Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Хӳх 4

Раздел: Библи –> Иеремия хӳхлевӗ

Автор: Библи

Источник: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Добавлен: 2016.04.17 12:53

Предложений: 21; Слово: 396

Тип текста: Религия

По-русски Тема: Религия

1. Мӗн тери тӗссӗрленнӗ ылтӑн,
мӗн тери улшӑннӑ пахаран паха ылтӑн!
Таса Ҫурт чулӗсем
кашни урамра сапаланса выртаҫҫӗ.

2. Сионӑн хаклӑ ывӑлӗсем,
чи таса ылтӑнпа танлӑскерсем,
тӑм савӑтпа, чӳлмекҫӗ алли тунӑ япалапа, танлашрӗҫ!

3. Тискер чӗрчунсем те
хӑйсен ҫурисене чӗчӗ парса ӗмӗртеҫҫӗ,
ман халӑхӑмӑн хӗрӗ вара
пушхирти страус пекех шелсӗр пулса кайрӗ.

4. Кӑкӑр ачин чӗлхи сӗтсӗр антӑхнӑран
ҫӑвар маччине ҫыпҫӑнать;
ачасем ҫӑкӑр ыйтаҫҫӗ,
анчах вӗсене никам та памасть.

5. Унччен тутлӑ ҫинӗскерсем
урамра хухса типеҫҫӗ;
йӗпкӗн хӗрлӗ тӑхӑнса ҫӳренисем
тислӗк ҫумне тӗршӗнеҫҫӗ.

6. Ман халӑхӑмӑн хӗрне
усал ӗҫӗсемшӗн панӑ хаса
ҫылӑхсемшӗн пӗтнӗ Содом вилӗмӗнчен те пысӑкрах:
Содома пӗр авӑкрах пӗтерсе тӑкнӑ,
ӑна ҫын алли тӗкӗнмен.

7. Ман халӑхӑмӑн хӗрӗн ҫулпуҫӗсем юртан та тасарахчӗ,
сӗтрен те шурӑрахчӗ;
ӳчӗпе вӗсем мерченрен те хитререхчӗ,
сӑнӗпе вӗсем сапфир евӗрлехчӗ;
8. халӗ вӗсенӗн сӑнӗ тӗксӗмрен те тӗксӗм;
вӗсене урамра курсан паллаймаҫҫӗ;
вӗсенӗн тирӗ шӑмми ҫумнех ҫыпӑҫӑнса ларнӑ,
хӑрӑк йывӑҫ пекех пулса кайнӑ.

9. Хӗҫрен вилнисем
выҫӑпа вилнисенчен телейлӗрех,
мӗншӗн тесен кусем
уй-хир ҫимӗҫӗ ҫитменнипе хухса пыраҫҫӗ.

10. Ҫемҫе чӗреллӗ хӗрарӑмсем
хӑйсен аллипех хӑйсен ачисене пӗҫернӗ:
халӑхӑмӑн хӗрӗ пӗтнӗ вӑхӑтра
ҫапла хӑйсемшӗн ҫимелли хатӗрленӗ.

11. Ҫӳлхуҫа Хӑй ҫиллине кӑтартрӗ,
Хӑй ҫиллин хаярлӑхне ҫитерчӗ те
Сиона вут хыптарчӗ,
ҫав вут-ҫулӑм унӑн никӗсне тӗп турӗ.

12. Ҫӗр ҫинчи патшасем,
тӗнчери мӗнпур ҫын
Иерусалим хапхинчен
тӑшман кӗрессе ӗненменччӗ.

13. Пӗтӗмпе ҫакӑ
унӑн суя пророкӗсем тунӑ ҫылӑхсемшӗн,
унта тӳрӗ ҫынсенӗн юнне юхтарнӑ священникӗсен
йӗркесӗр ӗҫӗсемшӗн килсе тухрӗ;
14. вӗсем, суккӑр пек, урам тӑрӑх сулланса ҫӳрерӗҫ,
юнпа вараланчӗҫ,
вӗсенӗн тумтирӗ ҫумне
пырса сӗртӗнме те май ҫукчӗ.

15. Вӗсене курсан: «пӑрӑнӑр! таса мар ҫын пырать!»,
«пӑрӑнӑр, пӑрӑнӑр, ан сӗртӗнӗр!» тесе кӑшкӑратчӗҫ;
вӗсем аванмарланса иртсе каятчӗҫ;
халӑх хушшинче вара ҫапла калатчӗҫ:
«вӗсем текех пулмӗҫ!

16. Ҫӳлхуҫа сӑнӗ вӗсене салатса ярӗ;
Вӑл ӗнтӗ вӗсем ҫине пӑхмӗ» теетчӗҫ,
мӗншӗн тесен вӗсем священниксене хисеплемеҫҫӗ,
ватӑ ҫынсене хӗрхенмеҫҫӗ.

17. Пулӑшу килессе усӑсӑр кӗтсе,
пирӗн куҫсем ывӑнса ҫитрӗҫ;
хамӑрӑн хурал пашни енчен
эпир хамӑра хӑтарма пултарайман халӑха кӗтрӗмӗр.

18. Вӗсем вара, пире хамӑр хула урамӗпе ҫӳреттерес мар тесе,
пирӗн утӑмсене сыхласа тӑнӑ;
пирӗн вилӗм ҫывӑхарчӗ, пирӗн ӗмӗр вӗҫленчӗ;
вилӗм ҫитрӗ пирӗн.

19. Пире йӗрлекенсем
тӳпери ӑмӑрткайӑкран та вичкӗнрехчӗ;
пире хыҫран тусем тӑрӑх хӑваларӗҫ,
пире пушхирте сыхласа тӑчӗҫ.

20. Пирӗн сывлан сывлӑшӑмӑр, Ҫӳлхуҫа ҫу сӗрнӗ ҫын,
эпир ун ҫинчен:
«халӑхсем хушшинче унӑн хӳттинче пурӑнӑпӑр» тенӗскер,
вӗсен шӑтӑкне лекнӗ.

21. Савӑн та хӗпӗрте,
Уц ҫӗрӗнче пурӑнакан Эдом хӗрӗ!

Сан патна та курка ҫитӗ;
ӳсӗрӗличчен ӗҫсе тултарӑн та ҫарамас тӑрса юлӑн.

22. Эй Сион хӗрӗ! йӗркесӗр ӗҫӳсемшӗн тӳсекен асапу пӗтрӗ;
Турӑ сана текех хӑваламӗ;
анчах та, Эдом хӗрӗ,
Вӑл санӑн йӗркесӗр ӗҫӳсене пырса курӗ те
ҫылӑхусене ҫиеле кӑларӗ.

Сайт:

 

Статистика

...подробней