Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Иов 4

Раздел: Библи –> Иов кӗнеки

Автор: Библи

Источник: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Добавлен: 2016.04.06 16:38

Предложений: 16; Слово: 250

Тип текста: Религия

По-русски Тема: Религия

1. Феман ҫынни Елифаз ҫапла хуравласа каланӑ:
2. эхер те эпир ҫакӑн ҫумне сӑмах хушса пӑхсассӑн, йывӑр пулмӗ-ши сана?

Тепӗр тесессӗн, калас сӑмаха кам чарасси пур!

3. Акӑ эсӗ нумайӑшне ӑс парса вӗрентеттӗн,
хал ҫухатса алӑ уснисене хунтӑлаттӑн,
4. санӑн сӑмахусем такӑнакан ҫынна ура ҫине тӑрататчӗҫ,
чӗркуҫҫи вӑйӗ пӗтсе килнисене эсӗ тӗрек параттӑн.

5. Халӗ вара хӑвна килсе ҫапрӗ те — эсӗ тӳсеймерӗн;
хӑвна пырса тиврӗ те — халран ӳкрӗн.

6. Турӑран хӑрани сана шанӑҫ кӳмелле мар-и,
айӑпсӑр ҫулу санӑн ӗмӗтӳ пулмалла мар-и?

7. Аса ил-ха, айӑпсӑр ҫын пӗтни пулнӑ-и?
тӳрӗ ҫын тата ӑҫта тӗп пулнӑ?

8. Эпӗ хам курнӑ: кам усаллӑха сухаласа усал акать —
вӑл ҫавнах вырса илет;
9. ун пеккисем Турӑ пӗрре вӗрнипех тӗп пулаҫҫӗ,
Унӑн ҫиллин хӑвачӗпе пӗтсе ҫухалаҫҫӗ.

10. Арӑслан ӳхӗрни, мӗкӗрекенӗн сасси шӑпланать,
ҫамрӑк арӑслансен шӑлӗсем те тӗпренеҫҫӗ;
11. тупӑш ҫуккипе вӑйлӑ арӑслан та вилет,
арӑслан амин ҫурисем тӗрлӗ ҫӗре саланаҫҫӗ.

12. Акӑ вӑрттӑн ман патӑма пӗр сӑмах ҫитрӗ,
хӑлхам мӗн илтмеллине илтсе юлчӗ.

13. Ҫынна ыйхӑра курӑнакан тӗлӗксем ҫинчен
шухӑшласа выртнӑ хушӑра
14. сасартӑк эпӗ сехӗрленсех ӳкрӗм,
пӗтӗм шӑммӑм-шаккӑм чӗтренчӗ.

15. Ман ҫийӗн сывлӑш иртсе кайрӗ;
ҫӳҫӗм-пуҫӑм вирелле тӑчӗ.

16. Вӑл тӑп чарӑнчӗ,
анчах эпӗ унӑн тӗсне-йӗрне тӗшмӗртеймерӗм —
куҫӑм умӗнче сӑнарӗ ҫеҫ курӑнса тӑчӗ;
вӑштӑр ҫил, — эпӗ сасӑ илтрӗм:
17. этем Турӑран тӳрӗрех-им,
ҫын хӑйне Пултараканран тасарах-им?

18. Акӑ Вӑл Хӑйӗн чурисене те шанса пӗтермест,
Хӑйӗн Ангелӗсенче те кӑлтӑк тупать,
19. эппин, тӑм ҫуртра пурӑнакансенче тата ытларах айӑп тупать,
лешӗсен ҫурчӗ те хӑйӑр ҫинче ларать,
хӑйсем те кӗверен хӑвӑртрах пӗтеҫҫӗ.

20. Вӗсем ирпе каҫ хушшинчех тӗшӗрӗлсе анаҫҫӗ;
вӗсем пачах ҫухалнине курса та юлаймӑн.

21. Хӑйсемпе пӗрлех вӗсен ячӗ те пӗтмест-и?

Вӗсем ӑса кӗрсе ҫитеймесӗрех вилеҫҫӗ, терӗ сасӑ.

Сайт:

 

Статистика

...подробней