Поиск
Шырав ĕçĕ:
32. Ҫавӑ кӗлеткен пуҫӗ таса ылтӑн пулнӑ, кӑкӑрӗпе аллисем — кӗмӗл, хырӑмӗпе пӗҫҫисем — пӑхӑр, 33. ура тунийӗсем — тимӗр, ура лапписен пӗр пайӗ — тимӗр, тепӗр пайӗ — тӑм.
Дан 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Сионӑн хаклӑ ывӑлӗсем, чи таса ылтӑнпа танлӑскерсем, тӑм савӑтпа, чӳлмекҫӗ алли тунӑ япалапа, танлашрӗҫ!
Хӳх 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Тафнисра Иеремийӑна Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулнӑ: 9. пысӑк чулсем ил те вӗсене иудейсен куҫӗ умӗнче Тафнисра фараон ҫуртне кӗнӗ вырӑнта картишӗнче тӑм ӑшне пытарса хур, 10. вара вӗсене кала: Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать, те: Эпӗ кунта Хамӑн чурана Навуходоносора, Вавилон патшине, илсе килӗп, Хам пытарса хунӑ ҫак чулсем ҫине унӑн аслӑ пуканне лартӑп, ҫавӑнта вӑл хӑйӗн хӳхӗм чатӑрне карса лартӗ, 11. вара килӗ те Египет ҫӗрне аркатса тӑкӗ, вилме пӳрни вилӗм аллине лекӗ; тыткӑна лекмелли тыткӑна кайӗ; хӗҫ айне пулмалли хӗҫ айне пулӗ.
Иер 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа ҫапла каларӗ: кай та чӳлмекҫӗрен тӑм кӑкшӑм туян; хӑвпа пӗрле халӑх хушшинчен тата священниксем хушшинчен чи аслисене ил, 2. Чӳлмек хапхи патӗнчи Енном ывӑлӗсен айлӑмне тух та Эпӗ хӑвна каласа тӑракан сӑмахсене пӗлтерсе 3. кала: Иудея патшисемпе Иерусалим ҫыннисем, Ҫӳлхуҫа сӑмахне итлӗр!
Иер 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Израиль килӗ, эсир те Ман аллӑмра — ҫак чӳлмекҫӗ аллинчи тӑм пекех.Вот, что глина в руке горшечника, то вы в Моей руке, дом Израилев.
Иер 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Чӳлмекҫӗ тӑвакан тӑм сӑват ун аллинчех саланса кайрӗ; вӑл вара унран урӑх савӑт — хӑй тӑвас тенӗскерне — турӗ.
Иер 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Анчах та, Туррӑмӑр, Эсӗ — пирӗн Атте-ҫке! эпир — тӑм, Эсӗ вара — пире тӑваканӗ, эпир пурте — Санӑн аллун ӗҫӗ.8. Но ныне, Господи, Ты - Отец наш; мы - глина, а Ты - образователь наш, и все мы - дело руки Твоей.
Ис 64 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Чӳлмекҫӗне тӑм: «мӗн тӑватӑн эсӗ?» тесе калӗ-и? эсӗ тунӑ ӗҫ те сан пирки: «унӑн алли ҫук» тесе калӗ-и?Скажет ли глина горшечнику: «что ты делаешь?» и твое дело скажет ли о тебе: «у него нет рук?»
Ис 45 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Ҫав хӳмене Вӑл тӑм савӑта пӗр шелсӗр ҫапса ҫӗмӗрнӗ пек аркатса пӑрахӗ, унӑн ванчӑкӗсем хушшинче пӗр катӑк та — вучахран кӑвар илме юрӑхлӑ, ҫырмаран шыв ӑсма юрӑхлӑ катӑк та — тупаймӑн.
Ис 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Чӳлмек тӑвакана тӑм вырӑнне хума юрать-и вара?
Ис 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Чӳлмекҫӗ те ҫавӑн пекех — хӑйӗн ӗҫне тимлет, урипе кустӑрма ҫавӑрса ларать, 33. ялан хӑйӗн ӗҫӗшӗн тӑрӑшать, мӗн-мӗн тумалли уншӑн пӗтӗмпе паллӑ: 34. вӑл тӑм йӑвалать, ӑна урипе ҫӑрса ҫемҫетет; 35. пӗтӗм чунтан тӑрӑшать — савӑтне ҫиелтен сӑрласа пахаран та паха туса ҫитересшӗн, ӗнтӗ часрах кӑмакине тасатасшӑн.
Сир 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Тӑм савӑт-сапана кӑмакана лартса тӗрӗслеҫҫӗ, этем мӗнлине вӑл калаҫнинчен пӗлеҫҫӗ.5. Глиняные сосуды испытываются в печи, а испытание человека - в разговоре его.
Сир 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Чӳлмекҫӗ тӑрӑшсах ҫемҫе тӑм ҫӑрать, пире валли тимлесех тӗрлӗ савӑт ӑсталать: пӗр тӑмранах таса ӗҫ валли те, таса мар ӗҫ валли те тӑвать — уншӑн пурпӗрех; анчах хӑш савӑчӗпе мӗнле усӑ курассине те ҫав чӳлмекҫех татса парать.
Ӑсл 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Хӗрӳллӗ чӗлхе-ҫӑварпа усал чӗре — тасатман кӗмӗлпе кӗмӗлленӗ тӑм савӑт пекех.23. Что нечистым серебром обложенный глиняный сосуд, то пламенные уста и сердце злобное.
