть сана!

— Мана ан вӗрент эсӗ. Сан чухлех пӗлетӗп эп, — терӗ сиввӗн Григорий.

— Манӑн мӗншӗн вӗрентес, ара, сана? Ҫӗрле ак, эсӗ хӗрхеннине пула, хӑвна ним ахальшӗн леш тӗнчене ӑсатнӑ пулсан, — ун чух мӗнлеччӗ?

— Ҫавӑ кирлӗччӗ те, — шухӑшласа илсе, шӑппӑн тавӑрчӗ Григорий. Унтан ыттисем илтчӗр тесе мар, ытларах хӑйӗншӗн хушса хучӗ:  — Этемшӗн куҫпа курса тӑрса вилесси хӑрушӑ, ҫывӑрнӑ чух вилме ҫӑмӑлрах пулма кирлӗ…

Сайт:

 

Статистика

...подробней