Ытар 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
41. Турра каллех сӑнанӑ-тӗрӗсленӗ, Израилӗн Святойне хурланӑ, 42. Унӑн аллине, хӑйсене пусмӑртан хӑтарнӑ куна асра тытман: 43. Вӑл ун чухне Египетра Хӑйӗн паллисене, Цоан хирӗнче Хӑйӗн кӗтречӗсене кӑтартнӑ; 44. вӗсем ан ӗҫейччӗр тесе Нил шывне, вӗсен ҫӑлӗсене юн тунӑ; 45. вӗсене сӑхчӑр тесе вӗсем ҫине хурт-кӑпшанкӑ янӑ, вӗсене пӗтерччӗр тесе вӗсем ҫине шапа янӑ; 46. вӗсенӗн ҫӗр ҫимӗҫӗсене хурта, ӗҫленӗ ӗҫне хӗрлӗ шӑрчӑка панӑ; 47. иҫӗм ҫырлине пӑр ҫаптарнӑ, сикомор йывӑҫӗсене тӑм тивтернӗ; 48. выльӑх-чӗрлӗхне пӑрпа, кӗтӗвӗсене ҫиҫӗмпе пӗтернӗ; 49. вӗсем ҫине Хӑй ҫиллийӗн ҫулӑмне, хаярлӑхне тата инкек-синкек, асап, усал ангелсен ушкӑнне янӑ; 50. Хӑйӗн ҫилли валли ҫул тикӗсленӗ, вӗсен чунӗсене вилӗмрен сыхламан, вӗсен выльӑх-чӗрлӗхне мур чирӗпе пӗтернӗ; 51. Египет ҫӗрӗнчи малтан ҫуралнисене — Хам чатӑрӗсенчи вӑйӑн пуҫламӑшне — пӗтӗмпех хирсе тухнӑ; 52. Хӑй халӑхне сурӑхсене хускатнӑ пек хускатса кайнӑ, вӗсене, кӗтӳ ҫӳретнӗ пек, пушхирпе ертсе пынӑ; 53. вӗсене шанчӑклӑ илсе пынӑ, вӗсем хӑраман, вӗсен тӑшманӗсене тинӗс хупласа хунӑ; 54. вӗсене Хӑйӗн сӑваплӑ ҫӗрӗ ҫине, Хӑйӗн сылтӑм алли хатӗрленӗ ҫак ту ҫине илсе ҫитернӗ; 55. вӗсен умӗнчен ют халӑхсене хӑваласа янӑ, халӑхсенӗн ҫӗрӗсене вӗсене ӗмӗрлӗхе уйӑрса панӑ, Израиль йӑхӗсене вӗсен чатӑрӗсене вырӑнаҫтарнӑ.
Пс 77 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Вӑйӑм тӑм савӑт пек халтӑркарӗ; чӗлхем пыр тӗпне ҫыпӑҫӑнса ларчӗ, Эсӗ мана вилтӑприпе пӗр турӑн.
Пс 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ун чухне вӗсене ҫиллипе каласа, вӗсене хаярлӑхӗпе шуйхатса ӳкерӗ: 6. «Хамӑн Патшама Хамӑн сӑваплӑ Сион тӑвӗн патшине Эпӗ лартрӑм#; 7. Турӑ ирӗкне пӗлтеретӗп: Ҫӳлхуҫа Мана каларӗ: Эсӗ — Манӑн Ывӑлӑм; Эпӗ Сана паян ҫуратрӑм; 8. ыйт Манран — Сана халӑхсене еткерлӗхе парӑп, ҫӗре вӗҫӗ-хӗррипех Сан аллуна парӑп. 9. Эсӗ вӗсене тимӗр туюпа парӑнтарӑн; вӗсене тӑм савӑт-сапа пек ҫапса салатӑн» терӗ.
Пс 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Хӑвӑн ӗмӗрӳнте эсӗ хӑҫан та пулин ҫутӑлса килекен ире хушса курнӑ-и, шурӑмпуҫне хӑйӗн вырӑнне кӑтартса панӑ-и, 13. ӑна, ҫӗре хӗрринчен тытса, ун ҫинчен йӗркесӗр ҫынсене силлесе тӑкма хушнӑ-и? 14. пичет пуснӑ тӑм улшӑннӑ евӗр, ҫӗре ҫапла улшӑнтарнӑ-и, ӑна тӗрлӗ тӗслӗ тумтир пек курӑнмалла тунӑ-и, 15. йӗркесӗр ҫынсен ҫутине туртса илнӗ-и, вӗсен чӑрсӑр аллине аркатнӑ-и?
Иов 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Сирӗн астутарса калаҫнӑ сӑмахӑр кӗл евӗрлӗ, тӗрекӗр те сирӗн — тӑм тӗрек.12. Напоминания ваши подобны пеплу; оплоты ваши - оплоты глиняные.
Иов 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Акӑ Вӑл Хӑйӗн чурисене те шанса пӗтермест, Хӑйӗн Ангелӗсенче те кӑлтӑк тупать, 19. эппин, тӑм ҫуртра пурӑнакансенче тата ытларах айӑп тупать, лешӗсен ҫурчӗ те хӑйӑр ҫинче ларать, хӑйсем те кӗверен хӑвӑртрах пӗтеҫҫӗ.
Иов 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.